Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче легендарлӑ Василий Чапаева асра тытса моноспектакль лартӗҫ.
Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тата Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ ентешӗмӗр, Хӗрлӗ ҫарӑн дивизийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Чапаев пирки спектакль лартма театр артисчӗ Дмитрий Михайлов сӗннӗ иккен.
Дмитрий спектаклӗн режиссёрӗ те, артисчӗ те вӑл хӑех пулӗ. Авторӑн идейине пурнӑҫа кӗртме Владислав Николаев драматург тата журналист килӗшнӗ.
«Владислава эпӗ спектакль валли материал хатӗрлесе пама ыйтрӑм. Унпа ҫав темӑна сӳтсе явнӑ чухне ӗҫе монопьеса формачӗпе йӗркелес шухӑш патне пырса ҫитрӗмӗр. Текста хатӗрлеме икӗ уйӑха яхӑн кирлӗ пулчӗ. Ҫав вӑхӑтра эпир вӗҫӗмех ҫыхӑну тытса ӗҫлерӗмӗр, канашларӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ театр артисчӗ Дмитрий Михайлов.
Ҫӗнӗ ӗҫпе ҫу уйӑхӗнче паллаштарма палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Балерина Надежда Павлова» кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ. Ӑна XX ӗмӗрти пултаруллӑ балеринӑн, СССР халӑх артисткин, Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Надежда Павлова балеринӑн пултарулӑхне халалланӑ.
Надежда Васильевна 1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ача чухне вӑл Пионерсен ҫуртӗнчи балет кружокне ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне хӗрачан Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ аван сисӗннӗ, кайран вӑл ҫӗршыв шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Балерина Мускавра пурӑнать.
Кӑларӑмӑн авторӗ-составителӗ — Светлана Потемкина. Кӗнеке-альбома 1000 тиражпа пичетлесе кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви культурӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсене хаклама сӗннине эпир нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: преми илме тӑратнӑ ӗҫсем хушшинче «Хуркайӑк ҫулӗ» балет та пурччӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра тӑратнӑ ӗҫе театрта ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче курма май килӗ. Симфони оркестрне Никита Удочкин ертсе пырать. Тӗп партисенче — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Анна Серегина (Пинеслу), Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Дмитрий Поляков (Хӗвел) тата Милана Ишуткина (Сехмет). Сӑмах май каласан, «Хуркайӑк ҫулӗ» балета сцена ҫине 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑларнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, республикӑри тӑватӑ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Хушӑва Олег Николаев Элтепер алӑ пуснӑ.
Сумлӑ йышра – «Эстрада артисчӗсен союзӗ» общество организацийӗн вице-президенчӗ Валентина
Анисимова, Тӑвай районӗнчи Вӑрманти Тӑрӑнти культура ҫурчӗн заведующийӗ
Татьяна
Ефимова, Елчӗкри ача-пӑчан ӳнер шкулӗн преподавателӗ Римма Парферьева, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп администраторӗ Роза Степанова.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, драматург, педагог, публицист, Ефим Никитин (1912-2022) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ.
Ефим Никитин 1912 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унчченхи Ҫӗрпӳ уесӗнчи, хальхи Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри театр техникумӗнче сцена искусствине, Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗнчи актер уйрӑмӗнче, Дон ҫинчи Ростов хулинче режиссёрсен курсӗнче вӗреннӗ.
1933-1940 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актёрта тата режиссёр ассистентӗнче, пукане артистӗнче ӗҫленӗ.
Комсомольскинчи колхоз театрӗнче илемлӗх ертӳҫинче тата актёрта та тӑрӑшнӑ.
1943-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ йӗркелекен XXVI пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ ака уйӑхӗн 8-17-мӗшӗсенче иртӗ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, классика хореографийӗнчи шедеврсемпе (сӑмахран, А. Аданӑн «Жизель» балечӗ, Л.Минкусӑн «Дон Кихочӗпе» пӗрлех «Титан’ия» (Г. Малер музыки) тата «Болеро» (М. Равель) пӗр актлӑ балетсем те пулӗҫ. Юлашкинчен асӑннисен премьерисене Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллипе хатӗрленӗ. Вӗсене куракансем патне ака уйӑхӗн 8, 9-мӗшӗсенче ҫитерӗҫ.
А. Айгин музыкиллӗ пӗр актлӑ «Арлекинада. NEW» балет та куракансене килӗшӗссе шанаҫҫӗ.
Пермьри патшалӑх хореографи училищин артисчӗсем СССР халӑх артисткине халалласа концерт кӑтартӗҫ. Вӑл ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗн концертмейстерӗн Евгений Красновӑн сумлӑ юбилейӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, сцена ӑсти спектакльсемпе концерт программисене ҫур ӗмӗре яхӑн илем кӳрет, музыка илемӗпе куракансен чунӗсене тыткӑнлать.
Евгений Краснов Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Студент чухне Тутарстанри Муса Джалиль ячӗллӗ патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Консерваторирен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӑна Шупашкарти Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи симфони оркестрне пӗрремӗш скрипкӑсен ушкӑнне ӗҫе илнӗ. Евгений Краснов кирек мӗнле музыка жанрне те (опера-м вӑл е балет-и, оперетта-и) пӗр пек илем кӳме ӑста.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗн, баритон-сасӑллӑ Иван Николаев солистӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ.
Иван Николаев Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инстиутӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Ен халӑх артистки, Валентина Смирнова-Геворкян профессор класӗнче вӗреннӗ. 2011 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑскер сцена ҫинчи 10 ҫулхине халаллӗ.
Уяв каҫӗнче анлӑ сарӑлнӑ классика, хитре хореографи номерӗсем, халӑх юррисем, эстрада хичӗсем тата ытти композици пулӗ. Ҫав концертра сцена ҫине Сартури тата Краснодарти солистсем, «Артикль» вокал проекчӗн ӑстисем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ тухӗҫ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Шкул ачисене халӑхсен культурипе ҫыхӑннӑ конкурса хатӗрлесси» темӑпа вӗренӳ семинарӗсен ярӑмне ирттернӗ. Кун пирки вӗренӳ учрежденийӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Семинарта республикӑри ятлӑ-сумлӑ пултарулӑх ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова сцена пуплевӗн ӑсталӑхӗ ҫинчен каласа панӑ, илемлӗ вулав техникипе практикум ирттернӗ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш Енӗн халӑх артистки Лидия Попова «Чӑваш ташшин культури» темӑпа ӑсталӑх урокӗ ирттернӗ. Ку занятире семинара хутшӑннисем ташӑ картине епле йӗркелемелли мелсемпе паллашнӑҫ, чӑваш картин хӑш-пӗр хусканӑвне тума вӗреннӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ертсе пыракан солисчӗн Татьяна Прытченкован пултарулӑх каҫӗ иртӗ.
Сцена ӑсти Прытченкова 2002 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ – университет) музыкӑпа педагогика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Талпӑнуллӑ хӗр унпах та ҫырлахман – Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне вӗренме кӗнӗ, унта «Вокал искусстви» специальноҫа алла илнӗ. Пултарулӑхне вӑл Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки А. Сергеева-Зинкина профессор класӗнче вӗреннӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хорӗнче, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче ӗҫленӗ. 2009 ҫултанпа — оперӑпа балет театрӗн солистки. 2019 ҫулта Татьяна Прытченкова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки» ята тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |