Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче 85 ҫул тултарчӗ. Ҫав ятпа унта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уяв та йӗркеленӗччӗ. Халӗ вара ҫав ӑслӑлӑх учрежденийӗпе ҫыхӑннӑ тепӗр хыпар: республикӑри самай ҫулланнӑ вӗренӳ учрежденийӗн юбилейне халалласа «Ӑс-хаклӑ хӑвачӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ.
Кӑларӑм Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ тата халӗ вӑй хуракан чӑваш ӑсчахӗсен ӑс-хакӑл эткерлӗхӗпе кун-ҫулӗ ҫинчен шӑрҫаланӑ хайлавсем вырӑн тупнӑ. Кӗнекере пурӗ 47 интервью пичтеленнӗ. «Ӑслӑлӑхӑн тӗрлӗ енӗнче тӑрӑшакансен пултарулӑх никӗсӗ епле ҫӗкленнине, хавхалану тапхӑрӗсене пӗлме кӑсӑклӑ пулӗ. Малашлӑха йыхравлакан ҫӗнӗлӗхсем Прометей вучӗ пек пархатарлӑ та сӑваплӑ. Ҫавӑн пирки тӗплӗ те анлӑ калаҫу пырать», — тесе пӗлтерет ҫӗнӗ кӗнеке пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 85 ҫул тултарчӗ. Уява унта ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑсчахсене уявпа саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ.
— Ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗре эпир сумлӑ ӗҫсемпе кӗтӗмӗр. Пирӗн наука ӗҫченӗсем ӑслӑлӑх ҫӳпҫине капашсӑр пуянлатрӗҫ, чылай тӗпчев туса ирттерчӗҫ, хӑйсен пӗтӗмлетӗвне тӗрлӗ энциклопедипе кӗнекере ҫырса кӑтартрӗҫ. Пирӗн ӗҫсемпе паллашма ют ҫӗршывсенчен те килсе ҫӳреҫҫӗ, — тенӗ институт ертӳҫи Юрий Исаев.
Ӑсчахсене саламлакансем нумай пулнӑ. Ҫав шутра — тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсем те. Унта 1969-мӗш ҫултанпа вӑй хуракан, чылай вӑхӑт институт пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ искусствоведени докторне Александр Трофимова тата ытти хастар ӑсчаха, сӑмахран, ЧР Вӗренӳ министерстви чысланӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Пӑлхарсен анӑҫри сӑваплӑ вырӑнӗсем» темӑпа автоэкскурси ирттерме шутлать, вӑл пӗр куна тӑсӑлӗ. Ҫула 18 вырӑнлӑ «Ford» автобуспа тухма шутлаҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле маршрут: Шупашкар — Москакасси — Хораҫырма — Вратин (выр. Воротынец) — Чӗпӗл (выр. Васильсурск) — Чалӑмсола — Йолашша — Чалӑмхола — Шупашкар. Автоэкскурси вӑхӑтӗнче музейсемпе, паллӑ вырӑнсемпе, археологи палӑкӗсемпе паллашма май пулӗ.
Ҫула гуманитари институтӗнчен ирхи 6 сехетре тухса кайма палӑртаҫҫӗ. Автоэкскурси хакӗ — 1000 тенкӗ.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче нумай пулмасть Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен академикне, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрне, РФ тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченне Леонид Михалова 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Ҫавра ҫул тултарнӑ ӑсчаха тӑван тӑрӑхӗнчи тӑванӗсем тата паллӑ ҫыннисем саламланӑ. «Академик Михалов Леонид Михайлович» кӗнеке авторӗсем те — ЧПГӐИ ӑсчахӗсем А.А. Трофимовпа Л.П. Петров — юбиляр пирки темиҫе ӑшӑ сӑмах тухса каларӗҫ. Ҫавӑн пекех салам сӑмахӗсемпе наци вулавӑшне Владимир Алмантай, Евгений Ерагин, Чӑваш Ен халӑх сӑвӑҫи Юрий Сементер ҫитнӗ.
Леонид Михайлов мероприятие ҫитнӗ кашни ҫынна тав турӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хальхи вӑхӑтра тӗрӗк чӗлхисене те тӗпчеме пуҫлани пирки пӗлтерчӗ. Сӑмаха вӗҫленӗ май юбиляр наци вулавӑшне «Деловой немецкий язык» (чӑв. Ӗҫлӗ нимӗҫ чӗлхи) кӗнеке парнелерӗ.
Михайлов Леонид Михалович Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Кивӗ Тукай ялӗнче 1935 ҫулта ҫуралнӑ. Шкула медальпе вӗренсе пӗтернӗ.
Литература тата ӳнер енӗпе Чӑваш Енӗн Патшалӑх премине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхне Юрий Исаева тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата ют ҫӗршыв кафедрин ертӳҫине Юрий Артемьева парас тенӗ. Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ.
Хисепе Юрий Исаев виҫӗ монографирен тӑракан ӗҫшӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем пурте — ӳсентӑран терминологине халалланӑскерсем: «Словообразовательный и семантический анализ флористической терминологии языков различных систем», «Флористическая терминология в языках Туранского союза», «Фитонимический концептуарий как словарь нового типа». Юрий Артемьева вара «Чӑваш Енӗн чаплӑ ҫыннисем» ярӑмпа «Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие» кӗнеке кӑларнишӗн лауреат ятне парас тенӗ.
Естествӑлла тата техника ӑслӑлӑхӗ енӗпе патшалӑх премине тивӗҫлӗ кандидастем тупӑнман.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш литературин XX ӗмӗрӗнчи историйӗ» кӗнекен пӗрремӗш пайӗ кун ҫути курнӑ. Унта 1900–1955 ҫулсем кӗнӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн специалисчӗсем хатӗрленӗ ӑслӑлӑх кӗнекинче чӑваш литератури XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче епле аталанни пирки ҫырса кӑтартнӑ. Ӑна икӗ тапхӑрпа ӑнлантарнӑ: наци шухӑшне шыранӑ тапхӑр (1900–1929 ҫулсем) тата канонизациленӗ соцреализм тапхӑрӗ (1930-1955 ҫулсем).
Кӑларӑма статьясем, ҫав тапхӑрти ҫыравҫӑсене пултарулӑх портречӗсем кӗнӗ. Монографире этноцентрика енӗпе ӗҫленӗ ҫыравҫӑсен пултарулӑхне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Тишкерӳ статйисене В.Г.Родионов, Г.И.Федоров, А.Ф.Мышкина профессорсем ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех Н.Г.Ефремова-Ильина, И.Ю.Кириллова, В.В.Никифоров, И.В.Софронова хутшӑннӑ.
Пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче И.А. Андреев профессор 87 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Вӑл 2011 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Иван Андреевич чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗшӗн кӑна мар, тӗрӗк чӗлхисен пӗлӗвӗшӗн те пысӑк ӗҫ туса хӑварнине палӑртаҫҫӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ инстиутӗнче.
Республикӑн чӑваш чӗлхи учителӗсем, патшалӑх гуманитари институчӗн, вӗренӳ институчӗн ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем И.А. Андреевӑн наукӑри тӳпи пысӑккине палӑртса вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакма сӗннӗ, ку тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ-мӗн. Асӑну хӑмине профессор, академик хӑй ҫуралнӑ кун уҫнӑ. Владислав Немцев скульпторпа (унпа пӗрле ҫамрӑк скульпторсем Мария тата Игорь Голубевсем те ӗҫленӗ) Гуманитари институчӗн ӑслӑлӑх канашӗн секретарӗ Л.П. Петров чаршава сирнӗҫ те, пухӑннӑ халӑх умне Иван Андреевичӑн асран кайми сӑнӗ тухса тӑнӑ. Мемориал хӑмин ҫӳл енче — И.А. Андреевӑн барельефӗ, ун айӗнче — хӑмана кам ячӗпе ҫакнине калакан текст. Барельеф валли И.А. Андреевӑн хӑтлӑ сӑнӳкерчӗкне илнӗ: ҫӗклентерсе хыҫалалла тирпейлӗ тураса хунӑ ҫӳҫ, ҫӳллӗ те уҫӑ ҫамка, профессор сӑнне кӗртекен йӗкӗр янах, тӑртанчӑк куҫ айӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» серинчи 13-мӗш томӑн пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ. «Тупмалли юмахсем» ятлӑскере Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ.
Кӗнекене тӗрлӗ ҫулсенче пичетленнӗ материалсемпе текстсем кӗнӗ. Тупмалли юмахсем алфавитпа килӗшӳллӗн вырнаҫнӑ. Пӗрремӗш кӗнекене тупмалли юмахсем А саспаллинчен пуҫласа С таран кӗнӗ. Ыттисем иккӗмӗшӗнче пулӗҫ.
Кӗнекере умсӑмах, ӑнлантарнисем, кӑтарткӑчсемпе библиографи пур. Вӑл чӑваш халӑх пултарулӑхӗпе, наци культурипе, этнографипе, чӑваш халӑх историйӗпе кӑсӑкланакан пур ӳсӗмри ҫын валли те.
Кӗнекене хатӗрлекенӗ тата умсӑмах авторӗ — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Федотова. Кӗнеке 1000 экземплярпа тухнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Мефодий Чернова халалланӑ курав ӗҫлет.
Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Мефодий Фёдорович 1928 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Малти Ункӑпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче профессор леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӗҫ биографине тӑван районӗнчи Ишекри вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ пулса пуҫлать. Хыркассинчи шкулта директорта та тӑрӑшать. Кайран хӑй вӗреннӗ аслӑ шкулта преподавательте тӑрӑшма тытӑнать. Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗнче вӑл фразеологизм вӗрентӗвне уйрӑм евӗр пуҫарса яраканӗ шутланать.
Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ӑсчаха асра тытать. Ҫавна май вӑл унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ курав йӗркеленӗ.
Республикӑн Наци вулавӑшӗ вара ӑсчаха халалланӑ электрон курав йӗркеленӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав проспекчӗн 31Б («Ҫеҫпӗл» кинотеатра хирӗҫ) ҫурчӗ ҫине Паллӑ чӗлхеҫӗн Иван Андреевич Андреевӑн асӑну хӑмине ҫакма палӑртнӑ. Пуҫламӑшӗ 15:00 сехетре.
Андреев Иван Андреевич 1928 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пирӗнтен 2011 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Василий Георгиевич Егоров патӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. Наукӑпа тӗпчев институтӗнче чӗлхе пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, 30 ҫул Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ, декан пулса ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра Республикӑри вӗрентӳ институтӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш чӗлхин синтаксисне, морфологине, сӑмах пулӑвне, орфографипе пунктуацине тӗпчесе 200 ытла ӗҫ, учебниксем ҫырса пичетленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.09.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |