Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Хулара
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Шупашкарта 33 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл килтен пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман.

Парамонова Алиса Михайловнӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл 150 сантиметр ҫӳллӗш, ырханкка, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ кун сӑрӑ тӗслӗ куртка, хура кроссовка, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ҫак хӗрарӑма куракансене е ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул халӗ ачасене йышӑнса вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме пултарать. Нумаях пулмасть вӑл лицензи илнӗ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.

Шкул хулари 64-мӗш шкулӑн вӗренӳ корпусӗ пулса тӑнӑ. Санитарипе эпидемиологи пӗтӗмлетӗвӗ те килнӗ. Ҫак кунсенче ведомство ӗҫченӗсем шкул коридорӗпе утса тухнӑ, классене, акт залне, столовӑя пӑхса ҫаврӑннӑ. «Юлашки штрихсем юлнӑ», ҫапла пӗлтернӗ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров телеграм-каналӗнче.

 

Хулара
fotobus.msk.ru сайтри сӑн
fotobus.msk.ru сайтри сӑн

Шупашкара 47 ҫӗнӗ автобус илсе килнӗ. Хальлӗхе вӗсене Чӑваш транспорт управленийӗн балансӗ ҫине куҫарас ӗҫ пырать.

ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти маршрутсем ҫинче ӗҫлӗҫ. Вӗсем ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫула тухӗҫ.

Палӑртмалла: ҫӗнӗ автобуссем пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче килме тытӑннӑ. Хальхинче 27 ПАЗ тата 20 НефАЗ килнӗ. Транспорт пӗтӗмпе 499,2 миллион тенке кайса ларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Лиза Алерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ
«Лиза Алерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта хӑлхи начар илтекен хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗ шырама тытӑннӑ.

35 ҫулти Наталья Игнатьева ӑҫтине ҫывӑх ҫыннисем нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе пӗлмен.

Хӗрарӑм 176 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, ҫутӑ ҫырӑ тӗслӗ ҫӳҫлӗ. Хӑй хура курткӑпа, кӑвак джинс шӑлаварпа пулнӑ.

УҪӐМЛАТНИ

Шырав отрячӗн ушкӑнӗнче вырнаҫтарнӑ хыпар айӗнчи комментарисене ӗненсен, хӗрарӑм тупӑннӑ. Вӑл никампа та калаҫасшӑн мар. Хӗрӗ ӑҫтине амӑшне пӗлтернӗ имӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-134917368_16212
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Подвиг и слава едины» (чӑв. Паттӑрлӑхпа мухтав пӗрле) ҫӗнӗ программа хатӗрленӗ. Концерта республикӑра иртекен хӳтлӗхпе массӑллӑ, спорт тата патриот ӗҫӗн уйӑхлӑхне халалласа кӑтартаҫҫӗ. Концерта пӗрремӗш курнисем – Шупашкарти электромеханика колледжӗн ӗҫченӗсем.

Ансамбль солисчӗсем чӑвашла тата вырӑсла юрӑсене шӑрантарнӑ. Ҫав шутра «От героев былых времен», «Дорога на Берлин», «Катюша», «А мы войны не знали», «Телейлӗ туслӑх» юрӑсем; «Пирӗн Аслӑ Ҫӗнтерӳ», «Мелодии военных лет» сюитӑсем; хореографи номерӗсем пулнӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта 55 ҫулти хӗрарӑм банкомат урлӑ карточки ҫине укҫа хума тӑнӑ та операцие вӗҫлемесӗрех пӑрӑнса утнӑ. Кӗҫех ун патне счечӗ ҫинчен 14 пин тенкӗ илни пирки смс килнӗ.

Хӗрарӑмӑн полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ. Йӗрке хуралҫисем укҫана кам илнине часах палӑртнӑ. Хӗрарӑм хыҫҫӑнах банкомат патне 42 ҫулти арҫын пынӑ иккен. Вӑл хӗрарӑм пуҫланӑ операцие вӗҫлесе укҫана, 14 пин тенке, илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
mperspektiva.ru сайтри сӑн
mperspektiva.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн 12-ри хӗрне мӑшкӑлласа пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Рен ТВ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын савутра стропальщикре ӗҫлет. Ун тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл 12-ри хӗрне 2022 ҫулхи ҫулларанпа 2023 ҫулхи раштавччен мӑшкӑлласа пурӑннӑ. Вӗсен ҫемйи учетра тӑмасть, арӑмӗ пур. Ҫак арҫын унччен судпа ҫыхланманни паллӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/rentv_news
 

Вӗренӳ
BadShofer сайтри сӑн
BadShofer сайтри сӑн

Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн преподавателӗ студента тапнӑ. Ку видео тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ.

Студент занятире кансӗрленӗ-мӗн. Ҫавӑнпа хӗрарӑм вӗрентекен ӑна аудиторирен малтан тӗксе кӑларса яма хӑтланать, унтан тапать. Анчах студент ҫавах каялла таврӑнса пӗрремӗш парта хушшине ларать.

ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗслӗх тӗлӗшпе ведомство тӗрӗслев ирттерӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minobr21
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти хӗрарӑм криптовалютӑпа укҫа ӗҫлесе илес тенӗ.

Рекламӑна вӑл тӗнче тетелӗнче курнӑ та унта заявка хӑварнӑ. Кӗҫех унпа ҫыхӑнакан та тупӑннӑ. Тава тивӗҫлӗ канури хӗраӑм туххӑмрах мӗнпур укҫине — 7,5 миллион тенке — унта хывнӑ. Укҫа ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ ватӑ куҫман пурлӑх сутса тунӑ укҫисӗр тӑрса юлнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта иртекен «Ҫӗрулми» курава нумай ҫын килсе курнӑ, ҫӗрулми нумай туяннӑ. Пӗрремӗш кунхине кӑна 30 тонна ҫӗрулми сутӑннӑ. Пӗлтӗр халӑх куравра 45-50 тонна ҫӗрулми туяннӑ.

Ҫын нумай килнине кура ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ака уйӑхӗнче каллех курав йӗркелессине пӗлтернӗ. Тепӗр ҫулхине вара курава тӳрех темиҫе вырӑнта йӗркелесшӗн.

«Курав уҫӑлчӗ кӑна-ха, черетсем вара ӳсеҫҫӗ те ӳсеҫҫӗ. Кун пеккине тахҫанах курман. Сутассине, паллах, кӑштах лайӑхрах йӗркелемелле», - тенӗ Сергей Артамонов министр.

 

Страницӑсем: 1 ... 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, [111], 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, ... 1060
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 13

1961
64
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
22
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ