Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче 550 грамм таякан, 32 сантиметр тӑршшӗ ача ҫуралнӑ. Пепке ҫут тӗнчене маларах, 27 эрнере, килнӗ.
Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Малтан ача хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме хӑнӑхнӑ. 2 уйӑха ҫитсен ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Унта офтальмолог тӗрӗсленӗ те куҫне операци тумаллине палӑртнӑ. Ачапа пӗрле амӑшӗ те выртнӑ.
Тепӗр эрнерен ачана операци тунӑ. Кун хыҫҫӑн ача пульницӑра тепӗр икӗ уйӑх вӑй пухнӑ. Нумаях пулмасть ӑна киле кӑларнӑ. Ун чухне вӑл 2601 грамм тайнӑ, 44 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 20 процент чакнӑ. Ҫапах Роспотребнадзор республикӑри пилӗк районпа хулара лару-тӑру йывӑртарах пулнине палӑртнӑ. Ҫак йышра – Йӗпреҫ, Етӗрне, Вӑрнар, Улатӑр районӗсем, Улатӑр хули.
Иртнӗ эрнере пирӗн регионта 711 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 35 проценчӗ Шупашкарта пурӑнать.
Роспотребнадзор палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа 1 ҫул тултарман ачасем тата 50 ҫултан иртнӗ ҫынсем ытларах чирлеме пуҫланӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 48 минутра, Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем пӑр ҫинче чупса ҫӳрекен пулӑшнӑ. Хӗрачасене куракансем пулнӑ. Вӗсем пирки ҫынсем ҫӑлавҫӑсене пӗлтернӗ. Ҫавсем Шупашкар гидроэлектростанцийӗнчен инҫех мар, пӑр тӑрӑх, чупса ҫӳренӗ. Ҫӑлавҫӑсем ҫав вырӑна кимӗпе васкаса пырса ҫитнӗ. Вӗсем хӗрачасене кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗрне илсе тухнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, республикӑри социаллӑ центрсенче йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче пурӑнакан ачасене уйлӑхсенче кантарма путёвкӑсем пама тытӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗрлӗ мелпе 100 пин ытла ачана канма май туса парасшӑн. Стационарлӑ 14 уйлӑх, кӑнтӑрла канмалли 319 уйлӑх уҫма палӑртаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ пулӑшу министерствин социаллӑ пулӑшу паракан центрӗсем ҫумӗнче 14 уйлӑх ӗҫлӗ.
Ачасене уйрӑм ҫынсен 3 уйлӑхӗ («Жемчужина Чувашии», «Салют», «Солнышко»), патшалӑхӑн 2 уйлӑхӗ («Белые камни», «Росинка» Минспорта Чувашии) тата муниципалитетсен 9 уйлӑхӗ («Берёзка», «Бригантина», «Волна», «Звездный», «Звездочка», «Космонавт», «Романтика», «Соснячок», «Янтарный») йышӑнӗҫ.
Эпидемиологи енчен лару-тӑру йӗркеллех пулсан уйлӑхсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫӗҫ.
Ҫак уйӑхра Шупашкарти ача пахчисенче «Культурная Чувашия» (чӑв. Культурӑллӑ Чӑваш Ен) фестиваль иртет. Ҫавна май ачасене республикӑри паллӑ композиторсемпе, музыкантсемпе, театр тата кино артисчӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери музыка кунӗ пулнӑ май хулари 140-мӗш ача пахчинче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, юрӑҫпа тата композиторпа Людмила Кинерпе тӗл пулнӑ.
209-мӗш ача пахчинче музыка квесчӗ, «Кӗвве уйӑрса ил» вӑйӑ ирттернӗ. 142-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем Аннита Лоренцова ача-пӑча композиторӗпе тата хулари 3-мӗш музыка шкулӗнче ӗҫлекен педагогпа тӗл пулнӑ. 8-мӗш ача пахчинче ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ.
1-4 классенче вӗренекен ачасен «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивалӗн республика тапхӑрне район е хула шайӗнче ҫӗнтернӗ ачасем хутшӑннӑ. Унта пурӗ 129 номер пулнӑ. Чӑваш Республикинчен 96 ӗҫ тӑратнӑ, республика тулашӗнчи вӗренӳ организацийӗсенчен (Тутар Республикипе Чӗмпӗр облаҫӗнчен) – 33 номер.
Фестиваль 4 номинаципе иртнӗ: «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш вӑййи», «Янра, чӑваш юрри», «Чӑваш ташши».
Шупашкарти кардиодиспансерта кӑшӑлвируса пула ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ хӗрарӑма ҫӑлнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ.
Наталья Иванова иккӗмӗш ачине кӗтнӗ чухне кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Ҫавна пула ӑна кесарево мелӗпе ҫураттарнӑ. Ывӑлӗ сывах ҫуралнӑ. Амӑшне хӑйне вара пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Унӑн пӗтӗм ӳпки сиенленни палӑрнӑ.
Пациента ЭКМО аппарат айне вырттарнӑ, медикаментозлӑ комӑна кӗртсе ӳкернӗ. Ӳпки вырӑнне аппарат сывланӑ.
Халӗ Наталья Иванова хӑйне чиперех туять, ҫапах хальлӗхе ӑна киле ямаҫҫӗ. Унӑн реабилитаци курсӗ витӗр тухмалла. Икӗ ача амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл 1,5 уйӑх ҫывӑрайман, юлашки 3 кунра ҫеҫ канлӗ хуп турттарнӑ. Ывӑлӗ вара кӗҫех 2 уйӑха ҫитет.
Шупашкарта ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулса иртнӗ инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан водителӗн машининче унӑн икӗ ачи (пӗри тӑваттӑра, тепри улттӑра) пулнӑ.
Инкек каҫхи ултӑ сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 35-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмахра 3 ҫын аманнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫын хӑй тытса пыракан «Опель Корса» автомобильпе пӗр вырӑнта ларакан «Хендай Солярис» машинӑпа, унтан кайран «Киа Спортейдж» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Инкекре «Опель Корса» водителӗн икӗ ачи тата «Киа Спортейдж» машинӑн 27 ҫулти хӗрарӑм-водителӗ аманнӑ.
«Опель Корса» машинӑн водителӗ хӗрӗнкӗ пулнӑ. Унӑн водитель удостоверенийӗн вӑхӑчӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчех тухнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна правасӑр тата ӳсӗр пуҫпа ҫула тухнӑшӑн патшалӑхӑн автоинспекторӗсем явап тыттарнӑ. Ун хыҫҫӑн та арҫын йӗркене кӗмен.
Шупашкарта "Волжский-3" микрорайонта таксист 9 ҫулти хӗрачан урине таптанӑ. Хӑй вара тарса ҫухалнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ.
Ун чухне таксист хӗрачана шкул умне илсе ҫитернӗ. Хӗрача аннӑ, таксист вара хускалса кайнӑ та ачан урине таптанӑ. Вӑл ӑна пулӑшман, вырӑнтан тарнӑ. Хӗрача хӑйех пульницӑна кайса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Йӗрке хуралҫисем таксиста часах шыраса тупнӑ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл хӗрачана асӑрхаман, часрах тепӗр клиент патне кайнӑ.
Шупашкарта ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10 ҫулти ача машина урапи айне пулнӑ.
Ҫул ҫинчи инкек Граждан урамӗнче 16 сехетре пулса иртнӗ. Ҫавӑнта вуннӑри шкул ачи ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ача светофорпа мар, анчах ҫуран ҫӳрекенсене каҫма ирӗк паракан вырӑнпах каҫнӑ. Ача ҫине «Грейт Уолл» автомобиль пырса кӗнӗ. Унӑн рулӗ умӗнче 46-ри арҫын пулнӑ.
Аманнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкекшӗн айӑплӑ водитель урӑ пулнӑ. Пӑтӑрмаха тӗпчевҫӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |