РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Павел Астахов ачасен пурнӑҫӗшӗн ӑнӑҫлӑ регионсене палӑртнӑ. Тӳрех калар: унта Чӑваш Ен те кӗнӗ.
— Пирвайхи икӗ ҫулта Раҫҫейри пур региона та инспекци тӗрӗслевӗсемпе ҫитрӗмӗр, виҫӗ пин ытла учреждени пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр. Ҫапла майпа кашни субъектра ачасем мӗнле пурӑннине калама пултаратпӑр, — тенӗ Павел Астахов ТАСС агентствӑна.
Ӑнӑҫлӑ регионсен йышне Тутарстан, Чечня, Пушкӑртстан, Краснодар крайӗ, Воронеж, Ленинград, Калуга, Тӗмен облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ те кӗнӗ. Байкал тӑрӑхӗнче, Ярославль, Иркутск, Амур облаҫӗсенче, Хакасире, Якутире, Тверь облаҫӗнче тата Дагестанра ку енӗпе лару-тӑру япӑх-мӗн.
Рейтинга хатӗрленӗ чухне специалистсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй аппаратне килнӗ ыйтусене шута илнӗ.
Чӑваш наци конгресӗ тата районсен ентешлӗхӗсем ачасем валли Ҫӗнӗ ҫул ёлки йӗркелеме шут тытнӑ. Уяв раштавӑн 25-мӗшӗнче иртмелле. Чӑваш ёлкине Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатра йыхравлаҫҫӗ. Уяв 14 сехетре пуҫланмалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 62-35-61.
ЧНКпа районсен ентешлӗхӗсем пултаруллӑ чӑваш ачисене уява чӗннине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш ёлкинче ачасем тӑван чӗлхепе сӑвӑ калӗҫ, чӑвашла юрласа ташлӗҫ. Чӑвашла калаҫакан Хӗл мучипе Юрпикепе савӑнӗҫ. Уявра Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем те пулмалла. Профессилле сцена ӑстисем ачасене чӑннипех те савӑк кӑмӑл парнелӗҫ. Тӑкаксене ентешлӗхсен ертӳҫисем хайсем ҫине илнӗ.
«Йыхрав ҫырӑвӗсене ЧНК район администрацийӗсемпе вӗрентӳ уйрӑмӗсене ярса панӑ», — тесе ӗнентерет ЧНК пресс-служби.
Ӗнер Етӗрнери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан иккӗмӗш шкулта вӗренекен кадетсемпе паттӑр подпольщиксен, Николайпа Варвара Волковсен, xӗpӗпe Нина Карагановӑпа унӑн мӑнукӗ Александр Караганов тӗл пулнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Николай Волков Белоруҫри Гродно хулинче фашистсене xиpӗҫ кӗрешмелли ушкӑн туса хунӑ. Ҫавӑншӑн ӑна, унӑн мӑшӑрне тата чылай подпольщика фашистсем тискеррӗн вӗлернӗ.
Паттӑр ҫap ҫынни вӗреннӗ шкулти кадетсен ушкӑнне кӑҫал Николай Волковӑн вилӗмсӗр ятне пани пирки ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтерет.
Пухӑннисем паттӑр подпольщика асӑнса йӗркеленӗ стендпа паллашнӑ. Асӑну хӑмине хатӗрлеме И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ Владимир Васильев пуҫтарма пулӑшнӑ.
Нина Караганова ашшӗпе амӑшне вӗлерсен фашистсем хуҫаланакан Гродно хулинче шӑллӗпе иккӗшӗ ырӑ ҫынсем пулӑшнипе кӑна вилӗмрен ҫӑлӑннине, кайран Етӗрнене каялла килнине куҫҫуль витӗр каласа кӑтартнӑ.
Нумаях пулматсь республика шайӗнче «Аслӑ тытӑҫу» вӑйӑ иртнӗ. Ӑна «Хавал» пӗрлешӳ «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗ пулӑшнипе ирттернӗ. Конкурс «хулари» тата «ялти» номинацисемпе иртнӗ.
Трак тӑрӑхӗнчен вӑййа Упи шкулӗнчи «Ҫавал хумӗсем» тата Красноармейски шкулӗнчи «Кӑмӑл» ушкӑн хутшӑннӑ. Кашни ушкӑнра 5 шкул ачи пулнӑ.
Вӗренекенсем вӑйӑра 8 тӗрлӗ ӑмӑртура тупӑшнӑ.
«Килти ӗҫ» ӑмӑртура Чӑвашра кӑларнӑ таварсене рекламӑламалла тивнӗ. «Ҫавал хумӗсем» ушкӑн «Чесла» общество таварне, «Кӑмӑл» «Кетра» кирпӗч савучӗн таварне ӑнӑҫлӑ рекламӑланӑ.
Ачасем малалла «Кӑптак пуплев» ӑмӑртура тупӑшрӗҫ. Унта вӗсен предложенири сӑмахсене тӗрӗс вырнаҫтарма тивнӗ. «Диктант» ӑмӑртура вара ачасен чӑвашла ҫӑмӑлах мар текста тӗрӗс ҫырмалла пулнӑ. Кунта та Красноармейски район ачисем малти вырӑнсене йышӑннӑ.
«Аслӑ тытӑҫу» вӑйӑра ял шкулӗсем хушшинче Упи шкулӗн вӗренекенӗсем 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Хула шкулӗсем хушшинче Красноармейски шкулӗ 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Иртнӗ шӑматкун тӗп хулари пиллӗкмӗш гимназире республикӑри 10–11-мӗш классенче вӗренекен икҫӗр ача пуҫтарӑнчӗ. Вӗсем пурте район шайӗнче иртнӗ «Эпӗ — Раҫҫей гражданинӗ» конкурсра мала тухма пултарнӑ.
Комсомольски районӗнчен килнӗ ушкӑн пилӗк ачаран тӑрать. Комсомольски иккӗмӗш, Нӗркеҫ, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗсенчи вӗренекенсем хушшинче Асанкасси вӑтам шкулӗнчи икӗ вӗренекен — Аня Прокопьева тата Наталья Храмова пулчӗҫ.
Хутшӑнакансене пысӑк программа кӗтрӗ пулин те, чи кирли — вӗсем конкурсӑн ҫитес тапхӑрне хутшӑнасси. Паллах, ыйтусем ҫӑмӑлах мар, вӗсенчен ытларах пайӗ суйлавпа ҫыхӑннӑ. Тестра пурӗ ҫӗр ыйту. Кашнинех, паллах, тӗрӗс хуравсем ытларах тупса мала тухас килет.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем ҫитес вӑхӑтра паллӑ пулӗҫ.
Ҫӗпӗрти Болотное хулинче пурӑнакан, пиллӗкмӗш класра вӗренекен Мария Котова Раҫҫей Президенчӗнчен Ҫӗнӗ ҫул парнине тивӗҫнӗ. Ӑна Владимир Путин велосипед тата хӗрпӗрчи ӗмӗтленнӗ ытти япалапа савӑнтарнӑ.
Хӗрача Пӗтӗм Раҫҫейри интеллектуалсен олимпиадинче муниципалитет шайӗнче «Вырӑс чӗлхи» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑк сӑмах ӑсти РФ Президенчӗ патне ҫыру шӑрҫалама шут тытнӑ. Унӑн ӗмӗтне, велосипеда, Новосибирск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Городецкий тыттарнӑ.
РФ Президенчӗ ачасен Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи ӗмӗтне унччен те пурнӑҫланӑ. Казахстанран Хакасине куҫса килнӗ, тара илнӗ хваттерте пурӑнакан ҫемьере ӳсекен 12 ҫулти хӗрача кӑвак куҫлӑ хаски ӑратлӑ йытӑ ҫури пирки ӗмӗтленнине, анчах хаклӑскере ашшӗ-амӑшӗ туянса парайманнине пӗлтернӗ. Кӗҫех ӑна В. Путин йытӑ ҫури парнеленӗ.
Йӑлӑм енчи Сосновка поселокӗнчи ача пахчи кивелнӗ ӗнтӗ. Ҫак кунсенче унта пурӑнакансем патне ырӑ хыпар ҫитнӗ. Кивви вырӑнне кӗҫех ҫӗннине хута ямалла-мӗн.
Архитектура тата хула строительствин управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ача пахчинче 150 шӑпӑрлан валли вырӑн пулмалла. Пӗтӗмпе 8 ушкӑн йӗркелемелле. Ача пахчи Пульница урамӗнче пулӗ.
Ҫӗнӗ ача пахчине хальхи условисемпе килӗшӳллӗн хута ярӗҫ. Унта бассейн та пулӗ. Хуҫалӑх блокӗ вара урӑх корпусра вырнаҫӗ.
Хальлӗхе архитектура тата планировка енӗпе килӗшӳсем тунӑ. Ача пахчинче 8 вӑйӑ тата спорт лапамӗсем пулӗҫ. Иккӗшӗнче 2–3 ҫулсенчи ачасем вылӗҫ, теприсенче — аслӑраххисем.
Ача пахчин территорине хурӑнсемпе, пилешсемпе, хырсемпе, вӗренесемпе, сиреньсемпе тата жасминсемпе илемлетӗҫ.
Хӗл уйӑхӗсем ҫитрӗҫ пулин те урамра сивӗ ҫанталӑк хуҫаланмасть. Ҫавна май юханшывсенче, пӗвесенче пӑр ҫирӗпех ларман-ха.
Анчах ку пулӑ тытма юратакансене хӑратать-и вара? Раштавӑн 11-мӗшӗнче ир-ирех кӳлмеке 5 пулӑҫӑран кая мар тухса ларнӑ. Экстремалсем темелле-ши — ҫӳхе пӑртан хӑрамаҫҫӗ. Ара, вӗсен шухӑшӗпе, пӑр кирлӗ чухлӗ — 8–10 сантиметр — хулӑн. Анчах ун чухлӗ пулни иккӗлентерет. Ҫитменнине, кӳлмекре вырӑнӑн-вырӑнӑн шыв 2 метр е ытларах тарӑнӑш.
Ҫапла аслисем кӗҫӗннисене япӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Ҫак кунсенче «Инженерная защита» АО ӗҫченӗсем кадет шкулӗнче вӗренекен ачасене ҫӳхе пӑр ҫинчен хӑваласа янӑ. Паллах, ку хыпара шкул директорӗ патне те ҫитернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ аслисене те, ачасене те пӑр хальлӗхе ҫӳхе пулнине, ҫавӑнпа унта кӗме юраманнине асӑрхаттарать.
Хӗрлӗ Чутай район прокуратури шкулсенче хут ӗҫӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Район администрацийӗн вӗренӳ пйаӗн специалисчӗн ҫавӑншӑн дисциплина тӗлӗшӗнчен явап та тытма тивнӗ.
Прокуратура наркотикла тата психотроплӑ япаласен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшне сирес тӗлӗшпе шкулсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Тӗрӗсрех, кун пирки ӗҫе епле планланине. Плана кирлӗ пек ҫырманни йӗркене пӑсни пулать иккен. Эрех-сӑрапа е наркотиклӑ е психотроплӑ япалапа айкашнине асӑрхасан ачасене шкулти учета илесси пикри ӗс планне кӗртсе хӑварман. Анкета, тренинг, уйрӑм калаҫу ирттересси пирки те хут ҫине ҫырса хумалла пулнӑ-мӗн. Тата тестне ирттернӗ чух ачасенчен ҫыртарса ирӗк илмен.
Шкулсем плана йӗркеллӗ ҫырманнишӗн вӗренӳ пайӗ яваплӑ тесе шухӑшланӑран прокуратура райадминистрацине представлени тӑратнӑ. Унта вара ҫав пайра ӗҫлекен ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Ятарлӑ проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти 3-мӗш ача пахчинче хӑнасем пулса курнӑ. Итали хӑнисем, ылмашӑну программипе килӗшӳллӗн 2-мӗш лицейре вӗренекенскерсем, ачасемпе тӗл пулнӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисем Шупашкара «AFS — Интеркультура» программӑпа килӗшӳллӗн килнӗ. Шупашкар хулинчи шкулсем унта 16 ҫул хутшӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Тӗнче шайӗнчи программӑна халӗ ав ача пахчинчисем те хутшӑннӑ.
Хӑнасем ача пахчипе паллашнӑ. Унта мӗнле ӗҫлени те кӑсӑклантарнӑ вӗсене. Ачасем вара кун мӗнле иртсе кайнине каласа кӑтартнӑ. Хӑнасене ирхи зарядкӑна та чӗннӗ. Италирен килнӗ ҫынсем Ҫӗнӗ ҫула мӗнле хатӗрленни пирки те ыйтса пӗлнӗ.
Италипе Раҫҫей ачисем пӗчӗк шӑпӑрлансемпе хаваспах паллашнӑ, вӗсемпе пӗрле ӳкернӗ, юр кӗлетке тунӑ. Итали хӑнисем кунта татах килесшӗн, хӑйсем патӗнчи ача пахчисем пирки каласа кӑтартасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |