Ҫӗнӗ Лапсарта вырнаҫнӑ «Акация» культура керменӗнче ватӑсем валли ташӑ каҫӗсем йӗркелеҫҫӗ. Кунӗсем тесен тӗрӗсрех пуль-ха. Ватӑ ҫынсем валли кун пек канӑва культура ӗҫченӗсем кӑнтӑрлах йӗркелеҫҫӗ.
Ӗнер те, ав, унта иртенпех юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Ташламашкӑн кӗҫнерникунсерен май туса панине хӑнӑхса ҫитнӗ (ку мероприятие йӗркелеме тытӑнни виҫӗ уйӑх иккен) ватӑсем Культура керменне хаваспах пухӑннӑ. Виҫӗ уйӑхра вӗсем пӗрне-пӗри аван пӗлсе ҫитнӗ, паллашма та ӗлкӗрнӗ. Юрӑ-ҫемме илсен, тивӗҫлӗ канури хастарсем иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенчи музыкӑна кӑмӑллани сисӗнет.
Кинеми-мучисем валли ташӑ каҫне йӗркелеме пулӑшаканни — Шупашкарти Ленин район администарцийӗн общество канашӗн пайташӗ Роман Каляев.
Ӗнерхи программӑна Наталья Покровская хутшӑннӑ. Вӑл юрланӑ та, хӑй ҫыракан сӑвӑсене те вуланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 70 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл иртнӗ канмалли кунсенче килтен тухса кайнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер психика чирӗпе аптӑрать.
Ывӑлӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра ашшӗ Иван Беспалов хваттертен тухса тарнӑ. Ҫӑраҫҫине алӑк ҫинчех хӑварнӑ. Вӗсем Винокуров урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра пурӑнаҫҫӗ.
Ывӑлӗ тӳрех ашшӗне шырама чупнӑ. Ватӑскер психика тӗлӗшӗнчен сывах мар, хӑлхи илтмест. Хӑй кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ. Сухалӗ пур. Арҫыннӑн ӑс-тӑнӗ хавшак. Чылай вӑхӑт апат ҫимесен вӑл ҫынсене те, хӑйне те сӑтӑр кӳме пултарать. Ӑна курнисене 8-953-019-10-98 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑран ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан компанисенчен пӗри миллион тенкӗ ыйтса квитанци ярса панӑ.
Цифрӑна курсан кинеми сехӗрленсех ӳкнӗ. Хутра «1 160 000,00» тенкӗ тӳлемелле тенӗ-ҫке.
Пӑтӑрмахӗ республикӑн тӗп хулинчи Ҫӗнӗ кӑнтӑр районта пурӑнакан иккӗмӗш ушкӑн инваличӗпе сиксе тухнӑ.
Аптӑранӑ ватӑ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев патне йышӑнӑва кайнӑ.
Халӑх тарҫи Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, кинемей: «Ывӑлӑм, мӗншӗн? Мӗншӗн манӑн миллион тӳлемелле? Ӗмӗрӗпех ҫӗршывшӑн ӗҫлерӗм, вӗсем манран миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ», — тесе куҫҫуль витӗр каланӑ.
Сусӑра кӑна мар, вӑйпиттине те ним мар чӗресӗр тӑвакан цифра Шупашкарти «Водоканал» предприятирен ҫитнӗ пулать. Хайхи шывшӑн тата канализацишӗн ҫавӑн чухлӗ сумма ыйтать-мӗн.
Кун пек пӑтӑрмах пирки депутат яваплӑ органсене ҫырупа тухнине пӗлтернӗ.
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче улттӑмӗш хутран карчӑк ӳксе вилнӗ. Тӳрех сывлама чарӑнман-ха вӑл, чӗри темиҫе минутран тапма чарӑннӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 12 сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 81 ҫуртра пулнӑ.
Ку пӑтӑрмаха Елена Ильина курнӑ. Ҫав ҫуртра пурӑнакан Татьяна Гринькина каланӑ тӑрӑх, ватӑскер аялалла тимӗр кабель тӑрӑх анма хӑтланнӑ. Анчах вӑл аялалла персе аннӑ.
Татьяна Гринькина шаплатса ӳкнине илтнӗ те балкона тухнӑ. Унта, балкон айӗнче, кинеми выртнине асӑрханӑ. Тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, ӑна хваттерте ывӑлӗ питӗрсе хунӑ. Арҫын эрех-сӑрапа айкашма юратать-мӗн.
Палӑка хальлӗхе ачисем хайсемех тӳленӗ-ха. Анчах ашшӗ вӑрҫӑ ветеранӗ пулнӑ май тӑкаксене саккунпа килӗшӳллӗн хыснаран саплаштарӗҫ.
Сӑмахӗ кунта Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнче пурӑннӑ Михаил Калошев ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ пирки пырать. Вӑл иртнӗ ҫул пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, мӑшӑрӗ вилнӗ хыҫҫӑн уйӑхран, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Вӗсем мӑшӑрӗпе иккӗшӗ те 90 ҫул урлӑ каҫнӑ.
Михаил Михайловичпа Мария Филимоновна Калошевсене хисеп туса ачисем вӗсен вил тӑприсем ҫине пысӑк палӑк лартни пирки вырӑнти ял тӑрӑхӗнчен пӗлтереҫҫӗ.
Михаил Михайлович Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнче 1924-мӗш ҫулхи чӲк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Уйкас Юнтапа ялӗнчи шкулта вӗреннӗ. Ҫитӗнсен выльӑх тухтӑрӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах та иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи ҫамрӑк каччӑн ӗмӗтне татать. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул Михаил Михайлович вунҫиччӗре пулнӑ. Вунсакӑр ҫула пуссан, 1942-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, ӑна вӑрҫа ӑсатнӑ. Вӑрҫӑран вӑл 1947-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче таврӑннӑ. Ҫав ҫулах раштав уйӑхӗнче кӳршӗ ял хӗрӗпе Мария Филимоновнӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ял клубӗнче Шелттем ял тӑрӑхӗн «Астӑвӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. 1941-1945-мӗш ҫулсенче пынӑ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине Шелттем тӑрӑхӗнчен 539 ҫын хутшӑннӑ тесе хыпарлать вӑл тӑрӑхри Т.В. Иванова.
Ентешсен ячӗсене, вӗсен паттӑрлӑхне асра хӑварас тӗллевпе Н.Г. Николаев пуҫарнипе «Астӑвӑм» кӗнеке шӑпах Аслӑ ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн кун ҫути курнӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунӑ, ҫӗнтерӳшӗн кӗрешнӗ паттӑр ентешсен сӑнӳкерчӗкӗсене пуҫтарса асӑну стенчӗ тӑвас ӗҫре Шелттем шкулӗнче учительте чылай ҫул тӑрӑшнӑ Маркел Ерицов тӳпи пысӑк-мӗн. «Вӑл пуҫарнӑ ӗҫе малалла тӑсса ҫакӑн пек хаклӑ кӗнеке халӑх патне ҫитрӗ», — ырлать ӑна маларах асӑннӑ Т.В. Иванова.
Кӗнеке пӗлтерӗшӗ ҫинчен Шелттем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Г. Николаев, Н.Н. Воронцова, М.П. Ендеров ӗҫ ветеранӗсем, ыттисем ыррине самай каланӑ.
Вӑрҫӑ, тыл, ӗҫ ветеранӗсене «Астӑвӑм» кӗнеке парнеленӗ.
Кӗнеке 500 экземплярпа пичетленнӗ, сӑнӳкерчӗксемпе, статьясемпе пуян, 316 страницӑран тӑрать.
Патӑрьелти «Добрый» (чӑв. Ырӑ) лавкка вӑрҫӑ ветеранӗсене ырӑ тунӑ. Юрий Трофимов уйрӑм усламҫӑн лавкки ӗнер Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе районти мӗнпур ветерана 500-шер тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Патӑрьелте пурӑнакан виҫе ветерана лавкка 1000-шер тенкӗлӗхех сертификат тыттарнӑ.
«Паттӑрлӑхӑршӑн эпир сирӗн умӑрта пуҫа таятпӑр. Раҫҫей ҫарӗ паян та ҫар йӑли-йӗркине тытать, ҫӗршыва шанчӑклӑн хӳтӗлет», — тесе хитре сӑмахсем каланӑ май лавкка хуҫисем шур сухалсене ырӑ суннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене — вӗсем паян Патӑрьел районӗнче 38-ӑн юлнӑ — «Рэмис» тулли мар яваплӑ пӗрлӗх (пуҫлӑхӗ — Минхайдер Юсупов) савӑнтарнӑ, вӑл кашни валлиех парне хатӗрленӗ.
(Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи В.П.Станьял 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗкри вӑтам шкулта тата Ҫӗрпӳри Культура Керменӗнче чӑваш чӗлхи ячӗпе каланӑ сӑмах)
Чӑваш чӗлхин кунӗсене 1926 ҫулта «Чӑваш чӗлхи ҫинчен» саккун йышӑнсан ирттерме пуҫланӑ. Вуласа пӑхӑр-ха ҫав 90 ҫулхи саккуна. Вӑл тӑван чӗлхене чӑнах та хисепе хурса ҫырнӑскер. Кайран ӑна лутӑркаса тӑкнӑ. 1990 ҫулхи Саккуна та ик ҫултан хырса хӗстерчӗҫ. Ку саккун тӗшшинчен Чӗлхе кунӗ кӑна юлчӗ пулмалла. Эппин, Ваттисен тӗп канашӗнчен пурне те Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп.
Чӗлхе кунӗ — ача-пӑча, яш-кӗрӗм, пултарулӑх ушӑнӗсем сӑвӑ каласа, юрӑ юрласа, ташӑ ташласа, тӗрӗ чӗлхине вулатарса савӑнмалли пысӑк уяв.
Ашшӗ-амӑшӗпе ӑспару ҫыннисемшӗн вӑл халиччен ӗҫленӗ ӗҫе пӗтӗмлетмелли, малашнехи тӗллевпе ҫул-йӗре палӑртса шухӑшламалли кун тесе шутлатӑп. Эппин, мана уяв такмакӗсем мар, виҫӗ ҫаврӑм сӑмах калама ирӗк парӑр, тархасшӑн
Шел те, Чӑваш Енре вӑрӑ-хурахсен серепине ҫакланакан ҫынсен йышӗ пысӑклансах пырать. Ултава ытларах ватӑсем ӗненеҫҫӗ, ҫавӑнпа усал шухӑш тытнисем вӗсем патне ытларах ҫул тытаҫҫӗ.
Ватӑсен шанӑҫне кӗме ҫӑмӑл ҫав, вӗсен кӑмӑлне тупма ансат. Анчах ултавҫӑсене аллине ҫулланнӑ ҫынсемпе ҫамрӑксем те лекеҫҫӗ. Халӗ тӗнче тетелӗнче тӗрлӗ япала сутни пирки нумай пӗлтереҫҫӗ. Чылайӑшӗ унпа усӑ курать. Ака уйахӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта кун кунлакан 54-ри арҫын полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ. Ваканси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтернине курнӑ вӑл. Лешӗ темӗнле документсем хатӗрлемелле тесе укҫа ыйтнӑ. 14 пин тенкӗ куҫарса парсан ҫухалнӑ — хӳри те курӑнман.
Ҫамрӑксем правур, темӗн те пӗлеҫҫӗ. Анчах вӗсен айванлӑхӗпе те усӑ кураҫҫӗ вӑрӑ-хурахсем. Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ та ӗҫе кӗме ӗмӗтленнӗ. Вӑл ултавҫӑсене 4 пин тенкӗ тыттарнӑ. Паллах, кун хыҫҫӑн лешӗн шӑрши-марши те пулман.
Карточка реквизичӗсене мӗн тума пӗлтереҫҫӗ-ши? Ара, ӑна банкран илнӗ чухнех асархаттараҫҫӗ-ҫке-ха. Карточка номерне пули-пулми ҫынсене пӗлтермелле маррине, пароль вара вӑрттӑнлӑхра пулмаллине тӳрех асӑрхаттараҫҫӗ-ҫке-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.