Кӳкеҫри Первомайски урамри 20-мӗш ҫурта асӑннӑ поселокра пурӑнакансем аван пӗлеҫҫӗ. Тулашӗ — тимӗр, шалашӗ — нимӗр темелле ун пирки.
Астӑвасса, пӗр 15 ҫул каяллах ҫав ҫурт (обжежити) хӑтлисен шутӗнче пулман. Маларах вӑл 27-мӗш професси училищин балансӗ ҫинчеччӗ. Каярах ӑна Кӳкеҫ ял тӑрӑхне куҫарнӑ хыҫҫӑн «Жилкомцентр» управляющи компани (вӑл ҫулсенче район центрӗнче ун пек компани пӗрре ҫеҫчӗ) тытса тӑратчӗ. Анчах ҫуртра пӗр пӑта ҫапманпа пӗрехчӗ. Вӑхӑт иртнӗҫем вӑл пушшех япӑхса пычӗ. Управляющи компани те унтан пӑрахса кайрӗ.
Асӑннӑ ҫуртра пурӑнакансен нуши-тертне Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев ӑнланса пулӑшма тытӑннӑ хыҫҫӑн унта лару-тӑру аранах лайӑхланма тытӑннӑ. Ҫурта тытса тӑрассине кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн «Аквастрой» тулли мар яваплӑ общество хӑй ҫине илнӗ. Вӑл пӗрлехи пурлӑха йӗркене кӗртме тытӑннӑ та ӗнтӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗпе Алена Аршиновӑпа тӗл пулнӑ. Енсем республикӑн Правительство ҫуртӗнче курнӑҫнӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, регион ертӳҫи тата парламентари республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе тата экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, «Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫламалли ҫинчен тӗплӗн канашланӑ.
«Пирӗн пурин те пӗр-пӗринпе лайӑх ҫыхӑнса килӗшсе ӗҫлемелле. Ҫак ӗҫе эпир республикӑри мӗнпур представительсене, РФ Патшалӑх Думинче, Федераци Канашӗнче тӑрӑшакансене явӑҫтарма палӑртса хуратпӑр. Тивӗҫлӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнусем пуҫланчӗҫ ӗнтӗ», — Олег Николаев сӑмахӗсене чӑвашла куҫарса кӑтартнӑ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
Икӗ ен малашне те проектсене пурнӑҫа кӗртессипе пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ.
Чӑваш Енри паллӑ политика, «Тӗрӗслехшӗн Раҫҫей» парти пайташне Игорь Молякова РФ Патшалӑх Думине сӗннӗ. Кун пирки асӑннӑ парти ертӳҫи Сергей Миронов каланӑ.
«Пӗлӗвӗпе вӑл — философ, ман пекех Питӗрти университетра вӗреннӗ», – ырланӑ Миронов Молякова. Тӗп суйлав комиссине документсене ҫывӑх вӑхӑтра ҫитеррӗҫ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин РФ Патшалӑх Думинчи манданчӗ Олега Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Игорь Моляковпа калаҫса курнисем вӑл ӑслине палӑртаҫҫӗ. Вӑл 1961 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ. Вырӑс. Ҫемьеллӗ. Икӗ ача ашшӗ. 1983 ҫулта Лениградри А.А. Жданов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн философи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Философи наукисен кандидачӗ, доцент. 4 монографи тата ӑслӑлӑх журналӗсенчи 30 статья авторӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте ӗҫленӗ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне мӗнпур ултӑ созывра суйланнӑ пӗртен-пӗр депутат вӑл.
Ӗнер, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа паллаштарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ ӗнтӗ.
Паллаштару хыҫҫӑн журналистсем Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗн комитечӗн ертӳҫинчен, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗнчен Анатолий Аксаковран кӗске интервью илнӗ. Аса илтерер: Олег Николаевпа Анатолий Аксаков — пӗр партири ҫынсем.
«Эсир, партири аслӑ юлташ евӗр, Николаевпа Министрсен Кабинечӗн ҫӗнӗ йышне сӳтсе явман-и?» — ыйтнӑ, тӗслӗхрен, МИХсем. «Калаҫатпӑр, канашлатпӑр, палӑртса хунисем, паллах, пур. Команда пуҫтарӑнать, команда, пӗтӗмӗшле илсен, хатӗр. Эпир яваплӑха хамӑр ҫине илме хатӗр тесе яланах каланӑ», — хуравланӑ Аксаков.
«Министрсен Кабинечӗн унчченхи йышӗнчен ҫӗнӗ правительствӑна кам та пулсан кӗрӗ-и?» — кӑсӑкланнӑ журналистсем. «Унта профессиналсем пур, вӗсене аталанма май парсан ҫӗнӗ условисенче усӑ кӳме пултараҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп. Эп шухӑшланӑ тӑрӑх, ун пек ҫынсем шӑпах ӗҫлеме пултарӗҫ», — пытарман Анатолий Аксаков.
Нумаях пулмасть ЧР прокуратурин анлӑ ларӑвӗ иртнӗ, 2019 ҫулти пӗтӗмлетӳсене пӑхса тухнӑ.
Ларура палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт министрне Александр Николаева тата вӗренӳ министрне Сергей Кудряшова тупӑшӗсем пирки тӗрӗс пӗлтермешӗн дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ. Вӗсен ҫумӗсен те декларацире суя хисепсем пулнине палӑртнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата РФ президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчи Петр Чекмарев та декларацире пӗтӗм тупӑша кӑтартман. Вӗсене те дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Декларацире суя хисепсем кӑтартакан сахал пулман: Шупашкарти 25 депутата тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Каласа хӑвармалла: декларацие тӗрӗс мар кӑтартнӑшӑн Виктор Шмаков тата Алексей Никитин депутат полномочийӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Пӗлтӗр «Чӑвашкредитпромбанк» вкладчикӗсемпе тӗл пулнӑ чухне ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова «упырь» тесе каланӑ. Кун хыҫҫӑн Сергей Семенов Иван Моторин тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ.
Тӗрӗслев тата лингвистика экспертизи ирттернӗ хыҫҫӑн административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн Моторин тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Шупашкарти Ленин районӗн 1-мӗш суд участокӗн миравай судйине пӑхса тухма ярса панӑ.
Палӑртмалла: ҫынна сӑмахпа кӳрентернӗшӗн должноҫри ҫынсене 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Паян Шупашкарти Мускав районӗн судӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Евгений Андреев тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫпе прени иртнӗ. Ӑна бизнес-партнерне вӗлерме саккас панӑшӑн айӑпласшӑн.
Патшалӑх айӑплавҫи ҫынна вӗлерме саккас панӑ депутата ҫирӗп режимлӑ колоние 13,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑнать, унӑн подельникне – 14 ҫуллӑха. Ӗҫе присяжныйсен сучӗ кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ, унӑн пӗтӗмлетӗвӗ: айӑплӑ. Приговора ыран 15 сехетре вулӗҫ.
Сӑмах май, пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче суд Андреев айӑплӑ мар тесе йышӑннӑ, анчах патшалӑх айӑплавҫи кунпа килӗшмен, ӗҫе тепӗр хутчен пӑхса тухма янӑ. Приговора пӑрахӑҫламалли сӑлтав пулнӑ: присяжныйсенчен пӗри ашшӗ судпа айӑпланни пирки пӗлтермен.
«ДепутатКлуб» порталта РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Усӑллӑ 50 парламентари йышне (ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче хатӗрленӗ) Чӑваш Енрен икӗ депутат ҫеҫ кӗрейнӗ.
Танлаштарӑма хатӗрлекенӗсем — Дмитрий Гусев тата Алексей Мартынов политологсем. Мускавра вӗсем парламентарисен уссине палӑртакан саккӑрмӗш интеграллӑ рейтинг йӗркеленӗ. ТОП-50 танлаштарӑма «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Анатолий Аксаков тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Алена Аршинова лекнӗ. Анатолий Аксаков — ҫӳлтен виҫҫӗмӗш йӗркере, Алена Аршинова — 14-мӗшӗнче.
Танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне парламентарисен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчи хастарлӑхне те шута илнӗ. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, хӑшӗсен ячӗ-шывӗ МИХсенче янӑранипех ҫырлахнӑ, теприсем, Анатолий Аксаков пеккисем, чӑннипех те ӗҫленӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата депутатсем Илпеш ҫывӑхӗнчи ҫӗре урӑх категорие куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кун хыҫҫӑн «Про Город» хаҫата пӗр хӗрарӑм акӑ мӗн пӗлтернӗ: вӑл мероприятири хӗвӗшӳре пуҫ мимине чӗтрентернӗ.
Депутатсем Илпеш ҫывӑхӗнчи ҫӗре промышленноҫ категорине куҫарма хирӗҫ пулнишӗн сасӑланӑ. Ларӑва ял ҫыннисем те хутшӑннӑ. Вӗсем депутатсем йышӑнӑва сӑмах вӗҫҫӗн ҫеҫ тӑвасран шикленнӗ, ҫакна хут ҫине ҫырса ҫирӗплетмесӗр «халӑх тарҫисене» клубран кӑларса ярасшӑн пулман. Ҫапла майпа клубра хӗвӗшӳ тухнӑ. «Ку бунтра эпӗ шар куртӑм, пуҫ мимине чӗтретрӗм, амантӑм», - пӗлтернӗ ларӑва хутшӑннӑ Лилия Говорова.
Пуҫлӑх тата депутатсем полицейскисем пулӑшнипе ҫеҫ клубран тухайнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, йышӑнӑва прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫеҫ хут ҫинче ҫирӗплетме пултараҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче халӑх итлевӗ иртнӗ. Унта Илпеш ялӗпе юнашар логистика центрне тӑвас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Анчах халӑх ҫакна хирӗҫ пулнине палӑртнӑ. Ҫынсене акӑ мӗн шиклентерет: логистика центрӗ тӑвас сӑлтавпа влаҫри ҫынсем ҫав ҫӗр лаптӑкне Китай Иинвесторӗсене парасшӑн.
Пухӑва нумай ҫын килнӗ. «Развитие» (чӑв. «Аталанау») тулли мар яваплӑ общество докладчикне сӑмах чӗнме те паман-мӗн. Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Владимир Дмитриев халӑха проект пирки тӗплӗнрех каласа парасшӑн пулнӑ, анчах халӑх ӑна сутӑнчӑк тесе каланӑ. Унта та кунта ӑна отставкӑна ямалли пирки илтӗннӗ.
Палӑртмалла: халӑх итлевӗ хыҫҫӑн 7 кун иртсен вырӑнти депутатсен логистика центрӗ валли ҫӗр уйӑрассине сасӑласа палӑртмалла. Мӗнле йышӑну тӑвӗҫ вӗсем? Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн паллӑ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.