
Эпир сирӗнпе нумай пулмасть Бутан ҫӗршывӗнчи Кури Чу юханшывӗ хӗррипе ҫӳресе куртӑмӑр. Паян вара Тула облаҫӗнчи Песковатски ялне ҫитсе пӑхӑпӑр. Енчен те инҫетри Монграна эпир ӑнсӑртран лекрӗмӗр пулсан — кунта вара ятарласа ҫул тытрӑмӑр. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Ара, хальхи вӑхӑтра эпир Василий Смирнов ҫырнӑ «Саша Чекалин» повеҫе мӑшӑрлатпӑр. Унта вара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ 16 ҫулхи ҫамрӑк каччӑ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Александр Павлович шӑп та шай ҫак ялта, Песковатски (выр. Песковатское) ятлинче, ҫуралнӑ та.

Малтанах ку яла Яндекс картти тӑрӑх ҫитме май пулӗ тесе шутларӑмӑр та, шел те вӗсен машинисем ҫак инҫетри яла килсе каяйман. Ирӗксӗрех Google картти ҫине пӑхма тиврӗ — кусен аппаратури вара кунта пулнӑ.

Яла кӗнӗ май мӗн куҫа курӑнать? Чи малтанах, Р92 ятлӑ ҫула хунарсемпе ҫутатнӑ, ҫулӗ такӑр, шӑтӑк-путӑк ҫук (Бутанри ҫула саплани курӑнатчӗ). Тата, паллах, йӑмрасем.

Ҫакӑн ятлӑ юханшыв тӗнчери хӑш кӗтесре юхни пирки, пӗлсех калатӑп, сирӗнтен нихӑшӗ те пӗлмест. Хам та, чӑннипе паянччен пӗлмен. Анчах, пирӗн телее, хальхи вӑхӑтра ҫулҫӳреве тухас тесен пысӑк укҫа пухма кирлӗ мар — Google карттине уҫмалла та тӗнчери пӗр-пӗр кӗтесе пусмалла. Вара хӑвӑрт кӑна чылай вырӑна лекме, унти тӗлӗнтермӗшсемпе паллашма пулать.
Хальхинче те эпӗ ҫавнашкалах турӑм. Бутанри пӗр кӗтесе пусрӑм та инҫетри сӑртлӑ-туллӑ вырӑна лекрӗм. Кӑсӑкли, тӗлӗнтерекенни вара кунта сахал мар. Атьӑр, кӑштах ҫак инҫетри ҫӗршыв тӑрӑх, Кури Чу ятлӑ юханшыв хӗррипе ҫӳресе пӑхар.
Бутан — буддистсен ҫӗршывӗ, сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ. Тӗп хули — Тхимпху. Патшалӑха Джигме Кхесар Намгьял Вангчук ятлӑ патша ертсе пырать. Сӑмах май, патша пуҫлӑх пулнине вӗсен конституцийӗнче ҫирӗплетнӗ.
Тхимпху ҫӗршывӑн анӑҫ енче вырнаҫнӑ, пире ӑнсӑртран лекнӗ юханшыв вара патшалӑхӑн тухӑҫ енӗнче юхать — Китайри Лходжар урлӑ, Бутанри Лхунци, Монгран хӗррипе иртсе Дангма Чу юханшыва юхса кӗрет. Сӑмах май, «чу» тени, ахӑртнех, вырӑнти чӗлхере юханшыва пӗлтерет пулас — кашни ят ҫумӗнче тенӗ пекех вӑл пур.

«ОРТ» телеканал Патӑрьелте пулса репортаж хатӗрленӗ.
Патӑрьелте икӗ гектара яхӑн ҫӗре таса мар шывсем вараланӑ. Шурлӑх шӑрши кӗнине вырӑнтисем йӑлари хытӑ каяш шывӗ юхса тӑнипе ӑнлантараҫҫӗ. Канализаци шывӗ тасатмалли сооруженирен юхать иккен. Таса мар шыв ҫутҫанталӑка вараланин сӑлтавне ОТР корреспонденчӗ Марина Рябцева шыранӑ.
Патӑрьелти Дина Ванина каланӑ тӑрӑх, унӑн килӗнчи ҫӑлкуҫри шыв каллех вараланнӑ. Вӑл шӑварма ҫеҫ юрӑхлӑ. Еҫмелли шыва лавккара туянма тивет. Ялта централизациленӗ шыв пӑрӑхӗ ҫукран ҫынсем ҫӑлтан шыв ӑсса пурӑнаҫҫӗ.
Тасатмалли сооружени йӗркеллӗ ӗҫлеменни пирки вырӑнтисем администрацие те, Роспотребнадзорпа прокуратурӑна та ҫырнӑ. Сӑмаха ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксемпе видеосем янӑ. Анчах тӳре-шара укҫа ҫук тесе калать-мӗн.

«Хорӑн ялӗнчен уйрӑлса тӑватӑ вырӑнта тӑватӑ ял — Кӗсмӳ (шыв пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ), Пашалукасси тата Чаканар ялӗсем пулса кайнӑ… Ялсем пысӑклансан, обществӑсем тунӑ вӑхӑтра, Мӑн Муркашне, Шаптакне тата Ҫӗньялне (ун чух Ҫурлатӑрри ялӗ пулман) пӗрле Перво-Васькинское общество тесе ят панӑ. Пирӗнне, тӑватӑ ялне пӗрле, Второ-Васькинское общество тенӗ... 1866 ҫултанпа вӗсем уйрӑм ялсемех шутланнӑ. 29. 08. 1963 вӗсене пӗрлештерсе пӗр Хорной ялӗ тесе ҫырма пуҫлаҫҫӗ», — тенӗ Н.Г. Петровский (1908-1984) хӑйӗн «Хыркасси-Муркаш: кунҫулӗ, ӑс-хакӑлӗ, ҫыннисем» кӗнекинче (Ш., Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2016). Кӗнеке тӑватӑ ҫул каяллах тухса саланса пӗтнӗ. Апла пулсан та, ӑна ытти ҫӗр-ҫӗр кӗнекерен уйӑрса, виҫ сӑмах калас терӗм.
Кӗнеке пуян, тирпейлӗ, кирек хӑш вулакана та килӗшмелле. Ӗлӗк-авалхи юмах-сӑмах, йӑла-йӗрке, Холавар халапӗ, Хоракасси пасарӗ, Пугачев вӑхӑчӗ, Шорча вӑрҫи, Чемей пӑлхавӗ, революцисем, элтешлӗх вӑрҫи, 1935 ҫулта Мускавра колхозние-ударниксен съездӗнче пулни, Чалтан (Отечественнӑй) вӑрҫӑсем... Колхоз аталанни те саланни, шкулсем уҫӑлни те хупӑнни, ӗҫпе ҫар паттӑр ҫыннисем, учительсем, председательсем-бригадирсем, механизаторсем, бухгалтерсем, тухтӑрсем, фермерсем.

Улатӑрта пурӑннӑ 29 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Ҫӑлавпа шырав слжбин ӗҫченӗсем унӑн виллине Улатӑр юханшывӗ тӗпӗнчен кӑларнӑ.
Ку инкек ӗнер, вырсарникун, пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 29-ти арҫын юханшыв урлӑ ишсе каҫма тӑнӑ. Унпа пӗрле тусӗ те пулнӑ.
Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Шел те, вӑл тепӗр ҫыран хӗррине ҫитеймен, вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш Енре 10 ҫын путса вилнӗ.

Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыв навигацине ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен уҫӗҫ.
Пассажирсене пӑрахутпа «Шупашкар – Йӑлӑм – Шупашкар» тата «Шупашкар-Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа турттарӗҫ.
Пӑрахутсене ҫӳретме самай тӑкаклӑ. Ҫавна республика Правительствипе Шупашкар хула администрацийӗнче аван ӑнланаҫҫӗ. Пассажирсене турттарса тӑкакланнин пӗр пайне «Шупашкарти юханшыв порчӗ» акционерсен обществине хула хыснинчен саплаштарӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӗллевпе 7 миллион та 95 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫапла пулӑшни юханшыв трамвайӗн хакне ҫынсемшӗн меллӗ тума пулӑшӗ.

Сӑра тасатма ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Иван Моторин чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ распоряжение республикӑри влаҫ органӗсен сайтӗнче вырнаҫьӑ.
Пӗтӗмпе 10 785,54 тенкӗ уйӑрӗҫ. Ӑна Ҫӗмӗрле администрацине куҫарса парӗҫ. Ку укҫа-тенкӗпе Сӑрӑн сылтӑм енне тасатӗҫ.
Палӑртмалла: Ҫӗмӗрле хулишӗн Сӑр юханшывӗ шыв ҫӑлкуҫӗ шутланать. Ҫӗмӗрле водоканалӗ ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫӗшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Предприяти ҫынсене сивӗ шывпа тивӗҫтерет.

Мари Элта Шупашкар ҫамрӑкне шыраҫҫӗ. Вӑл юханшыв хӗрне похода кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Александр Пименов пӗр талӑк ҫыхӑнӑва тухмасть.
Александр похода кайма юратать. Вӑл темиҫе кун унта ҫуран ҫӳрет. Хӗлле те похода кайма юратать. Мӑнкун умӗн вӑл амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ та кирлӗ ҫӗре, Иван Беляк ятлӑ ял ҫывӑхне, ҫитнине пӗлтернӗ.
Александр Пименов ҫухалнӑ ҫӗрте ӑна ҫӑлавҫӑсем шыраҫҫӗ. Юханшыв пӑрӗ ҫинче ура йӗррисем пур. Тусӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл шыв ӑсма кайнӑ та пӑр айне ӳкнӗ. Ҫӑлавҫӑсем пӑра катаҫҫӗ, анчах хальлӗхе нимӗнле хыпар та ҫук.

Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкар тӗлӗнче Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енне мотоциклпа каҫма тӑнӑ ҫамрӑк инкеке лекнӗ.
Икӗ урапаллӑ хатӗрпе вӗҫтерсе пыраканскер ҫыран хӗрне ҫитесси пӗр 500 метр юлсан шар курнӑ. Юрать-ха, хӑй ҫӑлӑнма пултарнӑ. Анчах пӑр айне лекнӗ тимӗр тусне туртса кӑларас тесе вӑл тӑватӑ сехете яхӑн нушаланнӑ.
Инкек кӑнтӑрлахи 11 сехетсенче «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санатори ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ. Мотоцикла шывран кӑларас тесе каччӑ 14 сехет те 50 минутчен тапаланнӑ. Май килменнине кура ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн шыравпа ҫӑлав тытӑмӗнче ӗҫлекен специалистсем пӑр ҫийӗн ҫӳреме хӗлле те хӑрушшине аса илтереҫҫӗ. Ҫитменнине тата — транспортпа. Ҫуркунне вара каламасӑрах паллӑ.

Шупашкар районӗнчи Лакӑр ялӗнче пурӑннӑ виҫӗ ҫулти хӗрача шыва путнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек пирки йӗрке хуралҫисене ӗнер, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, систернӗ. Халӗ ку ӗҫпе тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Унтан та ытларах — ӗҫ-пуҫа Раҫҫей следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрассине пӗлтернӗ.
Тӗпчевҫӗсен пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, виҫҫӗри хӗрача асӑннӑ ялпа юхса иртекен Йӑршу юханшывне путнӑ. Ача шывпа чыхӑнса мар, шӑнса кӳтнипе вилнӗ имӗш.
Тепӗр хутчен палӑртар: тӗпчев малалла пырать, инкек сӑлтавӗ, ачана кам пӑхса ҫитерейменни, вӑл шыв хӗрне мӗнле майпа ҫитсе тухни каярах паллӑ пулӗ.
