Шӑмӑршӑ районне Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн чаплӑ тумӗсене парнеленӗ. Кун пирки «Хресчен сасси» хаҫатӑн паянхи номерӗнче пӗлтернӗ.
Асӑннӑ МИХра Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе — социаллӑ аталану пайӗн ертӳҫипе Александр Чамеевпа интерью пичетленнӗ.
«Шӑмӑршӑ районӗ пӗчӗк пулсан та пирӗн тӑрӑхран паллӑ ҫын — артистсем, драматургсем, республикӑра культура ӗҫне аталантарса пыракансем — сахал мар тухнӑ. Эпир Валерий Николаевич Яковлевпа, Мефодий Иванович Денисовпа тата ытти нумай ентешпе чӑннипех те мӑнаҫланатпӑр. Вӗсем хӑйсем те тӑван ене манӑҫа кӑлармаҫҫӗ, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ Сергей Кувшинов Чӑваш Республикин юрӑпа ташӑ ансамблӗн чаплӑ тумӗсене района парнелеме пултарчӗ. Ӑна, паллах, ку енӗпе ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Юрий Васильев нумай пулӑшрӗ», — каласа кӑтартнӑ Геннадий Максимов журналиста Александр Чамеев.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Культурӑллӑ шӑматкун» пӗтӗм Раҫҫейри акци иртӗ.
Ҫав кун 11 сехетре театр артисчӗсем Василий Павлов, Светлана Савельева, Александр Пӑртта Инстаграмра тӳрӗ тӳрӗ эфира тухӗҫ, вӗсем чӑвашла сӑвӑсем вулӗҫ.
ҫав кунах 17 сехетре театрта «Небесная команда» фильма тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Манаймастпӑр...» асӑну каҫӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Геннадий Большаков ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Мероприятире пултаруллӑ сцена ӑстине аса илӗҫ, Борис Чиндыков пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакль видеоне кӑтартӗҫ. Ӗҫе синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарса пырӗҫ. Иосиф ролӗнче – Геннадий Большаков.
Спектакль режиссёрӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, художникӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров, композиторӗ — Чӑваш Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков.
Астӑвӑм каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артистки Валентина Иванова 60 ҫул тултарнӑ.
Сцена ӑсти 1961 ҫулта Канаш районӗнчи Уйкас ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчи (институтӗнчи) чӑваш студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Артистка ҫак ҫулсенче тӗрлӗ енлӗ нумай сӑнара калӑпланӑ. Паян вӗсем, аслӑрах ҫулхисем, ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Валентина Иванован мӑшӑрӗ — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, режиссёр, Сӗнтӗрвӑрри районӗн хисеплӗ ҫынни Иван Иванов. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл 65 ҫул тултарчӗ. Иван Иванов 1995 ҫултанпа И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчи студентсене вӗрентет, вӑл — доцент.
Артистсен те прививка тутармалла. Ҫак шухӑша палӑртса хӑварнӑ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче труппӑпа тӗл пулнӑ май республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова.
Светлана Анатольевна каланӑ тӑрӑх, театр ӗҫченӗсенчен 30 проценчӗ ҫеҫ прививка тутарнӑ.
«Умра – «Мост дружбы» (чӑв. Туслӑх кӗперӗ) проект, Тӗмене, Тутарстана тата Удмурт Республикине гастрольсемпе каймалла. Пурин те вакцинаци ҫинчен калакан сертификат пулмалла. Вӑл самантлӑх процедура мар, чӳк уйӑхӗнчи гастрольсене халех хатӗрленме тытӑнмалла. Эсир ҫынсемпе ӗҫлетӗр. Хӑвӑр сывлӑхӑра перекетлемелле, ыттисем пирки шухӑшламалла. Кӑшӑлвируспа чирленисем вӑл питӗ йывӑр чир пулнине пӗлеҫҫӗ», — тенӗ министр.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш халӑх артистне, хор дирижёрне, педагога, Анатолий Фишера, чысланӑ.
Хора 50 ҫул ытла ертсе пынӑ ҫав ҫын тӗп хормейстер ӗҫне пӑрахнӑ, тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.
Анатолий Фишера театр директорӗ Валерий Клементьев учрежденин Хисеп грамотипе чысланӑ, ӗҫе чуна парса пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ.
Анатолий Фишер Ижевскра 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Мускаври музыкӑпа педагогика училищинче тата Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пиллӗкмӗш курса ҫитсен Мускав облаҫӗнчи Электросталь хулинче халӑх опера театрӗнче хормейстерта ӗҫлеме тытӑннӑ. 1963-1969 ҫулсенче Бурят Республикинчи Г.Ц. Цыдынжапов ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшнӑ. 1969 ҫулта ӑна Шупашкара, Чӑваш музыка театрне тӗп хормейстера чӗнсе илнӗ.
Педагог пулса вӑл Улан-Удэри Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр культура институтӗнче, каярах И.Я. Яколвев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерӗн Юрий Свинцовӑн юбилейӗ пулнӑ. Вӑл 75 ҫул тултарнӑ.
Юрий Свинцов – Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, балет сценин чӑн ҫӑлтӑрӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пилӗк теҫетке ҫул ытла спектакльсене хӑйӗн ӑсталӑхӗпе илемлетет.
Юрий Анатольевич Ленинградри А.Ч. Ваганова ячӗллӗ академи хореографи училищинчен (халӗ вӑл заведени Вырӑс балечӗн академийӗ шутланать) 1966 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Чӑваш Енре балет ӳнерне аталантарма пуҫлакансенчен пӗри пулнӑ. Вӑл тӗрлӗ спектакльте ертсе пыракан рольсенче вылянӑ. 2008 ҫултанпа театрта балетмейстер пулса тӑрӑшать.
Юрий Свинцов Чӑваш патшалӑх культура тата искусство институтӗнче, Чӑваш Республикин культура училищинче тата Шуашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка учлищинче актёр тата вокал уйрӑмӗсенчи студентсене хореографи ӑсталӑхне вӗрентнӗ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, «Открой красивую Чувашию» (чӑв. Хитре Чӑваш Енпе паллаш) билбордсене курма пулать.
«Советская Чувашия» хаҫат Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ МИХ Мускав хулин туризм енӗпе ӗҫлекен комитечӗпе ҫыхӑннӑ. Унтисем хыпарланӑ тӑрӑх, видеоэкранлӑ реклама щичӗсене виҫӗ теҫетке штук вырнаҫтарнӑ. Билборд виҫи — 3×6 м. Мускав урамӗсенче вӗсем ҫу вӗҫлениччен пулӗҫ.
Реклама щичӗ ҫинчи хӗр Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, халӗ Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Анна Данилова иккен.
Хӗр ҫинчи тум Григорий Хирбюн «Нарспи» оперинчен. Аннӑна ҫав тумпа пӗррехинче Хула кунӗнче пӗр фотограф ӳкерсе илнӗ. Кайран ҫав ӳкерчӗксене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ. Кайран ҫав тумлӑ сӑнӳкерчӗксене Аннӑран Туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен регионти агентствӑран ыйтса илнӗ. Хӗр мӗн пуррине ярса панӑ.
Мускаври билбордра хӑйӗн сӑнне вырнаҫтарнине пӗлсен Анна савӑннӑ.
«Чӑваш Ене юрататӑп, Шупашкара юрататӑп! Тӑван республикӑна кӑтартма питех те кӑмӑллӑ!» — пӗлтернӗ вӑл хаҫатҫӑсене.
Паян, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Котеев 60 ҫул тултарать.
Николай Котеев 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай салинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Раҫҫейӗн патшалӑх пӗчӗк академи театрӗ ҫумӗнчи М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн тӳрех К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ӗҫтешӗсем хакланӑ тӑрӑх, ҫак ҫулсенче артист тӗрлӗ енлӗ сахал мар сӑнара ӑнӑҫлӑ та ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Паян та вӑл хальхи вӑхӑтри репертуарти нумай спектакльте вылять.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, чӑваш сценин ӑсти пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ ҫын – Чӑваш пукане театрӗн артисчӗ Пётр Клементьев. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ.
Пётр Клементьев – Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ. Ун пирки тӑван театрӗнче пукане театрӗн артисчӗ пулмах ҫуралнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ тапса тӑнине ӗҫтешӗсем курнӑ ҫеҫ мар, театр критикӗсем витӗр туйнӑ. Чи пахи – куракансем: пӗчӗккисемпе пӗрлех аслисем те – юратни.
Чӑваш пукане театрӗнче Пётр Клементьев 1973 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан – пулӑшакан артистсен йышӗнче. Кайран пуканесене хӑй чӗрӗлӗх кӗртме пуҫӑннӑ. Театрта Клементьев пек артист ҫукки пысӑк ҫухату тесе палӑртаҫҫӗ.
Артистпа ыран, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче 10 сехет те 30 минутран пуҫӑнса 12 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |