
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине Алевтина Семёновӑна хисеплӗ ят панӑ. Халӗ вӑл — Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ артистки. Кун пирки калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Алевтина Семёнова Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл актёр ӑсталӑхне хӑнӑхнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче студент чухнех, 2003 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтанпа вӑл культурӑн ҫав учрежденийӗнче тӑрӑшать. Ҫак ҫулӗсенче вӑл тӗрлӗ характерлӑ нумай роль калӑпланӑ.
Алевтина Мефодьевна Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралса ӳснӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Венера Пайгильдина театртан кайнине пӗлтернӗ. «Спасибо этому дому.. идём к другому..» (чӑв. Ку киле тав тӑватӑп, урӑх ҫӗре каятпӑр), — тесе кӗскен ҫырса хунӑ артистка халах тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Унта вӑл Ҫамрӑксен театрӗн тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ҫурчӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш театртне ҫӳреме юратакансем ку сцена ӑстине аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл хӑйне шанса панӑ сӑнарсене тӗлӗнмелле ӗнентерӳллӗ калӑпланипе куракансен чунне тыткӑнлать.
Венера Пайгильдина — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Пултаруллӑ сцена ӑсти 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Сцена ҫине пуҫласа шкулта вӗреннӗ чухнех, «Ҫутӑ ӗмӗт» вокал ансамбльпе тухнӑ. Хӗр Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ, унта Ҫамрӑксен театрӗн директорӗпе, Зоя Ярдыкова режиссерпа, паллашнӑ. 1996 ҫулта Зоя Дмитриевна училище вӗренсе пӗтернӗ Венерӑна театра ӗҫлеме чӗннӗ.

Паллӑ чӑваш юрӑҫисенчен пӗри, Сергей Петров, сцена ҫинче 20 ҫулхине уявлама хатӗрленет. Асӑннӑ юрӑҫ 2006 ҫулта «Сарā хēрача» хитпа палӑрнӑ. Аслӑрах ҫулхисем вӑл юрра илтнех пулӗ.
20 ҫулта артист виҫӗ альбом кӑларма ӗлкӗрнӗ, республикӑри тӗрлӗ района ҫитсе концерт кӑтартать. Хӑй вӑл Красноармейски районӗнче культура организаторӗ пулса тӑрӑшать. Пултаруллӑ ҫын пур енӗпе те пултаруллӑ теҫҫӗ те, Сергей Петров пирки те ҫавӑн пек калама пулать. Хитре юрлама пӗлнисӗр пуҫне вӑл картинӑсем те ӳкерет.
Хӑй сцена ҫинче пулнине халалласа артист «20 лет на сцене!» (чӑв. Сцена ҫинче 20 ҫул) концерт кӑтартать. Ӑна вӑл Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртӗ.

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Большаков ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ аса илӳ каҫӗ иртӗ.
Геннадий Арсентьевич театрта 1983 ҫултанпа ӗҫленӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, унпа пӗрле тӑрӑшнисем ӑна ансат психолог тата философ тесе хаклаҫҫӗ. Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем чаршав хупӑнсан та сцена ӑстипе пулнӑ.
Актер хӑйӗн пурнӑҫӗнче ытти артистпа пӗрле Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Ӗпхӳ сценисем ҫине тухнӑ. Тӗрӗк халахӗсен «Туганлык» (1991) и «Науруз» (2002) фестивалӗсенче ҫӗнтернӗ.
Аса илӳ каҫӗнче пурнӑҫран ир уйрӑлса кайнӑ ӑстана унпа пӗрле ӗҫленисем, ҫывӑх ҫыннисем аса илӗҫ, фото- тата видеоматериалсем пулӗҫ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑличчен пӗр уйӑхран та сахалрах юлнӑ. Унччен вара театр ырӑ улшӑнусемпе паллаштарнӑ – вӗсен йыш хушӑннӑ.
Балета, опера солисчӗсен ретне тата музыкантсен оркестрне ҫамрӑк артистсем килнӗ. Улшӑну ытларах – балет труппинче. Театра пӗтӗмпе 10 артист ӗҫлеме килнӗ. Вӗсем Ваганов академийӗнчен, Пермьри тата Екатеринбургри хореографи училищисенчен вӗренсе тухнӑ.
Опера труппинче – виҫӗ ҫӗнӗ артист. Пурте ҫӗнӗ тени тӗрӗсех мар-ха. Мефодий Галкин оперӑпа балет театрӗнче унччен ӗҫленӗ, кайран урӑх ҫӗре кайнӑ. Халӗ вара ав таврӑннӑ. Тепӗр икӗ солистка, Эльза Исхакова тата Елена Клочкова, урӑх регионсенчен килнӗ. Никита Удочкин вара икӗ ҫултан тӑван театра таврӑннӑ. Халӗ вӑл – дирижер. Унччен вӑл икӗ ҫул Челепери патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗнче ӗҫленӗ.
Театр тата икӗ солист килессе кӗтет.

Паян — чӑваш халӑх артисчӗн Валентина Иванован юбилейӗ. Вӑл 65 ҫул тултарнӑ.
Валентина Аркадьевна Канаш районӗнчи Уйкас ялӗнче 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Вӑл Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унта В.К. Смирнов профессор, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ патӗнче вӗреннӗ. Унтан вӗренсе тухсанах К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн труппине ӗҫе илнӗ.
Театр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче юбиляра саламласа ҫапла ҫырнӑ: «Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей сунатпӑр! Сирӗн пурнӑҫӑр ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ пултӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсем сире тимлӗх, ӑшӑ кӑмӑлпа ачашлӑх парнелеччӗр, тус-юлташӑрсем сире чӗререн ӑнланса, пулӑшса тӑччӑр, ҫулӑр ҫинче вара ырӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем кӑна пулччӑр».

Чӑваш Енри паллӑ сцена ӑстисенчен пӗрне, Виталий Сергеева, «Чӑваш халӑх артисчӗ» ят панӑ.
Унӑн пултарулӑхне тахҫанах хаклакансем ку хыпара: «Тинех», — тесех йышӑнчӗҫ пулӗ.
2017 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ятпа чысланӑ.
Вӑл хырӑм тытса култарать. Анчах айванла шӳтлесе мар, йӗплесе те юптарма ӑста.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленипе пӗрлех Чӑваш наци радиовӗнче тӑрӑшать.
Виталий Иванович Канаш районӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филолоргийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ, унтах «Театр ӗҫӗ» специализацие алла илнӗ. 2000 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет. Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ: Чӑваш наци радиовӗнче тимлет, унта «Кулӑш лаҫҫи» кӑларӑм ертсе пырать.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Абхази артисчӗсен пултарулӑхне хаклама май килӗ. Унти сцена ӑстисем пирӗн республикӑна пуҫласа килӗҫ.
Абхазинчи С. Чанба ячӗллӗ патшалӑх драма театрӗ пирӗн патӑмӑра «Женитьба» камитпе килсе ҫитӗҫ. Спектакле авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
Асӑннӑ ӗҫе Николай Гоголӗн вилӗмсер пьеси тӑрӑх лартнӑ. Анчах режиссёр унти ӗҫ-пуҫа Сухум хулинчи (вӑл — Абхазин тӗп хули) евӗр кӑтартма шут тытнӑ. Сцена ҫинчи ӗҫ иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пулса иртӗ.
Режиссёрсен кун пек чӑрсӑрла пултарулӑхне хаклакансем театра ҫитсе камите хӑйсен куҫӗпе курма пултарӗҫ. Сӑмах май каласан, режиссёрсем классика хайлавӗсене ҫӗнетме тӑрӑшни сисӗнет. Ун пеккине Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче те асӑрхама пулать.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Котеев 65 ҫул тултарнӑ.
«Николай Александрович, Сирӗн пурнӑҫӑр ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ пултӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсем сире ӑшӑ кӑмӑлпа ачашлӑх парнелеччӗр, тус-юлташӑрсем сире чӗререн ӑнланса, пулӑшса тӑччӑр, ӗҫтешӗрсем сире хисеплеччӗр», — тесе саламланӑ артиста Чӑваш академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.
Николай Котеев 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2018 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Вӑл «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр ӳнерӗн республикӑри конкурсӗнче те палӑрнӑ.

Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов ытти хайлавран уйрӑлса тӑракан хӑватлӑ юрӑ ҫырма ыйтнӑ. Кун пирки вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче чӑваш эстрада артисчӗсемпе тӗл пулсан каланӑ.
«Вӑл юрӑ пирӗн йӑх-несӗлӗмӗрсем патне тавӑртӑр: ҫемье, ял, хула, йӑх-несӗлӗмӗре асра тытни патне, — тенӗ вӑл. — Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн питӗ тӗрӗс шухӑшлӑ йӗркесем пур: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр». «Ку сӑмахра пирӗнччен малтан пурӑннисене хисеплени, паян пуррисен пӗрлӗхӗ, ыран, пирӗн хыҫҫӑн, килекенсене шанни», – тенӗ Сергей Артамонов.
Проекта Августа Уляндина, Алексей Московский, «Глянец» ушкӑн, Алексей Шадриков, Егор Матвеевский, Маргарита Финогентова, Владимир Ашмарин, Элтияр Александров, Денис Павлов, Виталий Адюков, Ольга тата Анна Пегановсем, Вячеслав Дик, «Вирьял» ансамбль, «Приданое» фольк-ушкӑн тата ытти музыкант хутшӑнма пултарать.
