Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти нумай ачаллӑ ҫемьере чутах пысӑк инкек пулман. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ.
Ҫемье Кӗремечке урамӗнче пурӑнать. Ашшӗ-амӑшӗ тата виҫӗ ачи харпӑр ҫуртра сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Аслисем те Васкавлӑ медпулӑшу пульницин токсикологи уйрӑмӗнче выртаҫҫӗ. Вӗсен сывлӑхӗ питех йывӑр мар.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗтӗм тухмалли вырӑн хупланса ларнӑ. Ҫавна май килте газ пухӑннӑ. Хальлӗхе ҫурта газ пымалла мар тунӑ.
Йӑлана кӗнӗ «Ҫуркунне» ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки кӑҫал ака уйӑхен 17-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ку пахчаҫӑсемшӗн питӗ усӑллӑ тата меллӗ. Унта вӗсем пахча ӗҫӗсем пуҫланиччен вӑрлӑх, калча туянма пултараҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ ял хуҫалӑх продукцине сутмалли тӑватӑ вырӑна палӑртнӑ. Суту-илӳ точкисем «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Шупашкар» пасарта, «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗнче, «Амазони» паркра пулӗҫ.
Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ онлайн мелпе иртӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ. Ку ыйтупа культура министрӗ Светлана Каликова калаҫнӑ.
Паллах, ку кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май тӳре-шара Шупашкар урамӗсенче уяв колоннисене уттармалла мар тесе йышӑннӑ. Кун вырӑннӗ ӗҫ коллективӗсем халӑх тетелӗсенче #1маячувашия хэштегпа сӑнӳкерчӗксем тата видеороликсем вырнаҫтарӗҫ. Министр пуҫарӑвне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та ырланӑ.
Ҫапах Ҫӗнтерӳ парадне ирттерӗҫ. Мероприятие онлайн мелпе трансляци тӑвӗҫ. Ку халӑх йышлӑ пухӑнасран сыхлӗ. Концерт ирттерессине тата салют ярассине хальлӗхе татса паман.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын баян сутса ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. Кун пирки вӑл ӗнер полицие пырса пӗлтернӗ.
Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл тӗнче тетелӗнче баян сутасси пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Ӑна туянакан ҫын часах тупӑннӑ. Хайхискер тӳрех укҫа тӳлеме шантарнӑ, каҫӑ ярса панӑ. Унпа кайсан арҫын банк карттин даннӑйӗсене ҫырнӑ.
Каярахпа вӑл карточка ҫинчи укҫана тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ. Унӑн карточки ҫинчен 7 пин ытла тенкӗ ҫухалнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер «Уяв» халӑх фольклор коллективӗн ертӳҫи, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова 75 ҫул тултарнӑ.
Зинаида Алексеевна 1946 ҫулхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Патӑрьелте ҫуралнӑ. Вӑл — фольклорист, педагог. 1975 ҫулта Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ музыка училищинчен, 1983 ҫулта Сартури патшалӑх консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1967-1968 ҫулсенче Чӑваш радиопа телекурав хорӗнче солисткӑра ӗҫленӗ. 1984 ҫултан «Уяв» тата «Пилеш» фольклор ансамблӗсенче йӗркелӳҫӗ тата илемлӗх ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти музыка училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ.
Паян ирхине Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт балконӗнчен ҫамрӑк ҫын ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку инкек ирхи 6 сехетре 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 16/15-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫамрӑк арҫын ӳксенех вилнӗ. Вырӑнта следовательсем ӗҫленӗ.
Арҫын 1995 ҫулта ҫуралнӑскер. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл коридорти балконран тухса ӳкнӗ. Следовательсем вӑл миҫемӗш хутран ӳкнине уҫӑмлатнӑ.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта кӑшӑлвирусран прививка тума май пулӗ. Кун пирки Хулари 1-мӗш клиника пульници пӗлтерет.
Унта халӗ прививка тумашкӑн ҫырӑнма пулать. Ҫакна Патшалӑх пулӑшӑвӗсен потралӗ урлӑ, 122 номерпе шӑнкӑравласа, тухтӑр патне кайса, регистратурӑна шӑнкӑравласа (8352) 70-02-42 е 26-03-03) тума пулать.
Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра ку микрорайонта пурӑнакансен йышӗ самай ӳснӗ. Вырӑнтах кӑшӑлвирусран прививка тума май пурри ҫынсемшӗн меллӗ пулӗ.
Хула урамӗсенче ҫеҫ мар, пахчасенче те ҫуркунне эпир йывӑҫ вуллине шурататпӑр.
Анчах кӑҫал ҫуркунне Шупашкарта вӗсене тӗкӗнмӗҫ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, Варламов блогер «100 советов мэру» кӗнекере «Ҫуркунне йывӑссене шуратмалла-и? Ҫук!» — тенӗ иккен.
«Кӗнекене вулатӑп та хӑш шухӑшпа килӗшетӗп, хӑшӗнпе — ҫук», — палӑртнӑ Алексей Ладыков. Йывӑҫ вуллине шуратмалла мар тенине вӑл ырласа йышӑннӑ.
Йывӑҫ вуллине шуратма уйӑракан укҫана йывӑҫ-тӗм лартма уйӑрас тесе йышӑннӑ. Кун валли ҫулсерен 290 пине яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 14-мӗш ҫурта палламан ҫын кӗнӗ те ҫаратса тухса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра хуҫисем те килтех пулнӑ. Анчах нимӗн те сисмен – ҫывӑрнӑ.
Палламан ҫын чӳречене ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Унта вӑл 10 пин тенкӗ тата 30 пине яхӑн тӑракан ылтӑн эрешсене вӑрланӑ.
Кил хуҫисем вӑраннӑ – укҫа та, эрешсем те ҫук. Вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вӑрра хӑвӑртах тытнӑ. Вӑл – Свердловск облаҫӗнчи 32 ҫулти арҫын. Ун ҫумӗнче вӑрланӑ япаласен пӗр пайне тупнӑ.
Палӑртмалла: арҫын унччен те йӗркене пӑнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти аэропорт ҫуллахи сезон ҫине иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче куҫрӗ. Ҫавна май расписанире хӑш-пӗр улшӑну пулса иртнӗ.
«Победа» авиакомпанин Питӗр хулине вӗҫекен самолечӗсем урӑх вӑхӑтра ҫӳреме тытӑннӑ.
«ИрАэро» авиакомпани ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Минеральные Воды, Краснодар тата Ҫӗнӗ Уренгой хулисене самолетсем вӗҫтерет
Ҫу уйӑхӗнчен «Победа» лоукостер Мускава каякан кулленхи авиарейссен шутне виҫҫе ҫити ӳстерӗ. Ҫав уйӑхран «РусЛайн» авиакомпани Екатеринбурга вӗҫме тытӑнӗ.
Кӑнтӑр енчи хуласенчен Сочине асӑнма пулать. Унта «Победа» самолёчӗсем ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса эрнере тӑватӑ хутчен вӗҫме пуҫлӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен Симферополе «Nordwindairlines» авиакомпани юнкунсерен тата вырсарникунсерен ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен «SmartAvia» авиакомпанин эрнекунхи рейсӗсем хушӑнӗҫ.
Ҫӗртме уйахӗн 3-мӗшӗнчен Анапӑна «РусЛайн» авиакомпани кӗҫнерникунсерен вӗҫме тытӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |