Тӑвай районӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн шкул ҫулне ҫитмен учрежденисене юсама тытӑннӑ. Ача-пӑча пахчисене сӑрласа капӑрлатма тата вак-тӗвек юсав ӗҫӗсене асӑннӑ учрежденисем хӑйсен вӑйӗпех юсаҫҫӗ. Ку ӗҫе ашшӗ-амӑшне те явӑҫтараҫҫӗ. Вӗсем спорт лаптӑкӗсене, урамри верандӑсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, ушкӑнсенчи вӑйӑ шкапӗсене юсаҫҫӗ. Воспитательсемпе нянькӑсем те ачасене хӑтлӑ пултӑр тесе ҫине тӑраҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем.
Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача-пӑча пахчинче шӑна кӑмписемпе ӑвӑс кӑмписем ӳссе ларнӑ. Кунсӑр пуҫне сысна ҫурисем илем кӳреҫҫӗ. Унтах арҫын ачапа хӗрача кӳлепи валли те вырӑн тупӑннӑ.
«Наци пуянлӑхӗ — 2014» Пӗтӗм тӗнче конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Куракансен аудитурийӗ пите пысӑк пулнӑ: пӗтӗмпе 67 ҫӗршыв.
Аса илтерер: конкурса тӗрлӗ номинацире — вокал, хореографи, модӑсен театрӗ, ӳнер сӑмахӗ, инструмент каласси, ӳнер тата ал ӗҫ пултарулӑхӗ — куҫӑн мар мелпе те, куҫӑн мелпе те хутшӑнма май пулнӑ.
Заявкӑсем тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ: Украинӑран, Курск, Иркутск, Белгород, Чулхула, Сарӑту, Чӗмпӗр, Новосибирск, Владивосток хулисенчен, Свердловск, Мурманск, Волгоград, Челепи, Ростов, Кисан, Пенза облаҫӗсенчен, Чӑваш, Тутар республикисенчен, Байкал тӑрӑхӗнчен, Красноярск, Краснодар енӗсенчен…
Конкурса Чӑваш Республикинчен Тӑвайри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ. Лилия Владимирова — «Эстрада вокалӗ», Анастасия Григорьевӑпа Варвара Лашманова «Фортепиано» уйрӑмӗнче вӗренеҫҫӗ. Лилия конкурса куҫӑн майпа хутшӑннӑ, Анастасийӑпа Варвара вара — куҫӑн мар майпа. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килешӳллӗн Тӑвай районӗн хӗрӗсем III степень Диплома тивӗҫнӗ.
Шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫей олимпиадин юлашки тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал унта Чӑваш Енрне регион шайӗнче нумай балл пухнӑ 110 ача хутшӑннӑ.
ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть хӑш-пӗр предметпа (нимӗҫ чӗлхи, ӳнер, хрантсус чӗлхи, истори, экологи) олимпиада вӗҫленнӗ. Чӑваш ачисем лайӑххисен йышне кӗме пултарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире вӗренекен Ульяна Василькова, Шупашкарти 59-мӗш шкулти Анна Маскина, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Олеся Моложина ӳнер предмечӗпе маттур пулнӑ. Шупашкарти 4-мӗш гимназири Анастасия Смирнова хрантсус чӗлхипе палӑрнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ӑс пухакан Софья Окилова экологи предмечӗпе маттур пулнӑ. Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекен Елена Нефитова вара экологи предмечӗпе ҫӗнтернӗ.
ССКП тӗп комитечӗн пленумӗн «Ҫӗршыври тырпул производствине ӳстересси тата ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫасси» постановленийӗ тухнӑранпа 60 ҫул ҫитрӗ. Ҫӗнӗ ҫӗр уҫма каймашкӑн 1,6 миллион ытла ҫын кӑмӑл тунӑ. Вӗсен йышӗнче Тӑвай районӗнчисем те пур.
Пушӑн 17-мӗшӗнче Тӑвайри ача-пӑча вулавӑшӗнче Тӑвай вӑтам шкулӗнче 8-мӗш «б» класра вӗренекенсемпе ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫма хутшӑннӑ Варсанофий Клопов тӗлпулу йӗркеленӗ. Ачасем вӑл каласа панине тимлӗ итленӗ. Вӗсене, Тӑвай районӗнчи 6 ҫынна, комсомол путевкине парса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Канашран ыттисемпе пӗрле Барнаул таран пуйӑспа кайнӑ, унтан Алтай крайӗнчи Новиково салине ҫитнӗ. Вырӑнти халӑх вӗсене тарават йышӑннӑ. ДТ-54 тракторпа ӗҫленӗ, ҫӗр сухаланӑ, культиваци тунӑ, ытти ӗҫе пурнӑҫланӑ. Тырпула пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн Варсанофий Васильевича ҫара каймашкӑн билет панӑ. Вӑл ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫнӑ вӑхӑта хаваспах аса илет.
Тӗлпулу вӗҫӗнче Варсанофий Клопов ачасене йывӑрлӑхран хӑрама кирлӗ маррине, сиенлӗ йӑласенчен — пирусран, наркотикрен, эрех-сӑраран — аякра пулмаллине каланӑ.
Ҫак уйӑхра районсенче чи илемлӗ, пултаруллӑ пикене суйлаҫҫӗ. Пушӑн 14-мӗшӗнче акӑ «Тӑвай пики — 2014» конкурс иртнӗ. Унта 10 ял тӑрӑхӗнчи 17–25 ҫулсенчи 10 пике хутшӑннӑ. Вӗсем пурте чӑваш чӗлхине аван пӗлеҫҫӗ, пултарулӑхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Яланхи пекех хӗрсем малтан хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем чӑваш наци апатне мӗнле хатӗрлемелли пирки каласа кӑтартнӑ. Конкурс вӗҫӗнче пикесем чӑваш наци костюмне тӑхӑнса кӑтартнӑ, чӑваш ташши ташланӑ. Жюри йышӗнче ЧР муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн консультанчӗ М.Мурзин, «Информ-медиа» директорӗ Э.Максимов, «Чӑваш пики — 2010» ята ҫӗнсе илнӗ Алиса Королева, Чаваш наци конгресӗн ӗҫ ертӳҫи Сергей Андреев, ЧНКн «Хастар» ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн председателӗ И.Федоров, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентки, «Тӑвай пики — 2013» ята ҫӗнсе илнӗ Т.Константинова пулнӑ.
Кӑҫал вара «Тӑвай пики» ята Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗн пики Кристина Федотова ҫӗнсе илнӗ. «Вице Тӑвай пики» ята вара Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхӗнчи Эллада Данилова тивӗҫнӗ. Турикас Тушкил ял тӑрӑхӗн пики Мария Кириллова «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» пулнӑ.
Хӗле ӑстасси — хаваслӑ йӑла. Тӑвайсем вара пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫеҫ хӗлпе савӑнӑҫлӑн сывпуллашнӑ.
11:00 сехетре «Как Иван Царевич спас весну-красу» (чӑв. Иван Царевич ҫуркунне пикине ҫӑлни ҫинчен) театр представленийӗ пуҫланнӑ. Тӑвай районӗн администрацийӗн пуҫлахӗ Владимир Ванерке район ҫыннисене тата хӑнасене уяв ячӗпе, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламланӑ.
Тӑвайсен уяв программи анлӑ пулнӑ. Ял тӑрӑхӗсенчи культура ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем театр представленийӗсем кӑтартнӑ. Уява килнисем тӗрлӗ вӑйӑра, конкурсра ӑмӑртнӑ, кашниех хӑйӗн ҫаврӑнӑҫулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Кунта темиҫе спорт лапамӗ ӗҫленӗ: канат туртасси, йӗлтӗр эстафети, кире пуканӗ йӑтасси, михӗсемпе ҫапӑҫасси, волейбол.
Паллах, уяв тӗп ҫимӗҫсӗр иртмен. Пурте ҫуркуннехи сарӑ хӗвел пек ҫаврака икерчӗсемпе хӑналаннӑ. Вӑйӑсем, конкурссем, юрӑ-ташӑ уява ҫитнисене хаваслӑ кӑмӑл парнеленӗ. Хӑшӗ-пӗри хӗле ӑстмашкӑн ҫемйипех килнӗ.
Йӑлапа килӗшӳллӗн уяв вӗҫӗнче карчӑка ҫунтарнӑ. Вӑл — хӗл палли, хӑйӗнпе пӗрле сивӗ кунсене илсе каять, ҫуркуннене ҫул парать.
Вӑрмар районӗнчи ҫул-йӗр инспекцийӗн инспекторне сӗтев илнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе 39 ҫулти полицейски пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче руль умне правасӑр ларнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Хайхин правине ҫулталӑк ҫурӑлӑха туртса илнӗ иккен. Сӗмсӗрленнӗ водителе 15 талӑклӑха ним мар хупса хума пултарнӑ. Анчах ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗ апла хӑтланас темен — административлӑ майпа явап тытарасси пирки хутсем ҫырасси вырӑнне 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ҫавӑн чухлӗ тӳлесен вӑл курнине курмӑш пулма шантарнӑ. Тӗрӗсрех, автомобилӗн саппас пайне сутакан лавккара хӑйӗн парӑмне ҫавӑн чухлӗлӗх тӳлесе татма сӗннӗ. Лешӗ килӗшнӗ.
Маларах вара ҫав инспектор хӑйӗн тӑванне ҫур литр эрехле пулӑшнӑ. Лешӗ Тӑвайӗнче пӗр хӗрарӑма машинӑпа ҫапса хӑварнӑ пулнӑ, сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ. Тӑван тӑванах тенӗ-тӗр ҫав — явап тыттарасси пирки ӗҫ пуҫарман. Хӗрарӑм вара ҫине тӑнӑ, ҫӑхав ҫырнӑ та айӑплӑ водителе 2 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Сӗтев илекен инспектор ӗҫне ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Тӑвай пикисем илемлӗх ӑмӑртӑвне пухӑнӗҫ. Унта тӑхӑр ял тӑрӑхӗнчи 10 пике тупӑшмалла.
Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш ҫул иртекен конкурс, эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, республика шайӗнче иртекен ҫавӑн йышши конкурс валли хутшӑнма ҫын суйлав тӗллевпе йӗркелекенскер. Сӑмах май, питӗ аван йӑла. Атту, пӗлнӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр районта ун пек конкурссем вырӑнта йӗркелесе аппаланасшӑн мар. Маттур пек туйӑнакан пӗр-пӗр пикене хутшӑнма ыйтаҫҫӗ те ӗҫӗ пӗтнӗ. Сӑмах май каласан, республика шайӗнче иртекен ытти хӑш-пӗр ӑмӑртӑва та теприсем ҫавӑн пек майпа яма «ӑс» ҫитереҫҫӗ.
«Тӑвай пики»-не палӑртмалли конкурса 17 ҫултан пуҫласа 25-чченхисене суйласа илнӗ. Вӗсене чӑваш чӗлхине хитре пӗлни, пур енлӗн пултаруллӑ пулни тӑрӑх палӑртнӑ-мӗн.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалласа Тӑвайӗнчи культурӑпа кану центрӗнче «Чӑн-чӑн паттӑрсем — 2014» шоу-программа иртнӗ.
Унта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене ҫӳрекен 11 арҫын ача хутшӑннӑ. Конкурс тӑватӑ пайран тӑнӑ. Пӗрремӗшӗнче пӗчӗкскерсем хӑйсем тата хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ, чун киленӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Пӑхаттир вӑйӗ» тата «Тутлӑскер» конкурсра та пӗчӗк каччӑсем маттур пулнӑ. «Килти ӗҫ» тенинче ачасене пултарулӑха кӑтарттарнӑ. «Чӑн-чӑн пӑхаттир» ята Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Артем Хвостов тивӗҫнӗ. Ыттисене те кӳрентерес темен — номинант ятпа хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (16)
СССР халӑх артисчӗ Максим Дормидонтович Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа унӑн ячӗпе хисепленекен Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнче республикӑри олимпиада ирттернӗ. Ҫав инҫет конкурс кӑҫал иккӗмӗш хут иртнӗ, хальхинче ӑна кама халалланине каларӑмӑр.
Гран-прие Тӑвайри ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑнта Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекенсем: Наталья Гаранина (5-мӗш музыка шкулӗ), Елена Полутова (2-мӗш ӳнер шкулӗ), Софья Падиарова (1-мӗш ӳнер шкулӗ), Ирина Ухтиярова Ирина (2-мӗш ӳнер шкулӗ) тата Татьяна Каратаева (Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази).
Кунсӑр пуҫне иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене те дипломсемпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.