Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Укҫа-тенкӗ

Вӗренӳ
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри шкулсем валли 38 фура учебник тесе килнӗ. Машинӑсенче — алгебрӑпа тата геометрипе вӗренӳ кӗнекисем.

Цифрӑсен чӗлхине малалла тӑсса кайсан, пирӗн республикӑна 53 пин экземпляр кӗнеке кӳрсе килнӗ. Вӗсем — 7, 8, 9-мӗш классем валли алгебра кӗнекисем, 7-9-мӗшсем валли — геометрипе. Кӗнеке туянма республика хыснинчен 53 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Кунсӑр пуҫне пуҫламӑш шкулсем валли тата ҫӗнӗ предметсемпе кӗнекесем кӳрсе килмелле.

Шупашкарти шкулсене маларах пӗтӗмӗшле историпе тата Раҫҫейӗн историйӗпе 7,6 пин ытла учебник илсе килнӗ. Вӗсем пурте — 5-9-мӗш классем валли.

Истори кӗнекисен авторӗсен йышӗнче Раҫҫейӗн ҫарпа истори обществин председателӗ Владимир Мединский, Анатолий Торкунов тата Александр Чубарьян ученӑй-академиксем.

 

Пӑтӑрмахсем
cheb.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
cheb.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре «Благодать» тулли мар яваплӑ общество директорӗпе унӑн мӑшӑрне ҫынсене улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсене 867 миллион тенкӗлӗх улталанӑ.

Укҫана юратакан (ӑна пурте юратаҫҫӗ-ха, анчах теприсем ҫавӑншӑнах ҫынна улталамаҫҫӗ) мӑшӑр тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн темиҫе статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2008 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен Игорь Нарышкин тата унӑн арӑмӗ Светлана Маркова пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ 8 фирмӑпа хуҫаланнӑ. Ҫав вӑхӑтра 1472 ҫынтан 867 миллион ытла тенкӗ укҫа вӑрланӑ. Вӗсем укҫана процентпа тавӑрса пама шантарнӑ.

Организацисем Чӑваш Енре, Мари Элта тата Чулхула облаҫӗнче пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=322050
 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ округӗнче пурӑнакан 49 ҫулти арҫын мини-экскаватор туянма тӑрсан 408 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Вӑл ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.

Ку ҫу уйӑхӗн варринче пулса иртнӗ. Арҫын техникӑна тӗнче тетелӗнче шыранӑ, хӑйне кирлине курсан менеджерпа ҫыхӑннӑ. Вӗсем нумаях та калаҫман – кун хыҫҫӑн арҫын ӑна пӗр иккӗленмесӗрех 408 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Анчах вӑхӑт иртнӗ, техника вара килмен. Ҫавӑн чухне тин арҫын ултавҫӑ серепине ҫакланнине, сайт суя пулнине ӑнланнӑ. Ирӗксӗрех полицие кайса заявлени ҫырма тивнӗ.

ШӖМ аса илтерет: тӗнче тетелӗнче япала туяннӑ чухне питӗ асӑрханмалла. Иккӗленӳллӗ сайтсене тишкермелле, домен туни пирки даннӑйсем ыйтмалла, ҫынсем ку сайт пирки мӗн ҫырнине вуламалла.

 

Хулара
lgz.ru сайтри сӑн
lgz.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти хӗре чӑвашла сасӑ ҫырӑвӗ ярса улталанӑ. Кун пек ҫыру ун патне пӗлӗшӗнчен килнӗ. Сасси унӑнни пекех пулнӑран хӗр пӗрре те иккӗленмен — каланӑ счет ҫине 7 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран тин пӗлӗшӗн аккаунтӗнчен ултавҫӑсем ҫырнине пӗлнӗ вӑл.

Хӗр полицие кайса ззаявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Полицейскисем кайран ҫакна палӑртнӑ: ултавҫӑсем ӑс-хакӑл интеллекчӗ пулӑшнипе чӑвашла сасӑ ҫыртарнӑ иккен. Вӗсем хӗрӗн пӗлӗшӗн аккаунтне ҫӗмӗрнӗ. Укҫа та вӗсем каланӑ счет ҫинех куҫнӑ.

 

Республикӑра
assets3.klops сайтри сӑн
assets3.klops сайтри сӑн

Ҫуркунне ҫӗршывра «Вак укҫа эрни» акци иртнӗ, ҫав шутра – Чӑваш Енре те. Регионти Наци банкӗ акцие пӗтӗмлетнӗ.

Акци вӑхӑтӗнче республикӑра пурӑнакансем 226 пин ытла тимӗр укҫана хутлипе улӑштарнӑ тата банк счечӗ ҫине куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 1,1 миллион тенкӗлӗх. Ҫынсем ытларах банксене 10 тенкӗллӗххисене килсе панӑ.

Раҫҫейӗпе илес тӗк, ака уйӑхӗнче ҫынсем банксене 55 миллион тимӗр укҫа илсе пынӑ. Ку – 252 миллион тенкӗлӗх. Хӑш-пӗр банкра вак укҫасене халӗ те йышӑнаҫҫӗ. Условисемпе монетнаянеделя.рф сайтра паллашма пулать.

Аса илтерер: «Вак укҫа эрни» акци ҫулталӑкра икӗ хут иртет – ҫуркунне тата кӗркунне. 2025 ҫулта республикӑра пурӑнакансем 680 пин ытла тимӗр укҫа панӑ. Ку – 2,3 миллион ытла тенкӗлӗх. Йывӑрӑшӗ – 3 тонна яхӑн.

 

Республикӑра
m.bk55.ru сайтри сӑн
m.bk55.ru сайтри сӑн

Канашра пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм «Кӑнтӑр Корейӑри савнине» ӗненсе ӑна ҫур миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.

Хӗрарӑм унпа тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Хайхи арҫын ӑна парне ярса панине каланӑ, анчах посылка таможня витер тухайман-мӗн, ҫавӑнпа куншӑн пошлина тӳлемелле. Кун валли вара долларсене тенкӗ ҫине куҫарма хушнӑ, вӑл каланӑ счет ҫине хумаллине ӗнентернӗ.

Ҫапла хӗрарӑм ҫав палламан арҫынна 531 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 471 пин тенки – хӑй пухнӑ укҫа, ытти – кивҫен илнӗ. Анчах куҫарса панӑ хыҫҫӑн хайхи арҫыннӑн пӑсӗ те юлман – ҫухалнӑ.

Ултав серепине лекнӗ хӗрарӑмӑн полицие кайма тивнӗ.

 

Ҫурт-йӗр
Чӑваш Енӗн Стройминӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Стройминӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хысна сферинче ӗҫлекен 10 ҫын хваттерлӗ пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тивӗҫнисен хушшинче — 4 педагог, 5 врач тата полицире ӗҫлекен ҫын.

Вӗсене хваттерлӗ пулма Чӑваш Енре 2025 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе пурнӑҫланса пыракан ятарлӑ программа пулӑшнӑ. Вӑл специалистсене служба хваттерӗпе тивӗҫтерме май май парать.

Хӗрлӗ Чутайӗнче 10 специалист валли хваттер туянма хыснаран 35.3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Икӗ пӳлӗмлӗ хваттерлӗ пулнисенчен пӗри — Анастасия Волкова. Вӑл мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе пурӑнать. Хӗрлӗ Чутайне куҫса кайиччен тӑватӑ ҫул Шупашкарта ӗҫленӗ.

Программа пурнӑҫа кӗме пуҫланӑранпа республикӑри 13 специалиста ӗҫри хваттерпе тивӗҫтернӗ. Ун валли республика тата вырӑнти хыснаран 41,7 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.

 

Экономика
МАХри "Хыпар - Вести Чувашии" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри "Хыпар - Вести Чувашии" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре бензин хакӗ ӳссе кайнӑ. Топливӑпа тивӗҫтерсе тӑрассипе йывӑрлӑх сиксе тухнӑран республикӑри уйрӑм ҫынсен темиҫе автозаправки хака ӳстерсе янӑ.

«Ирбис» заправкисенче АИ-95 бензинӑн пӗр литрӗ 80 тенкӗ тӑрать, АИ-92 — 69 тенкӗ. «ТОКО» АЗСра 95-мӗш бензина 79 тенкӗпе сутаҫҫӗ, АИ-92-мӗшне — 70–72 тенкӗпе.

Хак ӳснине курттӑмӑн сутассипе йывӑрлӑх сиксе тухнипе сӑлтавлаҫҫӗ. «Татнефть» сетьне пилостӑр вӗҫекен аппаратсемпе тапӑннӑ хыҫҫӑн вӑл ют компанисене топливо сутассине самай чакарнӑ.

«Татнефть» заправкисенче бензин пӗр ҫынна 20 литртан ытла сутмаҫҫӗ, ҫӑмӑл машинӑсем валли — 40 литр таран, тиев турттаракан транспорта — 200 литр таран.

Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр заправка технологи сӑлтавӗпе вӑхӑтлӑха хупӑннӑ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри вӗрентекенсем валли ырӑ улшӑну пулӗ. Ку ӗҫ укҫине пырса тивет. Айнчах ҫӗнӗлӗх халех мар, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.

Ун чухне вӗрентекенсен оклачӗ 50 процент ӳсӗ. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ.

Хаьлхи вӑхӑтра педагогсен шалӑвӗнче хавхалантаракан тӳлевсем, премисем, ӗҫ пахалӑхӗпе йывӑрлӑхӗшӗн хушса тӳленисем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Малашне ҫак укҫана тӗп пая – оклада – куҫарӗҫ.

Ҫавӑн пекех нумай ҫӳл ӗҫленӗшӗн тата квалификаци категорийӗшӗн паракан тӳлев коэффиценчӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухӗҫ.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, педагогсен тӗп оклад базин пайӗ хальхи 45 процентран 60-65 процента ҫитӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти хӗрарӑм пенсие ҫӗнӗрен шутласа парӗҫ те вӑл ӳсӗ тесе шухӑшланӑран шар курнӑ.

Урай ҫӑваканта ӗҫлекен ҫав хӗрарӑм патне Пенси фондӗнчен текенсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ӑна ҫӗртме уйӑхӗнчен пенси укҫи ӳсмелле, ӑна ҫӗнӗрен шутласа паччӑр тесен фонда пымалла тесе каланӑ. Черетре тӑрас темесен электронлӑ черете ҫырӑнма май пуррине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм ҫакна илтсен савӑннӑ, ҫырӑнас тенӗ. Ҫырӑнма вара унран смспа ярса панӑ кода ыйтнӑ.

Ун хыҫҫӑн ун патне такам тесе те шӑнкӑравлама тапранса кайнӑ: Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинчен, банкран, патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнчен. Хайхисем хӗрарӑма пухса пынӑ укҫана илсе йӗрке хуралҫине пама хушнӑ, вӑл вара пӳрне йӗрри юлнине тӗрӗслӗ тесе ӗнентернӗ. Хӗрарӑм хӑй пухса пынӑ 2 миллион тенке ултавҫӑсене тыттарса янӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 365
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 16

1926
100
Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист ҫуралнӑ.
1937
89
Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Маслова Вера Николаевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1962
64
Казаков Николай Нилович, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1993
33
Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ