Шупашкарти шкулсенче мина хунӑ тесе каллех хӑратакан тупӑннӑ. Хальхинче те ун пек хыпара хулари темиҫе шкула ҫитернӗ. Кун пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ.
Вырсарникун, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 28 шкулӑн электрон адресӗ ҫине такамсем ҫырусем ӑсатнӑ. Вӗсенче вӗренӳ учрежденийӗсенче мина хуни пирки хыпарланӑ.
Яваплисем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, нимле мина та пулман.
Сирпӗтмелли хатӗр хуни пирки кӑҫал хулари шкулсене пилӗк хутчен хӑратнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче 5-мӗш гимназин А корпусӗнчен, 17-мӗш тата 20-мӗш шкулсенчи ачасене эвакуацилеме тивнӗ, нарӑс уйӑхӗнче — 23-мӗш шкулта вӗренекенсене.
Ака уйӑхӗнче Шупашкарти «Солнечный» микрорайона троллейбус яма шантарнӑччӗ. Вӑхӑт ҫитет, троллейбус унта ҫӳреме тытӑнӗ-и?
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ирттернӗ тӳрӗ линире ку ыйтӑва хускатнӑ. «Микрорайона троллейбус ярасси – татса панӑ ыйту. Троллейбуссене тепӗр уйӑхран яма палӑртнӑ», - тенӗ Алексей Ладыков.
Тӳрӗ линире сити-менеджер хуравласа ӗлкӗреймен ыйтусене е тӗплӗ хуравламаллисене заявка паракансем 10 кунра хурав илессине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсен ыйтӑвӗ ҫивӗч. Хальхи вӑхӑтра хуҫасӑр кушаксемпе йытӑсене тытасси, вӗсене сиплесе унччен пурӑннӑ вырӑна ярасси – муниципалитетсен тивӗҫӗ.
Шупашкарта кун пек чӗрчусене усрамалли пункт пур-ха, анчах вӑл ҫителӗксӗр. Пунктсем татах кирлӗ. Ҫавна май республикӑра ҫӗнӗ пункт тума палӑртнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫитес ҫул тума тытӑнӗҫ. Вӑл Лапсар поселокӗ ҫывӑхӗнче, промзонӑра, пулӗ. Кун пирки Алексей Ладыков нумаях пулмасть ирттернӗ тӳрӗ линире пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ ачана киле кӑларнӑ. Вӑл рашавӑн 4-мӗшӗнче 473 грамм виҫепе, 30 сантиметр тӑршшӗ ҫуралнӑ. Халӗ вӑл 2400 грамм таять.
Арҫын ача 27-мӗш эрнере кун ҫути курнӑ. Сывлӑхӗпе йывӑрлӑхсем сиксе тухсан амӑшне кесарево мелӗпе ҫураттарма тивнӗ. Ачана тӳрех ИВЛ аппаратпа сывлаттарнӑ.
Пепкен сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ. Кӑшт йӗркеленсен куҫне операци тунӑ. Унӑн пурнӑҫӗшӗн 3 эрне ытла кӗрешнӗ. Халӗ йӑлтах йӗркеллӗ.
Артем – ҫемьери пӗрремӗш ача. Амӑшӗпе ашшӗ питӗ куляннӑ уншӑн. Халӗ вӗсем ҫӑмӑллӑнах сывласа янӑ.
Шупашкарти Бичурин урамӗнче пурӑнакан темиҫе ҫын патшалӑх ҫӗрӗпе хуҫаланма тытӑннӑ. Тӗрӗсрех каласан, хула ҫӗрӗпе. Ҫавӑн пирки тӳре-шарана систерекен пулнӑ.
Унтан Шупашкар хула администрацийӗн муниципалитет тӗрӗслевӗн тата Территоире планлакан управлени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, урамӑн мӑшӑрлӑ енӗнчи хӑш-пӗр кил хуҫи хайӗн ҫӗр лаптӑкӗнчен тухса кайнӑ. Ют ҫӗрпе усӑ курнӑ ҫынсен тӗлӗшпе хут ҫырнӑ, ӑна Росреестрӑн Чӑваш Енри управленине ярса панӑ. Унтисем Бичурин урамӗнче пурӑнакан тӑватӑ ҫынна пурӗ 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. 2 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ тепӗр ҫынна сӑмахпа асӑрхаттарнӑ.
Ҫӗре хӑйсем тӗллӗн ярса илнисен тӗлӗшпе Шупашкарти Калинин район судне те тавӑҫ ӑсатнӑ.
Шупашкарта икӗ фармацевт контрафактлӑ спирт сутнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫав хаяр шӗвеке 20 тонна туртса илнӗ.
Шупашкарти фармаци компанийӗсенчен пӗрин ӗҫченӗсем пакунлисен куҫӗ тӗлне ҫакланнӑ. Предприятин эмел таврашне курттӑммӑн сутма лицензи пулнӑ-ха. Вӗсем ҫынсене 5 тата 10 литрлӑ канистрпа спирт та сутнӑ. Йӗрке хуралҫисем ахаль ҫынсем пек пулса вӗсенчен 500 литр спирт туяннӑ. Продукци предприятин складӗнче упраннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн икӗ фармацевта тытса чарнӑ.
Предприяти складне йӗрке хуралҫисене кӗртесшӗн пулман. Ҫапах та унти 20 тонна спирта туртса илме май килнӗ. Лицензисӗр спирта сутакансен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирусран вилекенсем ытларах пулнӑ – 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла ку таранччен республикӑра 1179 ҫын вирусран сывалайман. Пуш уйӑхӗнче 145 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне 22524 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20553-шӗ сывалнӑ. Ку 91,2 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 37 ҫын вируса парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ. Инфекциленнисем 47-ӗн пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра стационарта е килте амбулатори мелӗпе 792 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин тӗп корпусӗ кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахса унчченхи режим ҫине куҫнӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫисем Атӑл урлӑ канат ҫул тӑвас ыйтӑва тишкереҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов «REGNUM» информаци агентствине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, техника параметрӗсене тата транспортӑн ҫак енӗ хӑй хакне хӑҫан тата епле кӑларассине шутлаҫҫӗ.
Шупашкартан Йӑлӑма канат ҫулӗ тӑвас пирки «Ростех» ӗҫченӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тӗл пулсан сӑмах хускатнӑ. Дмитрий Краснов вице-премьер пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫула тӑвассине федераци программисене кӗртес ыйтӑва тишкереҫҫӗ.
Шупашкарти чикансем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен Алексей Ладыковран пулӑшу ыйтнӑ.
Чикан баронӗсене 40 ҫул каялла ҫӗр тара панӑ. Ҫав ҫӗр ҫинчи 20 ҫуртра 150 ача тата ҫавӑн чухлех аслисем пурӑнаҫҫӗ иккен. Аренда вӑхӑчӗ тухнӑран ҫуртсене сӳтесшӗн, чикансене урама хӑваласа кӑларасшӑн. Ҫакӑн пек ӑнлантарнӑ Алексей Ладыков сити-менеджер патне тӳрӗ линие шӑнкӑравланӑ ҫын. Ҫав этем каланӑ тӑрӑх, пӗр ҫурт тӗлӗшпе суд пуҫланнӑ.
«Эпир Чӑваш Енре 50 ҫул ытла пурӑнатпӑр, хамӑр та чӑваш тенӗ пек, хамӑр ял», — тенӗ вӑл.
Сити-менеджер ыйтӑва тишкермелле, аппарат ертӳҫи Андрей Петров пулӑшма тӑрӑшӗ тесе хуравланӑ.
Паян ирхине Шупашкарти «Текстильмаш» тулли мар яваплӑ обществӑра пушар тухнӑ. Машина тӑвакансен проездӗнчи предприятире «хӗрлӗ автан» ирхи тӑватӑ сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ.
Ҫулӑм предприятире пӗрисем тара илнӗ цехра тухнӑ. Вӑл 100-е хӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Унта тимӗр-тӑмӑр шӑратмалли цех вырнаҫнӑ. Пушара сӳнтерме 9 единица техника хутшӑннӑ. Ҫулӑма пӗр сехетре сӳнтернӗ. Инкек 100 кг чӗртавара тӗп тунӑ, цехри пурлӑхӑн пӗр пайне сиенленӗ.
Ӗнер ирпе пушар Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи ӗҫлемен котельнӑйра хыпса илнӗ. Унти слесарь цехӗ тата ҫуртӑн шал енӗ сиенленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |