Яла ӗҫлеме килнӗ вӗрентекенсене преми пама йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вӑл 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ.
Ялта пӗрремӗш ҫул ӗҫлекен педагогсене ҫулталӑкне 20-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Иккӗмӗш ҫул вӑй хуракансене - 40-шер пин,виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлекенсене 60-шар пин тенкӗ парӗҫ.
50 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан хулара тӑрӑшакан вӗрентекенсене малтанхи ҫул ҫулталӑкне - 10 пин, кайран - 20 пин, виҫҫӗмӗш ҫулхине 30 пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ.
Ҫитес ҫул Чӑваш Енри чи маттур вӗрентекенсем 50-шар пин тенкӗ илме пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ.
Вӗренӳ тытӑмӗнче инноваци енӗпе чи лайӑх ӗҫлекен 30 вӗрентекене 50-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Вӗсене ҫак номинацисенче палӑртӗҫ: «Лайӑх методист», «Сусӑр ачасемпе ӗҫлекен чи лайӑх вӗрентекен», «Лайӑх тьютер», «Педагогика дебючӗ», «Учитель-дефектолог», «Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ».
Мускавра Тӑван чӗлхе вӗрентекенсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑвӑн куҫӑн тапхӑрне Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнче пухӑннӑ.
Чӑваш Енрен ӑсталӑх лаҫҫине Надежда Андреева хутшӑннӑ. Вӑл Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ялӗнчи «Солнышко» ача пахчинче ӗҫлет.
«Тӑван чӗлхепе кӑсӑклантаракан воспитатель» номинацире Канаш хӗрарӑмӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: тӑван чӗлхене вӗрентекенсен ҫӗршыв шайӗнчи ӑсталӑх класне 2007 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енри вӗрентекенсен оклачӗ 1,5 хут ӳсӗ. Ҫак йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ку вӗрентӳ тытӑмӗнче тӑрӑшакан 20 пин ытла педагогика ӗҫченне пырса тивет.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара вӑй хуракан ҫамрӑк учительсене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫулталӑк ӗҫлесен пӗр хутчен 10 оклад чухлӗ тӳлев параҫҫӗ. Професси пӗлӗвӗ илнӗ педагогсем тӳрех ӗҫе пуҫӑнсан вӗсене кашни уйӑхра 2 пин тенкӗ хушса тӳлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Красноармейски шкулӗнче «Тӑван ен культури» предметпа муниципалитет тапхӑрӗнчи регион олимпиади иртнӗ. Унта Трак енри шкул тапхӑрӗнчи олимпиадӑра ҫӗнтернӗ 21 вӗренекен хутшӑннӑ.
«Олимпиадӑна хутшӑнакансем чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне, паллӑ ҫыннисене, пурлӑх культурине пӗлни, панӑ темӑпа эссе ҫырма пултарни питӗ савӑнтарчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене республика шайӗнчи тапхӑрта хутшӑнма ҫивӗч ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, ырӑ кӑмӑл-туйӑм сунатпӑр», — тесе пӗлтернӗ Зинаида Михайлова вӗрентекен «Контактра» тӗнче тетелӗнче.
Елчӗк районӗнчи Г.Н. Волков ячӗпе хисепленекен шкулта тӗнчипе паллӑ этнопедагогӑн, Геннадий Волков академикӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне халалланӑ «Гени ҫулӗ» музейӗ уҫӑлнӑ.
Елизавета Долгова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Геннадий Волков 95 ҫул тултарнине халалласа вӗренекенсемпе вӗрентекенсен республикӑн «Асамат кӗперӗ» IV ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ те иртнӗ.
Иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче Г.Н. Волков академик ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫав ятпа Шупашкарти 12-мӗш шкулта педагогсен «Халӑх вӗрентӗвӗн йӑла-йӗркийӗ – вӗрентекенӗн чун-чӗре культурин тӗп шӑнӑрӗ» ятпа наукӑпа меслетлӗх конференцийӗ иртнӗ.
Елизавета Долгован тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, конференцие хулари чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем ҫеҫ мар, пӗтӗм республикӑри учительсем хутшӑннӑ. Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Мускав облаҫӗнчен педагогсем те хутшӑннӑ.
«Конференци ӗҫне ӳнерпе ӑслӑлӑх академин пайташӗсем: В.А. Иванов, Н.И. Димитриева, В.А. Федотов, Ю.М. Виноградов, Е.К. Иванова хутшӑнса сӑмах каларӗҫ. Ку конференци этнопедагогика ыйтӑвӗпе ирттерекен пулӑмсенчен 10-мӗш пулчӗ. Вӗсене пурне те чӑваш чӗлхи учителӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Анисия Павловна Игнатьева йӗркелесе ертсе пычӗ», — тесе пӗлтернӗ хыпарта.
Шупашкар хулинчи педагогсене тата шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене «Выдающиеся земляки: они прославили Чувашский край» (чӑв. Паллӑ ентешсем: вӗсем Чӑваш Ене мухтава кӑларнӑ) проектсен конкурсне хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. Кун пирки хулари Вӗрентӳ управленийӗ пӗлтернӗ.
Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ конкурс юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланнӑ, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӑна виҫӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Литература музейӗнче ҫӑм арлама вӗрентекен ӑсталӑх класӗсем иртеҫҫӗ. Унта эрнере икӗ хутчен пухӑнаҫҫӗ: эрнекунсерен тата шӑматкунсерен. Эрнекун ӑсталӑх лаҫҫи 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлет, шӑматкун — 15 сехетрен 18 сехетчен.
Ҫавӑн пек ӑсталӑх сехетӗнче Ҫӗнӗ Шупашкари 18-мӗш лицейра ачасене литературӑна вӗрентекен Ольга Кузьминова ҫӑм арлама вӗреннӗ, халӗ вӑл ҫав ӑсталӑха ыттисене хӑнӑхтарать. «Эпир ҫавӑн пек вӗренекенсене питӗ юрататпӑр», — теҫҫӗ музейра.
Улатӑр районӗнч Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче Вӗрентекенсен аллейине уҫнӑ. Унта 40 портрет вырнаҫтарнӑ.
Ҫав портретсенче – учитель-фронтовиксем, пысӑк стажлӑ вӗрентекенсем, династири вӗрентекенсем…
Аллея Шкул урамӗнче вырнаҫнӑ. Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫак аллея – Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлу паракан шкулӑн пӗчӗк историйӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |