Чӑваш Енри вӑрмансене пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Пирӗн республика кӑҫал ҫав тӗллевпе 11 беспилотник туянма палӑртса хунӑ.
Ку хыпара Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Дмитрий Краснов Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи стратегилле аталану тата проект енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Дмитрий Краснов «Пилотсӑр вӗҫекен авиаци тытӑмӗ» ҫӗнӗ проектшӑн яваплӑ иккен.
Федераци проектне пурнӑҫласа республикӑра «Тӑван ҫӗршывра туса кӑларнӑ авиаци тытӑмне туянассине аталантарасси» регионти проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗҫ. Унӑн ертӳҫи Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов яваплӑ пулӗ.
Вӑрмар округӗн арҫыннине йывӑҫ каснӑшӑн суд тӑвӗҫ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче вӑл Тӑвай округӗнчи вӑрманта пулнӑ. Унта 10 юман тата 4 вӗрене каснӑ. Пӗрисем йӗркеллисемех пулнӑ, теприсем - хӑрнисем. Анчах унӑн йывӑҫ касма паракан докумен пулман.
Унтан арҫын йывӑҫсене вакланӑ, пӗр пайне хӑйӗн машинипе тиесе кайнӑ, теприсене кайран килсе килме шутланӑ. Анчах вӑрман инспекторӗсем ӑна тытса чарнӑ.
Арҫын вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака, 67 пин тенке, саплашарнӑ. Ҫапах унӑн судра явап тытма тивӗ.
Сурӑм вӑрманӗнче такамсем 14 юман каснине асӑрханӑ. Кун пирки тӳрех Элӗкри полици уйрӑмне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ.
Йӗрсене тишкерсен йӗрке хуралҫисем Элӗк муниципалитет округӗнчи икӗ яла пырса тухнӑ. Ҫавӑнтах вӗсем каснӑ юмансене тупнӑ.
Ҫак ӗҫе 29-ти тата 40 ҫулти икӗ арҫын туни палӑрнӑ. Вӗсем йывӑҫа вутӑ валли каснӑ-мӗн. Ҫапла вӗсем патшалӑха 40 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫак икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри лесничествинче участок ҫунма пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Пушара 12 ҫын, пӗр автоцистерна тата пӗр вӑрман патрулӗн комплексӗ сӳнтернӗ.
Пушар 0,4 гектар лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Юрать-ха, вӑрман фондне тӑкак кӳмен. Ҫулӑма 3 сехетрен сӳнтернӗ. Халӗ вӑл мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви вӑрманта пушар тухнине асӑрхасан ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтать: 8 /800/100-94-00 е 8 /8352/ 402-400.
Тунтикун, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи вӑрманта пушар тухнӑ. Ҫулӑм 500 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушара сӳнтерме 15 ҫын тата 2 техника хутшӑннӑ.
Ҫав кунах кӑнтӑрла Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм 1 гектар ҫинчи курӑка ҫунтарса янӑ.
Аса илтерер: канмалли кунсенче Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта икӗ ҫӗрте пушар пулнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 13 сехетре Евгений Семенов тусӗсемпе Мари Эл вӑрманне кӑмпана кайнӑ. Юлташӗсем киле таврӑннӑ, вӑл вара - ҫук.
64 ҫулти арҫынна юлашки хут Мари Элти Хура Кӳлӗ поселокӗ ҫывӑхӗнче курнӑ. Ӑна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, ашшӗ унччен те кӑмпана ҫӳренӗ, анчах ҫухалса кайнӑ тӗслӗх пулман.
Евгений Семенов кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 88007005452 е 112.
Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каҫхине Атӑл леш енчи Сосновкӑри вӑрман участокӗнче пушар пулнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫутҫанталӑка пула тухнӑ. Пушар 0,1 гектар ҫинче алхаснӑ. Ӑна, телее, хӑвӑртах сӳнтернӗ.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне районӗсенче те уй-хирти типӗ курӑк ҫуннӑ. Ӑна пушарнӑйсем хӑвӑртах сӳнтернӗ.
Типӗ курӑк тӑтӑшах ҫуннине палӑртмалла. Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсенче унашкал тӗслӗх пулнӑ.
Республикӑра чи лайӑх вӑрман инспекторне суйланӑ. Кӑҫал ку ята Йӗпреҫ вӑрманӗнӗн лесничийӗ Александр Кондратьев тивӗҫнӗ.
Вӑл чи малтан вӑрман мастерӗ пулнӑ, паянхи кун та ҫак тытӑмрах тӑрӑшать – вӑрманти пушар хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ. Инспектор пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки ҫынсемпе те калаҫу иртерет. Лайӑх ӗҫленӗшӗн ӑна РФ Хӳтӗлев министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Кунсӑр пуҫне Александр Кондратьев – виҫӗ ача ашшӗ. Аслӑ ывӑлӗ Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче вӗренет, пуласлӑхне ашшӗ пек вӑрманпа ҫыхӑнтарма ӗметленет. Вӑтамми – шкула, кӗҫӗн хӗрӗ ача пахчине ҫӳреҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра ҫемье вӑрмана кӑмпана тата ҫырлана кайма юратать.
Улатӑр районӗнче вӑрмана ҫуп-ҫап тата строительство юлашкипе тултарма тытӑнса кайнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхри Чуварлей ялӗ патӗнчи вӑрмана такамсем йӑлари хытӑ каяша тата строительство юлашкине пырса пӑрахнине прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. 30 тӑваткал метр ытла лаптӑка такамсем тултарса лартнӑ. Ун пек вырӑн Алтышево ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта та пулнӑ.
Вӑрмана тивӗҫлипе тытса тӑманшӑн, ӑна варалассинчен асӑрхассипе тивӗҫлӗ мера йышӑнманшӑн Улатӑр муниципалитет округӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Ун хыҫҫӑн тин вӑрмана тасатнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Улатӑр лесничествинче вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки пушарнӑйсене 18 сехетре пӗлтернӗ.
Ҫулӑм тухнине Эйпеҫ тӑрӑхӗнче вӑрман инспекторӗ асӑрханӑ. Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм 0,1 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ. Телее, вӑл вӑрман хуҫалӑхне тӑкак кӳмен.
Халӗ пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |