Республикӑра ҫӗртме уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче "Хӳтӗлев" оперативлӑ профилактика мероприятийӗ иртнӗ. Ӑна полицейскисем йӗркеленӗ. Ҫав тапхӑрта пакунлисем 18 ҫул тултарман 3 ача рельсем ҫине тӗрлӗ япаласем хунине тупса палӑртнӑ.
Ҫак ачасем Канашри 1-мӗш тата 9-мӗш шкулсенче вӗренеҫҫӗ. Куншӑн хӑйсем ачасем мар, вӗсен ашшӗсемпе амӑшӗсем административлӑ майпа явап тытӗҫ.
Йӗрке хуралҫисем асӑрхаттараҫҫӗ: рельссем ҫине тӗрлӗ япаласем хума юрамасть. Ку хӑрушлӑх патне илсе ҫитерет. Ҫак ӗҫшӗн явап тыттараҫҫӗ.
Шупашкарта Гастелло урмӗнче ача машина айне лексе суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ку паян 13 сехет те 40 минутра Гастелло урмӗнчи 19-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача юраман ҫӗрте, «зебрӑран» 20 метрта, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Ниссан» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 56 ҫулти арҫын ларнӑ.
ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, ачан ури хуҫӑлнӑ.
Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 62 ҫулти арҫын кӳршӗ хӗрачисен тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Куншӑн ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 12 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен кӳршӗри 13 ҫулти хӗрача тата унӑн 11-ти шӑллӗпе тепӗр хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Хайхискер ар органне кӑтартса ачасене унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗме пӗрре мар ӳкӗтленӗ.
Чӑваш кадет корпусне ҫамрӑксен вӗренме кӗме май пур. Вӗренӳ учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра унта 5, 6, 7 тата 8-мӗш классене йышӑнаҫҫӗ.
Кадетсен йышне тӑрас тесен ҫирӗп сывлӑхлӑ пулмалла, вӗренме кӗмелли экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытмалла, собеседовани витӗр тухмалла тата физкультура енӗпе тест ирттерӗҫ.
Чӑваш кадет корпусне кӑҫал арҫын ачасене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ.
Пулас кадетсен ашшӗ-амӑшне ачисен докуменчӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен илсе пырса пама ыйтаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен документсене 10-мӗш класа вӗренме кӗрекенсенчен йышӑнӗҫ.
Республикӑра 11 ҫулти ачана сӑпса сӑхнӑ. Унӑн аллерги пуҫланнӑ: пичӗ шыҫӑннӑ, йывӑррӑн сывланӑ. Арҫын ачана Хулари ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Ачапа ашшӗ-амӑшӗ дачӑра пулнӑ. Пӗчӗкскере питӗнчен сапса сӑхнӑ. Амӑшӗ ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ, эмел ӗҫтернӗ. Анчах ачан пичӗ пурпӗрех шыҫнӑ, сасси ҫӗтнӗ, йывӑррӑн сывланӑ. Ачана больницӑра реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ.
Арҫын ачан сывлӑхӗ тепӗр кунхинех йӗркеленнӗ, ӑна реанимацирен куҫарнӑ.
Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби ашшӗ-амӑшӗ ачине сайра тӗл пулакан ят панӑ тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ.
Кӑҫал республикӑра Юман тата Добрыня ҫуралнӑ. Сайра тӗл пулакан ятсен йышӗнче ҫаксем те пур: Никон, Стефан, Леонард, Эрик, Влад, Феликс, Севастьян, Назар, Ефим, Роберт, Дамиан.
Хӗрачасене Лилия, Алисия, Даниэла, Малика, Лиана, Тея, Ляйсан, Асия, Алекса, Лея, Адель, Миранда, Амелина, Мелания ятсене суйлакансем пулнӑ. Вӗсем хальхи вӑхӑтра тӑтӑшах тӗл пулмаҫҫӗ.
Халӗ анлӑ сарӑлнӑ ятсен йышӗнче ҫаксем: Артём, Роман, Матвей, Максим, Иван, Александр, Михаил, Кирилл, Егор, Лев, Даниил, Илья, Тимур, Арсений, Тимофей, Ева, София, Анна, Виктория, Ксения, Дарья, Милана, Анастасия, Варвара, Мария, Валерия, Арина, Елизавета, Василиса.
Чӑваш Енри кадетсем малашне укҫа тӳлемесӗр апатланма пуҫлӗҫ. Ӗнер иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче вӗрентӳ ҫинчен калакан республикӑри саккуна улшӑну кӗртме йышӑннӑ.
Дмитрий Захаров министр ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, хушма программӑсемпе, ҫав шутра ҫар хатӗрленӗвӗ енӗпе вӗренекен ачасене хальлӗхе тӳлевсӗр апатлантарман. Вӗсене вӗренӳре кирлӗ тумтирпе те тивӗҫтермен. Малашне ҫак кӑлтӑксене пӗтерме йышӑннӑ.
Паянхи куна илсен, Шупашкарти Кадет корпусӗнче 367 ача вӗренет. Унта халӗ сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасене ҫеҫ тӳлевсӗр апатлантараҫҫӗ. Кунне пилӗк хутчен ҫитерме 227 тенке кайса ларать. Пур ачана та тӳлевсӗр апатлантарма ҫулталӑкра 16,5 миллион тенкӗ кирлӗ. 2022 ҫулта ҫав тӗллевпе 12,2 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ, тумтирпе тивӗҫтерме — 20,9 миллион.
Пермь крайӗнче ҫуралса ӳснӗ хӗрарӑм Чӑваш Енре тахҫантанпах пурӑнать. Унӑн 18 ҫул тултарман 3 ача пур. Анчах вӑл вӗсене пӑхмасть, хӑй те этем ретле пурӑнмасть. Ӗс вырӑнӗ те ҫук унӑн. Ҫавна май унран ачисене туртса илнӗ.
40 ҫулти хӗрарӑмӑн вӗсемшӗн алимент тӳлемелле. Анчах вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫламасть.
Суд ҫав хӗрарӑма 60 сехет ӗҫлеттерме йышаннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн ачисене уйӑхсерен 9900 тенке яхӑн тӳлесе тӑма тивӗ.
"Ачасемшӗн пӑшӑрхама кирлӗ мар. Вӗсене опекунсем хӑйсен ҫемйине илнӗ", - ҫапла каланӑ 3 ача амӑшӗ.
Паян 13 сехетре Шупашкарти Эльгер урамӗнче ача самокатпа ярӑнса пынӑ чухне машина кустӑрми айне пулнӑ. Ку Нумай функциллӗ центрпа мини-пасар хушшинче пулса иртнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 9 ҫулти арҫын ача ҫул урлӑ каҫнӑ. Ун ҫине 51 ҫулти водитель пырса кӗнӗ. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна курман.
Арҫын ача, юрать, суранланнӑ ҫеҫ. Пуҫне амантнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «Эткер» ятлӑ ача-пӑча уйлӑхӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта ӗҫлет. Уйлӑхӑн пӗрремӗш сменинче йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенчи 30 ача хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетӗ.
Социаллӑ учрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ уйлӑхра ачасем кӑнтӑрла канаҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ирпе килеҫҫӗ те куна вӗсем центрта ирттереҫҫӗ.
Ачасем валли аслисем кӑсӑклӑ тӗрлӗ программа хатӗрленӗ. Мероприятисен тӗп теми — чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ историйӗпе тата ҫыннисемпе паллаштарасси. Ҫавна тӗрлӗ вӑйӑ, конкурс, тупмалли юмахсем урлӑ ачасем патне ҫитерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |