Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Пӑтӑрмахсем Марат Абитов
Марат Абитов

Чӑваш Енре Шалти ӗҫсен министерствин Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн пай пуҫлӑхне Марат Абитова тытса чарнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм хӑйне такам вӑрттӑн пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. «Правӑна сыхлакан органсем ку хыпара хальлӗхе нимӗнле те комментарилемеҫҫӗ», — тенӗ паян ирпе вырнаҫтарнӑ ҫав хыпарта.

Полицейскисен пысӑк пуҫлӑхӗ пӗр усламҫӑран самай укҫа тапӑннӑ пулать.

Укҫа тапӑнакан йӗрке хуралҫине тытса чармалли ятарлӑ операцие Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ирттернӗ-мӗн.

Марат Абитов пирки маларах вӑл саккунлӑ мар вӑйӑ бизнесне ура хума операци йӗркеленӗ тесе калаҫҫӗ. Вӑл ӗҫпе Раҫҫей Геройне Евгений Борисова тата Шупашкарти полицин тӑваттӑмӗш пайӗн экс-пуҫлӑхне Игорь Иванова айӑпланӑччӗ.

 

Республикӑра Анастасия Иванова
Анастасия Иванова

Шупашкарти Алькеш поселокӗнче пурӑнакан Анастасия Иванова нумаях пулмасть кӳмесер тӑрса юлнӑ. Ӑна подъездра ҫамрӑксем асӑрханӑ та унпа ярӑннӑ. Юлашкинчен ҫӗмӗрсех пӑрахнӑ.

Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар. Настьӑна пулӑшакансем тупӑннӑ. Сусӑр валли 15 пин тенкӗ укҫа пухнӑ. Нимӗҫ технологийӗпе хатӗрленӗ кӳмене тӗнче тетелӗ урлӑ саккас панӑ.

Йӗксӗксем тӑкак саплаштарсан ҫемье укҫана 7 ҫулти чирлӗ ачана парӗ. Халӗ Настя кӳме килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Вӑл ырӑ чунлӑ ҫынсем пурришӗн савӑнать.

Аса илтерер: Настьӑн кӳмине виҫӗ ҫамрӑк ҫӗмӗрнӗ. Ярӑннӑ хыҫҫӑн вӗсем ӑна ҫӳлти хутран пенӗ. Ҫакӑншӑн Настя Ҫӗнтерӳ парадне тухайман. Вӑл ӑна питӗ курасшӑн пулнӑ. Анчах вӑл кӳмесӗр ҫӳреймест-ҫке-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/2021
 

Хулара

Шупашкарта троллейбуспа ҫӳремелли билет хакне ӳстерме пултараҫҫӗ. Предприяти ҫапла панкрутран хӑтӑласшӑн.

Шупашкарта кунсерен 200 троллейбус ҫӳрет. Вӗсем 18 маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Ку транспортпа кунсерен 180 пине яхӑн ҫын усӑ курать. Малтан вара ҫын ытларах пулнӑ.

Предприяти 2005–2006 ҫулсемччен лайӑх пурӑннӑ. Апла мӗншӗн вӗсем йывӑр лару-тӑрава кӗрсе ӳкнӗ? Унччен маршруткӑсем сахалрах пулнӑ. Кун хыҫҫӑн троллейбусра пассажирсем сахалланма тытӑннӑ. Халӗ те сахалланаҫҫӗ.

Транспортсем те кивелнӗ. Юлашки хутчен ӑна 2 ҫул каялла ҫӗнетнӗ. Ун чухне икӗ ҫӗнӗ троллейбус туяннӑ. Предприятин халӗ запчаҫсене улӑштармашкӑн ҫеҫ укҫа ҫитет.

Предприяти билет хакне 3 тенкӗ ӳстерме сӗнет. Анчах депутатсем хальлӗхе ку йышӑнупа килӗшмеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=12842
 

Чӑвашлӑх Кӳлепе куҫ умӗнче саланать
Кӳлепе куҫ умӗнче саланать

«Ирӗклӗх» чӑваш халӑх пӗрлӗхӗ хула администрацийӗ патне ҫӗнӗ ҫырупа тухнӑ, унта вӑл чӑвашсене Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене сӑнлакан пилӗк юланутран тӑракан монументаллӑ композици ытла та япӑхланса кайнипе пӑшӑрханнӑ.

Хастарсем ҫырура пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк кивелсе кайнӑ, ун ҫумӗнче строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. «Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине монументаллӑ композицие ытла та япӑхлантарса янӑшӑн яваплисене палӑртма тата кӳлепен малашлӑхӗ пирки пӗлтерме ыйтать.

Композици авторӗ паллӑ чӑваш кӳлепеҫи Фёдор Мадуров шутланать. Маларах ҫак кӳлепе Шупашкара Етӗрне ҫулӗпе кӗнӗ вырӑнти ункӑра вырнаҫнӑ пулнӑ. Каярах ӑна влаҫрисен йышӑнӑвӗпе Шупашкарӑн 500 ҫулллӑхӑн паркне куҫарнӑ. Кӳлепе авторӗн шухӑшӗпе, унӑн хальхи вырнаҫӑвӗ ытла та килӗшӳсӗр, Шупашкар ҫыннисен шухӑшӗпе юланутсем халь Мускава мар, Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӑн паркӗнчен анӑҫарах вырнаҫнӑ мунчана каяҫҫӗ имӗш.

 

Апат-ҫимӗҫ

Шупашкарта каллех Турцирен кӳрсе килне улма-ҫырлана тӗп тунӑ. Вӗсене «Николаевски» курттӑммӑн туянмалли пасарта тупнӑ.

Специалистсем унта ОМОНпах ҫитнӗ, мӗншӗн тесен усламҫӑсем вӗсене асӑрхасан суту-илӳ лавккисене васкасах хупма тытӑннӑ. Полици ӗҫченӗсем пасар территорине хупӑрласа илнӗ. Ара, лешсем улма-ҫырлана урапапа вӑрттӑн илсе тухма хӑтланнӑ-ҫке-ха.

Полицейскисем сутуҫӑсене шалтан питӗрӗнме те май паман. Ҫапла специлистсем кашни лавкканах тӗрӗсленӗ. Польшӑран илсе килнӗ панулми те тупнӑ. Тепӗр сутуҫӑнне Турцирен кӳрсе килнӗ 150 килограмм иҫӗм ҫырли туртса илнӗ. Усламҫа 23 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр усламҫӑ яваплӑхран тарас тесе сутма юраман тавар ҫинчен маркировкӑна хӑйпӑтма тытӑннӑ. Вӗсене вара тавара маркировкӑсӑр сутнӑшӑн явап тыттарнӑ.

Тепри вара срокран тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутнӑшӑн штраф тӳлӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 2,3 тонна панулми, 350 килограма яхӑн иҫӗм ҫырли туртса илнӗ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкарта ҫынсене хула тӑрӑх турттаракан ГАЗельсемпе ытти маркӑллӑ ҫавӑн йышши транспорта шута илнӗ. Коммерци маршручӗ шутланакан маршрут тӑрӑх хутлаканскерсем хавӑртлӑха иртнӗ уйӑхра 1418 хутчен ӳстернӗ.

Хула мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пассажир транспорчӗ епле ӗҫленине тишкерме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑй хушнӑ.

Сехетре 82 километртан ытларах хӑвалакан урапасен рейтингне те хатӗрленӗ яваплисем.

Танлаштарӑма виҫӗ пая уйӑрсах тунӑ. Кам ӑҫта лекни хӑвӑртлӑха пӗр уйӑхра миҫе хут ӳстернинчен килнӗ. Сӑмах май каласан, ҫула тухсан асар-писер васкакан водительсем уйрӑм усламҫӑ евӗр регистрациленнисем хушшинче те, организацисем ҫинче тӑраканнисем хушшинче те пур.

 

Хулара «Вӗршӗнсем» ушкӑн вӗҫевӗ
«Вӗршӗнсем» ушкӑн вӗҫевӗ

Шупашкар хула кунӗнче «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотаж ушкӑнӗ кӑҫал та килӗ. Хальхинче пилотсем ҫӗнӗ программӑпа килме шантараҫҫӗ.

«Стрижи» ушкӑн республикӑн тӗп хулин кунне уява килессине Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов эрнесерен иртекен паянхи планеркӑра пӗлтернӗ. Кӑҫалхинче тӑватӑ самолет мар, улттӑн пулӗҫ.

Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пилотаж ушкӑнне Шупашкар аэропортӗнче хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кӗтсе илнӗччӗ. «Стрижи» тӳперен аниччен Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫийӗн вӗҫсе ҫаврӑннӑччӗ. Пилотаж ушкӑнне Шупашкарта ҫӑкӑр-тӑварпах кӗтсе илнӗччӗ. Леонид Черкесов кашни пилота ыталанӑччӗ. Музыка ансамблӗ наци юррине юрласа тата ташласа кӑтартнӑччӗ.

 

Республикӑра

Куҫ курман ҫын, шел те, нумай. Пирӗн республикӑра та пур унашкаллисем. Шупашкарта пурӑнакан Артем та илемлӗ тавралӑха курса киленеймест.

Нумаях пулмасть Артем хӑйӗн валли ҫӗнӗ тус тупнӑ. Вӑл — йытӑ. Тӑватӑ ураллӑ тус Артема ертсе ҫӳреме пулӑшӗ.

Людвиг лабрадора сӑнав валли поводырьсем хатӗрлекен центрта воспитани панӑ. Артем кунашкал йытӑн пӗрремӗш хуҫи пулса тӑнӑ. Центрта ҫулсерен ҫынсене пулӑшакан 60 яхӑн чӗрчуна вӗрентеҫҫӗ. Анчах Людвиг ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Вӑл куҫ курманнисене, хӑлха илтменнисене пулӑшать.

Сӑнав ӑнӑҫлӑ пулсан куҫ курманнисемпе хӑлха илтменнисемшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланӗ. Кун хыҫҫӑн кунашкал ҫынсене пулӑшакан йытӑсене ытларах хатӗрлеме тытӑнӗҫ.

Сӑмах май, Раҫҫейре куҫ курман, хӑлха илтмен 15 пине яхӑн ҫын пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82594
 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш наци телекуравӗ тата «Хавал» общество организацийӗ ача-пӑча валли ҫӗнӗ проект хута янӑ. «Чӑвашла вӗренетпӗр — Учим чувашский» ят панӑскере «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) лингвистика шкулӗн чӑваш чӗлхи тата акӑлчан чӗлхи преподавателӗ Марина Андреева хутшӑннӑ. Унпа пӗрле — Шупашкарти вӑтам шкулта пуҫламӑш классенче пӗлӳ пухакан шӑпӑрлансем.

Чӑваш чӗлхин телеурокӗ ачасемшӗн ансат тесе ӗнентереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине вӗренме пӗчӗккисем кӑна мар, аслисем те пултараҫҫӗ.

Ҫӗнӗ телепроектӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ пуҫласа эфира ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Хавал» страницӑра пӑхма май пур. Ыран кӑларӑмӑн черетлӗ урокне ӳкерме палӑртнӑ. Унта епле сывлӑх сунмаллине тата епле сывпуллашмаллине вӗрентӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ru.chuvash.org/news/1805.html
 

Персона Надежда Павлова балерина
Надежда Павлова балерина

Шупашкарта ренгенотехникпа ача пахчинчи воспитатель ҫемйинче ҫуралса Мускаври сцена ҫинче хӑйӗн пурнӑҫри вырӑнне тупнӑ Надежда Павлова ӗнер 60 ҫул тултарнӑ.

Надежда Павлова балерина - СССР халӑх артистки, Пӗтӗм союзри тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе фестивальсен лауреачӗ, Театр ӳнерӗн Раҫҫей академийӗн профессорӗ 7 ҫулта чухне хореографи кружокне ҫӳреме пуҫланӑ. 1966 ҫулта ӑна Пермьрен Шупашкара килнӗ хореографи училищин комиссийӗ асӑрхать те Шупашкар пикине унта вӗренме илеҫҫӗ.

Каярах Надежда ӑҫта кӑна гастрольпе пулман-ши, хӑш ҫӗршыва кӑна ҫитмен-ши?! 1975 ҫулта вӑл Мускаври пысӑк театрта солистра ташлама тытӑнать.

Халӗ вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать. Унӑн мӑшӑрӗ - Константин Окулевич, психоаналитик, медицина наукисен кнадидачӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 678, 679, 680, 681, 682, 683, 684, 685, 686, 687, [688], 689, 690, 691, 692, 693, 694, 695, 696, 697, 698, ... 967
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн профессипе ҫыхӑннӑ шухӑшсене тивӗҫлипе хаклӗҫ. Тен, яланхи пурнӑҫ йӗрки пӑсӑлӗ. Тепӗр тесен, кирек мӗнле улшӑну та усса кайӗ. Сирӗн ас-тӑна ӗҫлеттерме тивӗ. Анчах ыттисен куҫк умӗнче хӑвӑр епле курӑнасси пирки ан манӑр. Шӑматкун плансене юлашки самантра улӑштарма тивӗ - хатӗр пулӑр.

Ҫу, 29

1924
100
Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
1934
90
Дьяконов Николай Васильевич, космос аппарачӗсене ӗҫлеттерсе пӑхаканӗ, подполковник ҫуралнӑ.
1955
69
Абянова Руфия Минетулловна, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1988
36
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2010
14
Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй