Ӗпхӳ хулинче Пушкӑртстанри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи 8-11 классенче вӗренекенсен хушшинче тӑван чӗлхепе (тутар, чӑваш, мари, удмурт) литература олимпиади иртнӗ. Унта хутшӑннӑ Пелепей районӗнчи Слакпуҫ шкул вӗренекенӗсем Юлия Егоровапа (9 класс) Карина Павлова (11 класс) чӑваш чӗлхипе литература олимпиадинче ҫӗнтернӗ.
«Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанри республика олимпиадин юлашки тапхӑрне 153 шкул ачи хутшӑннӑ: тутар чӗлхипе – 94, чӑваш чӗлхипе – 25, мари чӗлхипе – 23, удмурт чӗлхипе – 11 вӗренекен.
Чӑваш Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче шӑпӑрлансене чӑвашла вӗрентеҫҫӗ. Ҫак эрнере «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем» клубӑн кӑҫалхи пӗрремӗш занятийӗ иртнӗ. Ачасем теттесене вӗренме тытӑннӑ.
Занятие пынӑ хулари 75-мӗш ача пахчине ҫӳрекен ачсем халӗ тетте, мечӗк, пукане, упа, мулкач сӑмахсене пӗлеҫҫӗ.
Ӳлӗмрен ачасем «Чӗрчунсем», «Апат-ҫимӗҫ», «Тумтир», «Эрне кунӗсем», «Ҫулталӑк вӑхӑчӗ», «Манӑн юлташ» тата ытти темӑа сӑмахсене ӑша хывӗҫ.
Вулавӑшӑн пресс-секретарӗ Инна Капитонова пӗлтернӗ тӑрӑх, клуб ертӳҫисем (вӗсем — библиотека ӗҫченӗсем) шӑпӑрлансем чӑвашла сӑмахсене ҫӑмӑллӑн вӗренме пултарасса шанаҫҫӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшнче, Муркаш районенчи Кашмаш шкулне уҫӗҫ. 108 вырӑнлӑх вӗренӳ заведенине пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче туса пӗтернӗ.
Аса илтерер: шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтермелле пулнӑ. Кун пирки район администрацийӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах ҫав вӑхӑта ӗлкӗреймен. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула хӑпартакансене Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Олег Николаевран сӑмах та лекнӗччӗ. Ун чухне республика ертӳҫи ӗнер асӑннӑ ялти вӗренӳ учрежденине тӑвас ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫра ӗҫлекенсемпе тата подряд организацийӗн пайташӗсемпе сӳтсе явнӑччӗ.
Халӗ шкулта ачасем вӗренеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенине официаллӑ майпа паян 11 сехетре уҫӗҫ.
Чӗмпӗрте «От пиктограммы до буквы» (чӑв. Пиктограммӑран пуҫласа саспалли таран) чӑваш ҫырулӑхӗпе ӗҫ тетрадьне чысланӑ.
Ӗҫ тетрадьне чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӑна тӑвас тесе Чӗмпӗрти тӗп вулавӑш тытӑмӗпе асӑннӑ хулари культура управленийӗ пулӑшнипе ҫине тӑнӑ.
Чӗмпӗрти ҫав культура учрежденийӗ «Смотрю и вижу» (чӑв. Пӑхатӑп тата куратӑп) ярӑмпа 11-мӗш кӑларӑм кун ҫути кӑтартнӑ. 11-мӗшне, ав, чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ.
Ӗҫ тетрачӗпе Б.В. Аржанцев ячӗллӗ 25-мӗш ача-пӑча вулавӑшӗн сайтӗнчи «Рабочие тетаради» ярӑмра паллашма пулать.
Шупашкарти 56-мӗш шкул ачисем " Классиксен рецепчӗпе пӗҫеретпӗр" конкурса хутшӑнса мала тухнӑ. Ачасен пӗр-пӗр хайлаври апат-ҫимӗҫе е историре йӗр хӑварнӑ ҫыннӑн ҫимӗҫне хатӗрлемелле пулнӑ.
4-мӗш класс шӑпӑрланӗсем малтанхи тапхӑрта тӑпӑрчӑпа симӗс суханран хуран кукли пӗҫернӗ. Ку ҫимӗҫе Александр Кумма тата Святослав Рунге ҫырнӑ "Ленивый вареник" юмахра асӑннӑ.
Ачасем вулавӑша кайса Александр Невский кнеҫ мӗн ҫиме юратни пирки вуласа пӗлнӗ. Вӑл вир пӑтти тата пулӑ юратнӑ-мӗн. Конкурсра вӗсем ҫарӑк, йӳҫ кӑшман пирки те пӗлнӗ.
Финалта чӑх какайӗнчен, хӑяртан тата грушӑран мӗн те пулин интересли хатӗрлеме ыйтнӑ. Шупашкар ачисем "Телей чечекне" хатӗрленӗ те жюри пайташӗсене чӑннипех те тӗлӗнтернӗ. Ҫапла вӗсем 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсене, пӗрремӗш компонентпа вакцинациленменнисене, экзамена, аслӑ шкула кӗртме пӑрахӗҫ. Унашкаллисене дистанци мелӗпе вӗренме ярӗҫ.
Кун пирки аслӑ шкулӑн ректорӗ хушу кӑларнӑ-мӗн. Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен вара иккӗмӗш компонентпа вакцинациленменнисене кӗртме пӑрахӗҫ.
Анчах хальлӗхе университетра ку хыпара ҫирӗплетсе калаймаҫҫӗ, хушӑва татӑклӑн йышӑнман-мӗн. Студентсем экзаменсене дистанци мелӗпе те тытма пултараҫҫӗ иккен.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкул Ҫӗнӗ ҫула черетлӗ ҫитӗнӳпе кӗтсе илет. Унти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева «Контактра» ушкӑнри шкул пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем ҫулсеренех район шайӗнчи уроксен фестивальне хутшӑнаса пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаҫҫӗ. Кӑҫал ӑна Сӑрпа Хусан чиккисен хӳтӗлевҫисене халалласа ирттернӗ».
Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класс ачисем ҫав урокра поэзин тӗнчин асамлӑхӗпе, сӑвӑ ҫырас вӑрттӑнлӑхсемпе паллашнӑ. Урока хаваслӑрах, тухӑҫлӑрах тума инҫет мелпе ҫитнӗ Юрпике (Шупашкарти пукане театрӗн артистки Оля Тарасова) пулӑшнӑ.
Фестиваль валли ирттернӗ 25 минутлӑх видеоурока район шайӗнчи жюри ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗртнӗ.
Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗ. Ҫынсем панӑ ыйтусенчен пӗри – шкулсен строительстви.
Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул 4 шкул тума пуҫлӗҫ. 2023 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти «Университет» микрорайонта шкул уҫӑлмалла.
Ҫавӑн пекех ҫитес ҫул тӗп хулари «Лента», «Акварель» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче пӗлӳ ҫурчӗсем тума тытӑнӗҫ. «Радужный» тата «Солнечный» микрорайонсенче ку тӗлӗшпе йывӑртарах. Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Радужный» микрорайонта шкул валли уйӑрнӑ лаптӑк лайӑхах мар. «Солнечный» микрорайонта та ҫӗр лаптӑкӗ тӗлӗшпе ыйтусем пур.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Республикӑн пӗрлехи экзаменне 2021 ҫулта тытма хатӗрленесси» семинар ирттернӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе тата тӗллевӗпе, текст тишкермелли меслетлӗхпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ формӑсене алла илнӗ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетнӗ, шкул ачисен экзамента пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкернӗ.
Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров шкул ачисем хӗллехи каникула маларах каяссине пӗлтернӗ. Каникул раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланӗ те кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра республикӑра 88 вӗрентекен тата шкул ачи кӑшӑлвируспа чирлет. Елчӗк районӗнчи пӗр шкул тата 51 класс карантинра.
ОРВИпе тата ОРЗпа чирлекенсен йышӗ нумай: 10,5 пин шкул ачине ҫапла диагноз лартнӑ. 90 класс карантинра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.