Паян Чӑваш Енри чи лайӑх служащисене чысланӑ. Тӳре-шаран конкурсне хутшӑнакансене саламлама хутшӑннӑ ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев служащисен шучӗ юлашки 10 ҫулта чӗрӗке яхӑн чакнине палӑртнӑ. Ҫавна май тӳре-шаран ӗҫӗ нумайланнӑ-мӗн. Паянхи кун йыш 1275 ҫынпа танлашать. Юрий Васильев ӗҫ вырӑнӗсем нумай тапхӑр пушӑ тӑнине, патшалӑх граждан служащийӗсем час-час ылмашни пирки те асӑнса хӑварнӑ.
«Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн чи лайӑх служащийӗ» ята республикӑн Финанс министерствин Казначейство управленийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Смирнов тивӗҫнӗ. Муниципалитетсенчи служащисенчен Шупашкарӑн Ленин район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Марина Богданова тата Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ял тӑрӑхӗнчи Елена Никитина ҫӗнтернӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ объект уҫасси тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Пӗлтерӗшлӗ учрежденисене ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӑрӑшаҫҫӗ. Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче паян ҫавӑн пек мероприяти иртнӗ. Унета культура ҫурчӗ уҫнӑ.
Ял ҫыннисем валли хӑпартса лартнӑ объекта херлӗ хӑю касса уҫма тӗрлӗ тӳре-шара, депутатсем пырса ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Петр Краснов тата Юрий Попов пулнӑ. Каҫал енче ҫуралнӑ Валери Туркай поэт та тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнакансемпе савӑнӑҫа пайлама кайнӑ.
Культура ҫуртне 150 вырӑнлӑ туна. Ун валли хыснаран 16 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 14,2 миллионне, республика уйӑрнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин ертӳҫине тивӗҫне пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна палӑртнӑ. Ку ҫын — Алексей Грищенко.
Алексей Алексеевичпа паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура паллаштарнӑ.
Михаил Игнатьев «тивӗҫсене пурнӑҫлакан» статус вӑхӑтлӑх тесе палӑртнӑ. Вӑл Правительство пайташӗсене паян пӗлтернӗ тӑрӑх, кандидатурӑна Раҫҫейӗн Стройминӗнче пӑхса тухса ырламалла-мӗн.
Алексей Грищенко «Честр» строительство компанийӗнче вӑй хунӑ, «Иско-Ч» АУО генеральнӑй пуҫлӑхӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл «ТУС» строительство предприятийӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа «Уҫӑ хула» порталта транспорт реформин ыйтӑвӗпе сасӑлав иртет. Хальлӗхе Шупашкарти район администрацийӗсенче тӳре-шарапа тата халӑхпа ирттернӗ тӗлпулусем вӗҫленнӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ыйтнипе транспорт маршручӗсен схемине улӑштарас сӗнӳсене сасӑлав мелӗпе йышӑнӗҫ.
«Автобус тата троллейбус маршручӗсене улӑштарма сӗнӳсем килчӗҫ. Раштав уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерме ыйтатӑп. Ҫынсем сӗннипе маршрутсен схемисене улӑштарма хатӗр», - тенӗ Алексей Ладыков.
Паян Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсене патшалӑхӑн тӗрлӗ чинне пани ҫинчен калакан свидетельствӑсем тыттарнӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй панӑ.
Хӑшӗсем Чӑваш Республикин патшалӑхӑн 1-мӗш класлӑ чӑн канашҫи, теприсем 2-мӗш, виҫҫӗмӗшӗсем 3-мӗш класлӑ пулса тӑнӑ. Граждан службин чи пысӑк иерархине тивӗҫнисен йышӗнче хӗрарӑмсем те самай. Сӑмах май каласан, республикӑн патшалӑх службинче тӑрӑшакансенчен 70 ытла проценчӗ — хӗрарӑмсем. «Вӗсем Чӑваш Республикинчи халӑхшӑн чӑннипех те тӑрӑшаҫҫӗ», — мухтанӑ Элтепер хӗрарӑм тӳре-шарана.
Ҫакна та палӑртар: паян патшалӑх ӗҫӗнче 1275 граждан служащийӗ вӑй хурать. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, тӳре-шара йышне чакарасси малалла пырать. Юлашки 10 ҫул хушшинче ҫав хисеп 24 процент чакнӑ.
Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, ҫак пукана Юрий Акиньшин йышӑннӑччӗ. Тилхепене ӑна пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тыттарнӑччӗ.
Юрий Акиньшин Ставропольти ял хуҫалӑх академийӗнче тата Ҫурҫӗр Кавказри патшалӑхӑн техника университетӗнче вӗреннӗ. Ставрополь крайӗнче тата федерацин влаҫ органӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ. Юрий Акиньшин 2009–2013 ҫулсенче РФ Росреестрӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Тулли праваллӑ элчӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама полпредӑн ҫумӗ Александр Граблюк пурнӑҫлӗ. Ӑна кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫум пулма Иван Моторин премьер-министр ҫирӗплетнӗччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Ольга Владимировна Метелева йышӑннӑ.
Ольга Метелевӑна министерствӑри яваплӑ пукана шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ.
ЧР Финанс министерствинче самай ҫӳллӗ те самай сумлӑ вырӑн йышӑннӑ Ольга Владимировна Метелева пирки ҫак йӗркесен авторӗ асӑннӑ ведомство сайтӗнчи хыпар тупаймарӗ. Анчах тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкерсен Метелина унччен те Финанс министерствинче ӗҫлени паллӑ пулчӗ. Унта Ольга Владимировна хысна политикин пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шара кӑҫалхи Ҫӗнӗ ҫула хаваслӑ лару-тӑрура кӗтсе илмӗ.
Ҫулталӑкри чи асамлӑ уява ача-пӑча кӗтет кӑна мар, ӑна аслисем сӗтел хушшинче саркаланса палӑртаҫҫӗ. Тӗрлӗ предприяти-организацире, учрежденире ӗҫлекенсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн корпоратив текен уява пухӑнаҫҫӗ. Пӗр-пӗр чаплӑ кафе-ресторантах хавасланаҫҫӗ вӗсем. Сӗтел ури авӑнмалла апат-ҫимӗҫ саккас панипех ҫырлахмаҫҫӗ, пӗри тепринчен шукӑль тумланса сӑрланма, ҫӳҫе хитрелетме ӑнтӑлать.
Чӑваш Енӗн Правительствинче вара кӑҫал саркаланса ларас темен. Кун пирки Александр Белов журналист пӗлтерет.
Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи сессине пухӑннӑ депутатсем те уявласа ларман — вӗсене корпоратив пулмассине систернӗ.
Прокуратура Красноармейски районӗнчи ял тӑрӑхӗсен администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарана тӗрӗсленӗ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тупӑшӗсем тата банк счечӗсем пирки суя информаци тӑратнӑ-мӗн. Ку пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ чухне иртнӗ конкурсра тата 2017 ҫулшӑн тӑкаксемпе тупӑшсене кӑтартнӑ чухне пулнӑ.
Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне коррупципе кӗрешекен саккуна пӑснӑшӑн явап тыттарӗҫ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑха дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Паян, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи Яковлевсен нумай ачаллӑ ҫемйине икӗ хутлӑ ҫӗнӗ кирпӗч ҫурт уҫҫине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Кун пирки райадминистраци сайчӗ хыпарланӑ.
Ҫӑраҫҫи пама райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Станислав Никитин, вырӑнти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем пынӑ. 108 тӑваткал метрлӑ ҫурта ҫул ҫитмен пилӗк тата ытларах ача ӳстерекен ҫемьесен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма пулӑшакан ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн вырӑнти усламҫӑран 3 миллион тенкӗпе туянса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Патӑрьел районне кӑҫал ҫак программӑпа килӗшӳллӗн 8 миллион тенкӗ ытларах уйӑрса панӑ. Ку нухратпа пысӑк йышлӑ виҫӗ ҫемьене ҫуртлӑ тума палӑртнӑ. Икӗ ҫемьене уҫӑ панӑ ӗнтӗ, теприсем раштав вӗҫӗнче ҫӗнӗ ҫурта куҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Осокина Софья Павловна, пир ҫинче ӳкерекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чернышев Александр Александрович, опера юрӑҫи, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Маттикасси, Хырлӑх, Чӑршӑ тата Чӗрӗп ялсене пӗрлештерсе Вомпӑкасси ялне йӗркеленӗ. | ||
| Былинкина Лариса Геннадьевна, актриса, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич президент вырӑнне йышӑннӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |