Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче нумай пулмасть Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗр поэчӗ: Ухсай Яккӑвӗн пултарулӑхӗнчи хресчен тата ҫӗр шӑпи» регионсен пӗрлехи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗччӗ. Ун тӗлне шкулсенче ятарласа ӳнер ӑмӑртӑвӗсем те ирттернӗччӗ. Ачасем ӑсталанӑ ӳкерчӗксене институтӑн курав залӗнче курма пулатчӗ — вӗсенче ҫамрӑк ӳнерҫӗсем Яков Ухсай пултарулӑхне епле курни, хӑйне евӗрлӗ сӑнарласа кӑтартни сисӗнетчӗ. Кӑранташ, тушь, гуашь, акварель сӑрӑ, киҫтӗк — вӗсемпе пӗлсе усӑ курсан чӑн та куҫа илӗртӳллӗ ӳкерчӗксем ӑсталама пулать.
Курав нумай вӑхӑт институтра вырнаҫнӑ хыҫҫӑн районсем тӑрӑх ҫулҫӳреве тухрӗ. Ӳкерчӗксемпе ҫапла май чылай ача-пӑча, ашшӗ-амӑшӗ паллашма пултарӗ.
Хӑш-пӗр ӳкерчӗксен илемлӗхне эсир тӗнче тетелӗнче те курма пултаратӑр — сире валли ятарласа институтра тунӑ сӑнӳкерчӗксене кунта вырнаҫтарнӑ.
Чӳкӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваш патшалӑхӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсем: тӗпчемелли тата ҫӗнӗрен калӑпласа лартмалли ыйтусем» конференци иртӗ. Ӑна йӗркелекенсем: Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институт, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фонд, «Сувар» фонд, Чӑваш Енӗн таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ.
Конференци 14 сехетре пуҫланӗ.
Тунтикун, юпан 31-мӗш кунӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Художник Анатолий Миттов. Дорога в гору» (чӑв. Анатолий Миттов ӳнерҫӗ. Тӑвалла ҫул) кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Ку кӑларӑм (208 стр.) паллӑ чӑваш ӳнерҫин пурнӑҫне тата унӑн пултарулӑхне сӑнласа кӑтартать. Статьясенче эсир хальхи куҫпа пӑхса унӑн ӗҫӗсене ҫыракансем епле хак панипе паллашайратӑр. Кӗнеке ӳкерчӗксемпе те пуян. Хӑшне-пӗрне пӗрремӗш хут пичетленӗ.
Анатолий Миттов — чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи. 1932 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче (тепӗр ҫул 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗҫ) Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1971 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
1952 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1961 ҫулта И. Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗнеке, «Янавар юмахӗсем», пичетрен тухнӑ. Ку вӑл — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрлекен нумай кӗнекеллӗ «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмӑн 8-мӗш томӗ.
«Янавар юмахӗсем» кӗнекере, ятӗнчен паллӑ ӗнтӗ, чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ юмахсем вырнаҫнӑ. Вӗсенче пирӗн ума тискер кайӑксен — тилӗ, упа, кашкӑр, килти выльӑхсен — качака, сурӑх, кушак, йытӑ, тата ытти сӑнарсем тухса тӑраҫҫӗ. Пурӗ 250 яхӑн юмах. Ку таранччен янавар юмахӗсене ыттисемпе пӗрле пухса кӑларнӑ пулсан, хальхинче вӗсене уйрӑм кӗнекен хатӗрленӗ.
Тӗпрен илсен, юмахсене пухма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи ӑслӑлӑх архивӗнче упранакан алҫырусемпе усӑ курнӑ. Кӗнекене 1000 экземплярпа кӑларнӑ.
Туянас текенсем ӑна СУМ лавккара илейреҫҫӗ — хакӗ 170 тенкӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, «Чӑваш ҫырулӑхӗ: иртнипе хальхи» ятпа тӗнчери ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Е.И. Рожанский ҫуралнӑранпа 270 ҫул, В.П. Вишневский ҫуралнӑранпа 175 ҫул тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ йӗркеленӗренпе 140 ҫул ҫитнине халалласа хатӗрленӗ.
Конференцие институт дирекорӗ Исаев Юрий Николаевич уҫрӗ. Пленарлӑ ларура (вӑл 10 сехетре пуҫланчӗ) Родионов Виталий Григорьевич (тӗп шухӑшӗ: Вишневскийпе Рожанскийсем пулмасан пирӗн ҫак ҫӗнӗ ҫыруллӑх та пулмӗччӗ, вӗсен тӳпине те шута илмелле), Егоров Николай Иванович тата Мукина Ираида Васильевна доклад каларӗҫ. Николай Иванович хӑйӗн сӑмахӗнче карт ҫырулӑхӗ пирки каласа пачӗ — унӑн тӗсӗсем, аталанӑвӗ, ыйтӑвӗсем.
Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, тунтикун, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн вулав халӗнче пӗрремӗш чӑваш поэчӗ Николай Иванович Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа институтӑн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗ анлӑ лару ирттерет. Пуҫламӑшӗ 15 сехетре.
Ларӑва институт директорӗ Юрий Николаевич Исаев уҫӗ, ҫавӑн пекех Леонид Порфирьевич Петров, Алексей Александрович Трофимов (ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ) сӑмах калӗҫ. Докладҫӑсен шутӗнче Ирина Софронова (ЧПУ доценчӗ), Владимир Нагорнов (ӳнерҫӗ), Валерий Мартынов (таврапӗлӳҫӗ, Тутарстанран) пулӗҫ — вӗсем сӑвӑҫӑ пултарулӑхне тишкерӗҫ.
ЧПГӐИ адресӗ: Шупашкар, Мускав пр., 29 ҫ., 1 корпус. 3, 4, 7, 12, 21 троллейбуссемпе, 1, 15, 18, 22, 23 автобуссемпе ҫитме пулать, «Студентсем хули» чарӑнура анса юлмалла.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, акан 13-мӗшӗнче, «Атӑлҫи Пӑлхар: этнокультура лару-тӑрӑвӗ тата общество аталанӑвӗ» ятлӑ ӑслӑх конференцийӗ иртрӗ, унта вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталанма пултарнӑ, пирӗн асаттесен никама пӑхӑнман патшалӑхӑн кун-ҫулне тата унпа ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ.
Конференцие институт директорӗ Ю.Н. Исаев уҫрӗ. Вӑл пухӑннӑ ӑҫчахсене мероприятие пуҫланӑ ятпа саламларӗ, хӑнасене (Тутарстанран чылайччӗ) канашлӑва хутшӑннӑшӑн тав турӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл нумай пулмасть Чӑваш Енпе Тутарстан президенчӗсем тунӑ килӗшӗве те асӑнчӗ. Конференцие унчченех хатӗрлеме пуҫланӑ пулин те ӑна ирттерни пирӗн республикӑсем хушшинчи ҫыхӑнусем чӑннипех ҫирӗпленнине кӑтартни пирки каларӗ.
Ун хыҫҫӑн конференцие пухӑннисем доклад калакансене итлерӗҫ. Темӑсем тӗрлӗрен пулчӗҫ: чӗлхине те сӳтсе яврӗҫ, патшалахӑн юрри-кӗввине те тишкерчӗҫ.
Ӗнер, акан 5-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пултаруллӑ сӑвӑҫа, тележурналиста Марина Карягинӑна тата унӑн «Ҫур ҫӗр варринчи хӗвел» кӗнекене халалланӑ поэзи каҫӗ иртрӗ.
Марина Карягина пултарулӑхне тишкерекенсем чылай пулчӗҫ, хальхи вӑхӑтра литература тӗпчевӗнче вӑй хуракансем пурте тенӗ пекех тухса сӑмах каларӗҫ: Виталий Станьял, Вера Яковлева, Юрий Артемьев, Юрий Яковлев, Вера Никифорова тата ыттисем. «Ҫур ҫӗр варринчи хӗвел» ятлӑ сӑвӑсемпе поэмӑсен кӗнекине хак панисӗр пуҫне «Кӗмӗл тумлӑ ҫара» та асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ — Виталий Родионов профессор пьесӑпа спектакле тишкерсе тухрӗ.
Мероприятие пухӑннисем умӗнче Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» пьесӑри сценкӑна выляса пани Виталий Григорьевич сӑмахне уҫӑмлатма май пачӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнерпе паян Юрий Скворцова халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртет. Конференцире чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ: ҫыравҫӑ кӗнекисен куравӗ, ун хайлавӗсем тӑрӑх шкул ачисем тунӑ ӳкерчӗксен куравӗ, тата ытти. Вӗсен шутне ӗнер институтра иртнӗ хӑтлава та асӑнма пулать — пултаруллӑ ҫыравҫӑн вырӑсла куҫарнӑ хайлавӗсен «Избранное» («Суйласа илнисем») кӗнекепе паллаштарчӗҫ.
Ӑна нумай пулмасть Юрий Скворцов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларнӑ. Куҫарусене пухса кӑлараканӗ — Аркадий Скворцов (каласа хӑварас пулать, 2000 ҫултанпа вӑл тӑрӑшнипе пултаруллӑ ҫыравҫӑн хайлавӗсене кӗртсе вӑл 4 кӗнеке кӑларма пултарнӑ).
Кӗнекепе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вера Никифорова паллаштарчӗ. Тухса калаҫакансен шутӗнче ҫавӑн пекех Елена Семёнова, Борис Чиндыков, Юрий Артемьев, Аркадий Скворцов пулчӗҫ.
Паян, пушӑн 30-мӗш кунӗнче, ҫӗнӗ вӗренӳ министрӗ Иванов Владимир Николаевич ЧПГӐИ ӑсчахӗсемпе тӗл пулса калаҫрӗ. Калаҫу министршӑн та, ӑсчахсемшӗн те усӑллӑ пулчӗ. Трофимов А.А. калашле, кун пек тӗлпулусем чӑнах та кирлӗ.
Владимир Николаевич ку учреждени чӑвашлӑха упракан институт пулнине палӑртрӗ, пирӗн республикӑра та, ун тулашӗнче те, тӗнчере те унашкалли урӑх ҫукки пирки пӗлтерчӗ. «Пирӗнпе сирӗн тӗллевсем пӗрешкел, ҫавӑнпа ӗҫе килӗштерсе туса пымалла», — терӗ министр. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра пыракан юхӑма та — пӗр йышши специалистсене кӑларакан, ӗҫсӗрлӗхе ӳстерекен факультетсене тата аслӑ шкулсене катертес йытӑва та — асӑрхануллӑ татса памалла терӗ.
Ӳнер пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ, ЧР Президенчӗн канашҫи Кондратьев Михаил Григорьевич институт статусне чакармалла марри пирки ҫирӗппӗн каларӗ. Пӗр вӑхӑтра ӑна вӗренӳ министерствине пӑхӑнтарасшӑн пулнине аса илчӗ, унашкаллине йышӑнмалла мар, хирӗҫлемелле тесе пӗлтерчӗ.
Бойко Иван Иванович грантсене илме тӑратнӑ ӗҫсене тӗрӗс хаклакан, ӑсчахсенчен йӗркеленӗ республика шайӗнчи компитентлӑ комисси кирли пирки асӑнчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.09.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |