
Тӑвай районӗнчи прокуратура пушара хирӗҫ кӗрешессипе ҫыхӑннӑ саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ чухне Тӑвайӗнчи П.Х. Бухтулов ячӗллӗ шкулта ачасене апатлантарас ӗҫре санитари нормине пӑснине тупса палӑртнӑ.
Шкултан тухмалли саппас алӑксене тӗрӗсленӗ вӑхӑтра пӑлтӑр умӗнче апат-ҫимӗҫ тата ҫурма фабрикат купаласа тултарнине асӑрханӑ. Унта шӑнтнӑ котлет, тасатнӑ суханпа ҫӗрулми, туранӑ кишӗр, ҫӑмарта пулнӑ. Пӗр продукцин те ятарлӑ маркировка пулман.
Санитарипе эпидемиологи парвилине пӑснӑшӑн прокуратруа тӗрӗслев пуҫарнӑ.

«Россеть Атӑл» – «Чӑвашэнерго» 35 кВ-ран пысӑкранх подстанцисен ӗҫне тишкернӗ. Предприятин Кӑнтӑр производство уйрӑмӗн Тӑвайри подстанцийӗ мала тухнӑ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене «Первомайская» тата Улатарти подстанцисем йышӑннӑ.
Тӑвайри подстанци 4,3 пине яхӑн ҫынна ҫутӑпа тивӗҫтерсе тӑрать.

Паян кӑнтӑрла «Энӗш» автоҫул ҫинче, Канаш хулипе Тӑвай хушшинче, Тӑвай округӗнчи Вырӑс Нӑрваш ялӗ ҫывӑхӗнче, тырӑ тултарнӑ прицеп ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Самосвалӑн номерӗсем – Тутарстанран. Прицеп ун умӗнче тӳнсе кайнӑ, тырӑ ҫул тӑрӑх сапаланнӑ. Хальлӗхе авари мӗне пула тухнине пӗлтермен.
Авари хыҫҫӑн Канаш еннелле ҫул хупӑннӑ – прицеп ҫул варринчех выртнӑ. Машинӑсем хирӗҫ ҫулпа иртсе кайнӑ. Унта вара – ҫул-йер правилисене пӑсакансене ӳкерекен камера пур.

Тӑвайра пурӑнакан Евгений Витальевич тата Зинаида Николаевна пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсем икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ тӑватӑ мӑнукпа савӑнаҫҫӗ.
Евгений Витальевич - таврапӗлӳҫӗ, тӑван ен историйӗпе 7 кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл ЧР этнокультурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ. Ӑна «Пушар хуралӗн отличникӗ» паллӑпа чысланӑ.
Зинаида Николаевна пурнӑҫ тӑршшӗпе экономистра ӗҫленӗ. Ӗҫ стажӗ - 37 ҫул. Вӗсем иккӗшӗ ӗҫ ветеранӗн ятне илнӗ.

Тӑвайра пурӑнакан Евгений Школьников мӑшӑрӗпе Зинаидӑпа пахчара арпус ӳстернӗ. Сахал мар – 100 ытла!
Евгенйи – 72 ҫулта. Школьниковсем 11-мӗш ҫул ӗнтӗ арпус туса илеҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем 160 хунав лартнӑ. Вӗсене малтан килте ӳстереҫҫӗ, ҫӗртме пуҫламӑшӗнче пахчана тухса лартаҫҫӗ, кун сиктерсе шӑвараҫҫӗ – ҫапла арпус тӗрӗс-тӗкел ӳсет, нимӗнле удобрени те кирлӗ мар. Кӑҫал Школьниковсен чи пысӑк ҫимӗҫӗ 10-11 килограмм тайнӑ.
Арпуссӑр пуҫне вӗсем дыня, хӗвел ҫаврӑнӑш, улмуҫҫи, иҫӗм ҫырли, ытти ҫимӗҫе ӳстереҫҫӗ. Палӑртмалла: нумаях пулмасть Школьниковсем пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ. Евгений – ЧР тава тивӗҫлӗ таврапӗлӳҫи, 7 кӗнеке авторӗ. Зинаида пурнӑҫ тӑршшӗпе экономистра ӗҫленӗ.

Куславкка округӗнчи Тӑвай ялӗнче пурӑнакан Зоя Белоусова «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» музея хӑйӗн ӗҫне парнеленӗ. Вӑл – хӑй тӗрленӗ панно, ӑна тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ.
Зоя Белоусова – педагогика ветеранӗ. Ялти клубра йӗркеленӗ ал ӗҫ кружокне ҫӳреме пуҫласан вӑл тӗрлеме тытӑннӑ. Хӑйӗн черетлӗ ӗҫне асламӑшне /е кукамӑшне/ Клавдия Павловна Петровӑна халалланӑ. Вӑл окоп чавнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Паян, ҫӗтме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑваш ӳнерӗн аталанӑвӗнче хӑйӗн тӳпине палӑрмаллах хывнӑ Фаина Романова театровед ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Фаина Александровна ҫак енӗпе чи авторитетлӑ специалистсенчен пӗри пулса тӑрать. Унӑн «Театр, любимый народом» кӗнекине чӑваш театрӗн историйӗн учебникӗ тесе хаклаҫҫӗ.
Чӑваш Енри театр тӗнчин тӗпчевҫи, театровед, искусствоведени кандидачӗ, Чӑваш АССРӗн тата РСФСРӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Фаина Романова 1924 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Тӑвайӗнче ҫуралнӑ. 1943 ҫулта Фаина Александровна ГИТИСӑн театроведени факультечӗн студентки пулса тӑнӑ. 1948 ҫулта Шупашкара таврӑннӑ. Ӳнерпе тата литературӑпа ҫыхӑннӑ статьясемпе рецензисем ҫырма пуҫланӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви Тӑвай округӗн пульницине Канашри медцентр ҫумне пӗрлештересси пирки проект хатӗрленӗ. Ӑна кӗҫех Министрсен Кабинечӗ пӑхса тухӗ.
Канашри медцентра 2013 ҫулта Канашри хула пульницине тата Канашри ача-пӑча хула пульницине пӗрлештерсе йӗркеленӗ. Унӑн лабораторийӗ Канаш тата Тӑвай округӗсенчи ҫынсене йышӑнать.
Сӑмах май, Канашпа Тӑвай хушшинче - 22 ҫухрӑм.

Тӑвай районӗнче М-12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫула тунӑ чухне ваннӑ ҫула юсама тытӑннӑ. Асӑннӑ ӗҫе «Энӗш» тата «Тӑвай-Чутей-Аслӑ Кайбицы» ҫулӑн Тӑвай районӗнчи пайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ.
«Энӗш» ҫул ҫинчи 5 пин тӑваткал метр ытла лаптӑк ҫинчи кивӗ асфальта илсе ҫӗнннине сарӗҫ, «Тӑвай-Чутей-Аслӑ Кайбицы» ҫул ҫинче – 35 пин тӑваткал метр.
Юсав ӗҫне пурнӑҫлаканни — «Автодор» предприяти. ӖҪе пурнӑҫланине саплаштармалли тӑкака «М-12» ҫулӑн проектне тунӑ чухне пӑхса хӑварнӑ.

Ӗнер, акан 3-мӗшӗнче, «Энӗш» ҫул ҫинче, Тӑвай ҫывӑхӗнче, трасса патӗнчи тӑвайккинчен тӑпра ейӳ шывӗпе пӗрле юхса аннӑ. Ҫӑрӑлчӑк ҫул ҫинче сарӑлнӑ.
Тӳрех палӑртмалла: ҫав тӑвайккине виҫӗмҫул хытарнӑ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ун хыҫҫӑн тӑпра ишӗлсе анман. Кӑҫал вара юр тӑрук ирӗлме пуҫланипе хытарнӑ сие шыв икӗ вырӑнтан ҫисе кайнӑ.
Ку ӗҫе пурнӑҫланӑ подрядчик ҫитменлӗхе пӗтерме тытӑннӑ. Ӗҫсене ҫитес вӑхӑтра вӗҫлемелле.
