Паян ирхине, кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, пирӗнтен паллӑ историк Димитриев Василий Димитриевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалах гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртӗ. 10 сехетре илсе килӗҫ, 13 сехетре тӑван ялне пытарма кайӗҫ.
Димитриев Василий Димитриевич — паллӑ чӑваш историкӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1970). Вӑл 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ.
1948 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. 1955 ҫулта Мускав патшалӑх университетӗнче асперантурӑра вӗренсе тухсан Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн (хальхи ЧГПӐИ) директор ҫумӗ, ӑслӑлӑх ҫыруҫи (1948–1968), директорӗ (1968–1988) пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах, 1967–1988 ҫулсенче, вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче профессор пулнӑ.
Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗнче Георгий Осипович Ефимов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш фантастикин аталанӑвӗ» ятпа анлӑ лару иртрӗ. Ӑна филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вячеслав Александрович Ендеров ертсе пычӗ.
Чи малтанах Вячеслав Александрович Валентин Александрович Абрамова асӑнма сӗнчӗ — ку ларӑва хутшӑнма вӑл чи малтан килӗшнӗ терӗ, ятарласа доклад та хатӗрлеме пуҫланӑ иккен. Шел те, лару кунӗ тӗлне вӑл пурӑнса ҫитереймерӗ, пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ. Валентин Абрамовӑн доклачӗ «Г. Ефремов прозинчи фантастикӑпа пурнӑҫ чӑнлӑхӗ» ятлӑ пулмаллаччӗ. Вячеслав Ендеров литература тӗпчевҫине асӑнса фантастикӑпа ҫыхӑннӑ унӑн ӗҫӗсене асӑнчӗ (Жанровые разновидности чувашской фантастической повести // Становление и развитие чувашской повести, Чебоксары, 2004.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмра ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ кӗнекесем кӑларать. Нумай пулмасть «Янавар юмахӗсем» (чӗрчунсемпе ҫыхӑннисем) тухнӑччӗ пулсан, тин кӑна вара «Нараста юмахӗсем» пичетрен тухса кӗнеке лавккисене ҫитрӗҫ.
Нараста юмахӗсем — «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмӑн тӑххӑрмӗш кӗнеки (юмах пуххисен иккӗмӗш томӗ). Нараста юмахӗсенче аваллӑх йӗрӗсем упранса юлнӑ, вӗсем пире чӑвашӑн кун-ҫулне, тӗнче курӑмне лайӑхрах ӑнланма пулӑшаҫҫӗ.
Ку кӗнекене ҫавӑн пекех «СУМ» лавккара та туянма май пур — хакӗ 200 тенкӗ.
Паян, акан 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтел иртрӗ, ӑна институт директорӗ Ю.Н. Исаев ертсе пычӗ.
10 сехетре пуҫланнӑ ӗҫлӗ калаҫу тӑватӑ сехет тӑсӑлчӗ. Тӗрлӗ ҫынсем тухса калаҫрӗҫ — министерствӑсенчен килнисем те, ӑсчахсемпе ҫыравҫӑсем те, чӑвашлӑх шӑпишӗн пӑшӑрханакан уйрӑм ҫынсем те. Ҫакӑн пек сӗнӳсем пачӗҫ:
• Ача пахчисенче чӑвашла вӗренти кирлӗ. Ҫавӑн пекех ача пахчисенче тӑван культурӑпа паллаштарма пултаракан «асанне» пулмалла (тутарсен опытне шута илсе).
• Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫыннӑн кирек хӑш организацире те икӗ патшалӑх чӗлхипе пӗр шайра усӑ курма майсем пулмалла.
• Чӑваш Республикин чӗлхе службине туса хумалла; куҫару ӗҫӗпе пулӑшмалла (тӳлевсӗр).
• Чӑваш халӑхне упраса хӑварас тӗлӗшпе тӗллевлӗ Программа хатӗрлесе йышӑнмалла.
• Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисене пӗр тан шайра усӑ курмалли 10-20 ҫуллӑх ӗҫ планӗ палӑртмалла.
АКА | 24 |
Акан 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ятпа ҫавра сӗтел иртет. Унта чӑваш халӑхӗн чӗлхипе культурине упраса аталантарассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма палӑртнӑ. Ҫавра сӗтеле йӗркелекенсем (Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата национальноҫсен ыйтӑвӗсен комитечӗ, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министерстви, ЧПГӐИ) тӗп вырӑнта ӗҫлӗ калаҫу, уҫӑмлӑ та мал курӑмлӑ сӗнӳсем пуласса шанаҫҫӗ.
Ҫавра сӗтел умӗн нумай томлӑ «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» тин ҫеҫ тухнӑ I томӗн хӑтлавӗ пулать.
Сире институтӑн вулав залӗнче 10 сехетре кӗтеҫҫӗ!
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗнеке тухрӗ — «Ермей Рожанский. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ».
Виталий Родионовӑн тин кӑна тухнӑ кӗнекинче эсир Е.И. Рожанский пирки ҫырнӑ статьисемпе паллашма пултаратӑр. Ытларах пайӗ — чӑвашла, вырӑслисем те пур. Чӗлхеҫӗсемшӗн уйрӑмах Ермей Рожанскийпе унӑн вӗренекенӗсен ӗҫӗсем кӑсӑклӑ пулмалла — малтанхи словарьсем (сӑмахран, «отец» тата «мать» сӑмахсене унта «атей» тата «апай» сӑмахсемпе куҫарнӑ), тӗн кӗнекисен куҫарӑвӗсем, чӑвашла вӗрентнӗ чухнехи сӑмахсен пуххи (уроксемпе пайланӑ) вырнаҫнӑ. Ытти кивӗ документсем те чылай.
Кӗнеке «СУМ» лаввкана та ҫитнӗ — ун хакӗ 130 тенкӗ.
Тин кӑна тенӗ пек Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» 1-мӗш томӗ пичетрен тухрӗ. Нумай-нумай ҫул хатӗрленӗ ӑнлантару словарӗ вулакансем патне ҫитрӗ.
Нумай томпа кӑларма палӑртнӑ ӑнлантару словарӗн пӗрремӗш томӗ А — И саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсемпе паллаштарать. Авторсем чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе илемне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вулакан кашни сӑмахӑн пӗлтерӗшӗпе е пӗлтерӗш ярӑмӗпе, ҫирӗпленнӗ ҫыхӑнӑвӗсемпе тата стилистика уйрӑмлӑхӗпе паллашма пултарать. Тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсемпе пӗрлех сайра тел пулаканнисем те, кивелнисемпе вӗр ҫӗннисем те ку словарьте вырӑн тупнӑ.
«Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» тӑван чӗлхене хаклакан, ӑна тӗплӗрех пӗлме тӑрӑшакан кашни ҫыншӑн интереслӗ те усӑллӑ пулӗ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна эсир «СУМ» лавккара туянма пултарӑтӑр — хакӗ 130 тенкӗ!
Нарӑс уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлахӗсен институтӗнче Раҫҫейри ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтемлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗ иртрӗ. Ҫулталӑк хушшинче пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ май чи малтан институт ертӳҫи Ю.Н. Исаев сӑмах илчӗ. Икӗ куна тӑсӑлнӑӑ сессире институтӑн ӑслӑлӑх сотрудникӗсем кӑсӑк докладсемпе тухса калаҫрӗҫ. Паллах, кашни доклад теми паянхи кун актуаллӑ проблемӑпа ҫыхӑннӑ. Чылайӑшне этнологипе антропологи пайӗн тӗп ӑслӑлӑх сотрудникӗ В.П. Иванов «Чувашский этнос в зеркале данных переписи 2010г.» (чӑв. Чӑваш халӑхӗ 2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсен тӗкӗрӗ витӗр) темӑпа тухса калаҫни тавлаштарчӗ. Тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2002 ҫултан тытӑнса 2010 ҫулсем хушшинче пирӗн халӑх ҫуллен 25 пине яхӑн чакса пынӑ-мӗн. Ӗҫ-пуҫ малалла та каплах пырсан ҫак кӑтартусем татах ӳсес хӑрушлӑх пур. Паллах, ҫак лару-тӑру кашни чӑваша шухӑшлаттармалла.
Сессире хутшӑннӑ Испани ҫӗршывӗн тӗпчевҫи Эктор Алос и Фонт та интереслӗ доклад тунине палӑртмалла.
Юпан 25-мӗшпе 31-мӗшӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем хушшинче тетел ҫыхӑнӑвне усӑ курса «Тупмалли юмахсем–2» вӑйӑ-ӑмӑрту ирттерчӗ. Малтанхи пӗтӗмлетӗве эпир вӑхӑтрах тунӑччӗ, пӗтӗмӗшлине пӗлтерме вара ниепле те вӑхӑт пулмарӗ. Сӑлтавӗ ытларах серверта пӑтӑрмах сиксе тухнинчен килет ӗнтӗ. Ҫавах та ҫулталӑк вӗҫлениччен парнесем кама лекесси пирки пӗлтересех терӗмӗр.
АСӐРХӐР: Чыслав 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре иртӗ! («Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисемпе пӗрле!) Тӗплӗнрех кунта.
1-мӗш вырӑн Вӑрмар районӗнчи Кавал тӗп шкулӗнче вӗренекен Иванова Лина Сергеевнӑна (14 ҫулта) лекет. Ӑна Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ 17 томлӑ словарь лекет. Саламлатпӑр!
2-мӗш вырӑна эпир Ерицов Евгение парас терӗмӗр. Вӑл Канаш районӗнчи Шелттем тӗп шкулӗнче вӗренет. Ӑна пирӗнтен Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесем лекӗҫ: «Мифсем. Легендӑсем. Халапсем», «Ача-пӑча фольклорӗ», «Янавар юмахӗсем». Вӗсене вӑл тӑван шкулӗнче вӗренекен Ильина Дианӑпа тата Еврукова Иринӑпа пӗрле вулӗ тесе шутлатпӑр.
3-мӗш вырӑн Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипечри шкулта 3 класра вӗренекенсене лекет. Алексеева Любовь, Чернова Юля, Ефимова Наташа уйрӑмах хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗсене те Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесем парнелетпӗр. Виҫҫӗшне — пӗрер «Янавар юмахӗсем» кӗнеке.
4-мӗш вырӑна эпир Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьски ялӗнче пурӑнакан Настя Андреевӑна парас терӗмӗр. Ӑна Э. Патмар пухса хатӗрленӗ «Ӗнерхи вӗри яшка» юмахсен кӗнеки лекӗ.
5-мӗш вырӑн та пур пирӗн. Михаил Сунталӑн «Мӑнту вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнеки Павлова Каринӑна лекет (Вӑрнар районӗ, Кӗҫӗн Кипек шкулӗ, 13 ҫулта).
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртнӗ конференцире асӑннӑ институтӑн, ҫавӑн пекех К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн, «Сувар» фондӑн тата Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен союзӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Ен территорийӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсене тӗпчес тата ҫӗнӗрен калӑплас ыйтӑва хускатрӗҫ.
Ҫакна палӑртса хӑварам: тухса калаҫакансем яланхи пек хут ҫине ҫырса хатӗрленине вуласа памарӗҫ, хӑйсен пуҫӗнче, чунӗнче пуррине уҫҫӑн пӗлтерчӗҫ.
Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн директорӗ Виталий Иванов Василий Николаев академикӑн чӑваш халӑхӗ пуҫланса кайнине тӗпченин паллӑрах уйрӑмлӑхӗсем пирки чарӑнса тӑчӗ. Виталий Петрович хӑй те, унпа юнашар вӑй хунӑскер, Василий Васильевичӑн ӗҫ мелне лайӑх пӗлнӗ. Ӑсчах комплекслӑ тӗпчеве, чӑваш пурнӑҫӗнчи «пушӑ вырӑнсене» «тултарас» меле тӗпе хунӑ-мӗн. Ҫав «тултармӑша» — халӑх кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ материала — кунта ҫеҫ мар, тӗнче архивӗсенче шыранӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.09.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |