Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Элтепер

Вӗренӳ

Шупашкарти икӗ шкул Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкул шутне лекнӗ. Танлаштарӑва хатӗрленӗ RAEX аналитика агентстви аслӑ шкулсене кӗме пултаракан ачасене вӗрентсе кӑларнине тӗпе хурса тишкернӗ.

Юлашки виҫӗ ҫулта вӗҫӗмех ирттерекен танлаштарӑва Шупашкарти 3-мӗш лицей тата 5-мӗш гимнази кӗнӗ. Малтан асӑнни унти 44-мӗш вырӑн йышӑнать, тепри — 167-мӗш йӗркере.

Сӑмах май ҫакна та пӑлартмалла: Чӑваш Енри 20 вӗренӳ учрежденийӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 200 пин тенкӗ грантне тивӗҫнӗ. Списока Шупашкарти 4-мӗш лицей, 3-мӗш, 118-мӗш, 156-мӗш, 172-мӗш, 182-мӗш ача пахчисем, 1-мӗш гимнази, 2-мӗш лицей, 37-мӗш тата 49-мӗш тата районсенчи шкулсем тата ача пахчисем кӗнӗ. Вӑл укҫа вӗренӳ учрежденийӗсене самай вырӑнлӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, политик тата патшалӑх ӗҫченӗ пулма ӗмӗтленекен шкул ачипе тӗл пулнӑ. Шупашкарти предприятисенчен пӗринче кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулнӑ чух Татьяна Владимирова хӑйӗн ӗмӗт-шухӑшӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн чухне Элтепер хӗрачана Правительство ҫуртне чӗнме шантарнӑ.

Ӗнер Таня тата унӑн амӑшӗ Елена Александровна министрсем тата ӗҫ тӑвакан влаҫра тӑрӑшакан ытти тӳре-шара ӗҫлекен ҫуртра пулнӑ. Хӗрача хӑйне чӗнессине ӗненмен, йыхравланӑ хыҫҫӑн савӑннӑ тесе пӗлтернӗ.

Михаил Игнатьев унччен те шкул ачипе тӗл пулнӑччӗ. Вӑл арҫын ача Шупашкарти 5-мӗш гимназире (ӑна Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Инна Исаева ертсе пырать) вӗренетчӗ.

 

Республикӑра

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ячӗпе ҫырнӑ уҫӑ ҫырӑва канашсем петицисен порталӗнчен пӗринче пичетленӗ. Унта кӑтартнӑ дата — кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ.

«Хисеплӗ Владимир Владимирович! Эпир, Чӑваш Республикинчи Канаш хулинче пурӑнакансем, пирӗн ыйтӑва тимлӗх уйӑрма ыйтатпӑр», — пуҫланӑ петицие.

Унта шыв пӑрӑхӗ шӑтнипе утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шыв парассине чакарнине пула утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче типӗ ларнине, кайран хӑш-пӗр кун шыва графикпа пама тытӑннине ҫырса кӑтартнӑ.

Хулари «Водоканал» предприяти электроэнергипе тивӗҫтерекенсем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине пула йывӑрлӑх сиксе тухнӑ иккен.

Канаш хулинче утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шывпа тивӗҫтерессине чакарнине эпир те ҫырнӑччӗ. Ҫутӑ парассине чакарнӑ хыҫҫӑн насуссенчен улттӑшӗ ҫеҫ ӗҫленӗ. Пусӑм пӗчӗккипе шыв 4–5-мӗш хутсене ҫитеймен. Канашри шыв ыйтӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑччӗ, ун хыҫҫӑн ыйту татӑлнӑччӗ.

 

Вӗренӳ

Youtube видеохостингра Муркаш районӗнчи Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) ятпа видеочӗнӳ пичетленӗ.

Унта ҫапла каланӑ: «Хисеплӗ Владимир Владимирович! Пирӗн ялта, Кашмашра, малтанхи шкул кивӗ пирки ҫӗннине тӑвас ыйту ҫивӗч тӑрать. Ӑна тума 2015 ҫула палӑртнӑччӗ. Анчах патшалӑх программине саккуна пӑсса улӑштарнӑ: укҫа-тенкӗ уйӑрассине пӑрахӑҫланӑ, укҫана Чӑваш Ен Элтеперӗн тӑван ялӗнчи шкула тума янӑ. Вӑл шкула тӑвасси малтан нимле программӑра та пулман. Халӗ влаҫ органӗсем ҫӗнӗ шкул тӑвас вырӑнне ӑна пуҫӗпех хупасшӑн. Сире эпир юлашки шанчӑк, Раҫҫей Федерацийӗн шантаруҫи тесе Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗхе чарма ыйтатпӑр!», – тенӗ видеочӗнӳре.

Кунта калани ҫумне ҫакна хушса калама пулать: шкула Михаил Игнатьев тӑван ялӗнче мар, Янӑшра туса лартнӑ. Янӑшри малтанхи шкул сакӑр класc вӗренмелӗх ҫеҫ тата вӑл пӗчӗк те кивӗ пулни паллӑ. Унта халӗ таврари ялсенчи, ҫав шутра Мамӑш енчисем те, савӑнса вӗренеҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче уй-хирти хӗрӳ ӗҫ малалла пырать. Ӗнер ӗҫе правительство пайташӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ канашлура тишкернӗ.

Тунти кун тӗлне республикӑра 84,4 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пӑрҫа тата пӗрчӗллӗ культурӑна ҫулса пӑрахнӑ. Ҫакӑ планран 30 процент шутланать. Вӑтамран тухӑҫ пӗр гектартан 28,4 центнер тухать. Кунне вӑтамран республикӑра 7,1 пин гектар ҫинчен тырӑна тӗшӗлесе кӗртеҫҫӗ. Вырмара пурӗ 642 комбайн ӗҫлет.

Ҫӗр улмине пухса кӗртес ӗҫ те пуҫланнӑ. Республикӑри 8 муниципалитетра тытӑннӑ. Пахча-ҫимӗҫе республикӑра 5 районта пурӗ 34 га пуҫтарса илнӗ. 12 муниципалитетра пурӗ кӗрхи культурӑна 2,8 пин гектар акса хӑварнӑ.

«Палӑртма кӑмӑллӑ, Елчӗк районӗнче уй-хир ӗҫне ҫуррине пӗтернӗ те. Кӑтарту вӗсен чи лайӑххи — 52 процент. Вӗсем ир пуҫласа кунӗ-ҫӗрӗпе уйра, ыттисен ырӑ тӗслӗх илмелле», — тесе каланӑ Чӑваш Ен Элтепрӗ Михаил Игнатьев.

Республикӑра кая юлса пыраканнисем: улатӑрсем, хӗрлӗ чутайсем, муркашсем, куславккасем, сӗнтӗрвӑррисем.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер «ДАВ – Руссланд» обществӑн пуҫлӑхӗпе Норберт Рихтерпа тӗл пулнӑ.

«ДАВ – Руссланд» Роберт Мурьян нимӗҫӗн амфиболин савучӗн йышӗнче шутланать.Предприяти строительствӑра усӑ куракан тӗрлӗ хатӗр кӑларать, ҫав шутра — сӑрӑ, лак таврашӗ таранах.

Норберт Рихтер «ДАВ – Руссланд» компани филиалӗсем Питӗрте, Воронежра, Хусанта, Самарта, Сочире, Волгоградра тата ытти хулара пуррине пӗлтернӗ.

Чӑваш Ен ертӳҫи республикӑра инвестици хывма меллине, бизнеса вӑй илме инфратытӑм хатӗррине палӑртнӑ.

«Чӑваш Республики инвестици явӑҫтарассипе кулленех тӑрӑшать, республика экономики аталанса вӑй-илсе пытӑр тесе тимлет. Эпир пуҫаруллӑ тата инвестициллӗ проектсене яланах хапӑл туса йышӑнатпӑр. Пире ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хӑватлӑ, пысӑк пуласлӑхлӑ предприятисем кирлӗ. Пирӗн халӑх ӗҫлеме юратать», - тенӗ Михаил Игнатьев.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре инкеклӗ лару-тӑру пулнине алӑ пусса палӑртнӑ. Йӑлтах – вӑраха тӑсӑлнӑ ҫумӑра пула. Ҫавна май тыр-пула пухса кӗртме ӗлкӗрмесен те пултараҫҫӗ-ҫке-ха.

Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче республикӑра инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки Элтепер алӑ пуснӑ. Юлашки кунсенче уяр та ӑшӑ ҫанталӑк тӑни ял хуҫалӑхӗсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме май парать.

Михаил Игнатьев документра ҫутҫанталӑкран шар курнӑ ял хуҫалӑх производителӗсене пулӑшас енӗпе мероприятисен планне хатӗрлеме те сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43976
 

Республикӑра

Ӗнер Шупашкар хули 548-мӗш ҫуралнӑ кунне уявларӗ. Ҫак кун уяв ячӗпе пухӑннӑ ентешсене Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополитчӗ Варнава ӑшшӑн саламланӑ. «Кунта ӗҫчен те пултаруллӑ халӑх пурӑнать. Вӗсене пула, тӑван хуламӑр кунран-кун ешерсе илемленсе, хӑватланса пырать. Турӑ пурне те пулӑштӑр. Пӗрне-пӗри яланах хисеплӗр, тарават пулӑр, килӗштерсе, ӑнланса пурӑнма тӑрӑшӑр», - тесе пилленӗ Шупашкар тата Чӑваш Ен Епархийӗн Управляющийӗ.

Михаил Игнатьев Элтепер хула ҫыннисене ырӑ суннӑ.

Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн сӑмахӗнче пухӑннӑ халӑха саламланӑ май муниципалитет Раҫҫейри чи таса та хӑрушлӑхсӑр вунӑ хула йышӗнче пулнине пӗлтернӗ. «Эпир — ҫӗршыври чи хӑтлӑ, илемлӗ хуласенчен пӗринче пурӑнатпӑр. Чи пахи, кашни ҫын хула аталанӑвӗшӗн хӑйӗнчен мӗн килнине пурнӑҫлани. Шупашкар – пирӗн кил, сирӗн ҫӗнтерӗвӗрсен хули!», — тенӗ вӑл.

 

Экономика

Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти «Элита» ҫӗвӗ хапрӑкӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне уявланӑ. Унта ӗҫлекенсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев сумлӑ кунпа саламланӑ, производствӑна кал-кал ӗҫлеттернишӗн, тавара туянакансене тупма пултарнишӗн мухтанӑ.

Михаил Игнатьев 25 ҫул каялла хапрӑка ӗҫлеттерсе янӑ, хапрӑкӑн малтанхи директорӗ пулнӑ Вера Морозована та уйрӑммӑн ырласа каланӑ. «Эсир хальхи вӑхӑтри производство йӗркелесе янӑ тата тивӗҫлипе хӑвӑр ывӑлӑра, ӗҫ династине тӑсакана, ӳстернӗ», — тенӗ май республика ертӳҫи ӳсекен ӑрӑва йӑлана кӗнӗ хаклавсене тӗпе хурса ачасене тивӗҫлӗ воспитани парассинче, ҫемьери хутшӑнусене йӗркелессинче Вера Морозова тӗслӗх пулса тӑнине палӑртнӑ.

Ҫӗвӗ хапрӑкӗн савӑнӑҫлӑ пухӑвӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче иртнӗ.

 

Чӑваш Енри управляющи компанисем ресурссемпе тивӗҫтерекен организацисем умӗнче пӗр миллиард ытла тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, 1 миллиард та 210 милион тенке. Ку парӑм, тӗпрен илсен, ҫутӑшӑн, газшӑн вӑхӑтра татӑлса пыманнипе пуҫтарӑнса кайнӑ.

Усӑ курнӑ пулӑшушӑн тӳлеменнисем пирки республикӑра унччен те сахал мар калаҫнӑ, канашлусем пухнӑ. Ӗнер ку ыйтӑва черетлӗ хутчен хускатнӑ. Хальхинче Право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен республикӑри координаци канашӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Михаил Игнатьев Элтепеи ертсе пынӑ.

Управляющи компанисен пӗтӗмӗшле парӑмӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 1,2 миллиардран иртнине кура калаҫу ҫивӗч пулнӑ. Тӳлев виҫи уйрӑмах пысӑккисене ларӑва та чӗннӗ. Йӗркеллӗ тим'меннисене ӗҫлеме мӗншӗн лицензи мӗншӗн пани таранах яваплисене сӑмах лекнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, [119], 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, ... 168
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ака, 30

1909
115
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
110
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
95
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй