Шупашкарти йывӑҫсене 4 ҫул сӑрламан. Ку ӗҫе Алексей Ладыков хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне пӑрахӑҫланӑ. 2021 ҫулта вӑл кун валли уйӑрнӑ укҫана хунавсем лартмашкӑн яма хушнӑ. Ун чухне пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ҫулсерен йывӑҫсене шуратма 290 пин тенкӗ тӑкакланнӑ.
Хальхи ертӳҫӗ Владимир Доброхотов вара ку ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарнӑ: йывӑҫсене ҫу уйӑхӗнчи уявсем пуҫланиччен шуратса пӗтерме хушнӑ. Ӗҫ пырать: Ашмарин, Дзержинский, Гузовский урамӗсенче йывӑҫсене шуратнӑ.
Депутатсем Сергей Артамонова Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулма суйланӑ. Паян Патшалӑх Канашӗн 34-мӗш сессийӗ иртнӗ. Сергей Артаманов кандидатурине 38 депутат суйланӑ, иккӗн хирӗҫ пулнӑ.
Аса илтерер: Республика правительствине Олег Николаев Элтепер тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтра, 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче, ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен ку дожноҫе 8 ҫул Иван Моторин йышӑннӑ.
Александр Магарина Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑлама йышӑннӑ. Кун пек документа республика Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Александр Николаевич хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫлет. Вӑл парламент ертӳҫин секретариачӗн ертӳҫи.
Александр Магарин Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанине ертсе пынӑччӗ, унччен вӑл «Чӑваш Ен» телерадиокомпанире ӗҫленӗччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Максим Семенов хӑйӗн дожноҫӗнче малалла ӗҫлӗ. Ӑна депутатсем отставкӑна ярайман – сасӑ ҫитмен.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хӑш-пӗр депутачӗ ӑна отставкӑна яма ыйтнӑ-мӗн. Паян пуху иртнӗ, унта журналистсене кӗртмен.
«Грани» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пухура пулнӑ 18 депутатран 14-шӗ Семенова отставкӑна ярассишӗн сапланӑ. (Пӗтӗмпе – 25 депутат). Ку 56 процентпа танлашнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев строительство министрне хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Владимир Максимов йышӑннӑ.
Вӑл - 40 ҫулта, 4 ача ашшӗ. 2007 ҫултанпа Вӑрмар районӗн администрацийӗнче ӗҫленӗ, 2011 ҫулта Строительство министерствине куҫнӑ. Кайран министр ҫумӗ пулнӑ. 2018 ҫултанпа – пӗрремӗш ҫум. Кӑҫал кӑрлачранпа министр тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ.
Аса илтерер: унччен министр пулнӑ Михаил Коледана Элтепер шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ.
Владимир Максимов пирки тӗплӗнрех РУВИКИн чӑвашла уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.
Шупашкарта «Пехет» агромаркет тӑвасси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Унта банкет залӗ те пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть объекта премьер-министрӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов ҫитсе курнӑ. Унти ӗҫсем мӗнле пулнипе кӑмӑллӑ юлнӑ вӑл, агромаркет ҫулла уҫӑлассине пӗлтернӗ.
Аса илтерер: «Пехет» агромаркет Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗн цоколӗнче пулӗ. Унта общество апатланӑвӗн 4 вырӑнӗ, 76 фермер вырӑнӗ, вырӑнти производительсем валли 12 зона пулӗҫ.
Администраци ӗҫченӗ ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ. ШӖМ ку хӑш муниципалитетра пулнине пӗлтермен.
Палламан ҫын унӑн ашшӗ патне шӑнкӑравланӑ, килти счетчике улӑштармаллине каланӑ. Кун хыҫҫӑн тӳре (вӑл пӗр округ администрацийӗнче ӗҫлет) вӗсемпе хӑй калаҫнӑ.
Ҫав ҫынна ӗненсе арҫын тӗрлӗ счет ҫине 500 пин тенкӗ куҫарнӑ, унтан ашшӗпе амӑшӗ пухнӑ укҫана та куҫарса панӑ. 2 млн тенкӗсӗр юлсан тин хайхи тӳре ултавҫӑсен аллине ҫакланнине ӑнланнӑ.
Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Галкин канашлусенчен пӗринче кӑмӑл-туйӑмне ирӗке янӑ. Канашлура тискер кайӑка тытмалли сунар вӑхӑтне уҫас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Пуху чӗрчунсен чир-чӗрӗпе кӗрешмелли станцире иртнӗ.
Тӳре-шара усал сӑмахпа перкелешме тытӑнса кайнӑ, ҫапӑҫма пуҫланӑ.
Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Усал сӑмах шайӗнчи тавлашу ҫапӑҫӑва куҫнӑ. Халӑх тетелӗнче сарӑлнӑ видео тӑрӑх хакласан, чи малтан алӑ ҫӗклекенни округ пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Пӑтӑрмаха пакунлисем хак парӗҫ.
Ҫак эрнере пирӗн республикӑн правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ йышӑну пулса иртнӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Денис Шишкина шаннӑ.
Дениса Алексеевича ку пукана шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Артамонов пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫынна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Исток» агрофирма генеральнӑй директорне Александр Илюткина тата Пӑрачкав муниципалитет округӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева (сӑнӳкерчӗкре) чысланӑ.
Хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |