
«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарта «Асамат вулавӗсем» конкурс иртнӗ.
Поэзи ӑмӑртӑвне Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул, Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.
Ӑмӑртӑва хулари тӗрлӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен 33 учитель хутшӑннӑ, вӗсем Чӑваш халӑх поэчӗн Светлана Асаматӑн «Чыс та мухтав сире...» кӗнекинчи Константин Иванова халалланӑ сӑвӑсене пӑхмасӑр илемлӗ каланӑ.

Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри вӗрентекенсене награда парасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Шупашкар округӗнчи Тутаркассинчи вӑтам шкулӗнче ӗҫлекен Альбина Ишовӑна «Чӑваш Республикин халӑх усителӗ» ят панӑ. Шупашкарти 3-мӗш лицей вӗрентекенӗ Марина Гордеева тата 62-мӗш шкулти Наталья Климова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята тивӗҫнӗ.

Шупашкарти 62-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Николаева Хусанта иртекен «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн финалне хутшӑнать.
Людмила Петровна – ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ, аслӑ категориллӗ педагог. Вӑл унӑн урокӗсем ачасене савӑнӑҫ кӳччӗр тесе тӑрӑшать.
Мӗнех, ӑнӑҫу сунатпӑр! Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗсем авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паллӑ пулӗҫ.

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Енри вӗрентекенсен конференцийӗ иртӗ. Унӑн теми — «Раҫҫейӗн вӗренӳ тытӑмӗн суверенитетне ҫирӗплетессинчи хальхи вӑхӑтри ӗҫсемпе Чӑваш Енри вӗренӳ аталанӑвӗ».
Конференцие федераци тата республика шайӗнчи экспертсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, учительсем, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем хутшӑнчӗҫ.
Йыхравланӑ лекторсем — Раҫҫейӗн «Пӗлӳ» обществин пайташӗсем Антон тата Виктория Макарскийсем.

Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекенсене хавхалантарӗҫ. Вӗрентекен кунӗ тӗлне вӗсене 200 пин тенкӗ парӗҫ.
Вӗсен йышӗнче - Чӑваш Енри 11 педагог.
200 пин тенке Шупашкарти Татьяна Андреева, Михаил Зыков, Александр Григорьев, Елена Михайлова, Алевтина Калинина, Ирина Диарова, Анжелика Панкратова, Ҫӗмӗрле округӗнчи Татьяна Надеева, Йӗпреҫ округӗнчи Алена Ядрицова, Элӗк округӗнчи Альжбета Краснова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Екатерина Владимирова тивӗҫӗҫ.

Кӗҫех «Россия 1» телеканалпа «Классная тема!» шоу виҫҫӗмӗш сезонне уҫӗ. Унта хутшӑнакансене суйланӑ ӗнтӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те Петр Михеев пур, вӑл Шупашкарти 2-мӗш лицейре истори предметне вӗрентет.
Телешоуна педагогсен сумне ӳстерес, чи лайӑххисене кӑтартас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ку сезонра 6500 заявка килнӗ. Чи кеҫӗнни - 21 ҫулта, чи асли 77-ре пулнӑ. Комисси ҫурма финал валли 35 педагога суйланӑ. Шӑпах ҫавӑнта лекнӗ Петр Павлович.
Проектра хӑйӗн предмечӗн материалне ӑнланмалла тата интереслӗ каласа кӑтартакан вӗрентекен ҫӗнтерӗ. Унӑн парне пулӗ: федераци каналӗнче автор вӗренӳ шоуне кӑтартӗ.

Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри шкул-интернатра пуҫламӑш класс ачисене вӗрентекен Галина Захарова ҫамрӑксен туризмне аталантармалли конкурсра ҫӗнтерсе «Мускав – Раҫҫейӗн технологи тӗп хули» тура тивӗҫнӗ.
Ҫул ҫӳрев вӑхӑтӗнче Галина Николаевна истори палӑкӗсемпе, Мускавӑн хальхи вӑхӑтри ҫитӗнӗвӗпе паллашнӑ. Хӗрарӑм Криптографи музейӗнче пулса информацие хӳтӗлес ӗҫри ҫӗнӗ технологисем пирки пӗлнӗ. Роботсемпе интерактив занятийӗсене хутшӑннӑ, искусство ӑс-тӑнӗ енчен наука мӗн тери вӑйлӑ аталаннинчен тӗлӗннӗ.
Галина Захарова ВДНХ паркӗнчи архитектура сооруженийӗсене те килӗштернӗ. Европӑри пысӑк океанариумсенчен пӗринче, «Москвариумра», пулнӑ.

Чӑваш Енри икӗ ҫынна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Кун пек йышӑнӑва республика ертӳҫи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ҫак шайри наградӑна Шупашкарти П.П. Хусанкай ячӗллӗ 49-мӗш вӑтам шкулӑн педагогне, «Донбасс доброволецӗсен союзӗ» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Сергей Николаев тата Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн тӗп специалистне-экспертне Артемий Репкин тивӗҫнӗ.

Авӑн уйӑхӗнчен Чӑваш Енри студентсен стипендийӗ ӳсӗ. Вӑтам професси илекенсен - 487 тенкӗрен 721 тенке ҫитӗ, аслӑ пӗлӳ илекенсен 1340 тенкӗ вырӑнне 1983 тенкӗ пулӗ.
Социаллӑ стипенди те ӳсӗ. Пӗрремӗшӗсен - 1080, иккӗмӗшӗсен 2975 тенкӗ пулӗ. Аспирантсен, ординаторсен, ассистент-стажерсен,аслӑ пӗлӳ программипе вӗренекенсен патшалӑх стипендийӗ 6824 тенкӗпе танлашӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл - 4611 тенкӗ.
100 пинрен сахалрах ҫын пурӑнакан ялсенче вырнаҫнӑ шкулсенче класс ертсе пыракансене уйӑхсерен 10 пин тенкӗ парӗҫ.

Республикӑра «Ҫулталӑкри вӗрентекене» палӑртнӑ. Кӑҫал ку ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра историпе обществознани предмечӗсене вӗрентекен Артем Максимвов тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чысланӑ. Вӗрентекенсене 11 номинацире палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ.
Артем Максимов – 32 ҫулта. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ, унтан И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн истори факультетне пӗтернӗ. Вӑл вӗренӳ тытӑмӗнче 10 ҫул ӗҫлет.
