Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Тинӗсре», «Тинӗс хумханать», «Тинӗс хуралҫисем», «Адмирал мундирӗ», «Хӑнтӑрча таврашӗнче», «Ҫунатлӑ эскадрон», «Чапаев летчикӗсем», «Чапаев тӑванӗсем» тата ытти кӗнеке авторӗ Валентин Бурнаевский ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ.
Пулас ҫыравҫӑ Самар облаҫӗнчи Кушка районне кӗрекен Ваҫлавкка ялӗнче ҫуралнӑ. М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Малтан вӑл Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче рабочи пулса ӗҫленӗ. 1952-1961 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче корректорта, 1961-1988 ҫулсенче «Ялав» журналта литература ӗҫченӗнче тӑрӑшнӑ.
Писатель тинӗс ҫинчен ҫырма юратнӑ. Ун пек кӗнекесем унӑн — 11. Василий Чапаев ҫинчен 7 кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ.
Василий Бурнаевский 2007 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Чӑваш журналистикин тата педагогикин ветеранӗ, Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Карягин пурӑннӑ пулсан 90 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫавна халалласа унӑн вӗренекенӗсем, пӗрле ӗҫленисем, ентешӗсемпе тӑванӗсем астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннӑ.
Сергей Карягин Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «1976-мӗш ҫултан 2002-мӗш ҫулччен Сергей Карягин «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра корреспондент, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлне тарӑннӑн ҫутатса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Енри «Астӑвӑм» кӗнекене тата "Патӑрьел районӗн энциклопедине" кӑларас тата пухса йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ».
Канаш районӗнчи тата тепӗр шкулта Ҫеҫпӗл Мишшин парттине уҫнӑ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ун пек парттӑна вилӗмсӗр поэт-трибун ҫуралнӑ Ҫеҫпӗл ялӗнчи шкулта уҫнӑччӗ. Хальхи вара — асӑннӑ тӑрӑхри Шӑхасанта.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 123 ҫул ҫитрӗ. Вилӗмсӗр ентешне вӑл тӑрӑхри хастарсем асра тытаҫҫӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, парттӑна уҫас тесе «Канашсем» ентешлӗх ертӳҫи Юрий Тарасов тата Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ ҫине тӑнӑ.
Поэт ҫуралнӑ кун, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн асӑннӑ пӗрлӗхсен хастарӗсем (видеора эпир Лидия Филиппова тата Анатолий Кипеч калем ӑстисене уйӑрса илтӗмӗр) Канаш районне тухса кайнӑ. Вӗсем Канаш районӗнчи библиотекӑра тата Шӑхасанта иртнӗ мероприятисене хутшӑннӑ. Унта ачасем те, аслисем те йышлӑн хутшӑннӑ. Шӑхасанти шкулта Ҫеҫпӗл парттине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Ырӑ хыпара эпир Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт «Пӗр класрисем» страницӑра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунӗ умӗн Шупашкарти Ҫеҫпӗл ячӗллӗ библиотекӑра «Ҫеҫпӗл — ҫӗн ӗмӗр чӑвашӗ» ятпа куҫса ҫӳрекен картинӑсен куравӗ уҫӑлнӑ.
Ӑна йӗркелекнни — Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева.
Куравра Чӑваш наци музейӗнче упранакан Георгий Фомиряков этнофутурист-ӳнерҫӗн картинисенчен пӗр пайне кӑтартнӑ. Тепӗр пайӗ Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнчи «Ҫеҫпӗл Мишшин юн чӗри» куравра иккен.
Ольга Тургай радиожурналист, драматург «Контактра» пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева куравпа паллаштарнӑ май гениллӗ поэтӑмӑр ҫинчен питӗ интереслӗ каласа панӑ. Халӑх поэчӗ В.Туркай Ҫеҫпӗл Мишшин Чӑваш тӗнчинчи, литературинчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен чарӑнса тӑнӑ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Чувашия в лицах» (чӑв. ~Чӑваш Ен сӑнсенче~~) курав ӗҫлет. Ӑна Чӑваш Енре кӑҫал иртекен паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ. Куравпа раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗччен паллашма май пур.
«Чӑваш Ен сӑнсенче» проект авторӗ — Чӑваш Енри Художниксен союзӗн председателӗн ҫумӗ Иван Александров. Курава республика укҫипе йӗркеленӗ.
Ӳнер музейӗнчи ҫав куравра республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ паллӑ 20 ентешӗн портречӗ сӑнланнӑ. Вӗсем — политиксем, музыкантсем, писательсем, спортсменсем, ученӑйсем, педагогсем, врачсем, художниксем.
Нумаях пулмасть «Вера Голубева» ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Геннадий Кириллов.
Кӗнекере РСФСР тава тивӗҫлӗ артисткин Вера Голубеван (1928-2020) кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӑларӑма артистка ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кӗнекере артистӑн аса илӗвӗсене, дневника ҫырса пынисене, ҫырусемпе сӑнӳкерчӗксене, пьесӑсене куҫарнисене, вӑл уйрӑмах ӑнӑҫлӑ вылянӑ рольсене кӑтартса хӑварнине кӗртнӗ.
Паян Арсентий Андреев (07.11.1937-19.07.1968) чӑваш поэчӗ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ.
Арсентий Кузьмич Патӑрьел районӗнчи Тури Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. Казахстанра трактористра ӗҫленӗ, Сахалин облаҫӗнче вара вӑл совхоз директорӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, поэт Сахалинта сарӑмсӑр вилнӗ.
Арсентий Андреевӑн малтанхи хайлавӗсем «Тӑван Атӑл» альманахра 1956 ҫулта пичетленнӗ. Унӑн тӗп кӗнекисем: «Тӗл пулу», «Сахалинӑм манӑн, Сахалин».
Севастополь хулинче паттӑр чӑвашсен ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Тӗрӗссипе, унччен те пулнӑ-ха вӑл. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешӗмӗрсен ячӗпе вырнаҫтарнӑ.
Вӑхӑт иртнӗҫӗмӗн кирек мӗн те япӑхать. Ҫавна кура асӑну хӑмине ҫӗнетнӗ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Севастополь хулине хӳтӗлесе вилнӗ чӑвашсен ячӗсене палӑртас ӗҫ малалла пырать. Архивсенче документсем шыраса ларнине тата вилнисен тӑванӗсемпе ҫыхӑннипе 350 салтак ятне палӑртма май килнӗ.
Елчӗк районӗнчи Г.Н. Волков ячӗпе хисепленекен шкулта тӗнчипе паллӑ этнопедагогӑн, Геннадий Волков академикӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне халалланӑ «Гени ҫулӗ» музейӗ уҫӑлнӑ.
Елизавета Долгова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Геннадий Волков 95 ҫул тултарнине халалласа вӗренекенсемпе вӗрентекенсен республикӑн «Асамат кӗперӗ» IV ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ те иртнӗ.
Иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче Г.Н. Волков академик ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫав ятпа Шупашкарти 12-мӗш шкулта педагогсен «Халӑх вӗрентӗвӗн йӑла-йӗркийӗ – вӗрентекенӗн чун-чӗре культурин тӗп шӑнӑрӗ» ятпа наукӑпа меслетлӗх конференцийӗ иртнӗ.
Елизавета Долгован тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, конференцие хулари чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем ҫеҫ мар, пӗтӗм республикӑри учительсем хутшӑннӑ. Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Мускав облаҫӗнчен педагогсем те хутшӑннӑ.
«Конференци ӗҫне ӳнерпе ӑслӑлӑх академин пайташӗсем: В.А. Иванов, Н.И. Димитриева, В.А. Федотов, Ю.М. Виноградов, Е.К. Иванова хутшӑнса сӑмах каларӗҫ. Ку конференци этнопедагогика ыйтӑвӗпе ирттерекен пулӑмсенчен 10-мӗш пулчӗ. Вӗсене пурне те чӑваш чӗлхи учителӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Анисия Павловна Игнатьева йӗркелесе ертсе пычӗ», — тесе пӗлтернӗ хыпарта.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.