Пирӗн республикӑра «Хут бумӗ» экологи проекчӗ пурнӑҫа кӗрет. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл хут пуҫтарнине пӗлтерет. Ку ӗҫе республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви тата «ЭКА» халӑх пӗрлӗхӗ пуҫарнӑ.
«Хут бумӗ» проекта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Канашри, Ҫӗмӗрле районӗнчи 13 шкул хутшӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш, Шупашкарти 54-мӗш, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш вӑтам шкул вӗренекенӗсем — чи хастаррисем-мӗн.
«Йывӑҫ касни тавралӑха сиен кӳрет. Макулатурӑран 1 тонна хут хатӗрлесен 17 йывӑҫ упранса юлать, 30 пин литр шыв перекетленет», — аса илтереҫҫӗ проекта хутшӑнакансем.
«Хут бумӗ» 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ку ӗҫе кирек хӑш организаци те хутшӑнма пултарать. Проектӑн малтанхи тапхӑрне кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче «Симӗс Чӑваш Ен» экологи форумӗ вӑхӑтӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малта пыракансене парнепе хавхалантарма шухӑшлаҫҫӗ.
Кӑҫал Сочи хулинче «Сириус» вӗренӳ центрӗ уҫӑлнӑ. Унта ҫамрӑк спортсменсем, мусӑкҫӑсем, ӑсчахсем килеҫҫӗ. Центра РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарӑвӗпе уҫнӑ.
Нумаях пулмасть «Сириус» центра пирӗн ентеш пулса курнӑ. Шупашкарти 3-мӗш ӳнер шкулӗнче вӗренекен Павел Кулагин саксофон калать.
«Сириуса» лекме ҫӑмӑл мар. Павел малтанах республика шайӗнчи суйлав витӗр тухнӑ. Унтан унӑн пултарулӑхне Питӗрти жюри хакланӑ. Кун хыҫҫӑн Пашӑна Сочие кайма суйланӑ. Павел «Ӳнер» енӗпе сменӑра пулнӑ.
«Сириус» вӗренӳ центрне 10–17 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Уйӑхсерен унта 600 яш-хӗр килет. Павел унта 21 кун пулнӑ. Ку хушӑра арҫын ача паллӑ ҫынсемпе паллашса ӗлкӗрнӗ.
Паша каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, центрта лекцисем иртнӗ. Вӗсене Мускав патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовников вуланӑ. Савӑнма та вӑхӑт пулнӑ.
Паша «Сириусра» пулса курнӑ хыҫҫӑн кӗвӗ ҫырма пуҫланӑ. Ҫитес ҫул вӑл татах Сочие кайма ӗмӗтленет.
ЧР Культура министерстви пулӑшнипе республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс ирттерет.
Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртекен конкурса литература каҫалӑкӗнче пирвайхи утӑмсем тӑвакан 15–30 ҫулсенчи яш-хӗр хутшӑнма пултарать. Ӗҫсене ҫак номинацисемпе йышӑнаҫҫӗ: «Проза», «Драматурги», «Поэзи». Вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене А4 калӑпӑшлӑ хут ҫине 20 страницӑран ытла мар (вырӑсла ӗҫсене — 12 Times New Roman, чӑвашлисене — Arial Cyr Chuv шрифтпа) пичетлемелле. Кунсӑр пуҫне ӗҫсене СD-диск е флешка ҫинче илсе килме ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех авторӑн 6х8 калӑпӑшлӑ тӗслӗ сӑн ӳкерчӗк пулмалла. Алӑпа ҫырнӑ тата кӗнеке пуххисенче, литература альманахӗсенче пичетленнӗ ӗҫсене йышӑнмаҫҫӗ.
Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен Шупашкарти И. Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «а» ҫурта ҫитермелле. Тӗплӗнрех 8 (8352) 51-62-63, 52-37-22, 54-02-82 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пулать. Конкурс пӗтӗмлетӗвне библиотека сайтӗнче раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вырнаҫтарӗҫ. Чи лайӑх хайлавсене «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче», «Тантӑшра» тата «Самант», «Тӑван Атӑл», «ЛИК» журналсенче пичетлеме, «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература пуххин 5-мӗш кӗнекине кӗртме шантараҫҫӗ.
Республикӑра авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗччен «Нарспи сӑнарне эпӗ мӗнле ӑнланатӑп» ятлӑ сочинени конкурсӗ иртнӗ. Конкурс тӗллевӗ тесе ачасен шухӑшлавне, вулав туйӑмне аталантарасси, пултаруллӑ ачасене тупса палӑртасси тесе палӑртнӑччӗ.
Вуннӑмӗш класра вӗренекенсем сочинени конкурсне малтан шкул, кайран район шайӗнче хутшӑннӑ. Республика тапхӑрне 14 районтан тата 7 хуларан 55 сочинени тӑратнӑ. Вӗренекенсем сочиненисене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырма пултарнӑ.
Конкурса Патӑрьел районӗнчен 3 ӗҫ тӑратнӑ. Чӑваш шкулӗсем хушшинче 2-мӗш вырӑна Пӑлапуҫ Пашьел вӑтам шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Кристина Катыкова (ертӳҫи — чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Светлана Никитина) йышӑннӑ.
Тутарстан Республикинче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ тата Раҫҫей халӑх шкул ачисен иккӗмӗш вулавӗ иртнӗ. Ӑна Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи тата «Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ.
Юпан 28-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине ҫичӗ халӑх (вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш, мари, удмурт тата ирҫе-мӑкшӑ) ывӑл-хӗрӗ пуҫтарӑннӑ. 600 ытла ӗҫрен 94 шкул ачин ӗҫӗ малтанхи тапхӑрта ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Вырӑс, тутар, чӑваш халӑх ачисем уйрӑм секцисем тӑрӑх пайланса ӗҫленӗ.
Ҫак сумлӑ конференцие Чӑваш Республикинчен виҫӗ вӗренекен йыхрава тивӗҫни пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтерет. Вӗсен шутӗнче Шупашкар районӗн Тутаркасси вӑтам шкулӗн 10-мӗш класс вӗренекенӗ Марина Васильева (вӗрентекенӗ — А.В. Ишова), Кӑшавӑш вӑтам шкулӗн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Татьяна Карамаева (вӗрентекенӗ — Е.А. Майков) тата Шупашкар хулин 59-мӗш шкул вӗренекенӗ Екатерина Антошина (вӗрентекенӗ — Е.Л. Чернова) пулнӑ. Чӑваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ӗн тупӑшнӑ. Кунта Тутарстанта чӑвашла тӑрӑшса вӗренекенсем те хӑйсен тӗпчев ӗҫӗсене хӳтӗленӗ.
Чӑваш медикӗсем чан ҫапаҫҫӗ. Мӗншӗн? Чӑваш Енре ҫулсерен 10 ача вилет-мӗн.
Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ачасем ашшӗ-амӑшӗн тимсӗрлӗхне пула пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа тухтӑрсем вӗсем валли ятарлӑ памятка хатӗрлесшӗн.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чылай чухне ашшӗ-амӑшӗ ачи пирки, унӑн пурнӑҫӗ вӗсен аллинче пулни ҫинчен манаҫҫӗ. Пӑтӑрмахсем япӑх пурӑнакан ҫемьесенче кӑна мар, лайӑххисенче те пулаҫҫӗ.
Ҫавна май нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче ятарлӑ лару иртнӗ. Унта тухтӑрсем, педагогсем ҫӑмрӑк амӑшӗсем валли хатӗрлеме палӑртнӑ памятка проектне сӳтсе явнӑ. Унта ачасем ытларах чухне мӗне пула вилнине кӑтартӗҫ. Тӗслӗхрен, кӑкӑр ҫинӗ чухне ача пӑчӑхса вилет. Теприсем вӗри пӑрӑхӗсенчен пиҫсе каяҫҫӗ. Ҫаксене памяткӑра палӑртӗҫ, вӗсенчен мӗнле хӑтӑлмаллине ӑнлантарӗҫ.
Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра Этем правине, Ачасен правине тата Усламҫӑсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйсем ӗҫлеҫҫӗ. Халӑхӑн пӗр-пӗр уйрӑм сийӗн интересне мала кӑларакан ҫак органсене пуҫарса яни ытлашши нумаях та мар, ытлашши сахалах та мар.
Республикӑри ачасен правине хӳтӗлеме Чӑваш Енре Вячеслав Рафинова лартнӑччӗ. Вӑл — Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра чылай ҫул тӗп тухтӑрта ӗҫленӗ ҫын. Специальноҫпа Вячеслав Викторович — анестизиолог.
Маларах ачасен хӳтлӗхҫин аппарачӗ Правительство ҫуртӗнче ларатчӗ. Халӗ ӗҫ вырӑнӗ улшӑннӑ. Ачасен хӳтлӗхҫи патне йышӑнӑва каяс тесен Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 84-мӗш ҫурта ҫитмелле. Телефон номерӗ — 58-41-01. Электрон адрес ылмашман: ombudsman@cap.ru.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Елчӗк районӗнче «Йывӑҫ ларт тата ӑна сыхласа хӑвар» акци иртет. Уншӑн яваплисем ҫак мероприяти ҫынсене ҫутҫанталӑка юратма тата упрама, тавралӑха симӗслентерме, ялсен сӑн-сӑпатне хитрелетме йыхравлать тесе ӗнентереҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн хӗвеллӗ те уяр пӗр кунӗнче Елчӗк шкулӗнче вӗренекен шкул ачисем йывӑҫ лартма пикеннӗ. Вӗсем хāйсем маларах палāртса хāварнā лаптӑка пӗр кунра 80-90 тӗпе яхāн хурāнпа ҫāка хунавӗ лартса хӑварма пултарнӑ.
Елчӗк шкулӗн тӗслӗхӗпе районти ытти шкула, ачасен тата ҫамрӑксен общество организацийӗсене «Йывӑҫ ларт тата ӑна сыхласа хӑвар» акцине хастар хутшӑнма чӗнетпӗр тесе калаҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗнче.
Сӑнсем (5)
Шупашкарта ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. «Ҫамрӑк поэтсем — Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ» конкурса чылаййӑн хутшӑннӑ.
Жюри умне Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкартан килнӗ ачасем тухса сӑвӑ вуланӑ.
Конкурса Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне халалласа ирттернӗ. Ҫавна май сӑвӑ темисем те унпа килӗшсе тӑнӑ: туслӑх, пӗрлӗх, Тӑван ҫӗршыва юратни.
Ачасем конкурсра хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене ҫеҫ вуланӑ. Сӑвӑсем чӑвашла та, вырӑсла та янӑранӑ. Чылайӑшӗ поэзи кружокне ҫӳрет-мӗн. Сӑмах май, кунашкал кружоксем халӗ чылай шкулта, пултарулӑх центрӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Жюри паташӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ачасен сӑвӑ ҫырас ӑсталӑхӗ ӳснӗ. Альбина Юрату ҫапла палӑртнӑ: поэзи пур пулсан пуласлӑх та пур.
Хусанта халӑх ташшине юратакансем ҫӗршыв кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Унта Хусан, Чулхула, Мускав, Тӗмен, Самар, Пенза, Шупашкар хулисенчен 15 коллектив пуҫтарӑннӑ.
Тутарсен тӗп хулине пирӗн республикӑри Культурӑпа халӑх пултарулӑхӗн керменӗ ҫумӗнчи «Суварята» ташӑ ансамблӗ те ҫитсе килнӗ. Ирина Музыкантова ертсе пыракан коллектив киле сумлӑ парнесемпе таврӑннӑ. «Халӑх ташшин йӑли-йӗркине упраса хӑварнӑшӑн» ҫамрӑк артистсен ушкӑнӗ «Халӑх ташши» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас тата наци культурин пуянлӑхне упраса хӑварас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ансамбль балетмейстерне, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Анатолий Музыкантова Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |