Паян Шупашкара СССР халӑх артисчӗ, Ленин премийӗн лауреачӗ Василий Лановой килнӗ. Республикӑн тӗп хулинчи «Салют» культура керменӗнче вӑл 16 сехетре куракансем валли моноспектакль лартнӑ.
Евгений Вахтангов ячӗллӗ тӑван театрӗнче вылякан 85 ҫулти артиста Чӑваш Енӗн тӗп хулине кӑтартса ҫӳренӗ. Вӑл «Ҫӗнтерӳ« асӑну комплексӗнчи Нихҫан сӳнми ҫулӑм умне чечек хунӑ. Унта ҫав самантра, сӑмах май, Атӑл тӑрӑх теплоходпа курса ҫӳрекен туристсем пулнӑ. Халӑх юратакан артиста асӑрхасан вӗсем алӑ ҫупса янӑ. Кун пирки Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ.
Шупашкарта Василий Лановойпа СССР СССР халӑх артисчӗсем Вера Кузьмина тата Валерий Яковлев тӗл пулнӑ. Мускаври артист чӑвашсем иртнине хисепленине, палӑксем тирпейлӗ те тасине палӑртнӑ.
Тутарстанпа чикӗллӗ вырнаҫнӑ ҫармӑс ялӗнче, Мари Эл республикинчи Морки районне кӗрекен Шоруньжа ялӗнче, пысӑк форум иртнӗ.
Ҫав яла Тутарстанри «Сувар» хаҫат финпа угор тӗнчин культура шӗкӗр хули тесе хаклать. Ҫапла хисеп туни ытахальтен мар. Асӑннӑ ялта «кашни ҫул финпа угор халӑхӗсем культурӑн тӗп вырӑнне палӑртаҫҫӗ» иккен. «Шоруньжа ӑна тивӗҫлӗ пулнинчен иккӗленмелли ҫук, мӗншӗн тесен кунта мари этнокультура комплексӗ нумай ҫул ӗҫлет, мари халӑх культурине аталантаракан центр пур», — хыпарлать «Сувар».
Ҫармӑс ялӗ Эстонири Обиницара иртнӗ финпа угор ялӗсен II форумӗнче иртнӗ халӑхсем хушшинчи конкурсра ҫӗнтерсе вӑл ята тивӗҫнӗ.
Финпа угорсен фестивальне 30 ытла коллектив хутшӑннӑ, ҫав шутра — Чӑваш Республикинчи икӗ ушкӑн: Шупашкарти «Уяв» тата Патӑрьел районӗнчи «Пашьел».
Прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн Шупашкарти «Хулари таксомоторлӑ парка» штрафланӑ. Перевозчикӑн административлӑ штраф тӳлеме тивӗ. Сахалах мар – 50 пин тенкӗ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: перевозчик 35-мӗш маршруткӑпа ытлашши нумай ҫын илсе ҫӳренӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, салона ҫынсем нумаййӑн чышӑннӑ.
Ҫакӑншӑн перевозчик тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай судья куншӑн штраф тӳлеттермелле тесе постановлени кӑларнӑ. Хальлӗхе суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Пашалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартӑвӗсем мӗнлерех пулнӑ-ха? Вырӑс чӗлхипе тата физикӑпа пӗтӗмлетӳ паллӑ.
Кӑҫал вырӑс чӗлхипе 5625 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 1975-шӗ 80 балран ытларах пухнӑ. 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ 34 ача вара эзкамена 100 баллӑх ҫырнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем 32-ӗн пулнӑ.
Физикӑпа 1644 ҫын экзамен тытнӑ. 171 ача 80 балран ытларах пухнӑ. Шупашкарти 3-мӗш лицейрен вӗренсе тухнӑ икӗ ача 100 балл пухнӑ.
Чӑваш Ен Республикӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунне чаплӑн уявлама хатӗрленет. Ҫавна май Шупашкарта пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ ҫиччӗмӗш хут иртӗ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Акатуй хӑнисене хапӑл тунине кӑтартса хальччен пӗҫермен хуплу пӗҫерӗҫ. Пӗрремӗшенчен, вӑл кӗнеке евӗр пулӗ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл 300 килограмм тайӗ, тӑршшӗ вара 30 метрпа танлашӗ.
Кукӑль-ҫӑмах пӗҫерекенсемшӗн капла пысӑк хуплу пӗҫересси пӗлтерӗшлӗ ӗҫ.
Чӑваш Енри ӑстасем кукӑле темиҫе кун пӗҫерӗҫ. Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Акатуй кунӗнче уяв хӑнисене тата унта хутшӑнакансене тутлӑ хуплупа хӑналӗҫ.
Чӑваш Ен пики Турцинче иртнӗ «Мисс Аполлон 2019» (чӑв. Апполон пике 2019) ҫӗнтернӗ. Унта пирӗн республикӑри икӗ хӗр хутшӑннӑ. Ҫавсенчен пӗри — Шупашкарти коопераци институчӗн колледжӗн 1-мӗш курс студентки Валерия Игнатьева. Тӗнче шайӗнчи илем ӑмӑртӑвӗнче вӑл тӗп коронӑна тата «Аполлон пике 2019» ята тивӗҫнӗ.
Конкурсра Турцинчи Дидим хулинче иртнӗ. Унта Раҫҫейри, Казахстанри, Беларуҫри, Сербинчи, Литвари, Грузинчи, Чехинчи, Узбекистанри тата Кӑркӑстанри 20 хӗр ӑмӑртнӑ.
Шупашкарти коопераци институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерия маларах «Мисс Новочебоксарск — 2019» (чӑв. Ҫӗнӗ Шупашкар пики — 2019) конкурсра ҫӗнтернӗ. «Мисс Чувашия - 2019» (чӑв. Чӑваш Ен пики — 2019) ӑмӑртура вице-пике ята илнӗ.
Шупашкартан Мускава ирсерен вӗҫекен ирхи хӑш-пӗр авиарейса пӗтерме йышӑннӑ.
Шупашкарти аэропорт тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рейссене пӗтерме «Nordwind» авиакомпани йышӑннӑ.
Маларах туянса хунӑ билетсене тавӑрса парас, ылмаштарас ыйтупа «Nordwind» тата «PegasFly» авиакомпанисен хӗрӳ линийӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлме сӗнеҫҫӗ. Телефон номерӗсем ҫапларах: 8 (800) 222-48-44, 8 (800) 222-49-44.
Маларах эпир Чӑваш Енре самолетпа ҫул ҫӳрекенсем йышланнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Шупашкарти аэропорт хӑйӗн пилӗк уйӑхри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗччӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсен йышӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче ҫулталӑк каяллахи ҫав тапхӑртинчен 50 процент нумайланнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗнче, Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскерте, пушар тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра унта экзамен пынӑ.
Аудиторире пралук ҫунма тытӑннӑ-мӗн. Студентсенчен пӗри хӑйӗн телефонне заряд илме лартнӑ. Кун хыҫҫӑн пралук ҫунма тытӑннӑ. Телефон выртнӑ партӑна та ҫулӑм ярса илнӗ.
Ҫӗнӗ корпусри ҫынсене пурне те эвакуациленӗ. Вырӑна 6 пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу ҫитсе ларнӑ. Юрать, никам та шар курман. Экзаменсене вара тепӗр куна куҫарнӑ.
«Пирӗн экзамен пыратчӗ, пушар тревоги янӑрарӗ. Билет туртса кӑларма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ. Университечӗпех тӗтӗм шӑрши тӑчӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ пӗр студентка «Про Город» хаҫата.
Шупашкарта Алькеш поселокӗнче пӗчӗк хӗрача канализаци люкне кӗрсе ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ, ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайнӑ. Хӗрачан пуҫӗ сиенленнӗ тесе ӑна унта илсе ҫитернӗ. Пӗчӗкскере ҫав кунах киле янӑ. Ашшӗ-амӑшӗн вара «Водоканал» патне нимӗнле ыйту та ҫук.
Ку пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 10 сехет ҫурӑра пулнӑ. 1 ҫул та 10 уйӑхри хӗрача уҫӑ канализаци люкне кӗрсе ӳкнӗ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ку пулӑма уҫӑмлатма, айӑплисене явап тыттарма хушнӑ. Ку ӗҫе вӑл ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен хӑйӗн ҫумне Владимир Филиппова тума ыйтнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ композиторсемпе поэтсен хушшинче автор конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна Шупашкар 550 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Юрӑсене кирек мӗнле жанрпа та ҫырма юрать. Конкурса хӑть мӗнле автор, ушкӑн хутшӑнма пултарать. Анчах композицин вырӑсла пулмалла, 4 минутран ытларах тӑсӑлмалла мар. Текстра Шупашкара юратни курӑнмалла.
Заявкӑсене ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унтан жюри чи лайӑх гимна суйласа илӗ. Килӗшнӗ юрӑшӑн «Уҫӑ хула» порталта ҫурла уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче сасӑлама май пулӗ. Ҫӗнтерӳҫе ҫурлан 12-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ гонорар парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |