Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Президент пепкелӗх центрӗнче 3420 грамм таякан, 55 сантиметр тӑршшӗ хӗрача ҫуралнӑ. Пиллӗкмӗш кунхине тӑрук унӑн сывлӑхӗ япӑхланма пуҫланӑ. Унӑн чӗре чирӗ пулнӑ иккен.
Чӑваш Енри тухтӑрсем ҫӗршыври пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсемпе канашланӑ. Икӗ эрне сиплесен пӗчӗк ачана ИВЛ аппаратпа сывлаттарма пӑрахнӑ, тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ.
Хӗрача кӑкӑр сӗчӗпе часах ӳт хушма пуҫланӑ. 3900 грамм тайма пуҫласан, сывлӑхӗ лайӑхлансан амӑшӗпе ачине киле янӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнче хӗрарӑмпа ачана шар кӑтартнӑ 30 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви шутланӑ тӑрӑх, ҫак арҫын юпа уйӑхӗнче курайманнипе арӑмне тата унӑн 14 ҫулти ывӑлне хӗненӗ. Хӗрарӑм пусмӑра чӑтайман - кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ.
Арҫын следстви вӑхӑтӗнче решетке хыҫӗнче ларӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» проекта пурнӑҫласа класс сехечӗсен валли чӑвашла сценарийӗсене малалла хатӗрлет.
Хальхинче унта 1-2 классенче ирттермелли «Атом ледоколӗсен флочӗ. Ҫурҫӗр тинӗс флочӗн аталанӑвӗ» темӑпа чӑвашла материал хатӗрленӗ.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, класс тулашӗнче ирттермелли заняти тӗллевӗ — кӗҫӗн класс ачисене Раҫҫей Арктикин уйрӑмлӑхӗсемпе тата Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗпе паллаштарасси, ҫӗршывӑмӑрпа тата ун ҫыннисемпе мухтанма хӑнӑхтарасси.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Раҫҫейре Хӗл мучи пуйӑсӗ регионсем тӑрӑх ҫӳрет. Ку – «Чукун ҫулӗпе» Вологда облаҫӗн правительствин пӗрлехи проекчӗ.
Хӗл мучи пуйӑсӗ юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫула тухнӑ. Вӑл Аслӑ Устюгран пуҫласа Владивостока ҫитӗ, унтан – каялла. Хӗл мучи ҫӗршыври ачасене савӑнӑҫ парнелӗ.
Пуйӑс Чӑваш Ене раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче килӗ. Вӑл Шупашкарта чарӑнӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм ӑнсӑртран ҫуратма пуҫланӑ. Варти ачи 33 эрнере кӑна пулнӑ.
Вӑл пепкене килӗнче хӑех ҫуратнӑ. Хӗрарӑм телефон патне тепӗр ҫур сехетрен кӑна тӑсӑлса ҫитнӗ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравласа хӑй ҫуратнине пӗлтернӗ.
Оперативлӑ уйрӑмӑн аслӑ тухтӑрӗ Надежда Артемьева ӑна фельдшерсем ҫитиччен телефонпа мӗн тумаллине каласа тӑнӑ, кӑвапине мӗнле касмаллине ӑнлантарнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен амӑшӗпе ачине Шупашкара илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: ку хӗрарӑмӑн виҫҫӗмӗш ачи пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере пӗр ачана йытӑ ҫыртнӑ. Ҫавӑн пирки ача амӑшӗ прокуратурӑна ҫул тытнӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ май ҫакна палӑртнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ача шкултан килне таврӑннӑ, ҫавӑн чухне ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ҫыртнӑ.
Ачана амӑшӗ больницӑна илсе кайнӑ. Унтан вӑл надзор органне ҫӑхавланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнчен ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн саплаштарма ыйтнӑ.
Суд ачана майлӑ пулнӑ — администрацирен 10 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тахҫанах, 2018 ҫултанпа, виҫӗреш ҫуралман. Нумаях пулмасть Алексейпа Екатерина Гуменюксен ҫемйинче тӳрех виҫӗ ача кун ҫути курнӑ: Вероника, Михаил тата Артем.
Сӑмах май, кӑҫалхи 5 уйӑхра Чӑваш Енре 44 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Хальччен пӗр виҫӗреш те пулман. Пӗрремӗшӗ – Гуменюксен ҫемийнче.
Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 6737 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8,8 процент сахалрах.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче «Звуки музыки народной» (чӑв. Халӑх кӗввин сасси) ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ.
Ал айӗнчи тӗрлӗ хатӗртен чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур, краевед, чылай кӗнеке авторӗ, Николай Фомиряков ачасене чӑваш музыка инструменчӗсем пуҫланса кайни, вӗсен кашнин янӑравлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ӑстапа тӗл пулма Шупашкарти 20-мӗш тата 49-мӗш вӑтам шкулсенче 6-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем хӑмӑшран сӑрнай, шӑпӑр валли чӗлӗх хатӗрлеме май пуррине пӗлсе тӗлӗннӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ачасем вӑйӑ вылянӑ. 12 ҫулти хӗрача йывӑҫ ҫине хӑпарса кайнӑ та анайман. Ытти шӑпӑрлан кун пирки васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ачасем адреса тӗплӗн калайманнипе тухтӑрсем ҫав вырӑна тӳрех шыраса тупайман.
Ирина Емельянова тата Андрей Егоров фельдшерсем, Игорь Мефодьев водитель ачана пулӑшнӑ. Хӗрачана ҫӗр ҫине антарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл малалла вылянӑ.
Республикӑн тӗп хулинче пурӑнакан пӗр хӗрача шкула ҫӳреме пӑрахнӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн специалисчӗсем ҫемьере темиҫе хутчен те пулнӑ. Хӗр шутне кӗнӗ ачапа темиҫе хутчен те калаҫнӑ, ашшӗпе те сӑмахланӑ, анчах усси пулман.
Комплекслӑ центрӑн специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьере хальхинче «Полици тата ачасем» акци ирттернӗ май кайнӑ. Йышра ҫул ҫитменнисемпе тата ашшӗ-амӑшӗпе ӗҫлекен тӗрлӗ специалист пулнӑ.
Маларах асӑннӑ ача пӗчӗк чухнех амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, вӑл ашшӗпе пурӑннӑ. Анчах юлашки ҫулсенче арҫын воспитани енӗпе ҫителӗксӗр вӑй хунӑ – пике уроксене сиктерме пуҫланӑ. Нумаях пулмасть ӑна хулари Социаллӑ реабилтаци центрне вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |