«Раҫҫей мисӗ» конкурса Чӑваш Енри тӑватӑ чиперук хутшӑнать. 19 ҫулти Анна Антонова Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. 20-ри Анастасия Рыжкова — Шупашкар, 23 ҫулти Кристина Андреева — Ҫӗнӗ Шупашкар, 21 ҫулти Ольга Портнова Иркутск чысне хӳтӗлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть наци костюмӗсен конкурсӗ пулнӑ. Пирӗн ентешсем те унта чӑвашсен илемлӗ кӗписене кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Пӗрисем ташланӑ, теприсем картина ӳкернӗ.
Конкурс йӗркелӳҫисем ҫӗнтерӳҫе суйлама йывӑр пулассине туяҫҫӗ. Ара, пикесем пӗри тепринчен маттур, хитре. Жюри пайташӗсене наци тумӗсен конкурсӗ питӗ килӗшнӗ. Чиперуксем илемлӗ тумсемпе тухса хӑйсен регионне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Жюри те, чиперуксем те конкурс пӗтӗмлетӗвне чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Алена Блинова, ача пахчинче ӗҫленӗскер, халӑх тетелӗнчи страницинче: «Эпӗ «террорист», ҫавӑнпа мана ӗҫрен кӑларса ячӗҫ», — тесе ҫырнӑ. Воспитателе пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче иртнӗ антикоррупци митингне хутшӑннӑнӑн ӗҫрен кӑларнӑ-мӗн. Аслӑ шкулта вӗренекен студента та ҫакӑншӑн университетран кӑларса яма пултарӗҫ.
Алексей Глухов хӳтӗлевҫӗ вӗсен прависене судра хӳтӗлесси пирки Фейсбукри страницинче ҫырнӑ. Алена ҫырнӑ тӑрӑх, ача пахчине участковӑй килнӗ. Заведующи ӑна хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен каймашкӑн заявлени ҫырма хушнӑ. Анчах Алена хирӗҫленӗ. Унтан ӑна ачасене апатлантармашкӑн иртерех кайма ирӗк ыйтнине ӳкернӗ видеона кӑтартнӑ. Воспитателе Ӗҫ кодексӗн 81-мӗш статйин 5-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен кӑларнӑ. Алена — ачине пӗччен ӳстерекен амӑшӗ, ӑна ӗҫрен кӑларассине саккун хӳтӗлет.
Халӑх тетелӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентне, «Ҫуркунне» юхӑм хастарне Павел Иванова та йӗрлени пирки хыпарлаҫҫӗ. Ӑна аслӑ шкултан кӑларса ямалли сӑлтав тупнӑ: вӗренӳре ӗлкӗрсе пымасть имӗш.
Шупашкар хула администрацийӗ хулари «маршруткӑсенче» ревизи ирттерме йышӑннӑ. «Пуҫиле ӗҫ пирки пирӗнтен кашниех пӗлет, эпӗ сире мӗнпур акта тӗрӗслеме ыйтнӑ пулӑттӑм. Ҫавӑнпа паян ку ыйтӑва планеркӑна кӑлартӑмӑр», — тенӗ хула мэрийӗнче ӗнер иртнӗ канашлура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумне Герман Александрова.
Аса илтерер, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ Шупашкар хулин транспортпа ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе Денис Савельев сӗтев илме пултарнӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Салминпа Шарафутдинов (вӗсем 52, 63, 65 маршрутсене йӗркелеҫҫӗ) усламҫӑсенчен 40 пин илме пултарнӑ. Сӗтеве вӑл тепӗр усламҫӑ урлӑ — Дубиков хушаматлӑскертен — илнӗ. Усламҫӑсем укҫана тӳре-шара сахалтарах тӗрӗслеччӗр тата маршрутсене ан хупчӑр тесе панӑ пулать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине пула ӗҫлеме чарӑнса ларас патнех ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, предприятин энергокомпани умӗнчи парӑмӗ пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 6,1 миллион тенке ҫитнӗ. Ҫутӑпа тивӗҫтерекенсем электроэнергие виҫевлӗ парасси пирки уведомлени янӑччӗ.
Энергетиксем асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарпа Чӑваш Ен ертӳҫисем парӑма ҫывӑх вӑхӑтра парса татма шантарнине те Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Сӑмаха тытас тесе Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче предприятие хыснаран 50,4 млн тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Маларах ун пек йышӑнӑва Шупашкарти депутатсем республикӑн тӗп хулинчи троллейбус управленийӗ валли тунӑччӗ. Унтисем 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑччӗ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкар хулин Арбат урамӗнчи сувенир павильонӗсене илсе пӑрахма палӑртнӑ. Ку — пӗрремӗш тапхӑр кӑна-ха.
Пӗтӗмпе хулара кӑҫал ирӗк памасӑр лартнӑ 90 суту-илӳ объектне илсе пӑрахма палӑртнӑ. Вӗсенчен 36-шӗ киоск тата павильон. 11-шӗ вара коммуналлӑ сеть ҫинче вырнаҫнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне хулара Хӗрлӗ тӳремри «Спартак» кафене, кӳлмек ҫумӗнчи тата Арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫывӑхӗнчи ҫуллахи кафесене илнӗ.
Шупашкарта пӗтӗмпе 337 киоска тата суту-илӳ павильонне илсе пӑрахасшӑн.
Пӗлтӗрхи раштавӑн 14-мӗшенче Шупашкарти Максим Горький проспектӗнчи ҫуртсенчен пӗринче хӗрарӑм лифт шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ.
Ҫынсене пӗр хутран теприне турттаракан хатӗр пӗрремӗшпе иккӗмӗш хут хушшинче ванса кайнӑ. Лифтра ҫав самантра пулнӑ 75 ҫулти хӗрарӑм хӑраса ӳкнипе алӑка уҫма хӑтланнӑ. Тӑрӑшни сая кайман. Анчах алӑкран тухнӑ чух вӑл лифт шӑтӑкне персе аннӑ. 2,5 метртан ӳкнӗскер пӗҫӗ шӑммине хуҫса пӑрахнӑ. Ку вӑл сывлӑха йывӑр сиен кӳни шутланать.
Инкеке лекнӗ хӗрарӑмшӑн электромеханика суд тӑвӗҫ. Пуҫиле ӗҫе нумаях пулмасть тӗпчесе пӗтернӗ. Шӑпах рабочи айӑплине палӑртнӑ та ун вӑхӑтӗнче. Лифт юрӑхсӑрри пирки ҫынсем унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗ иккен. Анчах электромонтер ним те туман имӗш.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче халӑх пухӑвӗ иртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарласах тӑчӗ. Унта хутшӑннӑ хӑш-пӗр ҫынна тытса чарнӑ, штрафланӑ.
Антикоррупци митингне хутшӑннӑ сӗрме купӑсҫа Андрей Осипова репетици вӑхӑтӗнчех тытса чарнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулнӑ. Осипова оркестр репетицийӗнчен тытса кайнине видео ӳкернӗ, ӑна тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. Видеона халӑх тетелӗсенче чылай ҫын репост тунӑ. YouTube сайтра ӑна 10 пине яхӑн ҫын пӑхнӑ. Андрей Осипова коррупцие хирӗҫ митинга хутшӑннӑшӑн 500 тенкӗлӗх штрафланӑ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ митинга хутшӑннӑ ҫынсене тытса чарас ӗҫ малалла пырать. Темиҫе ҫынна полици ӗҫченӗсене пӑхӑнманшӑн статьяпа айӑпланӑ ӗнтӗ.
Шупашкар хулинче тӳлевлӗ парковкӑсем тума палӑртнӑ. Пурӗ тӑватӑ вырӑн суйланӑ: Чукун ҫул вокзалӗ умӗнче (100 вырӑн), Республика тӳремӗ ҫывӑхӗнче (175), Ӗҫлӗ тӑкӑрлӑкра (31) тата Раҫҫей Почтин тӗп офисӗ (28) ҫумӗнче.
Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи лаптӑка лекме шлакбаум урлӑ тухмалла пулӗ. Ытти вырӑнсенче вара машшина лартнӑшӑн паркомат урлӑ тӳлемелле пулӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх малтанхи ҫур сехет тӳлевсӗр пулӗ. Ытларах тытӑнса тӑрсан 30 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Тӳлев мелӗсем анлӑ пулӗҫ: банк карточкипе те, СМС-па та, ятарлӑ проложени урлӑ та укҫа хывма май пулӗ. Тӳлевсӗр усӑ курас текенсене (сӑмах кунта пулинех уҫӑ лаптӑксем пирки) штрафлама палӑртнӑ — Чӑваш Республикин «Административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен» саккуна улшӑнусем кӗртӗҫ.
Шупашкарти педагогика ӗҫченӗсен «XXI ӗмӗр» ассоциацийӗн «Вӗрентӳри ҫӗнӗ технологисем» ушкӑнне кӗрекен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче професси конкурсне хутшӑннӑ. Ку сумлӑ ӗҫе йӗркелесе ертсе пырассине 54-мӗш вӑтам шкул хастарӗсем хӑйсем ҫине илнӗ.
«Чӗлхе уҫҫи — сӑмах тӗшши» конкурсра «вӑй виҫме» тӗп хуламӑрти 1, 2, 4-мӗш гимназисен, 49, 54, 55, 41-мӗш вӑтам шкулсен 15 педагогӗ кӑмӑл тунӑ. Тӑхӑр тапхӑрта тӗрлӗ ӗҫ экран ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса пынӑ. Паллах, кунта фольклор, литература, чӗлхе енӗпе хӑш-пӗр ыйтусене аса илме ансатах пулман. Апла пулин те вӗрентекенсем пуҫа усман, пур ӗҫе те тулли кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ.
Жюрин кӑсӑклӑ ӗҫне Владимир Иванов профессор, «Асамат&Шевле» ача-пӑча журналӗн тӗп редакторӗ Владислав Николаев, 3-мӗш лицей вӗрентӳҫи Александра Васильевна Ласточкина туса пычӗҫ.
Нумай ҫул И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ют чӗлхесен кафедринче вӑй хуракан В.А. Иванов ӑсчах хӑйӗн савӑнӑҫне пытармарӗ — учительсене пурне те тав турӗ, канаш-сӗнӳсемпе, салам сӑмахӗсемпе малашне те ӑнӑҫусем пиллерӗ.
Чи хумхануллӑ вӑхӑт вӑл — пӗтӗмлетӳсем туни.
«Руслайн» авиакомпани Шупашкарпа Питӗр хулине самолет ҫыхӑнӑвӗпе ҫыхӑнтарӗ. Рейссене вӑл ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен уҫӗ. 50 вырӑнлӑ CRJ-100/200 самолетпа вӗҫме билетсене сутма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Самолетсене компани эрнере виҫӗ хутчен: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен — вӗҫтерӗ. Шупашкартан самолет 16 сехет те 50 минутра хускалӗ. Питӗре 19 сехетре илсе ҫитерӗ. Ҫӗршывӑн ҫурҫӗр тӗп хули шутланаканскертен рейссем 13 сехет те 50 минутра тапранмалла, Чӑваш Енӗн тӗп хулине 16 сехетре ҫитмелле.
«Руслайн» авиакомпани самолечӗсемпе Питӗре каяс тесен 7985 тенкӗрен кая мар кирлӗ. Ку вӑл — пӗр майлӑ.
Кунсӑр пуҫне Питӗре «Псковавиа» авиакомпани турттарассине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫурҫӗр тӗп хулипе Чӑваш Ен хулине авиакомпани иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнчен ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл компанин самолечӗсем тунтикунпа эрнекунсерен вӗҫеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |