Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн ҫулталӑкри черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Академи пайташӗсем чӑвашран ҫеҫ мар, инҫетри тӑрӑхсенчен те килсе ҫитрӗҫ — Тутарстанран, Чӗмпӗртен, Пушкӑртран тата ытти облаҫсемпе республикӑсенчен.
Пухура ҫулталӑк хушшинче туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа пачӗҫ, ҫӗнӗ пайташсене йышӑнчӗҫ (сӑмахран, Мускаван ҫитнӗ Владимир Болгарские). Чи тӑрӑшуллисене хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Чӑваш халӑх академине пулӑшакансене те манмарӗҫ, вӗсене те хисеп хучӗсемпе чыс турӗҫ.
Пухӑва Станислав Отрыванов ертсе пычӗ. Сӑмах илнӗ хыҫҫӑн кӑҫал вӑл Пӳлерпе Пӑлхар хулисене тата Хусанти Ар масарӗ ҫине ҫитсе килни пирки пӗлтерчӗ. Ҫак ҫулҫӳревре ӑна хумхантарса янӑ пулӑмпа та вӑл пухӑннисене паллаштарчӗ. Хусанти Ар масарӗнче вырнаҫнӑ Николай Ашмарин вил тӑприйӗ ытла та кичеммӗн ларать иккен. Ку уйрӑмах юнашар тенӗ пек вырнаҫнӑ Николай Лобачевскийӗн вил тӑприпе танлаштарсан курӑнать. Станислав Отрыванов пирӗн халӑхшӑн пысӑк ӗҫ тунӑ Николай Ашмаринӑн палӑкне хӑт кӗртме ыйтрӗ, ку енӗпе хӑй те пулӑшма хатӗрри пирки каларӗ.
«Хулари чӑвашлӑх. Ку ыйту нумай йӑхташа канӑҫ памасть. Мӗнле аталантармалла? Тутарстанри Анат Камӑри 34-мӗш гимнази-интернат пур. Вӗсен те йӑлтах ҫупа сӗрсе хуман, ҫапах та паянхи кунччен те чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентееҫҫӗ. Ҫитменнине ачасене чӑваш юрри-ташшине хӑнӑхтараҫҫӗ пӗчӗкрен», — ҫапла ҫырнӑ Фейсбукра кӳршӗллӗ ҫав республикӑри «Сувар» чӑваш хаҫачӗн редакторӗ Константин Малышев.
Чӑн та, аслисен тӑрӑшӑвӗ харама каймасть темелле. Нумаях пулмасть иртнӗ «Мы разные, но мы вместе» (чӑв. Эпир тӗрлӗрен, анчах эпир пӗрле) фестивале те хутшӑннӑ ачасем. «Укӑлчара» фольклор композицийӗпе вӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ачасене ҫак фестивале хутшӑнма, ҫӗнтерӳҫӗсен ятне илме пулӑшакансем тесе хаҫат Галина Удирякова класс ертӳҫине, гимназири фолькор ушкӑнне ертсе пыракан Татьяна Носевича тата ачасен ашшӗ-амӑшне асӑнса хӑварнӑ.
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин Саплӑк чӑваш ялӗнчи шкулта районти семинар иртнӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсен воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсем, класс ертӳҫисен тата педагог-йӗркелӳҫӗсен шкулти методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫисем пуҫтарӑннӑ.
Педагогсем шкулти этнографи музейӗнче те, вӑл сакӑр уйрӑмран тӑрать, пулнӑ. Музей ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Петр Максимов истори учителӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ку вӑл 1987 ҫулта пулнӑ. Унтанпа музей самай пуянланнӑ. Петр Васильевича сума суса музейра паян ятарлӑ стенд та ӗҫлет.
Семинара пухӑннисене ачасен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Уйрӑмах килӗшнисен шутӗнче — «Волшебная бусинка» (чӑв. Асамлӑ шӑрҫа) тата «Веста» кружоксем. Вӗсем иккӗшӗ те ачасен ӑсталӑхне туптама пулӑшаҫҫӗ.
Тутарстан Республикинчи Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьелӗнчи вӑтам шкул ҫур ӗмӗрхине паллӑ тунӑ. Унта, кирек епле шкул юбилейӗнчи евӗрех, тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухса кайнисем пуҫтарӑннӑ. Шкул ҫунатти айӗнчен тухса кайнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ инҫӗше парӑнтарнисем пур. Вӗсем хушшинче — строительсемпе инженерсем, шалти ӗҫсен тата инкеклӗ ӗҫсен министерствисенче тӑрӑшакансем, культура тата ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, усламҫӑсемпе вӗрентекенсем, тӳре-шарапа министрсем.
Чӑваш шкулне юбилейпа районтан килнӗ пуҫлӑхсем те саламланӑ. Хӑшӗсене ҫав кун тӗрлӗ награда лекнӗ. Район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе педагогика ветеранне Лидия Горбунована, шкул ертӳҫине Алексей Буинские, информатика учительне Алексей Маклакова чысланӑ. Ытти шайри Хисеп хучӗсем те уявра самай пулнӑ.
Раҫҫейре Пысӑк этнографи диктантне пӗтӗмлетнӗ. Акцие 90 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Аса илтерер: диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫырнӑ.
Диктант кӑтартӑвӗсене пӗр уйӑх тишкернӗ. Штаб ӗҫченӗсем Раҫҫейри ҫынсем ӑна вӑтамран миҫе баллӑх ҫырнине палӑртнӑ: 100-тен 54 балл пухнӑ.
Диктанта чи лайӑх ҫыракансем — Тутарстан ҫыннисем. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Кабардино-Балкари тата Смоленск облаҫӗ лекнӗ. Амур облаҫӗ чи сахал балл пухнӑ. Чӑваш Енри ҫынсем вара диктантра вӑтамран 57,3 балл пухнӑ. Ҫапла пирӗн республика танлаштарӑмра 20-мӗш йӗркене йышӑннӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан 12 ҫулти хӗрача та диктанта хутшӑннӑ. Вӑл — чи ҫамрӑкки. Мӑкшӑ Республикинче вара 80-ри арҫын диктант ҫырнӑ.
Ку акцие ҫулсеренех ирттерме палӑртнӑ.
«Комсомольская правда» сайтра «Халӑх участковӑйне» суйлас енӗпе сасӑлав иртет. Вӑл вӗҫлениччен икӗ кун юлнӑ.
Унта пирӗн республика чысӗшӗн Сергей Ипатьев сасӑ пухать. Хальлӗхе вӑл 71-мӗш вырӑнта кӑна-ха. Уншӑн 125 ҫын сасӑ панӑ. Финала пӗтӗмпе 83 ҫын тухнӑ. Малти йӗркене Чечня Республикин ҫынни йышӑннӑ. Унтан — Тутарстанри участковӑй, кайран – Самар облаҫӗн ҫынни. Смоленск облаҫӗнчи тата Кабарда-Балкарти полицейскисем – юлашки вырӑнта.
Аса илтерер: «Халӑх участковӑйӗ» конкурс финалӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче старт илнӗ. Сергей Ипатьевшӑн сасӑлас тесен сайта кӗмелле.
Тутарстанри Лениногорск районӗнчи Ҫӗнӗ Ҫеҫкел ялӗнче пурӑнакан Марина Кузьмина килӗнче ӗнер ирхине инкек сиксе тухнӑ — пушар кил-ҫурта шар кӑтартнӑ.
Марина Григорьевна чӑваш тӗнчишӗн ют ҫын мар. Вӑл Тутарстанри чӑваш наци культурин центрӗн тӑван ялӗнчи уйрӑмӗн председателӗ, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн пайташӗ. Марина питӗ хастар, Тутарстанри мероприятисене яланах хутшӑнать — Нурлатри «Уява» та, Элмет районӗнчи Учука та. Вӑл вырӑнти культура ҫуртӗнчи халӑх ансамбльӗнче те юрлать.
Кузьмина Марина 1989 ҫултанпа Ҫӗнӗ Ҫеҫкелти тӗп вӑтам шкулта ачасене вӗрентет. Чӑваш чӗлхипе литературине ӑса хывтарса нумай шкул ачине олимпиадӑсенче ҫитӗнӳсем тума пулӑшнӑ. Хӑй те чылай хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ. Хальхи вӑхӑтра шкулта ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентнисӗр пуҫне завуч пулса ӗҫлет.
Марина Григорьевна чӑваш тӗнчишӗн ют ҫын маррине кура эпир ӑна пулӑшма ыйтатпӑр.
Укҫана 8-917-287-76-15 телефон номер ҫине е «Сбербанкӑн» карточки ҫине куҫарма пултаратӑр: 6390 0262 9007 4501 65.
Шупашкартан Канаша 18 сехет те 40 минутра каякан пуйӑса расписанирен кӑларӗҫ. Чукун ҫул транспортне кӑмӑллакансемшӗн савӑнӑҫлах мар хыпара Тутарстанри Транспорт министерстви пӗлтернӗ.
«Канаш—Шупашкар» тата «Шупашкар—Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑсӑн ҫӗнӗ рапсисанийӗ паянтан вӑя кӗрет.
Ҫапла вара паян 03 сехет те 51 минутра Канашран Шупашкара 6502 номерлӗ пуйӑс килмӗ. Шупашкартан Канаша ҫӳренӗ 6505 номерлӗ пуйӑс та 18 сехет те 40 минутра ҫула тухмӗ.
Канаша 07 сехет те 12 минутра тата Канашран Шупашкара 17 сехет те 05 минутра хутланӑ пуйӑссем малашне те ҫӳрӗҫ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкартан Самара пуйӑс ҫулӗ туни экономика тӗлӗшӗнчен усӑллӑ тесе шухӑшланӑ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи ҫак икӗ хулана пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен ҫулпа ҫыхӑнтарма сӗннине пӗлтернӗччӗ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче Наци поэзийӗн фестивалӗ иртмелле. Вӑл акт залӗнче 14 сехетре пуҫланмалла.
Мероприятие хатӗрлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, литературӑри опытпа паллаштарма тата хӑйсен халӑхӗн культурипе ҫывӑхлатма ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи хӑнасем килсе ҫитмелле. Сӑмахран, Мускавран Виктор Куллэ поэта, тӑлмача, литературоведа, сценариста, «Антология современной поэзии России» кӗнекене хатӗрленӗ авторсенчен пӗрне кӗтеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Тутарстанри Алия Каримова поэт, тӑлмачӑ, Горький ячӗллӗ Литературӑпа мемориал музейӗн литпӗрлешӗвӗн ертӳҫи; Пушкӑртстанри Марсель Салимов писатель-сатирик, поэт, публицист, асӑннӑ республикӑри Гульсира Гизатуллина писатель, ҫыравҫӑ, Лилия Сагидуллина поэт; Мордва Республикинчи «Чилисема» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) журналӑн пай редакторӗ Татьяна Швецова тата ыттисем килессе шанаҫҫӗ.
Чӑвашри ҫыравҫӑсенчен Раиса Сарпи, Юрий Сементер и Валери Туркай, Дмитрий Воробьев, Дмитрий Вонави, Елена Светлая пулмалла.
Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче халӑх театрӗ ӗҫлет. «Сувар» хаҫатра Константин Малышев журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна халӗ Зинаида Аниськина ертсе пырать.
Акӑ епле ҫырса кӑтартнӑ вӑл: «Ачасемпе ҫулталӑкне 2 спектакль хатӗрлет Зинаида Владимировна. 15 ача ун патне актер ӑсталӑхне вӗренме ҫӳрет. Эрнере икӗ хутчен шкул хыҫҫӑн пухӑнаҫҫӗ вӗсем клуба. Денис Аниськин, Ангелина Агапова, Карина Яшмурзина, Полина Григорьева, Роман Чухунов, Вадим Ефремов – чи пултаруллисем.
Ялти театр сезонӗ кӗркунне клуба ӑшӑ парсан пуҫланать. Премьерӑсене ял-йыш та кӗтет.
Декорацисене те ял театралӗсен хӑйсен тума тивет. Клубри хӗрарӑмсене мӑшӑрӗсем пулӑшаҫҫӗ. Костюмсемпе ҫеҫ йывӑр. Уйрӑмах ачасем валли тӗрлӗрен выльӑхсен тумӗсене тума хӗн.
Аслисен репертуарӗ – йӑлтах чӑвашла. Аслӑ ушкӑна шкулта тата ача пахчинче ӗҫлекенсем ҫӳреҫҫӗ, пенсионерсем те сахал мар. Анчах кунта та йывӑрлӑхсӑр мар. Зинаида Аниськина шухӑшӗпе, хальхи драматургсен пьесисемпе хатӗрленӗ спектакльсене ялта лартма йывӑр. Чебановӑн комедийӗсене кӑна сцена ҫине кӑларма ҫӑмӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.