Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорта килес ҫул юсаса пӗтерӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтерер: реконструкцие пуҫланӑ чухне ӗҫе кӑҫал вӗҫлессине палӑртнӑччӗ. Анчах кайран самана улшӑнса кайрӗ, пирӗн ҫӗршыв тӗлӗшпе тӗрлӗ санкци йышӑнчӗҫ.
«Юсава кӑҫал вӗҫлесшӗнччӗ. Анчах, пӗрремӗшӗнчен, санкци витӗмне пула оборудование тата документацие улӑштарма тиврӗ, иккӗмӗшӗнчен, ҫӗнӗрен туса лартма киввине юсассинчен ҫӑмӑлтарах», — тесе ӑнлантарнӑ Олег Николаев.
Паян 9 сехет те 50 минутра Шупашкарти Николаев урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унта тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫуннӑ.
Ҫулӑма пушарнӑйсем хӑвӑртах сӳнтернӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехет те 5 минутра «хӗрлӗ автан» ташлама чарӑннӑ. Кайран хваттертен ҫуннӑ сӗтел-пукана урамалла ывӑтнӑ.
Хальлӗхе инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлни пирки пӗлтермен.
Ӗнер ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пурӑннӑ ҫурт ҫине, Шупашкарта, астӑвӑм хӑми ҫакнӑ. Пурӑннӑ тӑк Николай Григорьевич ӗнер 90 ҫул тултарӗччӗ. Анчах вӑл кӑҫал ҫулла пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Вӑл чаплӑ хирург пулнӑ, медицинӑра 55 ҫул ӗҫлесе 15 пин ытла операци тунӑ. Николай Григорьев ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине 15 ҫул ертсе пынӑ. Ҫав тапхӑрта 150 сиплев комплексӗ, поликлиника, ача ҫуратмалли ҫурт, санатори тунӑ.
Унӑн ывӑлӗ Вадим Николаев халӗ Ветерансен госпиталӗнче хирурги уйрӑмне ертсе пырать.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, каҫхине Шупашкарта «Солнечный» микрорайонти Хӗвеллӗ урамӗнчи 16 хутлӑ 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Хӗр ҫӳллӗшӗнчен, 8-мӗш хутран, ӳкнӗ. Вӑл тӳрех вилнӗ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне хӑҫан суйлӗҫ? Аса илтерер: депутатсем тӑватӑ кандидатран иккӗшне – Денис Спирина тата Алексей Лукшина – суйланӑ ӗнтӗ. Вӗсенчен хӑшӗ пуҫлӑх пуканне йышӑнӗ? Суйлава раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ. Сасӑлавӑн вара раштавӑн 19-мӗшӗнчех пулмалла пулнӑ.
Лару 14 сехетре пуҫланӗ. Унта депутатсем пӗр ыйтӑва кӑна пӑхса тухӗҫ: Шупашкар пуҫлӑхне суйлассине.
Палӑртса хӑварар: конкурса тӑватӑ ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкар хулинче пӗр водитель хӑйӗн машинине Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалласа уҫнӑ мемориал комплексӗнче лартса хунине, тротуар тӑрӑх машинӑпа пынине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
«Хендай» автомобиль водителӗ пуҫтахланни пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем ҫав машина водительне административлӑ май явап тыттарнӑ.
Водитель 61 ҫулти арҫын иккен. Ӑна 2 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Арҫын ӳлӗмрен ун пек хӑтланмассине шантарнӑ.
Паян Шупашкарта «Садовый» микрорайона кӑвак тӗслӗ троллейбус ҫӳрет. Вӑл Алькешрен ҫак микрорайона каять. Хальлӗхе – тест режимӗнче.
Салонра пассажирсем те пур Паян кӑвак троллейбус 20 сехетчен маршрут ҫинче пулӗ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна 14-мӗш маршрут ҫинче тӗрӗслӗҫ.
«КАМАЗ-65825» троллейбус «мӑйракасӑр» 20 ҫухрӑм таран кайма пултарать. Пынӑ ҫӗртех заряд илет, сехетре 70 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа пыма пултарать.
Троллейбуса тӗрлӗ маршут ҫинче тӗрӗслӗҫ те кайран унашкал транспорта туяннӑ чухне кӑтартусене шута илӗҫ.
Шупашкарта 21 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Ирина Мерзлайкина раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫти халӗ те паллӑ мар.
Хӗр 155 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫне хӗрлӗ тӗслӗ сӑрланӑ. Килтен кайнӑ кун хура кӗске куртка, хура кофта, хура джинс шӑлавар, хура-шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫак хӗре куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Леонид (Енот), 89003319602.
Республикӑра ОРВИпе чирлекен нумайланнӑ. Ытларахӑшӗ – ачасем. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Иртнӗ эрнере республикӑра 151 ҫын гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 51-шӗ- аслӑ ӳсӗмри ҫынсем, 100-шӗ – 17 ҫул тултарманнисем. Ведомство палӑртна тӑрӑх, ӳпке шыҫҫипе те чирлекен нумай. Ҫавна май Шупашкарти пӗр шкул дистанци мелӗпе вӗренет. Республикӑри тӗрлӗ округри 37 шкулти 1-5 класс дистанци мелӗ ҫине куҫнӑ.
Ҫак кунсенче тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ Анастасия Егорова 100 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа ун патне РФ Президентӗнчен Владимир Путинран саламлӑ ҫыру килнӗ.
Анастасия Александровна Шупашкарта пурӑнать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Йӗпреҫри лесопилкӑра ӗҫленӗ, лашапа ҫӗрулми турттарнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен колхозра тӑрӑшнӑ.
Анастасия Егорова виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ унӑн икӗ мӑнук, пӗр кӗҫӗн мӑнук пур. Вӗсемпе савӑнса пурӑнать вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |