Чӑваш кӗнеке издательствинче Муркаш районӗнчи пултаруллӑ та ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫинчен кӗнеке пичетленсе тухнӑ. «Почетные граждане Моргаушского района» ятлӑ кӑларӑма Муркаш районӗнчи тӗп библиотека тытӑмӗн коллективӗ пухса хатӗрленӗ.
«Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынни» ята муниципалитетра 2001 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Паянхи куна ҫитиччен ун пек ята 45 ҫынна панӑ. Асӑннӑ ҫынсен биографине кӗнекере хайхисене хисеплӗ ят хӑҫан пани тӑрӑх вырнаҫтарса тухнӑ. Сумлӑ йышра, сӑмахран, Николай Никольский историк, этнограф, фольклорист (2003), чӑвашсен пӗрремӗш писателӗ, этнограф тата критик Спиридон Михайлов-Яндуш (2007), Валентина Егорова спорстменка (2004).
Кӗнеке редакторӗ – В.В. Степанов, художникӗ – Д.В. Литаврин.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар ҫумӗнчи Чантӑрти «Салют» культура керменӗнче Чӑваш Республикин Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Владимир Сергеева асра тытса астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл ҫав кун 80 ҫул тултаратчӗ.
Тӗрлӗ ҫулта Владимир Иванович республикӑри икӗ пысӑк культура учрежденине ертсе пынӑ: 1973-1978 ҫулсенче Вырӑс драма театрӗн директорӗ пулнӑ, 1978-1984 ҫулсенче — Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн (халӗ вӑл Оперӑпа балет театрӗ шутланать). 1991 ҫулта каллех Вырӑс драма театрне таврӑннӑ, 1997-2004 ҫулсенче театрӑн илемлӗ ертӳҫинче тӑрӑшнӑ.
Астӑвӑм каҫне Владимир Сергеевӑн мӑшӑрӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Алевтина Зинкина йӗркеленӗ.
Ҫак уйӑхра, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, Виталий Сергеев чӗлхеҫӗ, филологи наукисен докторӗ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна асра тытса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
«Корифей чувашского языкознания» ят панӑ каҫа кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫтарӑнӗҫ.
Виталий Сергеевӑн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫӗсем морфологипе, лексикологипе, этимологипе, семасиологипе тата морфемикӑпа ҫыхӑннӑ. Вӑл 100е яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, 10 ытла монографи. Сӑмахран, «Морфемика», «Развитие лексической семантики чувашского языка», «Чувашско-тунгусо-маньчжурские лексико-семантические параллели», «Морфемика тата морфологи» (Морфемика и морфология), «Хальхи чӑваш литература чӗлхи» (Современный чувашский литературный язык), «Лексика тата лексикологи» (Лексика и лексикология).
1982 ҫултанпа ӑсчах Н.Н. Уляьнов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай сӑвӑҫ, литературовед, публицист, тӑлмач ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ «Хусанкая вулатпӑр» флешмоб пуҫарнӑ. Унта кирек кам та хутшӑнать. Сӑмах май каласан, ашшӗн сӑввине Атнер Хусанкай та вуланӑ.
Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ Хусанкай) ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Поэт пӗтӗмпе 50 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вырӑсла хайлавсене чӑвашла куҫарнӑ.
Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынне Валерий Васильева хисеплесе унӑн хӗрӗ, Екатерина Тимофеева (Васильева) «Учитель — это призвание» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна вӑл ашшӗ ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Муркаш районӗн администрацийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене Валерий Михайловичӑн пурнӑҫӗн тӗрлӗ тапхӑрӗ тата педагогика ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп саманчӗсем пирки каласа панисене, тӑванӗсемпе юлташӗсен тата коллегисен асаилӗвӗсене, ҫемье архивӗнчи сӑнӳкерчӗксене кӗртнӗ.
Валерий Васильев — халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ, Чӑваш Республикин вӗренӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Районти Тивӗш шкулӗнче, КПСС Муркаш райкомӗнче, Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗнче, Чуманкассинчи вӑтам шкул директорӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 2015 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Ашшӗне халалланӑ кӗнекепе автор Чуманкасси шкулӗнче кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче паллаштарнӑ. Презентацие Валерий Васильевпа тӗрлӗ ҫулсенче пӗрле ӗҫленисем, унпа пӗрле пӗрле вӗреннисем, Чуманкасси шкулӗнче ӗҫлекенсем, тус-юлташӗсем, тӑванӗсем пухӑннӑ.
Комсомольски районӗнчи Чӗчкен ялӗнче Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа мероприяти ирттернӗ.
«Кашни кӗтес хӑйӗн пултаруллӑ та маттур ҫыннисемпе пуян. Комбайнер-и вӑл е бухгалтер-и, вӗрентекен-и, сутуҫӑ-и, поэт-и... Тӗрлӗ профессире палӑраҫҫӗ вӗсем», — тенӗ Иван Чернова халалласа асӑну хӑмине уҫнӑ май.
Иван Иосифович Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, «тӑван шкулшӑн, ял тӑрӑхӗшӗн тата тӑван колхозшӑн чунне парса ӗҫленӗ». Пурӑннӑ пулсассӑн вӑл кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 90 ҫул тултармалла пулнӑ. Иван Чернов вырӑнти ял тӑрӑхне тата ял хуҫалӑх предприятине чылай ҫул ертсе пынӑ.
Асӑну каҫне ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнӗ, шкулта вӗренекенсем, ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» ушкӑн тата районтан килнӗ хӑнасем, Иван Черновпа пӗрле ӗҫленисем хутшӑннӑ.
Иван Чернов ӗҫленӗ колхоз правлени ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Славные имена Земли чувашской» кӗнеке-альбом кӑларас енӗпе редакци коллегийӗ канашлӑва пухӑннӑ. Пухӑва издательствӑн гендиректорӗ Александр Иванов ертсе пынӑ.
Кӗнеке-альбома Чӑваш Енӗн Элтеперӗ кӑҫал республикӑра ирттерме йышӑннӑ Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа хатӗрлеҫҫӗ.
Канашлура кӗнеке-альбома хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ самантсене тӗпле сӳтсе явнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма кӗртме палӑртнӑ ятлӑ-сумлӑ ҫынсен списокӗпе издательствӑн тӗп редакторӗ Валерий Алексеев паллаштарнӑ.
Ухсай Яккӑвӗн юбилейне Чӑваш Енри Карач ялӗнче те паллӑ тунӑ. Кун пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра ӗнер хыпарланӑ.
Чӑн та, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «унӑн юбилейне поэт ҫут тӗнчене килнӗ Слакпуҫ ялӗнче тата республикӑри тӗрлӗ ял-хуласенче ҫеҫ мар, Чӑваш Енри Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче те анлӑн уявланӑ». Кун пирки поэтӑн аслӑ хӗрӗ, Шупашкар хулинче пурӑнакан Ольга Яковлевна, пӗлтернӗ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: Карач – Ухсай Яккӑвӗн мӑшӑрӗн, паллӑ чӑваш ҫыравҫин Мария Ухсайӑн, тӑван ялӗ. Ухсай Яккӑвӗ хӑйӗн нумай хайлавне ҫав ялта ҫырнӑ, ҫав шутра «Тутимӗр» трагедипе «Кӗлпук мучи» поэмӑна та.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССР халӑх артистки Галина Мадеева (06.01.1922 –24.01.2010) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Яланах асра…» ятпа астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Ӑна Яков Ухсай пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чури» спектакль умӗн йӗркелӗҫ.
Театр фойинче халӑх артисткине халалланӑ кура ӗҫлет. Астӑвӑм каҫӗ 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Галина Тимофеевна Чӑваш академи драма театрнче 1947-1983 ҫулсенче ӗҫленӗ. 36 ҫул хушшинче вӑл тӗрлӗ жанрлӑ сӑнарсене калӑпланӑ. Галина Тимофеевна Шупашкар районӗнчи Шупашкарҫин ялӗнче (хальхи вӑхӑтра – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин) ялӗнче ҫуралнӑ. 1927 ҫулта пулас артисткӑн ҫемйи Шупашкара куҫса кайнӑ. Вӑтам шкула пиллӗк паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ хӗр артист пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпах вӑл чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса вӗреннӗ. Тӑрӑшни сая кайман. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСри актёр факультетне, Чӑваш студине, вӗренме кӗнӗ. Чи лайӑх студентсен шутӗнче пулнӑ, О.Л. Книппер-Чехова тата Сталин стипендийӗсене тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗ тата Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей Никита Бичурин ӑсчах ҫуранӑранпа 245 ҫул ҫитнине халалласа поэзи конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ.
«Выдающийся сын чувашского народа» (чӑв. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ) регионсем хушшинчи конкурс кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Унта хутшӑнас текенсен хӑйсем хайланӑ сӑввисене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен museum_bs@mail.ru электрон ҫырупа ярса памалла.
Никита Бичурин 1777 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Типнерте ҫуралнӑ. Хусанти семинарире вӗреннӗ. Манаха тухнӑ хыҫҫӑн Иакинфят илнӗ. Иркутскри мӑнастирте, унтан Китайра 14 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ. Вӑл хӗвелтухӑҫ халӑхӗн историне тӗпченӗ, китай чӗлхине аван пӗлнӗ, Раҫҫейре синологие йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.