Тутарстанри Нурлат районӗнчи Вӑтам Хӑмӑшлӑри шкула юсама пуҫланӑ. Мӗншӗн шӑпах вӑл шкула ҫӗнетни пирки хыпарлас тенин сӑлтавне тӳрех уҫӑмлатар: Вӑтам Хӑмӑшлӑ — чӑваш ялӗ. Унта шкул 30 ҫул ӗҫлет. Анчах Тутарстан пек пуян республикӑра та вӗренӳ учрежденине ҫав тапхӑрта пӗртте юсаман иккен.
Кӑҫал вара Вӑтам Хӑмӑшлӑна савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитнӗ. Чӑваш ялӗнчи шкула юсама йышӑннӑ. Ҫакна республика хӑй хыснин шучӗпе мар, федерацинчен килекен «кӗмӗлпе» пурнӑҫлӗ.
Паянхи куна вӗренӳ заведенийӗнче юсав ӗҫӗ пуҫланнӑ. Строительсен шкулта юсаса ҫӗнетмелли плансем сахал мар. Чи малтанах вӗсем чӳречесенчен тытӑннӑ — вӗсене ылмаштарса та тухнӑ. Халӗ шкула хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫ-пуҫпа малалла тимлеҫҫӗ.
Чӑваш гимназийӗнче вӗренекен ача республикӑри конференцинче ҫӗнтернӗ.
Тутарстан Республикинчи Анат Камӑри 34-мӗш номерлӗ чӑваш гимнази-интернатӗнче 8-мӗш класра ӑс пухакан Николай Ащеулов «Жить, помня о корнях своих…» (чӑв. Тымарӑмӑрсене асра тытса пурӑнар) таврапӗлӳ темипе ҫырнӑ тӗпчев ӗҫӗсен республикӑри IV конференцийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Конференцие хулари нефтьпе хими техникумӗнче пухнӑ. Николай Ащеулов «Военная история» (чӑв. Ҫар историйӗ) номинацире палӑрнӑ. Чӑваш гимнази-интернатӗнче вӗренекен ача Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ.
Маларах эпир чӑваш гимнази-интернатӗнче нимӗҫсен концлагерӗнче асапланнӑ Альбина Дырановапа тӗл пулу йӗркелени ҫинчен пӗлтернӗччӗ.
Тутарстанри Павлӑ районӗнчи Потапово-Тӑмпӑрлӑ чӑваш ялӗнче унти шкула тӗрлӗ ҫулта вӗренсе пӗтернисен тӗлпулӑвне йӗркеленӗ.
Вӑл «ӑшӑ лару-тӑрура» иртни, мероприятие «лайӑх йӗркелени» пирки пӗлтереҫҫӗ ҫав тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлешӗвӗнче.
Шкултан тӗрлӗ вӑхӑтра вӗренсе тухса кайнисене район администрацийӗнче тӑрӑшакансем таранах саламланӑ. Шкулӑн хальхи ертӳҫи унта вӗреннисем пирки, шкул пӗтернисем вара ачалӑх ҫулӗсене аса илсе нумай ырӑ сӑмах каланӑ.
Шкула чапа кӑларнисен хушшинче Совет Союзӗн Геройӗсем те, тӗнче чемпионӗсем те, Олимп вӑййисенче палӑрнисем те, ҫар ҫыннисем те, ҫыравҫӑсем те пур-мӗн. Ун пек мухтавлӑ ҫынсем ӳлемрен те унти шкулта сахал мар пуласса вӑл тӑрӑхрисем шансах тӑраҫҫӗ.
Тутарстан Республикинчи Анат Камӑри 34-мӗш номерлӗ чӑваш гимнази-интернатӗнче нумаях пулмасть асра юлмалла курнӑҫу йӗркеленӗ.
Гимназире вӗренекенсем патне нарӑсӑн 6-мӗшӗнче нимӗҫсен концлагерӗнче асапланнӑ Альбина Дыранована хӑнана йыхравланӑ.
Альбина Павловна пограничник хӗрӗ пулнӑ. Унӑн ашшӗ чикӗ патӗнчи ҫапӑҫура хыпарсӑр ҫухалнӑ. Дырановсен ҫемйи тыткӑна лекнӗ.
Альбина Павловнан амӑшӗ, пиччӗшӗсем тата аппӑшӗ бюргер (хулара пурӑнакана Германире ҫапла каланӑ) патӗнче тӑватӑ ҫул тар тӑкнӑ. Альбина пӗчӗк пулнӑ, ӗҫлеймен, анчах унне юн илсе пурӑннӑ. Нуша-тертне пайтах курнӑ хӗрарӑм аса илӗвне гимнази-интернатра аслӑ класра вӗренекен ачасем чунтан ӑнланса та шеллесе итленӗ, куҫӗсем те шывланнӑ вӗсен.
Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул хаҫачӗсен регионсен хушшинчи «Пресса шкулӗ – 2016» пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Чыслава ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов хутшӑннӑ .
А. Иванов министр «Грани» издательство ҫурчӗн «Школа-пресс» проекчӗ ытти редакцисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, шкулсем кӑларса тӑракан хаҫатсен хушшинчи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртнӗ. Кӑҫалхине федерацин Атӑлҫи округӗнчи 10 регионтан 200 шкул хаҫачӗ тӑратнӑ. «Шкул хаҫачӗсене кӑларса тата конкурса хутшӑнса ачасем шкул саккинченех пулас профессие алла илме хатӗрленеҫҫӗ. Ку питӗ ырӑ тӗслӗх. Вӗсем журналистика тата филологи факультечӗсен студенчӗсем пулӗҫ. Журналистика анинче пӗрремӗш утӑмсене тунӑ ӗнтӗ, — цитатӑлать Александр Иванов сӑмахӗсене «Хыпар» хаҫат.
Конкурс тӳрисен шучӗпе «Хула шкулӗнчи чи лайӑх хаҫата» Шупашкарти 61-мӗш шкулта тата Волгоградри 8-мӗш лицейре кӑлараҫҫӗ. «Ял шкулӗнчи чи лайӑх хаҫат» номинацире Тӑвай шкулӗнчи ҫамрӑк журналистсем ҫӗнтернӗ.
Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫнелле (раштавӑн 23-мӗшӗнче) Тутарстанри депутатсем Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ пухӑвӗн Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе ҫыру хатӗрлесе янӑ, унта вӗсем Раҫҫей Федерацийӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцинче ҫитменлӗхсем пуррине палӑртнӑ. «Концепцинчи вырӑс чӗлхин аталанӑвӗ пирки калакан пая хатӗрлесе ҫитернӗ пулин те Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ документра вырӑс мар тӑван чӗлхесене аталантарма тата упрама паракан конституци шанӑҫне тивӗҫтерменни, Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен вӗрентӳ тата культура прависене хӳтӗлеменни пирки палӑртать», — тесе ҫырнӑччӗ. Вырӑс чӗлхине вӗрентмелли концепци ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийен 26-мӗш статьян иккӗмӗш пайӗпе килӗшсе тӑманни пирки палӑртнӑччӗ. Пӗлӗве вырӑсла кӑна илме пултарни конституци шантаракан халӑхсен пӗртанлӑхне пӑсни пирки те ҫырура кӑтартнӑччӗ.
Тутарсем хатӗрленӗ Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе янӑ ҫырӑва Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗнче те пӑхса тухнӑ.
Тутарстанра «Чӑваш пики – 2016» конкурс иртмелле. Ӑна унти чӑвашсен наципе культура автономийӗ, «Сувар» обществӑпа политика хаҫачӗ, Тутарстанри халӑхсен ассамблейи, Тутарстан халӑхсен Туслӑх ҫурчӗ пӗрле пулса йӗркелессине пӗлтереҫҫӗ.
Йӑлана кӗнӗ ҫак конкурс тӗллевӗ яланхиллех темелле. Ӑна пуҫарса ирттерекенсем тӗллев шутӗнче халӑх йӑли-йӗркине, культурӑпа чӗлхене ҫамрӑксен хушшинче сарасси тесе пӗлтереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫамрӑксене эстетика воспитанийӗ пама та пулӑшасшӑн.
Тата, паллах, тепӗр пысӑк тӗллев те пур йӗркелӳҫӗсен. Тутарстанра «Чӑваш пики» ята тивӗҫнӗ хӗре Раҫҫей шайӗнче иртекен ун йышши ӑмӑртура республика чысне хӳтӗлеме ярӗҫ. Апла пулсан вырӑнти ҫӗнтерӳҫӗ ҫӗршыв шайӗнчи конкурс валли ҫул уҫӗ.
Тутарстанри Кивӗ Илтрекьел ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере тӗрӗ музейӗ тейӗн. Ҫакна унти чӑвашсен ассоциацийӗн канашӗн пайташӗсенчен тӑракан комисси автономи йӗркеленӗ «Чи лайӑх ял», «Чи лайӑх шкул», «Чи лайӑх чӑваш чӗлхи класӗ» конкурссене заявкӑсем панӑ Аксу тата Нурлат районӗсенчи ялсенче тӗрӗслевпе кайсан курнӑ. Кивӗ Илтрекьелти Зинаида тата Василий Баландовсен хӑйнеевӗр тӗрӗ музейӗ пур-мӗн. «Стенасем, минтерсем ҫинче, турӑш кӗтесӗнче — йӑлт тӗрленӗ чечексем. Диван витти те тӗрӗллӗ. Кил хуҫи арӑмӗ каласа панӑ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вӑл хӗресле тӗрлеме кӑна пӗлнӗ, унтан лап тӗрре вӗреннӗ. Тӗрӗсен эрешне хӑй шутласа кӑларать», — тесе пӗлтерет вӗсем патӗнче пулса курнӑ Константин Малышев журналист.
Ӗмӗрне правленире ӗҫлесе ирттернӗ хӗрарӑмӑн чӑваш тӗррине те вӗренес килет-мӗн, сурпансем ҫинчи эрешсене курсан уйрӑмах иккен.
Чӑваш эстрада артисчӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне ҫитсе хӑйсен юрри-ташшине кӑтартса ҫӳрет. Сцена ҫине тинтерех ура ярса пуснисем те, сумлӑ ят ҫӗнсе илнисем те инҫе ҫула кӗскетсе аякри йӑхташӑмӑрсем патне кайса ҫӳреҫҫӗ.
Кӑҫал та вӗсем тӗрлӗ региона ҫитӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра иртекен концертсенчен Тутарстан Республикинчи Ҫарӑмсан салинчи Культура керменӗнче кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Раштава халалланине асӑнмалла.
Уява Чӑваш Республиикн халӑх артистки Августа Уляндина пухӗ. Вӑл ыркӑмӑллӑх концертне чӗнет. Программӑна «Ярды» ушкӑн (Шупашкар), «Салам» фольклор ушкӑнӗ (Хусан), MC DANC ADRENALINE ушкӑн (Новосибирск), «ТРИ А» ушкӑн (Шупашкар) та кӗнӗ. Тӗрлӗ хуларан килнӗ артистсен концерчӗ 19 сехетре пуҫланмалла.
Иртнӗ юнкун кӳршӗри Тутарстанра Патшалӑх канашӗн депутачӗсен пухӑвӗ иртнӗ, анчах та халӑх тарҫисем Президент ятне урӑххипе ылмаштарассине пӑхса тухман. Тепӗр пухӑва депутатсем вара ҫитес ҫулта ҫеҫ ирттерме палӑртнӑ — кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче. 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен Раҫҫей Федерацийӗн кашни республики чи пысӑк должноҫӗн ятӗнче «президент» сӑмахран хӑпмалли пирки 2010 ҫултах хушу кӑларнӑччӗ. Ҫакна «итлесе» патшалӑхри пур республика ертӳҫи те «Глава» (чӑв. Кӑлава, ертӳҫӗ) пулса тӑчӗ. Пирӗн республикӑра та, Чӑвашра, ҫак ӗҫе питӗ хӑвӑрт туса ирттерчӗҫ, Шупашкарти Президент бульварӗ ҫеҫ ертӳҫӗн должноҫӗн ячӗ малтан ҫапла пулнине асаилтерме пуҫларӗ. Хальхи вӑхӑтччен «Президент» вара Раҫҫейре пӗр Тутарстанра ҫеҫ сыхланса юлчӗ.
Кӳршӗре «Президентран» хӑпманнипе вӗсен конституцийӗ малашне, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, федераллӑ саккунпа пӗр килменни пулӗ. Пӗтӗм тутарсен конгресӗн ӗҫтӑвакан комитечӗн ертӳҫи Ринат Закиров шухӑшӗпе Тутарстан «Президент» ята сыхласа хӑварӗ. «Пирӗн халӑх Президента суйланӑ, ҫавӑнпа та ку ыйту пирӗншӗн хупӑ. Должноҫ ятӗнче иккӗленӳ ҫуратни — пирӗн республика пулнинче иккеленнипе пӗр тан», — тенӗ Патшалӑх канашӗн чи ватӑ депутачӗсенчен пӗри Марат Галеев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.