Паян Канаш районӗнче фермер пулма вӗрентнӗ. «Ӗҫ пуҫлакан фермерсене пулӑшасси» тата «Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарасси» программӑсемпе йӗркеленӗ семинара ҫынсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пӳлӗмӗнче пухӑннӑ. Унта ӗҫ пуҫлакан фермерсене, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисене тата агропромышленноҫ комплексӗ енӗпе тӑрӑшакан тӳре-шарана йыхравланӑ.
Пухӑннисем умӗнче тухса калаҫнӑ райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров хӑйсен ӗҫне пуҫаракан фермерсене тата выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарма патшалӑх укҫа-тенкӗ енчен пулӑшнине пӗлтернӗ. 2012–2014 ҫулсенче 6 фермера тата 1 фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне выльӑх-чӗрлӗх фермисем ҫӗклеме пулӑшнӑ.
Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча музыка училищинче «Музыка фольклорӗ» уйрӑма Чӑваш Енре пуҫласа уҫнӑ. Професси умӗнхи хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче халиччен ун пекки пулман-мӗн.
Ушкӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Людмила Петухова ертсе пырать. Хӑй вӑл Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче фольклор уйрӑмне ертсе пырать.
Музыка шкулӗнчи «Музыка фольклорӗ» программӑна вырӑс тата чӑваш фольклорне, йӑла тата вӑйӑ юррисене, халӑх кӗввисене, фольклорӑн ытти енне ӑша хывтарас тесе йӗркеленӗ иккен. Историлле юрӑсене те, балладӑсемпе эпосла халапсене те кунта шӗкӗлчеме хавас.
Фольклор кӗвви-ҫеммине купӑспа, блокфлейтӑпа каланӑ май ачасем вӑл инструментсене чунтан ӑша хываҫҫӗ иккен. Блокфлейтӑпа калама пӗрремӗш класранах хӑнӑхтараҫҫӗ. «Лада» фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ — ачасем Шупашкарти музыка училищинче иртнӗ фольклор ансамблӗсен «Янра, юрӑ» хула фестивалӗне хутшӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче нумаях пулмасть «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн ачисем — 2014» мероприяти иртнӗ. Ӑна вырӑнти депутатсем ырланипе тата пулӑшнипе темиҫе ҫул ирттереҫҫӗ иккен.
Райадминистрацин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Казаков «ылтӑн» ачасене малашлӑха шанӑҫпа пӑхма, ӑнӑҫу, мӗнпур ырӑ шухӑш-ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме суннӑ.
«Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн стипендиачӗсем» номинаципе шкулта вӗренекен 47 ачана чысланӑ. Ку укҫана район администрацийӗн пуҫлӑхӗн стипендийӗ шутланать. Ачасене ытти номинаципе те палӑртнӑ: «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн ӑслӑ арҫын ачипе хӗрачи», «Ылтӑн спортсмен», «Шкулти ылтӑн сасӑ», «Шкулти ылтӑн чӗре», «Тепрсихорӑн ылтӑн ури», «Ылтӑн ертсе пыракансем».
Ылтӑн шутне спортра, вӗренӳре, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра талпӑнуллисене, район чысне тивӗҫлипе хӳтӗлекен арҫын ачасемпе хӗрачасем кӗреҫҫӗ.
Вӗрентекенсене шкул ачисемпе нумайлӑ хисепре чӗнтерме хуштаракан саккун проектне РФ Патшалӑх Думине Коммунистсен партийӗн депутачӗ Владимир Бортко ҫитернӗ.
Коммунист сӗнӗвӗ «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунне пырса тивмелле. Бортко депутат вӗрентекенсене ачасен «чысӗпе тивӗҫлӗхне» хисеплеттересшӗн. Ҫавна май парламентарий учительсене шкул ачисене «Эсир» тесе чӗнтересшӗн. Тӗп хуласенчен тата культура центрӗсенчен аякра вырнаҫнӑ ял-хулашӑн ҫакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать-мӗн коммунист-депутат.
«Эсир» темен вӗрентекенсене явап тыттарассине саккун проектӗнче ҫапах та пӑхса хӑварман.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫул хыҫҫӑн ҫул шунӑ май ҫамрӑк ӑру ҫӗршывӑн историйӗнче ҫырӑнса юлӑн ҫав кунсен пӗлтерӗшне, тен, ӑнлансах та каймасть-тӗр. 1812 ҫулхи вӑрҫӑ манӑҫнӑ евӗрех ҫав кунсен чапӗ те асран тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулта. Икӗ-виҫӗ ҫар ертӳҫине асӑннипех, пӗр-ик ҫапӑҫу пирки каланипех ан ҫырлахчӑр тесе вӗренӳ учрежденийӗ радиолинейкӑсен ярӑмне пуҫарнӑ.
Ярӑма паттӑр пионерсене халалланӑ. 1941–1945 ҫулсенчи аслӑ вӑрҫӑра ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӗсем те тӳпе хывнӑ-ҫке. Шкул музейӗн ертӳҫи Л.И. Лермонтова паллӑ пионерсем пирки куллен каласа кӑтартӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӗркунне Шупашкарта 5,7 пин ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Шӑматкун, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, ачасене 1-мӗш класа ҫырӑнтарма тытӑнаҫҫӗ.
Ҫак кунран пуҫласа ашшӗ-амӑшӗ ача ҫӳреме тытӑнмалли шкула пырса ыйту ҫырма пултарать. Хӑйсен ҫумӗнче паспорт, ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство, ача ҫав территорире пурӑннине ӗнентерекен документ пулмалла.
Ыйтусене утӑн 30-мӗшӗччен кашни кун йышӑнаҫҫӗ. Паллах, вырсарникунпа уяв кунӗсене шута илмесӗр.
Ачана пурӑннӑ тӑрӑхран урӑх ҫӗрте вырнаҫнӑ шкула ярас текенсене утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 5-мӗшӗччен пушӑ вырӑнсене ҫырӑнтараҫҫӗ. Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче вара пулас шкул ачисене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне уҫӑ алӑксен кунне йыхравлаҫҫӗ. Ку вӗсене шкулпа лайӑхрах паллашма пулӑшать.
«Спорт — сиенлӗ йӑласен альтернативи» Пӗтӗм Раҫҫейри XI акцин республикӑри тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Унта Чӑваш Енри 486 вӗренӳ организацийӗ хутшӑннӑ. Ҫав шутран республикӑри тапхӑрта — 389.
Акцие миҫе ачана явӑҫтарнине илсен, вӗсен хисепӗ 93 пине яхӑпа танлашнӑ иккен. Ку вӑл вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсенчен 89,9 проценчӗ тенине пӗлтерет.
Акцин республикӑри тапхӑрне Ҫӗмӗрле районӗнчи шкул ачисем те хастар хутшӑнни пирки асӑннӑ район администрацийӗ хыпарлать. 4-мӗш класра вӗренекен Иван Машанов тата 6-мӗшӗнчи Ксения Григорьева «Тӗпчев ӗҫӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Аслӑрах класрисен хушшинче Снежана Ухлейкина «Литература номинацийӗ» 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
РФ Сывлӑх министерстви автошкула вӗренекенсен тата водительсен медтӗрӗслевне улшӑнусем кӗртесшӗн. Ведомство хӑш-пӗр специалистсем патӗнче тӗрӗсленнине пӑрахӑҫласа анализ тумашкӑн нарколога шӑк пама сӗнет.
Ҫапла майпа ӗҫкӗҫсене тата наркомансене тупса палӑртасшӑн. Анчах Раҫҫейре ҫак анализа тӗрӗслекен 491 лаборатори ҫеҫ пур. Ҫавна май черет вӑрӑмланма пултарасса палӑртать «Коммерсантъ» хаҫат.
Проектпа килӗшӳллӗн, хирург патне кӗмелле мар. А тата В категорисене вӗренекен водительсен ЛОР тата невролог патне ҫитмелле мар. Анчах терапевт пациента невролог патне яма пултарать.
Электроэнцефалографи тата электрокардиографи пулмалла мар-мӗн. Ҫаксене пула автошкула вӗренме кӗрекен ҫын укҫапа вӑхӑта перекетлеме пултарать иккен.
2014 ҫулталӑк иртсе кайнӑран пӗлтӗрхи пулӑмсене хак пама та вӑхӑт ҫитрӗ. 2014 ҫул Культура ҫулталӑкӗ пек иртнӗрен пӗлтӗр мероприятисен йышӗ сахал мар пулчӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей шайӗнчисем те пулчӗҫ.
Пӑхса илер-ха, хӑш пулӑмсене пирӗн сайт хӑнисем суйларӗҫ. Ыйтӑма эпир чӑвашла тата вырӑсла версисенче ирттертӗмӗр, сире халӑх палӑртнӑ 7 пулӑмпа паллаштарасшӑн.
7-мӗш вырӑнта (5 сас) «Хыпар» издательство ҫурчӗн ертӳҫине Валери Туркая лартни. Асӑнса хӑварас пулать — унччен вӑл уҫӑ ҫыру ҫырнӑччӗ, Алексей Леонтьев ҫак предпритие ытла нумай ҫул ертсе пынишӗн пӑшӑрханнӑччӗ. «Хыпар» ертӳҫи улшӑннине малтанах халӑх ырларӗ теме пулать, анчах та Чӑваш халӑх поэчӗн малаллахи утӑмӗсем пурне те килӗшсех каймарӗҫ пулас, хирӗҫле калаҫусем ҫурала пуҫларӗҫ.
6-мӗш вырӑна (5 сас) «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» йышӑнчӗ. Пӗлтӗр ӑна иккӗмӗш хут йӗркелерӗҫ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттернӗ меропритие пурӗ 3 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, «5»-лӗх 136 ҫын ҫырнӑ.
5-мӗш вырӑна (7 сас) Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах йышӑнчӗ. Вӑл ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех пулса иртрӗ — вырӑнти пуп «сӗннипе» парка вырнаҫтарнӑ чӑваш йӑли-йӗрки юпине склада кайса пуҫтарса хунӑ.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ача-пӑчана яланах шиклентерет. Тепӗр яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫран ытла хӑшӗсен ашшӗ-амӑшӗ шикленсе ӳкет-тӗр.
Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх тытӑмне сӑнаса тӑракан федераци служби хӗрӳ лини ҫулсерен уҫать. Кӑҫал та вӑл ҫаплах тӑвать. +7 (495) 984-89-19 номерпе ҫамрӑксене ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшне те, вӗрентекенсене те ҫыхӑнма ирӗк параҫҫӗ. Вӗсем экзамен йӗркипе, хушусене епле пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ самантсене уҫӑмлатма пултараҫҫӗ. Экзамента йӗркене пӑсни пирки те ҫав номерпе ҫӑхавлама юрать. Шӑнкӑрава ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра та «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн номерӗ — 8 (8352) 57-21-60.
Ыйтусене ҫавӑн пекех пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӑн порталӗнче, Рособрнадзорӑн халӑх тетелӗнчи страницисенче хускатма юрать. Ҫырусене ege@obrnadzor.gov.ru электрон адреспа та ҫырма юрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |