
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Вуникӗ утӑм» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Элтияр Александров (Алексей Александров).
Кӗнеке пирки хыпарланинче Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗ ученӑй, журналист тесе пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра Элтияр Александров Чӑваш Ен наци телекеуравӗнче ӗҫлет.
Элтияр Александров Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнче 1996 ҫулта ҫуралнӑ.
Талпӑнуллӑ ҫамрӑк пӗрремӗш сӑввисемпе юмахӗсене ҫиччӗмӗш класра вӗреннӗ чух ҫырма пуҫланӑ-мӗн.
Хусанти медицина университетӗнче, Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетра, Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче, Мари Элти патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Халӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аспирантурӑра ӑс пухать иккен.

Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн Алексей Александров пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен хурланса пӗлтерет. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, ҫар прокурорӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ криминалисчӗ, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхне, «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑха йӗркелеме хутшӑннӑ ҫын 82 ҫулта пулнӑ. Куҫне вӑл ӗнер, утӑ уйӑхн 27-мӗшӗнче, ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ӑна ҫывӑх пӗлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн юратнӑ ӗҫне тата ҫынсене парӑнса пурӑннӑ.
Алексей Николаевич 1939 ҫулта юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Сартури юридици институтне вӗренме кӗнӗ. Калининград облаҫӗнчи прокуратурӑра, Балти флочӗн ҫар прокуратуринче, СССР тата Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп ҫар прокуратуринче ӗҫленӗ. Криминалистикӑпа 20 ытла методика пособийӗн авторӗ.

Нумаях пулмасть вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсене саламланӑ, чи лайӑххисене чысланӑ.
Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева ҫынсем малтанах вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсенче, депутатсенчен, хула е район администрацийӗнчен пулӑшу ыйтнине палӑртнӑ.
Уявра вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ӗҫченсене саламланӑ. Ҫавӑн пекех республика шайӗнче иртнӗ конкурсра мала тухнисене чысланӑ. Муниципалитетри чи лайӑх ертӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кошкин тивӗҫнӗ. Чи лайӑх староста — Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнчи Владимир Никифоров. Чи лайӑх ял тӑрӑхӗ — Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗ.
