Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Василиса Петровӑн юбилей каҫӗ иртнӗ.
Сцена ӑстине саламлама пынисен йышӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов та пулнӑ. Вал артиста чечек ҫыххипе тата Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявлама чӗнет. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унта «Ҫурхи кулӑш миххи» спектакль-концерт иртӗ.
«Кулленхи ӗҫсене хӑварса кӑмӑл-туйӑмпа илем тӗнчине путӑр. Сирӗн юратнӑ артистсем сцена ҫине илемлӗ юрӑ-ташӑпа, шӳтлӗ халапсемпе тухӗҫ. Кашни юрӑ, кашни ташӑ, кашни ӑшӑ сӑмах ҫак концертра йӑлт сире валли пулӗ», — тесе йыхравланӑ анонсра.
Концерт хыҫҫӑн парнепе савӑнтарма шантараҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш академи драма театрӗнче Василиса Петрован юбилей каҫӗ иртӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ.
Василиса Петрова — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл 1960 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ванькушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври Пӗчӗк театр ҫумӗнчи М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унтанпа Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗнче ӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Иван Снигирёв «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер¸ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
46 ҫулти Иван Снигирев — опера юрӑҫи. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи музыкӑпа педагогика факультетӗнче вӗреннӗ. Унта преподаватель пулса та ӗҫленӗ, 2004 ҫултанпа оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшать. 2011-2012 ҫулсенче вӑл П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче соло кафедринче стажировкӑра пулнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Галина Кузнецован юбилей каҫӗ пулӗ.
Галина Юлиановна 1960 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1983 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ» концерт иртӗ. Ӑна Чӑваш музыкин XIV республикӑри фестивальне йӗркеленӗ май ирттерӗҫ.
Концерт вӑхӑтӗнче халӑх юррисем тата хальхи вӑхӑтри авторсем илемлетнӗ юрӑсем янӑрӗҫ. Программӑна, сӑмахран, чӑваш эстрадин иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче хит шутланнӑ «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм», «Куҫ харшисем»; с«Шупашкар», «Анне», «Ахаль мар», «Ырӑ сунар» хальхи эстрада юррисем янӑрӗҫ. Вӗсене Александр Сергеев, Геннадий Борисов, Николай Казаков, Андрей Галкин, Сергей Степанов тата ытти композитор хайланӑ.
Концерта «Ҫеҫпӗл», «Ҫавал» ансамбльсем тата «Nota «G» таша ушкӑнӗ хутшӑнӗ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана халалланӑ музей кӗтесӗ уҫасшӑн. Кун пирки нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче асӑннӑ ялта иртнӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче сӳтсе явнӑ. Унта вырӑнти тӳре-шара та, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем те пуҫтарӑннӑ. Артистсенчен вара чӑваш халӑх артисчӗсем Иван Иванов тата Сергей Иванов хутшӑннӑ.
Енӗш Нӑрваш ялӗнче чылай ҫул халӑх театрӗ ӗҫлет. Унта Вера Кузьминана халалланӑ музей кӗтесӗ уҫсан вӑл ҫав тӑрӑхра тӗп культура центрӗ пулса тӑрӗ.
«Вера Кузьминична ҫамрӑк артистсемшӗн яланах тӗслӗх пулса тӑнӑ, унӑн ӗҫченлӗхӗ тата театра парӑнни пире хавхалантарса тӑнӑ. Музей кӗтесӗ уҫни — унӑн эткерлӗхне упарса хӑварассинче пӗлтерӗшле утӑм пулса тӑрӗ», — тенӗ Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Иван Иванов.
«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Виктор Петров шоумен Кулӑш кунне халалласа концерт лартасшӑн. Афиши ҫине «нормальный ҫынсемпе» пенсионерсене чӗннине пӗлтернӗ.
Ыттисен пыма юрать-ши вара? «Нормальный ҫынсем» камсем-ши вӗсем?
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енри паллӑ культура ӗҫченӗ Петр Клементьев 70 ҫул тултарнӑ.
Пукане театрӗн ӳнерӗпе вӑл ача чухнех кӑсӑкланма пуҫланӑ. 1971 ҫулта шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1973 ҫулта пурнӑҫне театрпа ҫыхӑнтарнӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче 48 ҫул ӗҫленӗ вӑхӑтра 100 ытла постановкӑри 130 роле калӑпланӑ.
Петр Клементьев — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ тата чӑваш халӑх артисчӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, чӑваш халӑх артистки Татьяна Яфанова 80 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Чӑваш Республикин патшалӑх вырӑс драма театрӗнче ӗҫлет. Татьяна Петровна 1945 ҫулта ҫуралнӑ. 1966 ҫулта Куйбышеври драма театрӗ ҫумӗнчи студирен вӗренсе тухнӑ. 1967 ҫулта Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл 80 ытла сӑнара калӑпланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |