Ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринчен Шупашкарти урамсенче куҫса ҫӳрекен вулавӑшсем пулӗҫ. Ку вӑл — Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн пуҫарӑвӗпе пулнӑ япала.
Мобильлӗ вулавӑшсене Шупашкарти кӳлмекре, Республика тӳремӗнчи скверта, Студентсен скверӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Мобильлӗ вулавӑшсене QR-кодпа тивӗҫтерӗҫ. Вӗсем электрон меслетпе вуламалли кӗнекесен каҫҫине кӑтартрӗҫ. Ҫапла майпа элеткрон кӗнекесене смартфон е планшет урлӑ вулама май килӗ. Сӗнекен литература шутӗнче — тӗнче, Тӑван ҫӗршыв тата ача-пӑча литератури. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫинчен калакан кӗнекесене те куҫса ҫӳрекен вулавӑшсем пулӑшнипе вулама май килӗ. Ҫынсем «буккроссинг» текен кӗнекепе ылмашмалли пӗтӗм тӗнчери юхӑма та хутшӑнайӗҫ. Ятарлӑ ҫӳлӗк ҫинчен вӗсем хӑйсене килӗшнӗ кӗнекене илме, ун вырӑнне урӑххине хӑварайӗҫ.
А. Николаев ячӗллӗ, Шупашкара — 500 ҫул парксенче тата Лакрей вӑрманӗнче тата Шупашкар ҫыннисем канма юратакан тӑватӑ ҫӗрте кӗнеке вуласа ларма хатӗрленӗ вырӑнсем пулӗҫ.
Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури хула строительствипе ҫыхӑннӑ саккунсене пӗр компани пӑснине тупса палӑртнӑ.
Тулли мар яваплӑ ҫав общество Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ лаптӑк ҫинче автозаправка тума пуҫланӑ иккен. АЗСӑн диспетчер пункчӗн ҫуртне ҫӗклеме ӗлкӗрнӗ, топливо цистернисене вырнаҫтарнӑ, лаптӑка асфальт сарнӑ, станцие кӗмелли ҫулсене тунӑ тесе пӗлтерет «Хыпар» хаҫат.
Ирӗк илмесӗрех капиталлӑ ҫурт объекчӗсене тунӑшӑн самай ҫирӗп яваплӑх палӑртнӑ. Юридици вӑйӗнчи тытӑмсемшӗн — 500 пинрен пуҫласа 1 млн тенкӗ таран штрафлама юрать е 90 талӑк таран ӗҫлеме чармашкӑн пултараҫҫӗ.
Тӗрӗслев кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса прокурор общество тӗлӗшпе адмӗҫ пуҫарнӑ, компание административлӑ майпа явап тыттармашкӑн республикӑн Арбитраж судне ыйту ҫырса панӑ. Нумаях пулмасть суд тулли мар яваплӑ обществӑна 500 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче тутарсем хӑйсен наци уявне Сапантуя паллӑ тӑвӗҫ.
ЧР правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Чӑн-чӑн праҫник пулӗ-мӗн. Унтан пурте наци вӑййисене хутшӑнма пултарӗҫ: шӑчӑ ҫине хӑпарӗҫ, михӗсемпе чупӗҫ, куҫ хупса куршак ҫӗмӗрӗҫ, вӗрен туртӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе чыслӗҫ. Уяв кунӗнче кану паркӗнче тутар апат-ҫимӗҫне сутакан павильонсем ӗҫлӗҫ. Ҫавӑн пекех алӗҫӗсене туянма та май пулӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем наци юррине юрлӗҫ, ташлӗҫ. Мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш шкула ТЭЦ-1 предприятире ӗҫленӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗн Михаил Кузнецовӑн ятне панӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков кун тӗлӗшпе постановление алӑ пуснӑ.
Михаил Кузнецов 1923 ҫулта Чулхула облаҫӗнчи Иккӗмӗш Кузнецово ялӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ӑна Хӗрлӗ ҫара илнӗ, Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, Украинӑна, Польшӑна ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте пулнӑ. Пилӗк хут аманнӑ.
Фронтовик Одер юханшыв хӗрринче палӑрнӑ. Паттӑрлӑхне кура ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкарта пурӑннӑ, 1954 ҫулта ТЭЦ-1 предприятире ӗҫленӗ. 25 ҫул тар тӑкнӑ вӑл унта.
Суйлав ҫывхарать тесе кам мӗн кӑна тума хатӗр мар-ши ӗнтӗ! Шупашкарта суйлав умӗнхи хура технологисем кӗрсе пыма тытӑнни пирки Чӑваш патшалӑх телекуравӗпе радиокомпанийӗ пӗлтерет.
Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ хитре щитсене халӑх уйрӑмах йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче касса пӗтернӗ иккен, хӑшӗсене сӑрӑпа вараланӑ. Шупашкар тӑрӑх тӳре-шара инспекци пухсах ҫӳренӗ те вандалсем пур плаката та тӗкӗнменнине асӑрханӑ.
Акӑ, Мир проспектӗнчи тата «Шупашкар» пасар патӗнчисенех илсен те ҫапла пӗтӗмлетме май килнӗ иккен. Сӑнсене тискерлетес тӗллев лартнисем плакатсене сиен кӳнипех ҫырлахман, унта ӳкернисене те сӑнсӑрлатнӑ-мӗн. «Мадагаскар» суту-илӳпе кану комплексӗ патӗнчи ҫавӑн пек плаката хула службисем комисси пырасса кӗтсе тӑман — пуҫтарса илнӗ.
Плакатсене ҫу уйӑхӗн каҫхине хур туса ҫӳренӗ имӗш. «Антей сервис» компанин ӗҫ тӑвакан директорӗ Наталья Ванеркина Олег Ялугинпа иккӗшӗн сӑнне йӑлтах касса илни пирки пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Ялугин ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен пӗрлешӗве ертсе пырать.
Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав проспекчӗн 31Б («Ҫеҫпӗл» кинотеатра хирӗҫ) ҫурчӗ ҫине Паллӑ чӗлхеҫӗн Иван Андреевич Андреевӑн асӑну хӑмине ҫакма палӑртнӑ. Пуҫламӑшӗ 15:00 сехетре.
Андреев Иван Андреевич 1928 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пирӗнтен 2011 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Василий Георгиевич Егоров патӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. Наукӑпа тӗпчев институтӗнче чӗлхе пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, 30 ҫул Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ, декан пулса ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра Республикӑри вӗрентӳ институтӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш чӗлхин синтаксисне, морфологине, сӑмах пулӑвне, орфографипе пунктуацине тӗпчесе 200 ытла ӗҫ, учебниксем ҫырса пичетленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 18–23-мӗшӗсенче Шупашкарта кинофестиваль саккӑрмӗш хут иртӗ. Конкурс программине тулли метражлӑ 11 фильма кӗртнӗ. Сахал йышлӑ халӑхсен конкурсӗнче 13 ӗҫ тупӑшӗ. Пӗтӗмпе фестивальте ҫынсем 43 фильм курӗҫ. Вӗсенчен 37-шӗ илемлӗ фильм, 6-шӗ — документлӑ.
Фестивале режиссерсем, продюсерсем, театрпа кино актерӗсем, киноведсем, кинокритиксем хутшӑнмалла. Пӗтӗмпе — 40 ытла ҫын. Ытти ҫулсенчи пекех фестиваль президенчӗ Карен Шахназаров пулӗ.
Сахал йышлӑ халӑхсен конкурсӗнче Пушкӑрт, Тутар, Якут, Буряти, Чӑваш республикисенчи, Алтай крайӗнчи фильмсене кӑтартӗҫ.
Фестивальте чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Етӗрне, Пӑрачкав, Красноармейски районӗсенче те иртӗ. Фильмсене унчченхи пекех тӳлевсӗр курма май пулӗ.
Фестивальте конкурса хутшӑнакан фильмсем:
• «Кино про Алексеева» (чӑв. Кино Алексеев ҫинчен), режиссерӗ Михаил Сегал (Раҫҫей)
• «Белая белая ночь» (чӑв. Шурӑ-шурӑ каҫ), режиссерӗ Рамиль Салахутдинов (Раҫҫей)
• «Как меня зовут» (чӑв.
Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа команда чемпионачӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем ҫеҫ юлчӗҫ. 38 кун кӑна. Ӑмӑртӑва ҫӑмӑл атлетсем кӑна мар хатӗрленеҫҫӗ-мӗн.
Михаил Игнатьев чемпионат вӑхӑтӗнче республикӑна килмешкӗн Олимп вӑййисен икӗ хут чемпионкине Елена Исинбаевӑна официаллӑ мелпе чӗннӗ.
«Чӑваш Ен» Патшалӑх телерадиокомпанийӗн спорт корреспонденчӗ Вячеслав Ильин Мускавра унпа тӗл пулнӑ.
— Эпир Мускавра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче лайӑх тупӑшрӑмӑр. Сочире пулнӑ хӗллехи Олимп вӑййисенче ҫӗнтертӗмӗр. Халӗ Шупашкарта Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хатӗрленӗпӗр, — тенӗ Елена Исинбаева спортсменка.
Чӑваш Енри колони-поселенирен ҫын тарнӑ. Анчах хайхи нумай вӑхӑт пытанса ҫӳреймен, часах ҫакланнӑ.
Хальхи тӗслӗхӗ 8-мӗш колонире пулса иртнӗ. Унтан 29 ҫулти арҫын тухса тарнӑ. Ӑна нумайлӑха та хупман-ха. 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха. Асӑннӑ вӑхӑтлӑха арҫынна Пуҫиле кодексри виҫӗ статьяпа: вӑрланишӗн, усламҫӑ ӗҫне ура хунишӗн тата хӗненишӗн — пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкар хулинчи Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗпе ӑсатнӑ.
Тӗрмере ирӗкри мар та, унта пӗр кунӗ те аран иртет пуль ҫав. Ларас вӑхӑта кӗскетес тенӗ-ши, тытсан вӑхӑта тӑсса парасси пирки шухӑшласа илмен-ши, анчах вӑл тарма шут тытнӑ. Колонири пӑтӑрмах пирки ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхи 21 сехет тӗлӗнче пӗлнӗ. Ирӗкре нумаях ҫӳреме май килмен, капкӑна ҫакланнӑ та.
Акан 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Смоленск облаҫӗнче «Астӑвӑм вахти» иртнӗ. Унта Шупашкарти 57-мӗш шкулти «Набат» тата 5-мӗш гимназири «Атӑл» шырав отрячӗсем хутшӑннӑ.
Шыравҫӑсен лагерӗ Горбатовщинӑра вырнаҫнӑ. Унта 1941 ҫулта стрелоксен 91-мӗш чаҫӗ тӑнӑ. Ҫапӑҫусем хӗрӳ иртнӗ. Ҫухатусем питӗ пысӑк пулнӑ.
Шкул ачисем икӗ эрнере хӗрлӗ армеецсен ӳт юлашкисене шыранӑ. Малтанах вӗсем ҫапӑҫу карттине тишкернӗ. Пӗрремӗш куннех пӗтнӗ ял патӗнче салтак шӑмми-шаккине тупнӑ. Ҫав ял ҫапӑҫусене пула ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ. Инҫех мар Мосин винтовкине тата каска тупнӑ. Бомба ванчӑкӗсем, гильзӑсем тата ытти япаласем ҫапӑҫусем хаяр пулнине тепӗр хут ӗнентернӗ. Салтаксен юлашки ӳтне, пушмаксене, противогазсене тата ыттисене икӗ метр тарӑнӑшӗнчен чавса кӑларнӑ.
Вырӑнти халӑх каланипе тепӗр ҫапӑҫу вырӑнне палӑртма май килнӗ. Шкул ачисем тупнӑ япаласене «Астӑвӑм вахти» штабне панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |