ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи «Чӑваш Республикинчи культурӑпа ӑслӑлӑха пулӑшасси пирки» Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чапаев ячӗллӗ музей гранта тивӗҫнӗ.
Грант виҫи — 2800000 тенкӗ. Вӑл музея аталантармашкӑн кайӗ. Чӑваш наци музейӗн филиалӗ Чапаев музейӗ 1974 ҫулта уҫӑлнӑ. Ҫурта нимелле тунӑ. Унта предпиятисем, учрежденисем, ҫынсем хутшӑннӑ.
Музей комплексне Чапаев скверӗ, Чапаев музейӗ, Чапаевсен мемориал ҫурчӗ, Чапаев палӑкӗ, мемориал стена кӗреҫҫӗ.
Килен-каяна музейри фойе уйрӑмах илӗртет. «Хӗрлӗ Ҫар» витража тӗслӗ кантӑкран хатӗрленӗ. Вӑл революцисемпе вӑрҫӑсен тапхӑрӗсене кӑтартать.
«Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем Шупашкарта ҫӗнӗ арт-объект хатӗрленӗ. Ҫакна вӗсем виҫӗ юбилее халалланӑ. Кӑҫал радио хыпарлав компанийӗ — 90 ҫул, телекурав — 55 ҫул, хула каналӗ 20 ҫул тултарать.
Арт-объект телекурав аппаратури мӗнле кӑтартнине хаклама май паракан таблица евӗр. Объекта пурнӑҫланӑ чухне журналистсем тӗрлӗ пӑтӑрмахпа тӗл пулнӑ. Филиал директорӗ Екатерина Канюка каланӑ тӑрӑх, хатӗрленмешкӗн кӑна пӗр уйӑха яхӑн кирлӗ пулнӑ.
Арт-объекта тумашкӑн «Советская Чувашия» хаҫат тата Наци телерадиокомпанийӗ пулӑшнӑ. Акцие вун-вун ҫын хутшӑннӑ. ПТРК кӑҫал тепӗр арт-объект та тума палӑртнӑ. Халӗ студи Шупашкар валли тепӗр парне хатӗрлет. Ӑна кӗҫех кӑтартӗҫ.
Шупашкарта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, халӗ пӗччен пурӑнакан ветерансен хваттерне юсанӑ. Ку тӗлӗшпе пӗтӗмпе ҫур миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Тӗп хулари Ленин районӗнче пӗччен пурӑнакан 11 ветеранӑн хваттерне тата ҫуртне ҫӗнетнӗ. Кашни адреспа юсав тата строительство ӗҫӗсен списокне хатӗрленӗ. Кашни хваттер валли 45 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Ӗҫсене ветерансен кӑмӑлне кура пурнӑҫланӑ. Пӗрисем ҫурт тӑррине улӑштарттарнӑ, теприсем сӑрлаттарнӑ. Хӑш-пӗр хваттерте пластик чӳрече лартнӑ, теприсем линолеум улӑштарма ыйтнӑ. Виҫҫӗмӗшӗсем обой ҫыпӑҫтарттарнӑ, мачча сӑрлаттарнӑ, пӳлӗм алӑкӗсене ларттарнӑ, радиаторсене е ваннӑна улӑштарттарнӑ.
Судсен пӑхса тухма тивекен ӗҫсен хушшинче ҫынсем пӗр-пӗр предприятире хӑйсем тӑрӑшнине ҫирӗплетме ӑнтӑлни те тӗлпулать. Прокуратура ун пек тавӑҫпа суда вунӑ хутчен тухнӑ.
Республика прокуратурин сайтӗнче кун пирки пӗлтернинче 10 тавӑҫран тӑххӑрӑшне судсем пӑхса тухса тивӗҫлӗ йышӑну кӑларнине, тепри черетре пулнине каланӑ. Шел те, хӑш вӑхӑтра ун чухлӗ тавӑҫ шӑрҫаланине асӑнман.
Ҫынсем хӑйсем пӗр-пӗр организацире тӑрӑшнине ҫирӗплетме ӑнтӑлни, тӗпрен илсен, ӗҫ укҫи парӑмӗпе ҫыхӑннине тӗшмӗртме йывӑр мар. Ӗҫ килӗшӗвӗ тумасӑрах ӗҫе кӳлӗннисене пӗр-пӗр вырӑнта тар тӑкнине ӗнентерме пӗртте ҫӑмӑл мар. Шупашкарти уйрӑм усламҫӑсенчен пӗрин патӗнче менеджер-логистра ӗҫленӗ хӗрарӑм умӗнче те ҫавӑн пек йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Прокуратура хӳтте илнӗскер правине Шупашкарти Калинин район сучӗ хӳтӗленӗ.
Маршруткӑсем хула тӑрӑх ҫил пек вирхӗнсе пыраҫҫӗ-и? Водительсем салона ҫынсене хӑяр пички пек тултараҫҫӗ-и? Ҫӑхавлӑр. Вӗсене 23-51-99 номерпе йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ ятарласа хӗрӳ лини уҫнӑ. Вӑл ӗҫлемелли кунсенче ирхи 6 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен ӗҫлӗ.
Шӑнкӑравласан оператор хуравне кӗтмелле е ҫӑхава автоответика пӗлтермелле. Ята, хушамата, ашшӗн ятне пӗлтерме, маршрутка ӑҫта тата хӑҫан йӗркене пӑснине калама ыйтӗҫ. Ҫавӑн пекех телефон номерне, адреса каламалла, ҫапла ҫырса хуравлӗҫ.
Сӑмах май, администраци ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле рейд ирттернӗ. Ун чухне виҫӗ микроавтобус ҫын нумай тултарнине тупса палӑртнӑ. Вӗсем 42, 44, 52-мӗш маршрутсемпе ӗҫслекенсем.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Садовый» микрорайонти кафере чейпе кофене пӗр хут усӑ курмалли стаканпа панинчен тӗлӗннӗ. Ҫакна вӑл ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, районсемпе хуласен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра асӑнса хӑварнӑ.
Канашлура ытти нумай ыйтупа пӗрле социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ хакӗсене те тишкернӗ. Лавккасенче Чӑваш Енре туса кӑларакан продукци ытларах пулмалли пирки те калаҫнӑ. «Хыпар» хаҫатра Николай Коновалов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев ҫак кунсенче тӗп хулари ҫӗнӗ «Садовый» микрорайонта пулнӑ май унти ватӑсем пӗр кафере ирех — 4-5 сехетрех — эрех сутма пуҫланипе кӑмӑлсӑрланни ҫинчен каланӑ. Журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫипе Михаил Васильевич ятарласа курнӑҫнӑ — лешӗ юсанма шантарнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах Элтепере чейпе кофене пӗр хут усӑ курмалли стакансене пани тӗлӗнтернӗ. «Ҫул хӗрринчи кафе пулнӑ тӑк — ӑнланмалла-ха, анчах ҫакӑн пек вырӑнсенче нивушлӗ йӗркеллӗ савӑт-сапа пулмалла мар? Хула влаҫӗсен ҫак самантсене те сӑнасах тӑмалла», — тенӗ иккен Элтепер.
«Ирӗклӗх» наци культурин обществин хастарӗсем Шупашкарти аэропорт гендиректорне самолетсем вӗҫсе килнипе кайнине вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та калама ыйтнӑ. Аэропортра таблона вырӑсла тата акӑлчанла ҫырнӑ. Хастарсем ӑна чӑвашлатма та ыйтнӑ.
Хастарсен шухӑшӗпе, ку ҫыннӑн Конституци правине пӑсать. Ара, чӑвашла калаҫакансем чӑвашла илтеймеҫҫӗ-ҫке ҫакна.
«Ирӗклӗх» ырӑ тӗслӗх вырӑнне «Хусан» пӗтӗм тӗнчери аэропорта илсе кӑтартнӑ. Унта пассажирсене вырӑсла кӑна мар, тутарла, акӑлчанла та пӗлтереҫҫӗ.
Ҫапла майпа общество хастарӗсем Шупашкарти аэропорт ертӳлӗхне информаци хӑмисене тата пассажирсене пӗлтернине чӑвашлатма хистесех ыйтнӑ.
Раҫҫейӗн Либерал-демократсен партийӗ РФ Патшалӑх Думине суйланма икӗ кандидата тӑратнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр мандатлӑ округсемпе суйлава тухӗҫ.
Канашри пӗр мандатлӑ 37-мӗш суйлав округӗпе Константин Степанова регистрациленӗ. 30 ҫулти кандидат РФ Патшалӑх Думин депутачӗн В. Журкон пулӑшуҫи шутланать, Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. Ку кандидат Шупашкарта пурӑнать. Тепӗр кандидата Шупашкарти 38-мӗш пӗр мандатлӑ округпа регистрациленӗ. Ку ҫын — 1987 ҫулта ҫуралнӑ Сергей Белобаев. Вӑл та, Константин Степанов пекех, РФ Патшалӑх Думин депутачӗн В. Журкон пулӑшуҫи шутланать. Вӑл Чӑваш Енпе ӗҫлессишӗн яваплӑ. Сергей Белобаев та унчен маларах асӑннӑ тепӗр кандидат пекех Шупашкар хулинче пурӑнать.
Шупашкарти 4-мӗш гимнази Францин Раҫҫейри элчелӗхӗн ҫамрӑксен хрантсус чӗлхиллӗ лингвистика сечӗн партнер шкулсен свидетельствине тивӗҫнӗ. Вӗренӳ учрежденине ку хута Самар хулинчи социаллӑ педагогика университетӗнче иртнӗ
пӗтӗм ҫӗршыври семинарта тыттарнӑ. Пӗлӗве туптаса аталантармалли вӗрентӳ ҫӗртме уйӑхӗн 27-29-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта хрантсус чӗлхине вӗрентекенсем квалификацие ӳстерме пухӑннӑ.
Хрантсус чӗлхине ӑша хывтарассипе Шупашкарти 4-мӗш гимнази ҫулран ҫул лайӑх кӑтартупа палӑрса пырать. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ. Ку чӗлхене ӑша хывакансем тӗрлӗ олимпиадӑра, чӗлхе ӑмӑртӑвӗнче яланах лайӑххипе палӑраҫҫӗ, тӗрлӗ шайра ҫитӗнӳ кӑтартаҫҫӗ.
Чӑваш Ен хӑйӗн пултаруллӑ тепӗр ҫыннине ҫухатнӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Тамара Локтева пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Тамара Локтева йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн 70 ҫул тултарсан куҫне хупнӑ. Вӑл юрӑҫ та, концертсемпе массӑллӑ мероприятисен ертӳҫи те пулнӑ.
Пултаруллӑ юрӑҫ республика, хула шайӗнче иртнӗ мероприятисене чылай ҫул ертсе пынӑ. 20 ҫулта вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм Союзри вокалистсен конкурсӗн лауреачӗн ятне тивӗҫнӗ.
Тамара Локтева Чӑваш музыка театрӗн хорӗнче, «Атӑл» вокалпа инструмент ансамблӗнче юрланӑ. Ӑста юрӑҫ Пӗтӗм тӗнчери вырӑс романсӗн конкурсӗн лауреачӗ те пулнӑ. Сӑвӑ вулама та пӗлнӗ вӑл. 1989 ҫулта Тамара Локтева Калининградра иртнӗ Пӗтӗм Союзри сӑвӑ вулакансен конкурсӗнче гран-при ҫӗнсе илнӗ.
Тамара Локтевӑпа ыран Христос ҫуралнӑ ятпа ҫӗкленнӗ храмра сывпуллашӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |