Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артистки Надежда Демидова 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ Фейсбукра паян пӗлтернӗ.
Надежда Демидова 1970 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинчи вокал уйрӑмӗнче вӗреннӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вокал ӑсталӑхне алла илнӗ.
Чӑваш патшалӑх хор капеллинче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи «Ҫеҫпӗл» ансамбль солисткинче ӗҫленӗ. 2000 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче хор солистки пулса тӑрӑшать.
Паян, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ пултарулӑх ушкӑнӗ гастроле тухса кайнӑ. Йыша ӳнер учрежденийӗн илемлӗх ертӳҫи Юрий Филиппов ертсе пырать.
Пукане театрӗн артисчӗсем Улатимӗр тата Рыбинск хулисенче спектакль кӑтартӗҫ. Вӗсем Улатимӗрти тата Рыбинскри пукане театрӗсен сценисем ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Гастроль чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен пырӗ.
Инҫе ҫула артистсем Ева Лисинан «Лопухий Илюк», Самуил Маршакӑн «Кошкин дом» спекталкьсемпе тата «Петушок – золотой гребешок» вырӑс халӑх юмахӗпе тухса кайнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Елизавета Шайдукова (Кутускина) артистка 85 ҫул тултарнӑ.
Елизавета Шайдукова 1935 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Якунекасси ялӗнче ҫуралнӑ. Штанашри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Питӗр хулине тухса кайнӑ, икӗ ҫултан тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Ӑна Республикӑн куҫса ҫӳрекен театрӗн труппине ӗҫе илнӗ. Професси ӑсталӑхне хӑйӗн пекех ҫамрӑк актерсемпе – Вера Голубевӑпа, Илья Шайдуковпа – туптанӑ.
Хитре сӑнлӑ, уҫӑ сасӑллӑ, хитре юрлакан хӗре Ҫамрӑксен театрне ӗҫе илнӗ. Унта вӑл 1959-1997 ҫулсенче ӗҫленӗ.
Елизавета Шайдукова – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР халӑх артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлева ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа юбилей каҫӗ иртӗ.
Нина Яковлева Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче 1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Хунар ҫутипе кӗнеке вулама юратнӑ тата колхоз театрӗ лартакан спектакльсене каҫса каясла пӑхнӑ. Театр ӳнерне шӑпах ҫавӑн чухне килӗштерме тытӑннӑ та вӑл. Мускаври ГИТИСран вӗренсе тухнӑ, 1961 ҫулта театрта ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтанпа вӑл нумай спектакль калӑпланӑ. Ӑна халӑх юратса йышӑнать.
Республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен иртекен палнеркӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана черетлӗ ҫуралнӑ кунӗпе саламланинчен пуҫланӑ.
Чӑваш сценин хӑватлӑ ӑсти канашлӑва хӑй хутшӑнман-ха. Апла пулин те республика ертӳҫи тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ҫыннине ӑшӑ кӑмӑлпа тата пысӑк хурса хакланине палӑртса хӑварнӑ. Олег Николаев Вера Кузьмина пирки «ӗҫченлӗх тӗслӗхӗ» тесе каланӑ.
Вера Кузьмина – СССР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ, «Ылтӑн маска» наци премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Вера Кузьминична паян 97 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ те сцена ҫине тухса куракана хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать.
Паян, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл 1960 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Надежда Кириллова Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1983 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта 2014 ҫулччен ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тӗрлӗ сӑнар калӑпланӑ. 2013 ҫулта Питӗрти театр ӳнерӗн академийӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Паян Надежда Кириллова республикӑра иртекен пултарулӑх мероприятийӗсене, конкурссене хастар хутшӑнать.
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче икӗ артиста хӗсмете ӑсатнӑ. Салтак ячӗ Александр Игнатьев тата Григорий Петров ҫамрӑк ӑстасен тухнӑ.
Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме каякан ҫамрӑксене театр коллективӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Яшсене ырӑ сунса театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Владимиров, РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Аркадий Андреев тата Николай Сергеев сӑмах каланӑ.
Наталья Яклашкина дирижер «CA MAESTOSO» пӗтӗм тӗнчери музыка конкурсӗнче гран-прие тивӗҫнӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пынӑ. Ун пек конкурса кӑҫал пуҫласа ирттернӗ. Кӑшӑлвирус тени канӑҫӑрлантаракан саманара пултарулӑх тупӑшӑвне инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ. Йӗркелӳ комитечӗн тата тӳресен председателӗ Борис Тараканов академик, профессор пулнӑ.
Наталья Яклашкина – Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин дирижерӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Воюцкая чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 60 ҫул тултарӗ. Ҫав кун К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи дпама театрӗнче «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакль кӑтартӗҫ.
Надежда Воюцкая Вӑрнар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ.
Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем кашниех хӑйне евӗр. Сӑмахран, Борис Чиндыковӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакльте вӗҫӗм хӳхлекен Марине ятлӑ ача ролӗнче вылянӑ. Вӑтӑр урлӑ каҫнӑ хӗрарӑма ача сӑнарне ӗнентерӳллӗн калӑплама ҫӑмӑл пулман, анчах тӑрӑшни сая кайман. Ку спектакльпе театр тӗрлӗ хулана ҫитнӗ, конкурссене хутшӑннӑ, сумлӑ вырӑнсем йышӑннӑ.
Раҫҫей халӑх артисчӗ Вера Голубева пурнӑҫран уйрӑлса кайнине эпир юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Паян тата тепӗр хурлӑхлӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Тӳрех палӑртар: Светлана Ефимова-Михайлова артисткӑна юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ. Вӑл чылай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Светлана Никифоровна 1927 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫатра Марка ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫирӗмре чухне К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Асӑннӑ театрта вӑл 1953-1983 ҫулсенче ӗҫленӗ. 1960 ҫулта ӑна «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистки», 1975 ҫулта «Чӑваш АССР халӑх артистки» хисеплӗ ятсем панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |