
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи «Заветы Ильича» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче комбайн ҫуннӑ. Пушарпа кӗрешекенсем патне инкек пирки 16 сехет те 25 минутра ҫитнӗ.
2010 ҫулта туса кӑларнӑ комбайн хирте ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑма асӑрхасан комбайнер ҫухалса кайман — сӳнтерме тытӑннӑ. Ҫулӑм сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑҫал пирӗн республикӑра автомобильсем 51 хутчен ҫуннӑ. Шупашкарта 21 пушар тухнӑ, Ҫӗмӗрлере — 5, Муркаш районӗнче — 4, Ҫӗрпӳпе Вӑрмар районӗсенче — 3-шер, Комсомольски, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенче — 2-шер, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче — 1-ер. Машинӑсен хуҫисем пушара пула 10,5 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлне 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарас хӑрушлӑх пур. Ҫапла пӗтӗмлетме Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтерни хистет.
Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ирхи 5 сехет ҫурӑ тӗлӗнче Муркаш районӗнчи Калмӑккасси ялӗ ҫывӑхӗнчи «Мускав-Ӗпхӳ» федераци трасси ҫинче инкек пулса иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Ауди» автомашина ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса тӑрӑннӑччӗ, унтан «УАЗ-3909» автомобильпе ҫапӑннӑччӗ. УАЗ водителӗпе салонти тепӗр пассажир аманнӑ.
Руль умӗнче пулни инкек вырӑнӗнчен тарнӑ пулин те ӑна тупса палӑртнӑ. Машинӑна Олег Ладыков тытса пынӑ тенӗрен каччӑна суд авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗччен хупса хума йышӑннӑ.
Ҫирӗмри ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «б» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулччен хупма пултараҫҫӗ. Тантӑшӗсене хӗненӗшӗн Олег Ладыковкӑҫалхи ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче судпа айӑпланнӑччӗ.

Муркаш районӗнче утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫул ҫинче инкек пулнӑ хыҫҫӑн прокуратура ҫул-йӗр инспекторӗсен ӗҫне тӗрӗслесе хак парӗ.
Аса илтерер: асӑннӑ кун ирхине «Мускав-Ӗпхӳ» федераци трасси ҫинче «Ауди» автомашина ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса тӑрӑннӑ, унтан «УАЗ-3909» автомобильпе ҫапӑннӑ. УАЗ водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонта пулнӑ тепӗр пассажир та каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ Олег Ладыков пулма пултарнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Каччӑна унччен суд ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑччӗ. Вӑл тата унӑн юлташӗ тантӑшӗсене хӗненӗччӗ.
Сӑмах май, ҫакна та палӑртар: ӗнер Алексей Ладыков «Уҫӑ хула» форматпа хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Шӑв-шав ҫӗкленӗ инкекпе кӑсӑкланакан та тупӑннӑ. Сити-менеджер авари вырӑнӗнче хӑй пулмантан руль умӗнче кам пулнине пӗлменнине палӑртнӑ. Ладыковсен ун пек машина ҫук-мӗн.

Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫак ҫемьене калама ҫук пысӑк инкек пырса ҫапнӑ. Инкек пӗччен ҫӳремест теҫҫӗ те... Маларах ҫемье тӑваттӑри ывӑлне пытарнӑ. Халӗ, ав, кил хуҫине — ачан ашшӗне, ҫынна астумасӑр вӗлернӗ тесе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе прокурор ҫирӗплетнӗ. Ӗҫе суда ярса парӗҫ.
Аса илтерер: инкек кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑччӗ. Пӗчӗк ывӑлне кабинӑна лартса ашшӗ хире тислӗк тӑкма кайнӑ. Тӑвалла хӑпарнӑ чух арҫын ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине шаплаттарнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Анчах шурӑ халатлисем те пӗчӗкскерӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Ачан ашшӗне РФ Пуҫиле кодексӗн 109 статйипе айӑпласшӑн.

Шупашкарта паян ирпе икӗ троллейбус ҫапӑннӑ. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопортал тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑра пӗлтернӗ.
Инкек Пичет ҫурчӗ патӗнчи (вӑл И. Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) ҫул ҫавринче пулса иртнӗ.
Троллейбуссем ҫапӑнсан ҫынсем шар курнине асӑнман. Общество транспорчӗсем ҫул хӗрринчи йӗр ҫине кӗнӗ чух пӗр-пӗринпе ҫапӑннӑ. Инкек пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче хальлӗхе нимӗн те асӑнман.
И. Яковлев тата Мир проспекчӗсем пӗрлешнӗ вырӑнти ҫул ҫавринче, тӗрӗссипе каласан, вӗҫӗмех пӗчӗк инкексем пулса иртеҫҫӗ. Автомашинӑпа ҫӳрекенсем каланӑ тӑрӑх, унта ҫул ҫаври пуррине ӑнланса илме ҫӑмӑлах мар. Тата, паллах, тимлӗ пулмалла.

Пирӗн республикӑра ӳсӗрле вилекенсем нумай. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн ӗҫ тӑвакан органӗсенче ӗҫлекенсемпе тата районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер ӳсӗрсем тӗрлӗ инкеке лексе вилнине палӑртнӑ. Ун пек тӗслӗхсем йышлӑ-мӗн. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче цифрӑсене асӑнман та, анчах Михаил Васильевич чан ҫапнине кура лару-тӑру чӑннипех ҫивӗчне тӗшмӗртме йывӑр мар.
Михаил Игнатьев Элтепер вырӑнти тӳре-шаран яваплӑрах пулмаллине, инкек ӑҫта тата мӗн сӑлтавпа пулнине пӗлсе тӑмаллине палӑртнӑ.

Шупашкарти савутра рабочи суранланнӑ. Смена вӑхӑтӗнче вӑл ӳтне пӗҫертсе янӑ.
Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ савута ҫак арҫын каҫхи сменӑна кайнӑ. Ҫав кун, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 19 сехет тӗлӗнче унпа инкек пулнӑ.
«Рабочи кӑмака вӗри пулнипе суранланнӑ. 1981 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн пичӗ тата алли пиҫсе кайнӑ», — ҫапла каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Савутран пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫчене пульницӑна вырттарман. Халӗ вӑл килте ларать. Предприятири инкеке тӗпчеме комисси йӗркеленӗ, вӑл ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатӗ.

Шупашкарта канализаци ҫӑлне пӗчӗк ача кӗрсе ӳкнӗ. Ҫулталӑк та 10 уйӑхрискер урама амӑшӗпе тухнӑ. Асли хыҫҫӑн утса пыраканскер канализаци ҫӑлне, 3 метр тарӑнӑшне, персе аннӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ уйӑхрах, ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ.
Халӗ ҫав тӗслӗхпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ача уҫӑ канализаци ҫӑлне персе аннӑшӑн «Водоканал» предприятин ӗҫченне айӑпласшӑн.
Алькешра ҫав организаци канализаци пӑрӑхне тасатнӑ. Болгарстрой урамӗнчи 7-мӗш ҫурт патӗнчи ҫӑла иртен-ҫӳрен кӗрсе ӳкесрен хупламан. Инкешӗн предприятин ӗҫченӗсенчен пӗри яваплӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн пӗр статйипе ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта ылтӑн яхта шыва путнӑ. Вӑл ылтӑнтан пулман-ха. Унӑн тӗсӗ ҫавӑн пек пулнӑ иккен. Хаклӑ пурлӑх яхт-клубӑн стоянкинче ларнӑ.
Пӑтӑрмаха сӑнанисем пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв тӗпне яхта хӑвӑрт анса кайнӑ. Пӗр 10 минутра вӑл путнӑ.
Ылтӑн тӗслӗ ҫав яхта ҫинче Пӗрремӗш канал телеертӳҫи Марина Ким сӑн ӳкерӗннӗ. Асӑннӑ телеканал ертӳҫисем, аса илтерер, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун Чӑваш Енӗн тӗп хулине, Шупашкара, ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерме пысӑк йышпа килнӗччӗ. Яхта ҫинчи сӑнӳкерчӗксене телеертӳҫӗ каярах хӑйӗн Инстаграмри страницине лартнӑ.
Шупашкарӑн Атӑл ҫыранӗ хӗрринче меллӗн вырнаҫнӑ чаплӑ яхта мӗн сӑлтавпа шыва путнин сӑлтавӗ паллӑ мар. Унӑн хуҫи кам пулнине те, пуянлӑх хакне те кӗске хыпарта асӑнман.
Яхтӑна халӗ шывран кӑларнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енри икӗ районта 9 ҫулти ачасем шыва путса вилнӗ. Вӗсенчен пӗри, хӗрача, Комсомольски раойнӗнчи Хирти Мӑнтӑр ялӗ патӗнчи шыва шар курнӑ. Унпа пӗр ҫулхи арҫын ача Муркаш районӗнчи Ҫӗньял Хуракасси ялӗ патӗнчи пӗвере куҫне хупнӑ.
Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем ҫийӗнчех тӗпчев пуҫарнӑ.
Асӑннӑ управленин ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Димитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем ишме пӗлмен. Вӗсем шывпа антӑхса кайса вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсене юри путарнӑ е вӗлерсе шыва пӑрахнӑ теме тӗпчевҫӗсен сӑлтав ҫук.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче шыв-шур хӗрринче асӑрханмаллине тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ.
