Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: астӑвӑм

Республикӑра

Улатӑрсем Черниговри хӗрлӗ ялавлӑ 76-мӗш сывлӑш-десант гварди дивизин 104-мӗш полкӗн 6-мӗш ротине нихӑҫан та манмӗҫ. Паттӑр салтаксем Чечняри Аргун ҫурӑкӗ витӗр айлӑма, унтан Дагестана тухма тӗллевленнӗ боевиксен ҫулне пӳлнӗ. Ку ӗҫ 2000 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Салтаксем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ, 2,5 пин бандита тытса чарнӑ. Ротӑри 90 ҫынран 6-шӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 22-шне Раҫҫей Паттарӗн ятне панӑ. 69 салтака тата офицера Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ.

Ҫак пулӑма асра тытса Улатӑрта «Астӑвӑм ҫурти» акци иртнӗ. Ӑна Чечня Республикинче салтак десантниксене халалланӑ. Ҫак акцие «Федор Ушаков таса чунлӑ ҫар ҫынни ячӗллӗ дружина» ҫар-патриот клубӗ йӗркеленӗ. Каҫхине клуб воспитанникӗсем Д.В.Макаров ертсе пынипе стройпа Воинсен обелискӗ патне утнӑ. Кунта мероприяти иртнӗ. Сӳнмен ҫулӑм патӗнче хисеп караулне тӑнӑ. Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ салтаксен кашнин ятне вуланӑ. Акцие хутшӑнакансем алӑра ҫунакан ҫурта тытса пӗр минут шӑп тӑнӑ.

 

Поэт вилтӑпри умӗнче
Поэт вилтӑпри умӗнче

Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнчен паллӑ ҫынсем сахал мар тухнӑ. Ҫав йышра литературӑпа ӳнерте палӑрнисем те. Вӗсен шутне Четрикре ҫуралса ӳснӗ Николай Петрович Петрова кӗртетпӗр. Вӑл учитель пулнӑ — шкулсенче ачасене вӗрентнӗ, директорта ӗҫленӗ. Ҫав хушӑрах поэзи пахчинче ырми-канми вӑй хунӑ. Ӑна эпир чӑннипех те поэт-публицист е гражданла лирика сӑвӑҫи тетпӗр.

Мӑн Шетмӗри вӑтам шкулта Николай Петрова асӑнса литература каҫӗ иртрӗ. Ку икӗ пулӑмпа сӑлтавланнӑ: ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче учитель-сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 60 ҫул тултарчӗ тата ҫӗртмен 23-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа виҫӗ ҫул ҫитет. Питӗ шел, мал ӗмӗтлӗ ҫынӑн кун-ҫулӗ кӗске килчӗ, хӑйӗн сумлӑ юбилейне паллӑ тӑваймарӗ.

Тӗлпулӑва шкул директорӗпе А.И. Васильевпа С.М. Назарова вӗрентекен ертсе пычӗҫ, унта шкулти 5, 7, 8-мӗш классенче вӗренекенсем пухӑнчӗҫ. Районти Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн правлени пайташӗсем пиллӗкӗн килнӗ. Красноармейскинчи вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru/
 

1986 ҫулӑн акан 26-мӗш кунне тӗнче халӑхӗ ӗмӗрлӗхех асра тытса пурӑнӗ ӗнтӗ. Ҫав кун Украинӑри Чернобыль атомлӑ электростанцийӗ вутпа сирпӗнсе кайнӑ. Радиоактивлӑ тусан 300 ҫухрама яхӑн Раҫҫей, Белоруҫ тата Украина ҫӗрӗсене наркӑмӑшлантарнӑ, пурӑнма юрӑхсӑрлатнӑ. Халӑха та пинӗ-пинӗпе хӑрушлӑхлӑ вырӑнсенчен урӑх вырӑнсене куҫарма тивнӗ — ҫӗршер ял тата вуншар хула пушанса юлнӑ.

Чернобыльти аварие пусарма Совет Ҫарне хутшӑнтарнӑ, унсӑр пуҫҫӑн ҫак ӗҫе кашни хуларан ҫӗршер ҫын хӑйсен ирӗкӗпех хутшӑннӑ. Ҫӗмӗрлӗ хулинчен Чернобыле 113 паттӑр тухса кайнӑ. Унтанпа 26 ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Нумайӑшӗ халӗ пирӗнпе ҫук. Чернобыль паттӑрӗсене халаласа лартнӑ палӑк пирӗн хулара та пур. Ун умӗнче ҫулсерен акан 26-мӗшӗнче халӑх пуҫтарӑнать, ас тивет. Кӑҫал та хулари 2-мӗш шкул ачисем ҫак куна палӑртма пуҫтарӑнчӗҫ. 1986 ҫулта пулса иртни ҫинчен Чернобыль ветеранӗсен Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ертӳҫи В. Красильников асаилчӗ. А. Попова, Чернобыльте пуҫне хунӑ паттӑрӑн арӑмӗ, упӑшки ҫинчен тата тӑван ҫӗршыва юратса, пурнӑҫа сыхласа пурӑнма вӗрентсе каларӗ.

Чернобыль нихӑҫан та асран каяймӗ.

Малалла...

 

Чӑваш Енре «Астӑвӑм» ярӑмӗнчен юлашки кӗнеки пичетлесе тухнӑ. Ку ярӑмӑн иккӗмӗш пайне 1995 ҫулта хатӗрлеме пуҫланӑ. Юлашки томне вара вӑрҫӑран таврӑннисен хушамачӗсене кӗртнӗ. Кӗнекере Улатӑр хулипе Улатӑр районӗнчи, Ҫӗмӗрле хулипе Ҫӗмӗрле районӗнчи тата ҫавӑн пекех Вӑрмар, Тӑвай районӗнчи ветерансем ҫинчен вулама пулать.

 

Кӗнекен тиражӗ 2 пинрен яхӑн. Кӗнеке вулавӑшсене, маларах асӑннӑ хуласемпе районсен тӑрӑхӗсене ҫитӗ.

 

Ярӑма 17 ҫул каялла хатӗрлеме пуҫланӑ. Кӗнеке авторӗсен ку вӑхӑт хушшинче самай материал пухӑннӑ. Анчах та кӗнеке калӑпӑшне пурне те кӗртме май ҫук ҫав. Вал материалсене кӗртес тесе районсемпе хуласен уйрӑм «Астӑвӑм» кӗнекисене кӑларма шухӑшлаҫҫӗ.

 

Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Астӑвӑм» кӗнекин редколлегийӗ чӑваш кӑларӑмӗ чи лайӑххисен шутӗнче тесе шутлать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, [53]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 01

1892
133
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
113
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
31
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ