Ватӑсене ултавҫӑсем епле кӑна улталамаҫҫӗ пулӗ?! Хӑйсемпе социаллӑ ӗҫчен тесе те паллаштараҫҫӗ, тухтӑр тесе те суеҫтереҫҫӗ, газ тытӑмӗнче е ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ халап шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Е тата «Сирӗн пӳрте усал иленнӗ — ӑна тасатмалла», — тесе пырса кӗреҫҫӗ. Пур услапа ан ӗненӗр тесе темле асӑрхаттарсан та ҫакланакансем пур.
Иртнӗ эрнере, акӑ, Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан 79-ти кинейме икӗ хӗре ӗненнӗ. Лешсем хуҫалӑхра кирлӗ, анчах йӳнӗ ӑптӑр-каптӑр тавар 20 пинпе тыттарса хӑварнӑ. «Лавккара вӑл 38 пин тенкӗ тӑрать. Сире, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе, йӳнӗпех сутатпӑр. Эпир — ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсем», — тесе карчӑка ним мар ӗнентернӗ. «Ман укҫа ҫук-ха», — текелесе малтан лешӗ турткаланма пӑхнӑ та кайран ӳкӗте кӗнӗ. Пӗтӗм таварӗ (виҫӗ япала тыттарса хӑварнӑ) икӗ пин тенке яхӑн кӑна тӑрать-мӗн.
Юпан 4-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи тепӗр ватӑ йӳнӗ тавара 15 пин тенкӗпе илсе юлнӑ. Хӑйсемпе хӗрсем социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче тӑрӑшатпӑр тесе паллаштарнӑ иккен.
Карчӑк-кӗрчӗке улталакансем 26–27-ри хӗрсем пуль тесе икӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗче Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнче ватӑ ҫынсен кунне чыслӑн паллӑ тунӑ. Ирхине 11 сехетре Кушар Юнтапа ялӗнчи культура ҫуртӗнче, 13 сехетре Ярмушкари вӑтам шкулти акт залӗнче ватӑсем валли концерт лартнӑ.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, Вӑрнар район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Петров, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан районти пай пуҫлӑхӗ Ирина Смолина, ветерансен канашӗн ертӲҫи Геннадий Сорокин пуҫтарӑннисене уявпа саламланӑ.
Виҫӗ Юнтапа ялӗнчи ватӑсене «Хаваслӑ культӗҫченсем» илемлӗ юрӑ-ташӑпа саламланӑ, вӗри шӳрпепе хӑналанӑ хыҫҫӑн ватӑсене чысласси Ярмушка ялне куҫнӑ. Уява вырӑнти вӑтам шкул ачисем юрӑпа малалла тӑснӑ. Вӑйӑ картине тӑрса «Ҫӗрӗ камра» вӑййа вылянӑ. «Хаваслӑ культӗҫченсем», «Утмӑлтурат» ушкӑнне ҫӳрекенсем юрӑсем шӑрантарнӑ.
Техӗмлӗ шӳрпе ҫисе хӑналаннӑ хыҫҫӑн ветерансем хӑйсем те юрра-ташша хутшӑннӑ. Халӑха пӗрле пухса савӑнтарнӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.
Сӑнсем (31)
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ял тӑрӑхӑнче пенсионерсем 218 ҫын, вӗсенчен 130-шӗ ӗҫ ветеранӗ ята тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗ 51 ҫын, салтак арӑмӗсем 6 хӗрарӑм: Зинаида Манина, Клавдия Исаева, Мария Русскова, Надежда Иванова, Лидия Мартынова тата Евдокия Арсенкина. Пенсионерсем хушшинче сусӑррисем 38-ӑн, кунсӑр пуҫне 18 ҫула ҫитмен 4 сусӑр ача.
Ваттисен кунне халалласа Штанаш ял тӑрӑхӗнче те ватӑсене пӗчӗк уяв туса чысларӗҫ. Уяв сӗтелӗ хушшине ӗмӗр тӑршшӗпе вырӑнти колхозра, фермӑра, шкулта тӑрӑшнӑ Алевтина Кашкирова (нумаях пулмасть 80 ҫул тултарчӗ), Лидия Коннова, Галина Андреева (80), Елизавета Зотова (вӑл та авӑн уйӑхӗнче 85 ҫул тултарнӑ), Раиса Сергеева, Клавдия Исаева (90-ра), Зинаида Софронова, Нина Манина (80-ра), Марфа Кассирова (75-ре), Леонид Егоров (82-ре), Зоя Прокопьева тата ыттисем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсене вырӑнти ял администаци ертӳҫи Светлана Ефремова, кунта тӑрӑшакан Ираида Павлова, Ираида Семенова тата вырӑнти культура ҫурчӗн ертӳҫи Николай Майоров саламларӗҫ, татах та нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.
Пухӑннисен ячӗпе чылай юрӑ янӑрарӗ, ватӑсем хӑйсем те ӗлӗкхи юрӑсене шӑрантарса, ташласа уява илем кӳчӗҫ.
Ыран — Ватӑсен кунӗ. Республикӑри хула-районсенче ку уява паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗшри драма ушкӑнӗ ҫак кун ватӑ ҫынсене спектакльпе савӑнтарасшӑн. Вӗсем сцена ҫине Н.И.Артемьев пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Вова йӑмри» спектакле кӑларасшӑн.
Драма ушкӑнӗ ҫак кунсенче сцена ҫине тухмашкӑн тӗплӗн хатӗрленнӗ. Репетицисем кашни кун 19 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен иртнӗ.
Пьесӑри рольсене хайлав авторӗ Н.Артемьев, районти тӗп пульницӑн ӗҫченӗ Л.Степанова, Н.Михайлова педагог, газ операторӗ В.Кузьмин, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен Г.Манишев калӑплаҫҫӗ.
Сӑнсем (7)
Хӑй вӑхӑтӗнче «Тимур тата унӑн команди» текен ушкӑнсем пурччӗ. Ку вӑл А. Гайдарӑн ҫавӑн ятлӑ повеҫӗ тӑрӑх йӗркеленӗ пулӑмччӗ. Ачасем ватӑсене пулӑшатчӗҫ, унта-кунта общество ӗҫӗпе аппаланатчӗҫ. Халь те пур-ха ун пеккисем. Анчах урӑхларах хурӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ту пулин пур ҫӗрте те мар.
Элӗкре вара ҫапла ырӑ ӗҫпе аппаланакансем пур. Унти ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнче «Ӑмӑрткайӑк чӗпписем» патриот клубӗ йӗркеленӗ. Ӑна Сергей Иванов ертсе пырать. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май ачасем «Пулӑшу алли» акцие хастар хутшӑннӑ. Ӗнер вӗсем ватӑсем патне ҫитнӗ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем вӗсене пахча, пӳрт-ҫуртра тирпейлесе пулӑшнӑ.
Ҫынна савӑнма нумай та кирлӗ мар. Ватлӑхра пушшех те. Манманни, ҫын сума суни паха. Хальхи вӑхӑтра Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май ял тӑрӑхӗсенче пухусем ирттерме тытӑнчӗҫ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Ишек тӑрӑхӗнче те йӗркеленӗ.
Пуху умӗн ватӑсем унта ҫӗкленекен чиркӗве кайса килнӗ. Ватӑсене ҫавӑн пекех куравпа та паллаштарнӑ. Япони пултарулӑхне кӑтартаканнипе. «Канзши яппунсен ӳнерӗ» курав вырӑнти шкул ачисем хӑйсен аллипе хатӗрленӗ.
Унта-кунта курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн пуху пуҫланнӑ. Ҫывхаракан уяв ячӗпе ватӑсене тӗрлӗ шайри тӳре-шара салам сӑмахӗ каланӑ. Тата пухӑва Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫыннин 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ иккен. Хастар ватӑн «Сторона моя Ишакская» кӗнеке хӑтлавӗ те иртнӗ.
Концерт курнӑ хыҫҫӑн ватӑсем уяв сӗтелӗ хушшине пухӑннӑ.
Сӑнсем (17)
Мускавра компьютерпа нумай енлӗ ӑмӑртассипе IV Пӗтӗм Раҫҫейри чемпионат иртнӗ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри вӑтам шкулта истори тата обществознани вӗрентекен Вячеслав Сидоров «Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗпе ӗҫлесси» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗне Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлешӗвӗн районти уйрӑмӗн ларӑвӗнче чыслама йышӑннӑ. Шӑпах ҫав организаци компьютер ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвне йӗркелес шухӑш тытнӑ та. Пуҫарӑва Раҫҫейӗн Пенси фончӗ, Федераци Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗ, РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, РФ Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, «Пурнӑҫ пахалӑхӗ» ыркӑмӑллӑх фончӗ ырласа йышӑннӑ.
Компьютер ӑсталӑхне пӗлнине ирттернӗ конкурса ҫӗршывӑн 59 тӑрӑхӗнчи тата Бельгири, Словакинчи, Белоруҫри, Казахстанри, Узбекистанри тата Абхазинчи 130 ытла пенсионер хутшӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче виҫӗ ҫул каялла агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен районти канашне йӗркеленӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Федоров ертсе пырать.
Ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗсемпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов тӑтӑшах тӗл пулнине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май Сергей Геннадьевич хисеплӗ ватӑсемпе курнӑҫнӑ. Хисеплӗ ватӑсене ҫамрӑк пуҫлӑх Тав хучӗсемпе чысланӑ. Ку хисепе тивӗҫнисем: Николай Андреевич Андреев, Анатолий Стефанович Анисимов, Анатолий Васильевич Баннов, Василий Иванович Басов, Владимир Степанович Михайлов, Лев Дмитриевич Михайлов, Игорь Емельянович Никифоров, Зоя Пантелеймоновна Спиридонова, Маргарита Филипповна Фадеева, Евгений Федорович Федоров, Александра Сергеевна Федорова, Юрий Егорович Федоров, Виталий Иванович Юрьев, Анатолий Павлович Воронцов.
Сергей Геннадьевич ветерансем умӗнче пуҫ тайнине палӑртнӑ, сывлӑх суннӑ.
Сӑнсем (23)
Пульницӑна кайсан сывӑ ҫын та чирлесе тухӗ тесе тус-юлташӑмӑрсем кӑмӑлсӑрланнине пиртен кашниех илтнӗ-тӗр. Ара, черет ларасси пӗрре тарӑхтарать. Электрон черет йӗркелени те тухтӑр патне вӑхӑтра кӗрессине пур чухне те пӗлтермест. «Ыйтма кӑна», — тесе сӗмсӗррӗн талпӑнаканӗсем хӑйсем тата мӗне тӑраҫҫӗ.
Хӑш чухне шур халатлисем хӑйсем те ҫынсем патне тухса ҫӳреҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне халалласа ирттермелли мероприятисен планне пурнӑҫласа, ав, Ҫӗмӗрлери фельдшерпа акушер пункчӗ вырӑнти ватӑсене киле ҫитсе пӑхма шут тытнӑ. Асӑннӑ тухтӑр ҫурчӗн заведующийӗ А.И. Григорьева кинемисемпе мучисен артери тата куҫӑн шалти пусӑмне юн пусӑмне виҫет, юнри сахӑр виҫине хаклать. Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗнчен епле сыхланмаллине те вӑл ӑнлантарать.
Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче Шупашкарти 28 парикмахерскинче ватӑ ҫынсем ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарма пултарӗҫ.
Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 29–30-мӗшӗсенче тата юпан 1-мӗшӗнче 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем парикмахерскинче ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарӗҫ. Ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарас тесен ҫумра паспорт пулмалла.
Тӗплӗнрех пӗлес тесен хула администрацине 23-50-60 тата 23-50-61 номерсемпе шӑнкӑравламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.