
Чӑваш Енре беспилотниксене тупса вӗсене тӗп тӑвакан БАРС подразделенисене йӗркелӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев РФ ВС Тӗп штабӗн Тӗп йӗркелӳ-мобилизаци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Сергей Побирохин генерал-лейтенантпа тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ.
БАРС подразделенийӗсем хальхи хӳтӗлев системине вӑйлатма пулӑшӗҫ – ҫапла палӑртнӑ Олег Алексеевич.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкара Украинӑн беспилоникӗсем массӑллӑ тапӑннӑ, 3 ҫын вилнӗ, 40 ытла нумай хваттерлӗ ҫурт сиенленнӗ.

Кӗҫех Шупашкар хулинче Православи музейӗ уҫӑлӗ.
Вӑл тӗп хулари Воробьев композиторсен урамӗнчи ҫуртра вырнаҫӗ. Ӑна 19-мӗш ӗмӗрте ҫӗкленӗ.
Шӑпах ҫак ҫуртра Православи музейӗ уҫма Чӑваш Ен тата Шупашкар митрополичӗ Савватий сӗннӗ. Ку шухӑша Чӑваш Республикин премьер-министрӗ Сергей Артамонов та ырланӑ.
Ҫапла республика Правительстви ҫурта епархие 2072 ҫулччен тӳлевсӗрех усӑ курма панӑ.
Палӑртса хӑварар: хӑй вӑхӑтӗнче унта тӗн училищи пулнӑ.

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ ҫын Чӑваш Ен Элтеперӗн Ҫамрӑксен политикин управленине ертсе пырӗ. Кунта сӑмах Илья Царевский пирки пырать.
Асӑннӑ управлени пӗтӗмпе те виҫӗ ҫул ӗҫлет иккен, ҫав вӑхӑтра унта халӗ пиллӗкмӗш пуҫлӑх ӗҫе кӳлӗннӗ.
Илья Царевский 2020 ҫулхи пуш-юпа уйӑхӗсенче республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулса пӑхнӑ. Кайран вӑл Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче воспитани, ҫамрӑксен политики тата социаллӑ аталану енӗпе ӗҫлекен проректорта тӑрӑшнӑ.

Шӑмӑршӑ районӗнчи депутатсем пуҫиле ӗҫпе явап тыттарнӑ район пуҫлӑхне преми пама йышӑннӑ. Кун пирки КПРФ партин регионти уйрӑмӗ Телеграмра пӗлтернӗ.
Коммунистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун пек пуҫлӑха ӗҫрен кӑлармалла, Шӑмӑршӑри депутатсем вара Сергей Галкин пуҫлӑха ӗҫрен кӑларас темен.
Сергей Галкина унччен ҫын сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе пуҫиле кодекспа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Депутатсем вара район пуҫлӑхне ӳҫтерсе паракан коэфициентпа усӑ курса преми пама йышӑннӑ.
Аса илтерер: 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Сергей Галкин сунарҫӑсемпе канашлу ирттернӗ чухне 70 ҫулти сунарҫӑпа хирӗҫе кайсан ун ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах суд тенкелӗ ҫинче вӗҫленнӗ. Пуҫлӑха миравай суд 25 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председательне Сергей Артамонова II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Наградӑна ӑна ӗҫре ӑнӑҫусем ҫӗнсе илнӗшӗн тата чылай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн панӑ тесе палӑртнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Сергей Артамонова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарьне суйланӑ.

Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсенчен шар курнӑ ҫынсене виҫӗ общежитире вырӑн уйӑрса панӑ. Кун пирки Шупашкар мэрӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.
Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара 28 ҫурт сиенленнӗ. Камӑн ниҫта каймалли ҫук – общежитисенче ҫак адрессемпе йышӑнаҫҫӗ: Кременский урамӗнчи 34-мӗш ҫурт, Магницкий урамӗнче 5-мӗш ҫурт, Ленин проспектӗнчи 48-мӗш ҫурт.
Паян пӗлтернӗ тӑрӑх, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене пула 2 ҫын вилнӗ, 32 ҫын аманнӑ.

Чӑваш Республикинче инкеклӗ лару-тӑру режимне йышӑнас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Ку паян пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑннипе ҫыхӑннӑ.
«Штабра йышӑнусем турӑмӑр, республика пӗлтерӗшлӗ инкеклӗ лару-тӑру режимне йышӑнасси пирки ыйтӑва пӑхса тухатпӑр», — тенӗ республика вице-премьерӗ Сергей Артамонов.
Аса илтерер: паян шкулсене дистанци мелӗпе вӗренме янӑ, Шупашкарта общество транспортне вӑхӑтлӑха ҫӳреме чарнӑ. Халӗ экспертсем тӑкака шутлаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра 16 ҫын аманни пирки пӗлтереҫҫӗ. Шел те, пӗр ҫын вилнӗ.

Чӑваш Ен экономикине епле кадрсем кирлине тишкерекен комисси туса хунӑ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл ведомствӑсем хушшинчи ӗҫ ушкӑнӗ пулӗ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне (сывлӑх сыхлавӗ, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх, вӗрентӳ, ӑслӑлӑх, культура, физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекеннине) ӗҫлӗ ушкӑнӑн ведомствӑсем хушшинчи ертӳҫи пулма шаннӑ.
Йышра ҫавӑн пекех ҫаксем пур: ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ (вӑл — ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫин ҫумӗ), ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ (вӑл — ӗҫлӗ ушкӑн секретарӗ), Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи, ҫутҫанталӑк министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ, ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ, спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ, экономика аталанӑвӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ, промышленность министрӗн ҫумӗ, цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ, Стройминӑн пай пуҫлӑхӗ, Транспорт министерствин пай пуҫлӑхӗ, Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ, Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ, Чӑвашстат ертӳҫин ҫумӗ.

Чӑваш Енӗн промышленность министрӗ пулса ӗҫленӗ Сергей Лекарев Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницинче тӗп врачӑн администраципе хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшать.
Сергей Лекарев эпир маларах асӑннӑ ведомствӑра 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе министр ҫумӗ пулса тимленӗ, унтан тепӗр уйӑхран, министр тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. Тепӗр пилӗк уйӑхран каллех министр ҫумӗ пулса тӑнӑ. 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна министрӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑ, тепӗр икӗ уйӑхран министр тилхепине тыттарнӑ. 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл ӗҫрен кайнӑ. Ун чухнехи ҫав хушура «урӑх ӗҫе куҫнӑран» тесе палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра экс-министр Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче тӑрӑшать. Тӗп врач пулса асӑннӑ учреждение Николай Уруков ертсе пырать.

Муркаш округне ертсе пыма ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Малашне пуҫлӑх пуканне Александр Иванов йышӑнӗ.
Ку должноҫе икӗ претендент пулнӑ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Александр Иванов тата «Муркаш» территори уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Кириллов.
Депутатсем Александр Ивановшӑн сасӑланӑ. Палӑртмалла: вӑл пуш уйӑхӗнченпе Муркаш округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ.
Аса илтерер: унчченхи пуҫлӑх Александр Матросова тӗлӗшпе Мӑн Сӗнтӗрте тӑлӑхсем валли япӑх ҫурт-йӗр туяннӑшӑн явап тыттарма тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл должноҫрен кайнӑ.
