Шкул ачисем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Республикӑра кӑшӑлвирус ҫӗнӗ вӑйпа сарӑлма пуҫланӑран ҫапла йышӑннӑччӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Шкул ачисем ҫитес эрнере парта хушшине ларӗҫ-и? Халӗ ку ыйту пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ыран оперштаб ларӑвӗ пулӗ. Шӑпах ҫавӑнта ку ыйтӑва татса парӗҫ. «Унта аслӑ класра вӗренекенсене дистанци мелӗпе вӗрентес ӗҫе тӑсассине сӳтсе явӑпӑр», — палӑртнӑ Олег Алексеевич Инстаграмри страницинче.
Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ.
"Ял тухтӑрӗ" программа Чӑваш Енре 2020 ҫултанпа пурнӑҫланать. Унтанпа ялти шкулсене 8 вӗрентекен ӗҫлеме кайнӑ. Кӑҫал 4 ваканси пур, ҫавна май хыснаран 4 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Аса илтерер: ялти шкула ӗҫлеме кайнӑ педагогсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ. 50 пин таран ҫын пурӑнакан пӗчӗк хуласене те ӗҫлеме кайма юрать. Программӑпа килӗшӳллӗн ялти шкула кайнӑ вӗрентекенсен 5 ҫул ӗҫлемелле.
Кӑҫал Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулне вырӑс чӗлхин учителӗ кирлӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь шкулне вара - ют чӗлхесен учителӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗн шкулӗнче пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ ҫимест, Тӑвай шкулӗнче математика вӗрентекенне питӗ кӗтеҫҫӗ.
Программӑна 55 ҫул тултарман педагогсем хутшӑнаяҫҫӗ.
«Чӑваш чӗлхипе литературине вӗренес кӑмӑлне ҫӗклес, чӑваш чӗлхипе литературине, историйӗпе культурине тӗпчес енӗпе пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе» республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивальне ирттерессине пӗлтернӗ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ хыпарланӑ.
Фестивале хамӑр республикӑри тата тулай вӗренӳ организацийӗсен 1–4-мӗш класӗсенче вӗренекенсем хутшӑнаяҫҫӗ.
Фестиваль номинацийӗсем: «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш вӑййи», «Янра, чӑваш юрри»,«Чӑваш ташши».
Фестиваль виҫӗ тапхӑрпа иртет. Пӗрремӗш тапхӑра районсемпе хула шайӗсенче нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йӗркелӗҫ.
«Творчествӑллӑ ӗҫлекен чӑваш чӗлхи учителӗсене тупса палӑртас, чӑваш чӗлхине вӗрентсе пухнӑ паха опыта сарас, чӗлхене упраса хӑвармалли тата аталантармалли условисем тӑвас тӗллевпе» чӑваш чӗлхине вӗрентекенсен конкурсне иртет.
Конкурса Чӑваш Республикинче тата ун тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем тата шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫлекен воспитательсем хутшӑнаяҫҫӗ.
Конкурс номинацийӗсем: «Ҫӗнӗ мел шутласа кӑларакан учитель» (новатор); «Ӑстаҫӑ учитель»; «Ҫамрӑк учитель»; «Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗн чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх воспитатель»; «Меслетлӗх ӗҫӗсен пултаруллӑ авторӗ» тата «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» ятарлӑ номинаци.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртет: кӗретсӗр тата кӗретлӗ. 1-мӗш тапхӑрта ҫӗнтернисем куҫӑн тапхӑра хутшӑнайӗҫ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 12–24-мӗшӗсенче Петӗр Хусанкай поэт ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа вӗрентекенсемпе вӗренекенсен пултарулӑхӗн «Хусанкай вулавӗсем – 2022» фестивалӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Фестивале Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен пӗтӗмпе 257 ачапа 43 учительпе культура ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. «Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене чӑвашла, тутарла, вырӑсла вуласа ӳкернӗ видеороликсем хатӗрлесе кӑтартрӗҫ», — тесе пӗлтернӗ Вӗренӳ институтӗнче.
«Пӑшӑрхантараканни – конкурса хутшӑнакансенчен ҫурри ытла «Таня» поэма сыпӑкӗпе «Тилли юррисем» ярӑмри «Мехел» сӑвва вулани. Малашне фестивале хутшӑнакансен шкул программине кӗртнӗ сӑвӑсене кӑна вуламалла мар, ун картинчен те тухас пулать. Картаран тухма пултарни вӗрентекен чӑваш литературине пӗлнине тата унӑн тавра курӑмӗ анлӑ иккенне кӑтартать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Чӑваш кадет корпусӗнче вӗренекенсене тӳлевсӗр апат ҫитересси пирки каланӑ. Ҫавӑн пекех тумтиршӗн те тӳлеме тивмӗ.
Анчах ку ҫӗнӗлӗхе ҫитес вӗренӳ ҫӳлӗнчен пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. «Атӑлҫи федераци округӗнчи ытти кадет корпусӗсен хушшинче Чӑваш кадет корпусӗн сумне, рейтингне ӳстерес тӗллевпе кадетсене пурне те тӳлевсӗр вӗри апатпа, тумтирпе тивӗҫтерме хушнӑ», - тенӗ Олег Николаев.
Халӗ специлистсем кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ.
Кӑшӑлвируса сарӑлма чарас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта тунтикунран пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисене те дистанци мелӗпе вӗренме ямашкӑн йышӑннӑ.
Хальлӗхе ачасене нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ҫапла вӗренме янӑ. Лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрӗҫ. Вӑл мӗнле пулнине кура кайран тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Аса илтерер: Шупашкарти шкул ачисем ӗнертенпе дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Республикӑри хӑш-пӗр шкулсем те ҫапла вӗренме пултарасси пирки каланӑ.
Юлашки вӑхатра шкул ачисен хушшинче кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Ҫавна май вӗсене ырантан дистанци мелӗпе вӗрентме йышӑннӑ. Ку Шупашкарти шкулсене пырса тивет. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти шкул ачисем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ҫапла вӗренӗҫ. Ҫак хушӑра лару-тӑру мӗнле улшӑннине сӑнӗҫ. Кайран кирлӗ пулсан улшӑнусем кӗртӗҫ.
Палӑртмалла: паянхи кун тӗлне республикӑра 660 шкул ачи кӑшӑлвируспа чирлет. Вӗсенчен 430-шӗ - Шупашкарта. Шупашкар районӗнче те чирлекенсем сахал мар. Анчах унта хӑш-пӗр шкула ҫеҫ дистанци мелӗпе вӗрентесси пирки шутлаҫҫӗ.
Шупашкарти ача пахчисенче тата шкулсенче ачасен апатланӑвӗн хакне ӳстересшӗн. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пайӗ пӗлтерет.
Юлашки хутчен апатлану хакне 2018 ҫулта ӳстернӗ. Халӗ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗ 17,6 процент ӳснӗ. Ачасем шкулта, ача пахчинче пахалӑхлӑ апат ҫиччӗр тесен хакне ӳстерме тивет.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ашшӗ-амӑшӗн хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Унта хутшӑннисен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ вӗри апат хакне ӳстерме хирӗҫ маррине палӑртнӑ. Хальлӗхе хак мӗн чухлӗ ӳсессине каламан.
Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре шкулсенче кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру йывӑрланнӑ. Паян кун пирки оперштаб ларӑвӗнче вӗренӳ министрӗ пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра шкулта ӗҫлекен 27 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Пӗлӳ илекен 145 ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, шкулсенче чирлесси вунӑ хутчен ӳснӗ. Ун чухне кӑшӑлвируспа чирлекенсем 8-ӑн пулнӑ.
Паянхи кун икӗ шкул дистанци мелӗпе вӗренет: Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри шкул-интернат тата Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗ. 31 шкулти 57 класс дистанци мелӗпе вӗренет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.