Шупашкар хулинчи ТЭЦ-2 патӗнчи транспорт чарӑнӑвӗн вырӑнӗ ҫуккишӗн асӑннӑ предприятире ӗҫлекенсем чунтан пӑшӑрханаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Ирина Романова ятлӑ ҫын тӗнче тетелӗсенчен пӗринче ҫырса хунӑ.
ТЭЦ-2 тӗлӗнчи чарӑну павильонне сӳтнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен вырнаҫтарманнишӗн Шупашкарти энергетиксен кӑмӑлсӑрланӑвӗн вӑйне амперметрпа виҫсе пӗтереймӗн тенӗ ҫав ҫын.
Чарӑнӑва ҫулталӑк каялла сӳтнӗ иккен те паян кун та туса лартман. «Светофор, ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн, юр ҫине хунӑ асфальт пирки эпӗ шарламастӑп та», — тарӑхса ҫырать хайхи.
«Паян — ҫапла, хӗвел пӑхать. Ҫак кунсенче кӑна ҫумӑр самай ҫурӗ. Хӗл сасартӑк ҫӑва ҫаврӑннине кӗтмен ҫынсем сунчӑксӑрах тӑратчӗҫ. Вӗсене ҫумӑр витӗр йӗпетрӗ», — ӑнлантарать чарӑну мӗншӗн кирлине Ирина Романова.
Шупашкар пуҫлӑхӗсем патне ку ыйтупа сахал мар ҫырнине ӗнентерет, анчах чарӑнӑва хальлӗхе кӗтсе илеймен иккен-ха.
«Нумай та ыйтмастпӑр вӗт», — тет вӑл унтан. «Ҫав вӑхӑтрах савута агитаци материалне хутаҫӗ-хутаҫӗпе йӑтаҫҫӗ. Сӑнӗсем пӗрин тепринчен чипер. Ман обой илсе те тӑкакланмалла мар — ӗҫ пӳлӗмне ҫыпӑҫтарса тухма ҫитет», — чунтан тарӑхса шӑрҫаланӑ хула ҫынни.
ЧР Патшалӑх Канашӗн профильлӗ комитечӗ ҫӗнӗ саккун проектне хатӗрлет. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра чӗлхе саккунне пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗ «Ирӗклӗхе» панӑ хуравра каланӑ.
Хурав айне ЧР Паташлӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен председателӗ Петр Краснов алӑ пуснӑ. Петр Краснов ку ыйтӑва 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех «ҫавра сӗтелре» калаҫнине палӑртнӑ. Ун чухне чӗлхе саккунне пӑснӑ тӗслӗхсемшӗн явап тыттармаллине сӳтсе явнӑ.
Республикӑри общество организацийӗсем, экспертсем республикӑри чӗлхе саккунне пӑхӑнманнине чылай ҫул каяллах асӑрханӑ. Саккунра ҫырнине пӑхӑнманнисене явап таттармалла тесе ҫырнӑ-ҫке-ха. Анчах текстра нимӗнле санкцие те палӑртман. Хастарсем ҫӗнӗ саккун ку ӑнланмалла мар лару-тӑрӑва уҫӑмлатасса шанаҫҫӗ.
Халӗ чылай водитель видеорегистратор лартать, ҫавӑнпа ҫул-йер правилисене пӑснисене ҫӑмаллӑнах тупса палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть йӗркене пӑснисен йышӗнче ЧР Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн урапине асӑрханӑ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Шупашкар – Сӑр» ҫулӑн 10-мӗш ҫухрӑмӗнче А001АА номерлӗ «Мерседес» «Ытти урапана хӑваласа иртме юрамасть» паллӑ патӗнче транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса Шупашкар еннелле каякан урапасенчен иртсе кайнӑ-мӗн.
Чӑннипе, тимлӗ водительсем асӑннӑ урапа ҫул-йӗр правилисене пӑснине пӗрре мар асӑрханӑ. Пӗлтӗр ҫу уйахӗн 5-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, ҫак «тимӗр ута» ҫуран утса ҫӳремелли вырӑна лартнӑ.
Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче физкультурӑпа спорт ӗҫне пуринчен лайӑх йӗркеленӗ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкернӗ хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ.
Спортпа физкультура енӗпе районта еплерех тӑрӑшнине тишкерме ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Кӳкеҫри «Улӑп» центра пуҫтарӑннӑ. Унта спорт ветеранӗсем, хальхи вӑхӑтра спортра хастаррисем, физкультура учителӗсем, тренер-преподавательсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пухӑннӑ.
Янӑш ял тӑрӑхне физкультурӑпа спорт енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн, ку енӗпе районти смотр-конкурсра мала тухнӑшӑн спорт тумтирӗ туянма 10 пин тенкӗлӗх сертификат тыттарнӑ.
Мероприятие республика шайӗнчи тӳре-шара та пырса ҫитнӗ: Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, Конкурентлӑ политика тата тариф службин ертӳҫи Альбина Егорова, Ачасен правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов. Вӗсем пурте — хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнче чылай ҫул ӗҫленӗскерсем.
Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ Николай Якимова виҫӗм кун, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ку должноҫрен кӑларасси пирки хушу пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Николай Петрович ял хуҫалӑх отраслӗнче пысӑк опытлӑ пулнине унӑн ӗҫтешӗсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ӗнертенпе Николай Якимова «Нива» вӗренӳ центрне ертсе пыма шаннӑ. Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ май республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ун пирки ырӑ сӑмахсем самай каланӑ, Николай Якимовӑн агропромышленность комплексӗнчи ӗҫ опытне палӑртса хӑварнӑ.
«Нива» вӗренӳ центрне чылай ҫул ертсе пынӑ Владимир Яковлев нумаях пулмасть «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприяти пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пыма тытӑннӑ.
Чӑваш халӑх сайтӗнче шӑп та лӑп уйӑх каялла «Мӗншӗн хура вӑрман каш кашлать?» ятпа статья пичетленнине вулакансем, тен, астӑваҫҫӗ те пулӗ. Унта эпир Чӑваш Енри экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, тӑван тавралӑх шӑпи ик айкки те тӑвайкки маррисене республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви иртнӗ уйӑхра регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑнхи тӑрӑм шухӑша янӑ.
Асӑннӑ ведомство приказӗпе ҫирӗплетнӗ списока 58 объект кӗнӗ, ҫав шутран 29-шӗ — уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗ. Малалла та цифра чӗлхипе каласан, пӗлтӗр регион пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисем 94 пулнӑ, кӑҫалхи приказпа 65-шӗ списокран «тухса вӗҫнӗ».
Чӑваш Енри хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленӗ, унта хӑйсен чун ыратӑвне уҫса панӑ. Ҫыру айне ыттисене те алӑ пусма чӗнсе калаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ҫынна влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Арҫынна вара хальлӗхе психиатри стационарне вырнаҫтарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл асӑннӑ районти Рынкӑ Салинче пулнӑ. Арҫын вырӑнти ял тӑрӑхӗн администраци залне пурлӑх тата ҫӗр налукӗсене тӳлеме килнӗ.
Хайхискер пуҫлӑхпа калаҫнӑ вӑхӑтра хирӗҫсе кайнӑ, хӗрарӑма ҫынсен умӗнче хӑртса тӑкнӑ, унтан аллипе питӗнчен ҫапнӑ.
Тӗрӗслев ирттернӗ чухне кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ ҫав арҫынна психиатри стационарӗнче сипленме сӗннӗ.
Ҫуркунне ҫитсен тирпейлӳҫӗсем ҫул ҫинчи хӑйӑра, ӑпӑр-тапӑра тасатаҫҫӗ. Атту тусан вӗҫет-ҫке-ха.
Ку хӗлле ҫул ҫине тӑварлӑ-хӑйӑрлӑ хутӑш сапнипе ҫыхӑннӑ. Юр ирӗлсе пӗтет, анчах вӑл юлать. 2016–2017 ҫулсенче, хӗлле, «Дорэкс» ертӳҫи Владимир Филиппов пӗлтернӗ тӑрӑх, «бионорд» регентпа усӑ курма тытӑнӗҫ. Унпа тӗп урамсене сапӗҫ. Ыттисене сапассипе сапмасси паллӑ мар.
Хулара халӗ те хӗллехи хӑйӑрлӑ-тӑварлӑ хутӑша шӑлса пуҫтараҫҫӗ. Ку регент вара пӑра лайӑх ирӗлтерет. Хӑйӑрпа тӑвар хутӑшӗ вара газона сиенлетет. Ӑна пуҫтарасси те — тепӗр ӗҫ-ҫке-ха. Кунран хӑтӑлма вӑхӑт ҫитнӗ тесе калаҫҫӗ чиновниксем.
Паянтанпа Чӑваш наци телекуравне Александр Магарин ертсе пыма пӑрахнӑ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин кун пирки хушӑва ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева тӗлӗшпе ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер Указ кӑларнинче вӑл урӑх ӗҫе куҫнипе сӑлтавланӑччӗ-ха, Александр Магарин пирки апла калани ҫук. Наци телекуравне вӑл 2014 ҫулхи кӑрлачра ертсе пыма тытӑннӑччӗ. Унччен ку пукан темиҫе уйӑх ҫӗнӗ хуҫине кӗтсе пушӑ ларнӑччӗ.
Ӗнер, сӑмах май каласан, тепӗр хушу та пулнӑ. Вӑл — республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе ҫыхӑннӑскер. Николай Якимова ку должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ку утӑм мӗнпе ҫыхӑннине те премьер-министр хушӑвӗнче ӑнлантарса тӑман.
Пурнӑҫра тӗлӗнсе каймалла пулӑмсем сиксе тухаҫҫӗ. Нумаях пулмасть паллаканӑмсенчен пӗри тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Ӑна... чӗлхе вӑрӑммишӗн ят лекнӗ.
Чӑн та, вӑрӑм чӗлхеллисене нихӑш саманара та юратман-ха. Тӗрӗссине калакансем юмахра кӑна ҫӗнтереҫҫӗ пулӗ. Тепӗр тесен, юмахра та вӗсем малтанласа шар кураҫҫӗ. Аса илер-ха, акӑ, Константин Ивановӑн "Икӗ хӗр" юмахне.
Хӑйӗн аслӑ хӗрӗнчен
Ашшӗ ыйтать: «Мӗн мӑнтӑр?»
— Пирӗн атте килӗнчи
Кӑвак лаша пит мӑнтӑр.
«Ӑслӑ каларӑн, хӗрӗм».
Унтан ыйтать: «Мӗн тутлӑ?»
— Пирӗн атте килӗнчи
Вӗллери пыл пит тутлӑ.
«Ӑслӑ каларӑн, хӗрӗм».
Татах ыйтать: «Мӗн ҫемҫе?»
— Пирӗн атте килӗнчи
Тӳшек-минтер пит ҫемҫе.
«Ӑслӑ каларӑн, хӗрӗм,
Хисеп турӑн аҫуна,
Ӗнтӗ сана ҫакӑншӑн
Ҫур мулӑма паратӑп».
Унтан кӗҫӗн хӗрӗнчен
Ашшӗ ыйтать: «Мӗн мӑнтӑр?»
— Ҫут тӗнчере ҫӗр мӑнтӑр,
Унтан мӑнтӑр нимӗн те ҫук.
«Санра пархатар сахал».
Унтан ыйтать: «Мӗн тутлӑ?»
— Ыйхӑ тутлӑ, тӗнчере
Унтан тутли нимӗн те ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |