
Шупашкар районӗнчи ялсенче нимелле ҫул юсаҫҫӗ. Укҫан пӗр пайне халӑхран пухнӑ, ыттине — республика тата муниципалитет хыснинчен уйӑрнӑ. Вырӑнти администрацин хӑтлӑх кӳрессипе тата территорие аталантарассипе ӗҫлекен управлени 11,5 миллион тенкӗлӗх контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫе пурнӑҫлакана Мускавран тупнӑ.
Мускаври подряд организацийӗн ҫулсене ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен юсаса пӗтермелле.
«Автомобиль ҫулӗсене юсасан транспорт инфраструктури лайӑхланӗ, ку вӑл ялсенче пурӑнакансемшӗнех лайӑх», – тенӗ республикӑн Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службӑн ертӳҫи Сергей Егоров.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫын ӳсӗр хӗрӗн (вӑл унӑн пӗлӗшӗ пулнӑ) укҫине тата телефонне вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти Ленин районӗнчи хавасланмалли заведенисенчен пӗринче пулса иртнӗ. Хӑй пӗлекен хӗр ӳсӗрӗлсе кайнипе усӑ курса арҫын хайхин телефонӗнчи банк приложенийӗ урлӑ 150 пин тенкӗ укҫа куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне 20 пин тенкӗ тӑракан телефона вӑрланӑ.
Тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарсан Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, укҫана каялла куҫарса панӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура суда ярса панӑ.

Чӑваш транспорт управленийӗнче водительсене илӗртес тӗллевпе тӳлев пама йышӑннӑ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 150 пин тенкӗпе танлашать.
Анчах ӑна тӳрех памаҫҫӗ. Услови тӑрӑх, ӗҫ килӗшӗвне тусан ҫур ҫултан 75 пин тенкӗ параҫҫӗ, тепӗр пӗр ҫултан – тепӗр 75 пин тенкӗ.
Анчах ҫул ҫинчи инкексем пулсан водителе явап тыттарсан, ҫул-йӗр правилисене нумай хутчен пӑссан, троллейбуспа усӑ курмалли тата ӗҫ сыхлавӗн, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑссан хушма тӳлеве памаҫҫӗ.

Шупашкарта 17-ри хӗр ултавҫӑсен серепине лекнӗ: вӑл ашшӗ-амӑшӗн сейфне парса янӑ.
Сейфра вара аслашшӗпе асламӑшӗн (е кукашшӗпе кукамӑшӗн) венчет ҫӗррисем тата хваттер докуменчӗсем пулнӑ. Хӗрне улталанине ашшӗ сейфа документсем хума тытӑнсан кӑна пӗлнӗ. Сейф вырӑнта пулман. Ҫавӑн чухне тин хӗрӗ мӗн пулса иртнине каласа кӑтартнӑ.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Пульница ӗҫченӗ-мӗн. Медтӗрӗслев тухмалла тесе анкета даннӑйӗсене ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр патне «росфинмониторингран», «банкран», «вӑй ведомствисенчен» шӑнкӑравласа даннӑйсене террористсене панӑ тесе хӑратма пуҫланӑ.
Ҫемье килте укҫа упраман, хӗрӗн хӑйӗн те укҫа пулман, ҫавӑнпа ултавҫӑсем ӑна ашшӗ-амӑшӗн сейфне илсе курьера парса яма ӳкӗте кӗртнӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр мучи «Столото» патшалӑх лотерейине хутшӑнса укҫа выляса илнӗ. Сахал та мар, нумай та мар — 700 пин тенкӗ ытла.
Михаил Алексеев ятлӑ ватӑ республикӑри пӗр ялта пурӑнать. Ватӑ ҫынна лотерейӑн 7497-мӗш тиражӗнче ӑннӑ. Вӑл унта супер парнене — 713 пин те 578 тенкӗ — выляса илнӗ.
Укҫана арҫын пӳрте юсама тата кредит тӳлесе татма тӑкаклама палӑртать.

Кун пек хыпара вуласан тӗнчере темӗнле кӗнчеле тесси ҫеҫ юлать.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм патне Пенси фондӗнчен тесе шӑнкӑравланӑ, ӑна пенси хушса парасси пирки пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм патне Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗ текен ҫын шӑнкӑравланӑ, унччен вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнӑ, халӗ унӑн аккаунтне ҫӗмӗрнӗ, «кӗмӗле» экстремистсене куҫарса парасран тата хваттере сутса ярасран мӗнпур укҫана декларацилемелле тесе ӗнентернӗ.
Пӑтӑрмах пирки ватӑ хӗрарӑм 23 ҫулти мӑнукне каласа кӑтартнӑ. Пике ултавҫӑсем каланине итлесе ҫывӑхри вӑрман посадкине кайса палламан ҫынна 3 миллиона яхӑн тенкӗ тыттарса хӑварнӑ. Тепӗр 1 миллион тенке вӑл Шупашкарти Яковлев проспектӗнчи терминал урлӑ куҫарса панӑ.
Укҫана арҫын тавӑрса пама шантарнӑ.

Шупашкарта 18 ҫулти студент ултавҫӑсене 6 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла вӗҫленнӗ «ФСБ спецоперацине» хутшӑнни. Ултав серепине лекни пирки вӑл пӗр уйӑхран кӑна, асламӑшне (е кукамӑшне) каласа кӑтартнӑ хыҫҫӑн, пӗлнӗ.
Малтан ун патне «патшалӑх органӗн ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ та СНИЛС номерӗсене тата электрон почтӑна калама ыйтнӑ. Социаллӑ тӳлев параҫҫӗ-мӗн. Унтан «ФСБ ӗҫченӗ», «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӗсем студента Украинӑна укҫа куҫаратӑн тесе хӑратса пӗтернӗ, кун пирки никама та калама хушман.
Палламан ҫынсем каланипе студент пухнӑ укҫине илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине банкомат урлӑ куҫарнӑ. Вӑл «ФСБ спецоперацине хутшӑннине ӗненнӗ. Кайран вӑл Хусана кайса асламӑшӗн (е кукамӑшӗн) укҫине илсе хура тум тӑхӑннӑ «инкассатора» парса янӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан, республикӑри пысӑк производство комплексӗсенчен пӗринче инженерта ӗҫлекен 62 ҫулти хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсене пулӑшас тесе улталаннӑ. Тӗрӗссипе, унтисене хайхи пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман. Хӗрарӑма ултавҫӑсем ҫавӑн пек ӗнентернӗ.
Пӗр уйӑха яхӑн маларах ун патне Пенси фондне ӗҫ кӗнекипе пымалла тесе шӑнкӑравланӑ, унччен вара электрон черете ҫырӑнмалла, ун валли СМС-ҫырури кода каламалла тенӗ.
Шӑнкӑравлакан хӗрарӑм инженерӑн СНИЛС номерне те каланӑ.
Кайран ФХС ӗҫченӗ текен арҫын шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсене тытса чарма пулӑшма ыйтнӑ. Вара вӑл хайхисем мӗн каланине итленӗ: банкран 1 миллион тенкӗ илнӗ, вӑл укҫана хваттер туянакан тусне вӑхӑтлӑха паратӑп тесе хӑйӗн хӗрне те, банк ӗҫченӗсене те ӗнентернӗ. Укҫана банкомат урлӑ такамсене куҫарса панӑ.

Кӗҫех республикӑра санавиаци вертолечӗ вӗҫме тытӑнӗ. Вӑл кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫлать.
Тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ контракта «Санитари авиацийӗн наци служби» АО-па алӑ пусаҫҫӗ. Хальхинче 44,87 миллион тенкӗлӗх алӑ пуснӑ.
Планра 60 яхӑн вӗҫев тума палӑртнӑ. Пӗр вӗҫев (1 сехет) 281,8 пин тенке кайса ларать. Заявка килнӗ хыҫҫӑн вертолет ӑшӑ ҫанталӑкра вырӑна 30 минутран килет, сивӗ вӑхӑтра вара 1 сехет ытларах иртет.
Статистика ҫапларах: 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе санавиаци вертолечӗ йывӑр туйнӑ 474 пациента илсе ҫитернӗ.

Шупашкарта 43 ҫулти хӗрарӑм хваттер туянмалли укҫана ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе – 6 миллион ытла тенкӗ.
Полицире акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ вӑл. Ултавҫӑсем ун патне пӗр уйӑха яхӑн шӑнкӑравланӑ. Темӗн тӗрлӗ те суйнӑ: «Госуслуги» портал ӗҫченӗ тесе те, йӗрке хуралҫисем тесе те. Хӗрарӑма унӑн харпӑр кабинетне такамсем кӗнӗ тесе ӗнентернӗ, пуҫиле майпа явап тыттарассипе хӑратса пӗтернӗ. Хваттер илмешкӗн пухнӑ укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ.
Ӑна банк ӗҫченӗсем те, полицейскисем те чарма хӑтланнӑ. Йӗрке хуралҫисем тӑванӗсем патне те шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем мӗнле схемӑпа ӗҫленине ӑнлантарнӑ. Анчах хӗрарӑм пур-пӗрех 6 миллион та 150 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
