Юпа уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче Шупашкара Раҫҫейри хуласенчи 100 ытла мэр килӗ. Ҫывӑх тата инҫет ют ҫӗршывсенчи элчесем те ҫитӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче Еврзири вырӑнти влаҫсен Конгресӗ иртет.
Ӑна Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин Евразири уйрӑмӗ ООНпа, Шупашкар хула администрацийӗпе пӗрле йӗркелет. Шупашкара ҫитнӗ хӑнасем хуласен аталанӑвӗ пирки калаҫӗҫ, Еврази уйрӑмӗн Канашӗн ҫӗнӗ йышне, вице-президентне, президентне суйлӗҫ.
Мероприятин тӗп спикерӗсем Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин президенчӗ Паркс Тау, ООН программин ертӳҫи Татьяна Хабарова, Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем» организацин Евразири уйрӑмӗн президенчӗ Ильсур Метшин тата Жорди Паскаль, Ламин Аббад координаторсем пулӗҫ.
Шупашкар ҫынни Мускав облаҫӗнче текех министр маррине Чӑваш халӑх сайчӗ паян ҫӗр хута пӗлтернӗччӗ. Унти ҫав ҫемҫе пукана каллех Чӑваш Енри ҫын йышӑннӑ.
Аса илтерер, Мускав облаҫӗнче сывлӑх сыхлав министрӗнче тӑрӑшнӑ Дмитрий Марков яваплӑ ҫав тилхепене текех тытмасть. Контракчӗ тухнӑ тесе унӑн ӗҫ вӑхӑтне тӑсман.
Министр портфельне Дмитрий Матвеева тыттарнӑ. 2009 ҫулччен вӑл ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Кайран Киров облаҫӗнче Сывлӑх сыхлав департаментӗнче тимленӗ, асӑннӑ тӑрӑхра социаллӑ ыйтусемпе кӗпӗрнаттӑр ҫумӗ пулнӑ. 2016 ҫулта вӑл Чӑваш Енре «Фармация» предприяти пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2017 ҫулхи ҫулла Пермь облаҫӗнче малтан сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗн, унта министрӑн пуканне йышӑннӑ.
Канаш районӗнчи Кайӑкъяль ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксене халалласа лартнӑ палӑка йӑвантарса янӑ. Ҫакӑ вырӑнти халӑха самаях пӑшӑрхантарнӑ. Пӗлсе ҫитер: тен, вандалсем вӗсем патне те ҫитнӗ?
Ку пӑтӑрмаха РОВД уҫӑмлатма пуҫланӑ. Канаш район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вандализм пирки калама иртерех-ха. Палӑка ҫӗмӗрмен, плитана йӑвантарса янӑ кӑна. Палӑк патӗнче арҫын ачасем вылянӑ-мӗн. Ҫапла пӗлтернӗ вырӑнти администраци ертӳҫи.
Район администрацийӗ палӑка юсамашкӑн специалистсене чӗннине пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ку ӗҫе вӗҫлӗҫ. Эппин, ҫынсен пӑшӑрханма кирлӗ мар.
Каласа хӑвармалла: ку палӑка пӗлтӗр кӑна уҫнӑ. Ӑна тумашкӑн ял халӑхӗнчен укҫа пухнӑ. Спонсорсем те тупӑннӑ.
Чӑваш Енри ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Надежда Прокопьева, ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Елена Сапаркина, усламҫӑсем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Александр Рыбаков канаш йӗркеленӗ. Кун пирки вӗсем паян калаҫнӑ.
Ҫак канаш уполномоченнӑйсене вӑйлӑрах, тухӑҫлӑрах ӗҫлеме, информаципе тата опытпа ылмашӑнма май парӗ.
Виҫӗ упономоченнӑй тӗл пулсан хӑйсен ӗҫӗнчи ҫивӗч ыйтусем тавра та калаҫнӑ. Кайран пӗтӗмлетӳ тунӑ: кӑҫал тӑваттӑмӗш кварталта пӗрле ӗҫ саккунӗн ыйтӑвӗпе «ҫавра сӗтел» ирттерме йышӑннӑ.
«Чӑваш Енри тухтӑр Мускав облаҫӗнче пысӑк пукана йышӑннӑ. Дмитрий Марков халӗ Мускав облаҫӗнчи сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать», — хыпарланӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗсенчен пӗри, Софья Совнеш, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче. Дмитрий Марков текех министр мар. Ӗҫри вӑхӑчӗ иртнӗ тесе унӑн контрактне тӑсман.
Марков 1970 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра сиплев ӗҫне алла илнӗ. Пульницӑра тата университетра ӗҫленӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче сывлӑх сыхлав управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2013 ҫулта Дмитрий Маркова Мускав облаҫӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма шаннӑ, 2016 ҫулхи кӗркунне министр тилхепине тыттарнӑ.
Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне пӗр вӗҫӗм ӑпӑр-тапӑр сӗтӗрет. Тасамарлӑха пула таракансем те, кӑшлакан чӗрчунсем те ӗрченӗ. Ара, хӗрарӑм ним те тиркемест, йӑлтах киле йӑтать: кӗленче, хӑма, пӑсӑлнӑ апат-ҫимӗҫ…
Ҫав ҫуртра пурӑнакансене ку питӗ пӑшӑрхантарать. Хваттер хуҫи таракансене пӗтерес тесе ним те тумасть. Ҫынсем ку ыйтупа хула администрацине те, Роспотребнадзора та, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине те ҫитнӗ. Специалистсем хваттере тӗрӗсленӗ, антисанитари хуҫаланнине палӑртнӑ. Анчах хӗрарӑм вӗсен асӑрхаттарӑвне хӑлхана та чикмен.
Ним тума пӗлменрен ҫынсем суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, хӗрарӑм ниепле ӳкӗте кӗмест. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хваттерте кирлӗ япаласем выртаҫҫӗ.
Суд ҫынсем майлӑ пулнӑ. Хӗрарӑма хваттерне тасатттарма, дезинфекци тутарма йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика министрӗсене унчченхи ӗҫтешӗсемпе туслӑха татма чӗнсе каланӑ. Кунта сӑмах строительство усламӗпе тимлекен ӗнерхи тӳре-шара пирки пырать.
Элтепер ахальтен хумханмасть иккен. Подрядчика ҫаврӑннӑ ӗнерхи тӳре-шара ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлаймас хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. Элтепер шанчӑксӑр организацисене мӗншӗн «хура списока» кӗртменнинчен те тӗлӗннӗ.
Вӑраха юлса пыракан объектсенчен пӗри — Хӗрлӗ Чутай ялӗнчи Тарапайӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Валентин Кандейкин ертсе пыракан «СУРА» организаци тума тытӑннӑ. ФАПа ҫурла уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Тепӗр объект — Чӑваш патшалӑх филармонийӗ. Ӑна юсама «Возрождение» фирмӑна (ертӳҫи — строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Сергей Архипов) шаннӑ. Юсав ӗҫӗсем графикран юлса пыраҫҫӗ-мӗн.
Михаил Игнатьев министрсене туслӑха татма, «ҫыран хӗрринче» е ресторансенче калаҫса татӑлма чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волкова кӑштах айӑпсӑр тесе йышӑннине, ун хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ Волковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Унта пирвайхи инстанцири суд экс-полпреда следстви изоляторне хупмалла тунине тишкернӗ. ЧР Аслӑ сучӗ унчченхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ. Ҫапла вара Леонид Волкова следстви изоляторӗнче тытӗҫ.
Леонид Волкова хӑйне хӑй преми парса хыснана тӑкак кӳнӗ тесе айӑпласшӑн. Тӑкака вӑл, Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, тахҫанах саплаштарнӑ. Унтан та ытларах — айӑплав енӗ палӑртнӑ суммӑран ытларах та тавӑрса панӑ. Апла пулин те Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах паян та вӗҫленмен-ха...
Чӑваш Енре авариллӗ ҫурт-йӗрте пурӑнакансем валли хӑтлӑ хваттерсене куҫараҫҫӗ.
Анчах хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ хваттере куҫасшӑн мар. Вӗсене сӗнекен условисем тивӗҫтермеҫҫӗ-мӗн. Пӗрисене ҫурт ҫывӑхӗнче шкул ҫукки шухӑшлаттарать, теприсене хваттер пӗчӗк пулни килӗшмест – ҫакнашкал тӗслӗхсем те тӗл пулаҫҫӗ.
Шупашкарта 25 авариллӗ ҫуртра пурӑнакан ҫынсем ҫӗнӗ хваттере куҫасшӑн мар. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ыйтӑва суд урлӑ татса параҫҫӗ.
Палӑртмалла: «Авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫарасси» муниципалитет программипе килӗшӳллӗн хулара 263 ҫурта ишсе антармалла. Вӗсенчен 222-шне ҫӗрпе танлаштарнӑ ӗнтӗ, тепӗр 15-шне халӗ ҫӗмӗреҫҫӗ. Пӗр ҫурта списокран кӑларнӑ, мӗншӗн тесен вӑл – культура еткерлӗхӗ.
РФ Социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен вице-премьер Татьяна Голикова «РИА Новости» информагентствӑна интервью панӑ. Вӑл унта 20 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксене эрех-сӑра сутма чарас ыйтӑва та ҫӗкленӗ.
«Йӑлтах чару пуласси пирки никам та каламасть. Ҫапах алкогольпе кӗрешес ӗҫре пӗтӗм тӗнчери опыт пур. Эпир унпа яланах усӑ курма, хамӑр лару-тӑрупа танлаштарма пултаратпӑр. Ахальтен мар чылай ҫӗршыв эрех-сӑрана 18-тан мар, 20 е 21 ҫултан сутма юрани пирки йышӑну тӑвать. Ҫамрӑкрах чухне эрех-сӑрана часрах хӑнӑхни пирки иккӗленӳ ҫук, ачасем сывлӑхне пӗтереҫҫӗ», - тенӗ Татьяна Голикова.
Раҫҫей Правительстви те ку енӗпе улшӑнусем кӗртесшӗн. Вице-премьер каланӑ тӑрӑх, йӑлтах тарасапа виҫӗҫ. «Халӗ мӗн пулса иртнине курса эпӗ кунашкал йышӑну пирки шухӑшлӑттӑм. Анчах 21 ҫултан мар, 20-рен», - палӑртнӑ Татьяна Голикова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |