Ҫӗмӗрле районӗнчи Улхашри шкул ачисем нумаях пулмасть Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пулнӑ. Унта вӗсем районта пурнӑҫа кӗртекен «Удивительное рядом» (чӑв. Тӗлӗнмелли юнашарах) вӗренӳ туризмӗн программипе килӗшӳллӗн ҫула тухнӑ.
1868 ҫулта Иван Яковлев пуҫарнипе йӗркеленӗ учительсен шкулӗ культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ пулса тӑнӑ. Унта каччӑсем те те, хӗрсем те вӗреннӗ. Чӑвашсемпе пӗрлех ытти наци ҫыннисем пӗлӳ илнӗ. Педагогӗсем те тӗрлӗ наци ҫыннисем пулнӑ.
Чӗмпӗрте пулнӑ май вырӑс улхашсем ҫӗннине нумай пӗлнӗ. Вӗсем «калаҫакан алфавитла» вылянӑ май кӑткӑс мар чӑваш сӑмахӗсене пуплевре усӑ курнӑ. Иван Яковлевич пирки каласа кӑтартнине те ачасем кӑсӑклансах итленӗ, ҫӗннине ӑша хывма ӑнтӑлса кашни ҫӗнӗ хыпара асра хӑварма тӑрӑшнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗн тата Чӑваш Республикин управленийӗн пуҫлӑхне 41 ҫулти Алексей Палькина ҫирӗплетнӗ. Икӗ регионти управление 2015 ҫул вӗҫӗнче пӗрлештернӗ хыҫҫӑн пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама ӑна шаннӑччӗ. «Тӗнче экономики» тата «инженер-строитель» специальноҫсене аллӑ илнӗскер асӑннӑ управленире маларах та тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ: пай пуҫлӑхӗнче, управлени пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе управлени пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Темиҫе кун каялла республикӑри тата тепӗр пысӑк пуҫлӑх та «тивӗҫе пурнӑҫлакан» тенинчен хӑтӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Константин Яковлева республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче культура министрне ҫирӗплетнӗччӗ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Николай Кондрашкин скульптор Ӗпхӳри чӑваш шкулне Павел Мироновӑн барельефне парнеленӗ.
Паллӑ скульптор Ӗпхӗве Николай Кирюшкин таврапӗлӳҫӗ-ҫулҫӳревҫӗпе ҫитнӗ. Вӗсем Пушкӑртстанри Авӑркас тата Пелепей районӗсенче тата ытти хӑш-пӗр вырӑнта пулнӑ, паллӑ литераторсен тӑван тӑрӑхӗсене ҫитсе ҫаврӑннӑ.
Ӗпхӳре чӑвашсен вырсарни шкулӗнче пулнӑ май вӗсем вырӑссен математикӗ тата дворянинӗ Павел Миронов XIX ӗмӗр вӗҫӗнче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑвашсене ҫутта кӑларассипе ҫине тӑнине пӗлнине палӑртса хӑварнӑ. Аса илтеретпӗр, Павел Миронов хӑй вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ ҫурта Пушкӑртстанра упраса хӑварнӑ — ҫав ҫурт историпе культура палӑкӗ шутланать.
Скульптор шкула барельефсӑр пуҫне хӑйӗн альбомӗсене тата кӗнекисене те парнеленӗ.
Чӗмпӗрте «Наци ялӗ» уҫӑлнӑ. Культура комплексӗнче чӑваш картишӗ пӗрремӗш пулнӑ. Ку мероприятие Хула кунне халалланӑ. Унта Чӑваш Енри делегацие те чӗннӗ.
Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх культурипе, историйӗпе паллаштарасси — «Наци ялӗ» проекчӗн тӗллевӗ ҫакнашкал. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн унта азербайджансен, осетинсен, вырӑссен, тутарсен, еврейсен, ингушсен, эрменсен картишӗсем пулӗҫ. Чӑвашсен пӗрремӗш уҫӑлнӑ.
Унта анатри чӑвашсен музей комплексне кӑтартнӑ. Кафене 200 ҫын кӗреет. Хӑна ҫурчӗ, мунча — чӑваш сӗмӗллӗ. Килен-каяна кунта яланах ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илеҫҫӗ.
Ку комплекс халӑхсен туслӑхне тата ҫирӗплетме пулӑшӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Морозов Чӑваш Ен час-часах килнине, регионтан, уйрӑмах — агропромышленноҫ комплексӗнче, тӗслӗх илнине палӑртнӑ.
Кӗҫнерникун, авӑнӑн 15-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче черетлӗ лекци иртӗ — ҫуллахи вӑхӑтра канса илнӗ хыҫҫӑн Сергей Щербаков ертсе пыракан истори клубӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехетре.
Авӑн уйӑхӗнчи лекци Чӗмпӗре чӑваш тӑрӑхӗн тӗп хули тума шут тытни пирки пулӗ. Лектор ҫак ыйтусем тавра каласа парӗ:
- Чӗмпӗре тӗп хула тӑвасси мӗнле хутсенче ҫырӑннӑ;
- Чӗмпӗр хули чӑвашсен тӗп хули мӗншӗн пулса тӑман;
- Чӗмпӗр тӗп хула тума Владимир Ленин хӑҫан, кама тата ӑҫта каланӑ;
- XX-XXI ӗмӗрсен чиккинче ҫак ыйтӑва мӗншӗн ҫӗклеме пуҫланӑ;
- Чӗмпӗр хулине малашлӑхра та пулин чӑнласах Чӑваш Енӗн тӗп хули тума пулать-и?
Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ пуҫласа иртет. Вӑл авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче пулмалла.
«Сказочная палитра» (чӑв. Юмах палитри) театр форумне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркелет. Фестивале Хусанти, Йошкар-Олари, Чӗмпӗрти, Шупашкарти ҫамрӑксен театрӗсем тата Саранскри наци драма театрӗ хутшӑнмалла. Театр форумӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе: чӑвашла, тутарла, ҫармӑсла — кӑтартӗҫ. Вӗсене вырӑсла синхрон мелӗпе куҫарӗҫ.
Фестивальти спектакльсене Мускавран, Ӗпхӳрен ятарласа чӗнсе илнӗ критиксемпе: ӳнер пӗлӗвӗн кандиадачӗ Ирина Мягковӑпа тата Пушкӑртстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗпе Дина Давлетшинапа — сӳтсе явӗҫ. Форума хутшӑннӑ спектакльсене тата артистсене тӗрлӗ номинаципе чыслассине те палӑртса хунӑ.
Чӑваш Енӗн профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш телекуравӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялне Валентина Тарават ҫыравҫӑна 70 ҫулхипе чыслама кайса килнине эпир пӗлтернӗччӗ.
РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе ҫыхӑннӑ халӗ тата тепӗр ырӑ хыпар. Ун пирки Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫат пӗлтерет.
«Тӗлӗнмелле хыпар ҫитрӗ редакцине. Августӑн 23-мӗшӗнче Аслӑ Нагаткинра юбилейне паллӑ тӑвакан Валентина Тарават патне хӑнана Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Морозов тата облаҫри саккун кӑларакан Пухӑвӑн председателӗ Анатолий Бакаев килсе чечек ҫыххисем панӑ. Анатолий Бакаев юбиляра саламланӑ май ӑна ылтӑн сехет парнеленӗ. Пирӗн республикӑри чӑваш ҫыравҫисенчен хӑшӗ ҫакӑн пек хисепе тивӗҫӗ-ши?» — тесе ҫырнӑ статьяра.
Чӑваш Енӗн профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш телекуравӗ Валентина Тарават ҫыравҫӑна 70 ҫулхи юбилейпа саламлама ҫитсе килнӗ.
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялне Валентина Тарават ҫыравҫӑна чыслама кайса килнине Марина Карягина тележурналист Фейсбукри хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ.
Тӗрлӗ ҫулта Чӗмпӗр тата Амур облаҫӗсенчи больницӑсенче медсестрара тата медпункт заведующийӗнче ӗҫленӗ ҫын халӗ — РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ҫапла-ҫапла, культурӑн. Валентина Тарават — чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 26 кӗнеке, 100 ытла юрӑ авторӗ. «Аппӑшне саламлама, паллах, шӑллӗ те, Анатолий Музыкантов, хӑй ертсе пыракан «Сӑвар» ташӑ ушкӑнне илсе пынӑ. Унӑн хӗрӗ те, Ирина Музыкантова, таҫтан та пуҫтарӑннӑ зал тулли халӑха темиҫе юррипе савӑнтарчӗ», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич тата Китай Халӑх Республикин Патшалӑх Канашӗн членӗ Ян Цзечи ертсе пынипе Чӗмпӗрте регионсем тата КНРти Янцзы шывӗн Ҫӳлти тата Вӑтам юхӑмӗсен регионӗсем «Атӑл-Янцзы» форматпа ирттерекен ларӑва хутшӑннӑ.
Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, Ян Цзечи Атӑлҫи округӗнчи регионсемпе Китай провинцийӗсем килӗштерсе ӗҫлесси вӑй илет, ӗҫ кӑтартӑвӗ те курӑмлӑ. Чӑваш Ен Янцзы тӑрӑхӗнчи регионсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑну тытни ҫинчен Михаил Игнатьев каласа панӑ. «Эпир икӗ халӑх ҫывӑхланмалли, икӗ еншӗн те тупӑшлӑ экономика ҫыхӑнӑвӗсене аталантармалли условисем йӗркелес тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлетпӗр», — тенӗ вӑл.
Китайри Аньхой провинцийӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ Лю Ли тата пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ирттерме палӑртса хунӑ. Уява ҫӗртмен 11-мӗшӗнче унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑнӗҫ.
Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та унти чӑвашсем ҫитессе кӗтеҫҫӗ.
Уяв вӑхатӗнче харӑсах темиҫе сцена ӗҫлемелле. Вӗсен шутӗнче — «Ача-пӑча Акатуйӗ», «Молодежная «Сарпике» (чӑв. Ҫамрӑк «Сарпике»), «Национальные игры» (чӑв. Наци вӑййисем).
Акатуй йӗркелӳҫисем наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма та, декораципе практикӑллӑ пултарулӑх хатӗрӗсемпе тата чӑваш литературипе паллашма та май туса пама шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |